Чӗмпӗр облаҫӗнчи «Шевле» литература пӗрлешӗвӗн ӗҫне пуҫламӑшӗнченех хастар хутшӑнаканӑн, «Канаш» хаҫатӑн информаци пайӗн пуҫлӑхӗн, Вӑрнар районӗнчи Кушлавӑш ялӗнче ҫуралса ӳснӗ Елена Мустаевӑн «Аннесене каҫараҫҫӗ» пӗрремӗш кӗнеки кун ҫути курчӗ. Проза кӗнеки авторӑн малтанхи парни. Унта кӗнӗ калавсемпе новеллӑсенче Елена Николаевна паянхи пурнӑҫра тӗл пулакан ҫивӗч проблемӑсене ҫӗклет: тӗрлӗ ҫын шӑпине, вӗсене канӑҫсӑрлантаракан ыйтусемпе ҫунат хуштаракан пулӑмсене ӗненмелле ҫырса кӑтартать. Кулӑшла калавӗсем уйрӑмах асра юлаҫҫӗ. Кӗнекене «Крахвине» повесть те кӗнӗ. Кӗнекене РФ Ҫыравҫӑсен пӗрлӗхӗн пайташӗ, РФ тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ Анатолий Юман тата РФ Ҫыравҫӑсен пӗрлӗхӗн пайташӗ Анатолий Чебанов (виличчен кӗнекен ҫыру варианчӗпе паллашма ӗлкӗрнӗ) хак панӑ. «Вичкӗн куҫлӑ ҫыравҫӑ, алли те ӑста унӑн, чунӗ те ырӑ, ҫавна пула хайлавӗсем те ҫырла пек сӗткенлӗ», — тенӗ Анатолий Чебанов. Чӑваш литературинче Елена Мустаева ҫӗнӗ ят. |
2013-15 ҫулсенче Чӑваш Енре пурӗ 100 модульлӗ ФАП туса лартмалла. Вӗсен лаптӑкӗ 80 тв.м кая мар пулӗ, хӑварт туса лартма май паракан ҫуртсене 20 кун хушшинче хӑпартма пулӗ. Ӗнер Вӑрнар районӗнче Чӑваш Республикин сывлӑх сыхлавӗпе социаллӑ аталану министерствин элчисем пулчӗҫ, фельдшерпа аккушер пункчӗсемпе паллашрӗҫ. Ушкӑн шутӗнче ҫавӑн пекех Вӑрнар районӗн администраци пуҫлӑхӗ Леонид Николаев тата районӑн тӗп пульницин главврачӗ Ольга Казакова пулчӗҫ. Вӑрнар районӗнче паянхи кун пурӗ 41 ФАП ӗҫлет. Хӑшӗ-пӗри 1960-мӗш ҫулсенче хӑпартнӑ ҫуртсенче вырнаҫнӑ. Ӗҫлӗ ушкӑн Услапа, Шӑхаль, Кӳлхӗрри, Ишлӗ, Чӑрӑш Ишек, Туҫи Ҫармӑс ялсенчи фельдшерпа аккушер пункчӗсенче пулса курчӗ, вӗсен ҫурчӗсемпе паллашрӗ. Пурӗ районта 11 ҫурт хӑпартма сӗннӗ, анчах та хӑшне ҫӗнетессине респулика комиссийӗ татса парӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Патӑрьелти 1-мӗш шкул Патӑрьелти 1-мӗш шкулта чӑваш чӗлхине вырӑс чӗлхеллӗ шкул программипе вӗрентеҫҫӗ. Ӗнер вара, раштавӑн 5-мӗшӗнче, вӗрентекенсем ҫак шкула «Вырӑс чӗлхеллӗ шкулта чӑваш чӗлхипе литературине ытти предметсемпе ҫыхӑнтарса вӗрентесси» семинара пухӑнчӗҫ. Пурӗ районти 34 учитель хутшӑнчӗ. 1-мӗш шкулта чӑваш чӗлхипе литературине пурӗ 10 учитель вӗрентет. Тӗрлӗ меслетпе анлӑ усӑ курса Александрова О.Н., Гаврилова А.Н. (2 классем), Солдатова С.А. (7 класс), Бабаева Е.М., Путякова Н.А. (5 класссем), Сорокина Л.А., Федорова В.Ф. (8 классем), Каллина О.