Умра — сивӗ кунсем. Ҫитес вӑхӑтра пӗвесем, кӳлӗсем, плотинӑсем пӑрпа витӗнӗҫ. Анчах та малтанхи ҫӳхе пӑр чылай хӑрушлӑх кӑларса тӑратать. Калас пулать, уйрӑмах ачасем ҫӳхе пӑр ҫине кӗме кӑмӑллаҫҫӗ. Чӑваш Ен территорийӗнче пӗвесем, кӳлӗсем, плотинӑсем сахал мар. Пӑр хулӑнӑшӗ нихҫан та пӗр пек шӑнса лармасть. Юханшыв варринчи пӑр ҫӳхерех пулма пултарать. Ҫакна асра тытмалла: пӗр ҫынна 7 сантиметртан кая мар хулӑнӑш пӑр тӳсет. Каток-мӗн тӑвас тесен унӑн хулӑнӑшӗ 12 сантиметр е ытларах та пулмалла. Пӑр хулӑнӑшӗ 15 сантиметр ытларах пулсан кӑна ун тӑрӑх ҫуран каҫса ҫӳреме юрать. 30 сантиметр хулӑнӑшлӗ пӑр ҫине автомашинӑпа кӗмелле мар. Шыв температури 2 градус сивӗ пулсан ҫын унта 5-8 минут кӑна тытӑнса тӑма пултарать. Пӗтӗмӗшле илсен, пӑр ҫинче асӑрханулӑх кирлӗ. Тимлӗхе ӳстерни инкек-синкекрен хӑтӑлма май парӗ. |
Чӳкӗн 9-мӗшӗнче Елчӗк районӗн Курнавӑшри пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан вӑтам шкулта вӗрентекенсем Шупашкарти К.В.Иванов ячӗллӗ Чӑваш академи драма театрӗнче Ф.Павлов ҫырнӑ «Ялта» спектакле кайса курчӗҫ. Пултаруллӑ ҫыравҫӑ драмӑра ӗлӗкхи чӑваш ялӗнче пулса иртекен ӗҫ-пулӑма ӗнентерӳллӗ сӑнласа кӑтартнӑ. Империализм вӑрҫине пула Елюкпа Ванюкӑн телейӗ пӗр туххӑмрах чӑл-пар саланса каять. Елюк, мӑшӑрӗ вӑҫӑра вилнӗ тесе, улталанса Ҫтаппана качча тухать. Туй вӑхӑтӗнче Ванюк хӑйӗн юратнӑ ҫыннине персе вӗлерет. Куракансене Елюкпа Ванюкӑн телейсӗр шӑпи шухӑша ячӗ. Спектакльре ӗлӗкхи чӑваш вӑййи-ҫуйне, юрри-такмакне илемлӗн кӑтартса панине палӑртмалла. Ванюк рольне вылякан В. Карпов артист калӑпланӑ сӑнар уйрӑмах асра юлмалла пулса тухнӑ. «Ялта» спектакль пурин кӑмӑлне те кайрӗ. |
Европӑри ҫӑмӑл атлетикӑн Ассоциацийӗн Бухарестра иртнӗ ларӑвӗ 2014 тата 2015 ҫулта ҫӑмӑл атлетика енӗпе Европӑри командӑсен чемпионатне ирттерме тивӗҫ хуласене палӑртрӗ. Европа ӑмӑртӑвне ирттерме кӑмӑл тунисен йышӗнче 9 хула пулнӑ. Германири Брауншвейг ыттисенчен пур енӗпе те вӑйлӑрах пулнӑ, ӑмӑртӑва 2014 ҫулта ирттерме ҫӗнсе илнӗ. Шупашкар та унран кая маррине кӑтартса панӑ. 2015 ҫулта ҫӑмӑл атлетика енӗпе Европӑри командӑсен чемпионатне ирттерме тивӗҫ пулчӗ. Республика умӗнчи паянхи тӗллев — чемпионата хатӗрленесси. Европӑн ҫӑмӑл атлетика пӗрлешӗвӗн членӗсем пӗр саслӑн пулса Шупашкар хули чемпионат ирттерме тивӗҫлине пӗлтернӗ пулин те тумалли сахал мар-ха. Тӗп ҫитменлӗхрен пӗри — хулан Европӑпа тӳрремӗн ҫыхӑну ҫукки. Шупашкар аэропорчӗ ыттисенчен кая мар пулин те ҫак ыйтӑва татса пама ҫӑмӑлах мар. Ҫавӑнпа 2015 ҫулта Мускавпа Хусана ҫӳрекен автобуссен хушма маршручӗсене йӗркелеме палӑртаҫҫӗ. Тепӗр чӑрмав — спортсменсемпе курма килекенсене вырнаҫтарма хӑна ҫурчӗ сахалли. Малтан палӑртнӑ тӑрӑх ӑмӑрту ирттернӗ чухне чылай ҫын пулӗ: ҫӑмӑл атлетсен йышӗнчех кашни ушкӑнра 25 хӗрарӑмпа 25 арҫын пулмалла, журналистсемех 500 яхӑн. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Чӑваш Республикин Шупашкар районӗ кӑҫал 85 ҫул тултарчӗ. Ҫавра датӑна тӗп хуламӑрти Оперӑпа балет театрӗнче паллӑ туса ирттерчӗҫ. Театрӑн пысӑх залӗнче пухӑннӑ халӑхӑн савӑк кӑмӑл-туйӑмне юрӑ-ташӑ ӑстисем самай ҫӗклерӗҫ. Вӗсен пултарулӑхне куракансем алӑ ҫупса хакларӗҫ. Юбилейра ҫавӑн пекех халиччен пурнӑҫланӑ ӗҫсен тата тӗрлӗ сферӑра тӑрӑшакансен ӗҫӗ-хӗлне те пӗтӗмлетрӗҫ. «Атлашевский» ял хуҫалӑх кооперативӗн тухтӑрӗ Нина Митрофанова «Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ ветеринари тухтӑрӗ», хушма хуҫалӑхӑн пуҫлӑхӗ Христофор Макаров «Чӑваш Республикин ял хуҫалӑхӗн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ», «Смак-Агро» ТМЯО тракторисчӗ Олег Илендеев «Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ механизаторӗ» ятсене тивӗҫрӗҫ. Унсӑр пуҫне ЧР Экономика аталанӑвӗн, промышленноҫ тата суту-илӳ, Культура, национальноҫ тата архив ӗҫӗсен министерствисем те тӑрӑшуллисем валли Хисеп грамотисем, Тав хучӗсем хатӗрленӗ. Вӗсене тивӗҫекенсем те чылайӑн пулчӗҫ. Шупашкар район администрацийӗ те лайӑх ӗҫлекенсене Хисем грамотисемпе, дипломсемпе чысларӗ. |
Йӗрпеҫри этнографи музейӗ ҫитес вӑхӑтра ҫӗнӗ экспонатпа пуянланӗ — унта Хумпуҫ Патӑрьелтен тимӗрҫӗ лаҫҫи илсе килнӗ. Музей директорӗ каласа панӑ тӑрӑх ҫак шухӑша ӑна музейӗн куравҫисем панӑ — чӑн та кунашкал культура тӗплӗхӗнче тимӗрҫӗ лаҫҫи пулмасан вӑл тулли мар курӑнӗччӗ. Хумпуҫ Патӑрьелти лаҫа Чӑваш Тимеш платникӗсем сӳтсе илсе килме пулӑшнӑ. Игорь Акимов ертсе пынипе Александр Иванов, Алексей Андреев тата Александр Раймов чӑн та пысӑк ӗҫ тума пултарчӗҫ — вӗсем тӑрӑшнипе тимӗҫӗ лаҫҫин ҫӗнӗ пурнӑҫӗ пуҫланчӗ тесен те йӑнӑш пулмӗ. Ҫывӑх вӑхӑтра тимӗрҫӗ лаҫҫинче вӗркӗчпе вучах тата сунталпа тимӗрҫӗ кӑмаки вырнаҫтарӗҫ. Музейра тимӗрҫӗ ӗҫне тума пултараканни те пур иккен. Йӗпреҫри этнографи музейӗ 1980 ҫултанпа ӗҫлет. Унта хура пӳрт, икӗ хутлӑ кӗлӗт, йывӑҫ пӳрт, лаҫ, пӑлтӑр, тӑрналлӑ ҫӑл пур. Музейре 3 пин ытла япала упранать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Нинӑпа Анатолий Еграшкинсем Чӳкӗн 15-мӗшӗнче «Салам» студи «Тӑвансемӗр, пӗрле чухне, ай юрлар-и юррине» ҫӗнӗ курмаюрӑсен дискӗ тухнӑ ятпа хӑтлава чӗнет, вӑл Чӑваш патшалӑх филармонийӗнче иртӗ. Пуҫламӑшӗ 18 сехет ҫурӑра. Ку диск — пысӑк проектӑн пӗр пайӗ ҫеҫ. «Салам» студи 4 ҫул хушшинче 100 юрӑн клипне ӳкересшӗн, вӗсене халӑх патне ҫитересшӗн. «Тӑвансемӗр, пӗрле чухне, ай юрлар-и юррине» дискра пурӗ 25 юрӑ вырнаҫнӑ — кашни ҫул ҫапла май студи 25-шер курмаюрӑ кӑларасшӑн. Ку ӗҫе вӗсем пӗччен мар, йышпа тӑваҫҫӗ — проекта чылай режиссер хутшӑнма тӗв тунӑ. Филармонири хӑтлавра эсир ҫак дискри юрӑсемпе паллашма пултаратӑр. Куракансем умӗнче концертпа «Шуҫӑм» ансамбль, Куславкка районӗнчи (Хурамал) «Эткер» ушкӑн, «Кӑмӑл» фольклор ансамблӗ хӑйсен пултарулӑхӗпе паллаштарӗҫ. Ҫавӑн пекех ҫак концерта ытти юрӑҫсем те хутшӑнӗҫ: Василий Раймов, Валентина Михайловӑпа Вячеслав Александров, Владимир Чекушкин, Тамара Гурьева, Иван Христофоров, Сергей Кувшинов, Типшӗм Сашук, Августа Уляндина, Нинӑпа Анатолий Еграшкинсем (Чӗмпӗр облаҫӗ), Надежда Заводскова, Малинасем, Иосиф Дмитриев, Тая Смирнова, Альбина Пӑрчӑкан, Андрей Шадриковпа Пётр Ермолаев, Светлана Савельева, Ольга Осипова, Аня Егорова, Людмила Семёнова, Лариса Васильева. |
Ӗнер 15:39 вӑхӑтра 13 ҫулхи ача «112» васкавлӑ пулӑшӑва шӑнкӑравласа пулӑшу ыйтнӑ. Ҫиччӗмӗш класс ачи Даниил хӑйӗн юлташӗпӗ Шупашкарти Лебедев урамӗнче уҫӑлса ҫӳренӗ. Телефонпа калаҫса пынине пула Даниил асӑрхамасӑр теплокамерӑн люкӗ ҫине пусса кӗрсе ӳкнӗ. Унӑн юлташӗ Иван тӳрех ӑна пулӑшма талпӑннӑ. Анчах хӑй те 2-3 метр тарӑнӑш теплокамерӑна анса кайнӑ. Даниил каласа панӑ тӑрӑх васкавлӑ пулӑшӑва чӗнес шухӑш вӗсен тӳрех ҫуралнӑ. Кӗҫех вӗсем патне 5-мӗш пушар хуралӗнчен шалти ӗҫсен лейтенанчӗ Алексей Яковлевпа Виталий Яковлев прапорщик ҫитнӗ. Пӑтӑрмах пулса иртнӗ вырӑна часах йӗрке хуралҫисемпе васкавлӑ медицина пулӑшӗвӗн ӗҫченӗсем те килнӗ. Виталий Яковлев аялла сиксе анса ачасене юнашарти люкран тухма пулӑшнӑ. Шикленнӗ ҫамрӑксем хӑйсене хӑтаракансене тав турӗҫ, малашне асӑрхануллӑрах пулма сӑмах пачӗҫ. |
Ярӑславри Валентина Федоровна Яковлева (хӗр чухнехи хушамачӗ Карсакова) юпан 30-мӗшӗнче 90 ҫул тултарчӗ. Хӑйӗн ӳсӗмӗнчи ытти нумай-нумай тантӑшӗсем пекех, хура-шурра сахал мар курнӑ вӑл. 1922 ҫулта Ярӑславра ҫуралнӑскер, пӗчӗкренех ӗҫе хӑнӑхса ӳснӗ вӑл. Васан шкулӗнче 7 класс пӗтерсен Мускаври бинтсем туса хатӗрлекен комбината ӗҫлеме кайнӑ. 1941 ҫулхи ҫӗртмен 22-мӗшӗнче Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫин вучӗ алхасма пуҫласан тӑван яла таврӑнса колхозра ӗҫлеме тытӑннӑ. 1941 ҫулхи раштав уйӑхӗнче Валентинӑна тантӑшӗсемпе пӗрле Улатӑр таврашне окоп-траншея чавма янӑ. Унта шартлама сивӗре лум-кӗреҫепе, выҫӑллӑ-тутӑллӑ ӗҫленӗ. Унтан таврӑнсан ирҫе хӗрне, унӑн тракториста вӗренес ӗмӗт пуррине шута илсе, Канаш хулине механизатора вӗренме направлени панӑ. Унта удостоверени илсен Шӑмӑршӑри машинӑпа трактор станцийӗнче (МТС) комбайнсем юсакан цехра вӑй хунӑ. Арҫынсемпе юнашар ӗҫлесе Валя вӗсенчен, опытлӑ механизаторсенчен, техника вӑрттӑнлӑхӗсене алла илме тӑрӑшнӑ. «Техника тӗлӗшпе тавҫӑруллӑ эсӗ, часах хӑв тӗллӗнех комбайнпа та, тракторпа та ӗҫлеме пуҫлӑн акӑ», — хавхалантарнӑ ӑна ӗҫтешӗсем. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Аслӑ Чурачӑк Яндекс карттинче Ял ҫыннисемшӗн кашни магазин уҫӑлни хӑйне евӗр хаваслӑ уяв пулса тӑрать. Кафе хута кайни вара — тата та пысӑкрах пӗлтерӗшлӗ мероприяти. Ҫак кунсенче Комсомольски районӗнчи Аслӑ Чурачӑк ялӗнче савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура «Встреча» кафен алӑкӗсем уҫӑлчӗҫ. Райпо тытӑмӗн ҫӗнӗ обществӑлла апатлану точкине хута янӑ ҫӗре Чӗчкен ял тӑрӑхӗнче пурӑнакансем йышлӑн пуҫтарӑнчӗҫ. Пуҫтарӑннисене чи малтанах район пуҫлӑхӗ, райпо совечӗн председателӗ Евгений Карпеев саламларӗ. Ҫак кафе ҫывӑхра пурӑнакансемшӗн ҫеҫ мар, районшӑн та питӗ кирлӗ пулнине палӑртрӗ, строительсене ӗҫсене вӑхӑтра тата пахалӑхлӑ тунӑшӑн тав турӗ. Чӗчкен ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ Юрий Лукиянов кафе хӑнасене кӗтсе илме яланах хатӗрри питӗ меллӗ пулнине, вӑл ял ҫыннисен культура шайне ӳстерме пулӑшнине палӑртрӗ, ҫуралнӑ кунсене, юбилейсене, туйсене тата ытти уява кунта ирттерме сӗнчӗ. Ҫавӑн пекех райпо председателӗн ҫумӗ Людмила Сорокина, райпо совечӗн членӗ Василий Николаев ҫак кафене тӑвас ӗҫре вӑй хунисене чылай ӑшӑ сӑмах каларӗҫ, ҫакӑн евӗр учреждени таврара урӑх ҫуккине ҫирӗплетрӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Чӑваш Республикин шалти ӗҫсен министрӗн Сергей Семёновӑн генерал-майорӑн ячӗпе нумай пулмасть ҫыру килнӗ — Сӗнтӗрвӑрри районӗнче пурӑнакан Галина Невзорова хӑйне пулӑшнӑ полици ӗҫченӗсене тав тума ыйтнӑ. Килти сурӑхсем ҫухалнӑ хыҫҫӑн 73 ҫулхи Галина Невзорова упӑшкипе вӗсене шырама тухнӑ. Ватӑ ҫынсем Раҫҫей ШӖМӗн муниципалитетсем хушшинчи «Сӗнтӗрварри» уйрӑмӗн йӗрке хуралҫисене пулӑшма ыйтнӑ — вӗсем хирӗҫ пулман, часах ҫӗтнӗ выльӑхсене те тупма пултарнӑ. Вӑхӑтра пулӑшнӑшӑн Галина Невзорова республикӑн ШӖМ ӗртӳҫисенчен хӑйне йывӑр вӑхӑтра хӑварман ӗҫченсене мӗнле те пулин хавхалантарма ыйтнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (08.01.2025 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, -3 - -5 градус сивӗ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Адрианов Константин Константинович, чӑвашсенчен пӗрремӗш ҫар тухтӑрӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлнӑ. | ||
| Ефимов Юрий Филиппович, чӑваш чӗлхи тӗпчевҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
| Владимиров Клементий Владимирович, чӑваш ӳкерӳҫи, графикӗ, Чӑваш Республикин халӑх ӳкерӳҫи вилнӗ. | ||
Пулӑм хуш... |