А. (3 класс) вӗрентекенсем 2-8 классенче кӑтартуллӑ уроксем ирттерчӗҫ. Уҫӑ уроксенче пулнӑ ытти учительсем кашни вӗрентекене паянхи кун хатӗрӗсемпе усӑ курнӑшӑн мухтарӗҫ, тӗрлӗ сӗнӳсемпе канашсем парса хӑварчӗҫ. Чӑвашсемпе пӗрлех ытти халӑх ачисем те чӑвашла лайӑх калаҫни хӑнана килнӗ вӗрентекенсен кӑмӑлне кайрӗ. Семинара килнисем шкул пуҫлӑхне лайӑх кӗтсе илнӗшӗн тав турӗҫ, кунашкал уҫӑ уроксем ирттернине ырларӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Спорт фестивалӗнчи самант Паян, раштавӑн 5-мӗшӗнче, Куславккари «Атӑл» вӑй-хал культурипе сывлӑх управӗн комплексӗнче Куславкка районӗн сусӑррисем хушшинчи спорт фестивалӗ иртрӗ. Сусӑррисем виҫӗ спорт енӗпе ӑмӑртрӗҫ: дартс, шашка тата шахмӑт вӑййисенче. Дартсра мала Ишменецкая Ираида Владимировна тухрӗ. Иккӗмӗш вырӑна — Садовников Андрей Владимирович, виҫҫӗмӗш вырӑна —Васильева Людмила Никитична йышӑнчӗ. Шашка вӑййинче мала Садыков Гумар Нуруллович тухрӗ — вӑл пурне те ҫӗнтерме пултарчӗ. Иккӗмӗш вырӑнта Зайцев Николай Гаврилович пулчӗ, виҫҫӗмӗшӗ вара Егоров Георгий Егоровича лекрӗ. Шахмӑт вӑййинче Зайцев Николай Гавриловичран вӑйли пулаймарӗ. Иккӗмӗш вырӑна Садыков Гумар Нуруллович (шашкӑпа вӑл мала тухрӗ) виҫҫӗмӗшне Модин Евгений Юрьевич йышӑнчӗ. Фестиваль вӗҫленнӗ хыҫҫӑн ҫӗнтерӳҫӗсене хисеп хучӗсемпе чысларӗҫ, кайран вара пӗрле ларса чей ӗҫрӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑрачкав районӗнче пурӑнакан 14 ҫулхи ҫамрӑка хирӗҫ пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Ӑна РФ УК-ӑн 158-мӗш ст. 3-мӗш пункчӗпе килӗшӳллӗн (ют кил-ҫурта кӗрсе ҫаратни) вӑрлав ӗҫӗпе арпашнӑшӑн айӑплаҫҫӗ. Следстви пӗлтернӗ тӑрӑх пуш уйӑхӗн 29-мӗшӗнче каҫа хирӗҫ ҫамрӑк хӑй вӗренекен шкултах ӗҫлекен учительницӑн хваттерӗн ҫӑрине ватса пӳлӗме кӗрет. Хваттертен ҫав кун аялтан тӑхӑнмалли кӗпе-йӗм, телефон сим-карти тата укҫа-тенкӗ ҫухалнӑ. Пӗтӗмӗшле тӑкакӗ 3 пин те 200 тенкӗлӗх. Айӑплӑ ҫамрӑк 7-мӗш класра анчах вӗренет-ха. Хӑйӗн хӑтланӑвне вӑл ҫӗнӗ учительница мӗнле пурӑннине пӗлес килнипе ӑнлантарнӑ. Ҫын пӳлӗмне ҫӑра ватса кӗнине ун ҫине ан шутлатчӗр тесе вара япаласем ҫаратса тухма шут тытнӑ Хальлӗхе йӗрке хуралҫисем пӑтӑрмахӑн лару-тӑрӑвне тӗпчеҫҫӗ, шырав ӗҫӗсем ирттереҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫеҫпӗл Мишши Украинӑри Остер хулинче юратнӑ сӑвӑҫӑмӑрӑн Ҫеҫпӗл Мишшин пурнӑҫӗ таталнӑ вырӑна гранитран паха палӑк лартма шухӑшлаҫҫӗ. Кун пирки «Хыпар» хаҫат пӗлтерет. Сирӗн те ҫак пархатарлӑ ӗҫе хутшӑнма кӑмӑл пур пулсан, пулӑшу счёчӗ: Волго-Вятский Банк Сбербанка России, Чувашское отделение №8613 г. Чебоксары ИНН 7707083893 БИК 049706609 к/с 30101810300000000609 КПП 212902001 Л/с 40817810775023302894/54 |
Чӑваш Енӗн малашлӑхӗ пысӑк ҫемьесенче. Канаш районӗн Чулкӑмака ялӗнче кун йышши ҫемьесем йышлӑ мар. Ҫавӑнпа та вӗсем хисепре. Пилӗк ачана ҫитӗнтерсе ура ҫине тӑратасси пысӑк яваплӑх. Чӳк уйӑхӗн вӗҫӗнче Чулкӑмакара Викторовсен йышлӑ ҫемьи валли хӑпартнӑ уйрӑм ҫурта хуҫисене парнелерӗҫ. Ҫемьере 5 ача: 3 ывӑл та 2 хӗр. Кӗҫӗнни 3 ҫулта, асли нумаях пулмасть 18 тултарнӑ. Кил хуҫи «Граск» АХО-ра слесарь пулса ӗҫлет, арӑмӗ вара ялти «Гномик» ача сачӗнче вӑй хурать. Кашни нумай ачаллӑ ҫемьесенни пекех Викторовсен те чи кӑткӑс ыйту — кил-ҫурт ыйтӑвӗ ялан пулнӑ. Вӗсен хӑйсен те пӳрт пур, анчах та лаптӑкӗ ҫителӗксӗр. Ҫӗнӗ ҫуртӑн лаптӑкӗ 67,4 тв.м., электричество, газ, шыв кӗртнӗ. Ҫурта «Нумай ачаллӑ ҫемьесене кил-ҫуртпа тивӗҫтересси» программӑпа килӗшӳллӗн «ПМК-400» ТМЯО хӑпартса панӑ, Республика бюджетӗнчен 1 450,0 пин тенкӗ яхӑн усӑ курнӑ. Ҫуртӑн ҫӑра уҫҫине парнелес ӗҫ-пуҫа уявласа ирттерчӗҫ. Викторовсен ҫемьине Константин Анатольевич Никоноров Канаш район администрацийӗн пуҫлӑхӗн ҫумӗ, Владимир Михайлович Максимов Вӑтакас Кибеч ял администрацийӗн пуҫлӑхӗ, Александр Егорович Ильин «ПМК-400» ТМЯО директорӗ саламларӗҫ. |
Ӗпхӳри пикет Ӗнер пирӗн республикӑра, Тутарстанра тата Пушкӑртра наци чӗлхисене хӳтӗлесе пикетсем иртрӗҫ. Тӑван чӗлхешӗн пӑшӑрханакансене урама РФ Патшалах Думи республикӑсенче кӑк халӑхсен чӗлхине вӗренме тивӗҫлинчен катертме шутлани кӑларнӑ. Пысӑк йыш Пушкӑртстанра пухӑннӑ — унта пурӗ 80 яхӑн ҫын тухнӑ. «Обязательное изучение государственных языков не противоречит Конституции РФ», «За обязательное изучение государственных языков», «Теле юҡтың – иле юҡ!» (чӑв. Чӗлхе ҫукран — патшалӑх ҫук). Хусанта 50-70 ҫын пухӑннӑ. Пуху вӗҫленнӗ май резолюци йышӑннӑ — ӑна Европа Канашӗ Парламент Ассамблеине (ПАСЕ) тата РФ Патшалӑх Думин председательне Сергей Нарышкина ярса панӑ. Шупашкарта пӗр ҫын пикечӗ пулнӑ — ӑна Правительство Ҫурчӗ умӗнче ирттернӗ. Асаилтерме: кӑҫал юпан 17-мӗшӗнче РФ Патшалӑх думи вӗренӳ саккунӗн ҫӗнӗ проектне пӗрремӗш вулавра йышӑннӑ. Ӑна килӗшӳллӗн республикӑсенче пурӑнакансем наци чӗлхисене вӗренесрен ирӗк илме пултараҫҫӗ. Чӑваш, тутар тата пушкӑрт халӑхӗсем ку саккун республикӑсене вырӑслантарасран шикленеҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Бакура (Азербайджан) иртнӗ шӑматкун, чӳкӗн 24-мӗшӗнче, Пӗтӗм тӗнчери тӗрӗк ҫамрӑкӗсен пӗрлӗхӗн офисне уҫрӗҫ. Вӑл тӗп хулан Ҫамрӑксен ҫуртӗнче вырнаҫрӗ. Мероприятие Ҫамрӑксемпе спорт министрӗ Азат Рагимов хутшӑнчӗ, хӑйӗн сӑмахӗнче вӑл каларӗ: «Азербайджанта пурӗ 11 ҫамрӑксен ҫурчӗ ӗҫлет, тата 10 ҫурт хӑпартаҫҫӗ. Ҫак центрсенче ҫамрӑксем валли мӗн кирли пурте пур: конференц-залсем, вулавӑшсем, интернет пӳлӗмӗсем, тӗрлӗ тӗлпулусемпе тренингсем тата конференцисем ирттермелли кану пӳлӗмӗсем». Пӗтӗм тӗнчери тӗрӗк ҫамрӑкӗсен пӗрлӗхне 1992 ҫулта Хусанта йӗркеленӗ. Унта 18 патшалӑхри 36 халӑх, 40 ытла организаци кӗрет. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Юрӑ кӗнекин хуплашки Трак енрен композиторсем чылайӑн тухнӑ. Вӗсем тӑван халӑхӑмӑра ҫӗршер-пиншер юрӑ парнеленӗ. Хӑшӗ-пӗри, чӑн та, вӑхӑт иртнӗҫемӗн, пурнӑҫ улшӑнса пынӑ май манӑҫа тухса пырать ӗнтӗ. Чылайӑшне вара уйрӑм юрӑҫсемпе пултарулӑх коллективӗсем паян кун та манӑҫа кӑлармаҫҫӗ. Юрӑсене хывнӑ хӑш-пӗр композиторсем халӗ пирӗн хушӑра ҫук пулсан та, вӗсен хайлавӗсем вилмеҫҫӗ, пурӑнаҫҫӗ, концертсенче тӑтӑшах янӑраҫҫӗ. Акӑ Кушкӑ ялӗнче ҫуралнӑ, Красноармейски ялӗнче кун кунланӑ Михаил Ильич Ильин педагог, спорт тусӗ, композитор пурӑннӑ пулсан кӑҫал 85 ҫул тултармаллаччӗ. Шел, унӑн чӗри икӗ ҫул каялла тапма чарӑнчӗ. И. Я. Яковлев ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх педагогика институтӗнче истори учителӗн дипломне алла илсе 40 ҫул ытла ҫамрӑк ӑрӑва тивӗҫлӗ воспитани парас тесе вӑй хунӑ М. И. Ильин. Ҫавӑншӑн ӑна «РСФСР халӑха вӗрентес ӗҫ отличникӗ», «Чӑваш АССР тава тивӗҫлӗ учителӗ» хисеплӗ ятсем панӑ. Обществӑлла ӗҫрен те аякра тӑман Михаил Ильич. 30 ҫул ытла пропагандист тивӗҫне пурнӑҫланӑ, ҫав хушӑрах районти тӗп больницӑпа «Сельхозтехника» пӗрлешӗвӗн хорӗсене ертсе пынӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (08.01.2025 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 747 - 749 мм, 0 - 2 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 6-8 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Фёдоров Моисей Фёдорович, литература критикӗ ҫуралнӑ. | ||
| Скворцов Михаил Иванович, чӑваш чӗлхи тӗпчевҫи ҫуралнӑ. | ||
| Игнатьев Михаил Васильевич, Чӑваш Енӗн иккӗмӗш президенчӗ ҫуралнӑ. | ||
| Ефейкин Аким Кузьмич, биологи ӑслӑлӑхӗсен тухтӑрӗ, профессор вилнӗ. | ||
| Димитриев Василий Димитриевич, паллӑ чӑваш историкӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |