Чӑваш наци вулавӑшӗнче нумай пулмасть ҫӗнӗ пӳлӗм уҫӑлнӑ. Раштавӑн 6-мӗшӗнче хӑйӗн алӑкне уҫнӑ пӳлӗме наципе культура пӗрлӗхсен пухӑвӗсене ирттерме йӗркеленӗ, ячӗ те унӑн — «Наци культурисен залӗ». Кунтах тӗрлӗ куравсем, конференцисемпе семинарсем ирттерӗҫ. Тӗп тӗллевӗ — халӑхсен хушшинчи ҫыхӑнӑва ҫирӗплетесси, ытти халӑхсен культурипе паллаштарасси. Паянхи куна илес пулсан кунта компьютер пур, курав ҫӳлӗкӗсем вырнаҫнӑ — унта кашни халӑх ентешлӗхӗ хӑйӗн экспозицине вырнаҫтарма пултарать. Наци культурисен залне уҫнӑ ятпа ҫавра сӗтел те ирттерчӗҫ, унта вулавӑш директорӗ Роза Лизакова, этноссен тӗпчевҫи Виталий Иванов, Чечен Республикин Пуҫлӑхӗн Чӑваш Енри элчи Салман Майрукаев тата ыттисем сӑмах каларӗҫ. Ҫавра сӗтел ӗҫленӗ хушӑра Азиз Магеррам оглы Бадиров йӗркеленӗ «Азербайджан глазами фотохудожника» (чӑв. Азербайджан фотоӳнерҫӗ курҫӗпе) курав ӗҫлерӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||
Тӗлпулу иртрӗРаштавӑн вуннӑмӗшӗнче Елчӗк районӗнчи Курнавӑшри пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан вӑтам шкулта Чӑваш патшалӑх университечӗн преподавателӗсем — Е.П.Чекушкина, И.В.Сафронова, Е.Р.Якимова доцентсем, «Тантӑш» хаҫат редакторӗ В.Д.Николаев, Светлана Садал тата Марина Кумячева ҫамрӑк журналистсем, Владислав Московцев, Лариса Федорова студентсем ачасемпе кӑсӑклӑ тӗлпулу ирттерчӗҫ. Чи малтанах хисеплӗ хӑнасем Курнавӑш шкулӗпе паллашрӗҫ, кунти музее кӗрсе курчӗҫ. Унтан чӑваш чӗлхипе литература кабинетӗнче пулчӗҫ. Сӑмах май каласан, Елена Петровна Чекушкина та, Марина Кумячева та ҫак шкулта вӗреннӗ. Елена Петровна 9-10 классенче вӗреннине аса илсе хӑй ларнӑ парта хушшинче асӑнмалӑх сӑн ӳкерттерчӗ. Е.П.Чекушкина, И.В.Сафронова, Е.Р.Якимова доцентсем шкул ачисене чӑваш филологипе культура факультечӗ пирки каласа кӑтартрӗҫ. Малашне унта вӗренме каяс текенсене усӑллӑ сӗнӳсем пачӗҫ. Тӗлпулӑва Л.Федорова студентка илемлӗ юрӑпа чӗртрӗ, В.Московцев «Хӑравҫӑ мулкач» юптарӑва ӑста вуларӗ. Республикӑри шкулсене тухса ҫӳресе шкул пурнӑҫӗпе паллашас тӗллевпе «Тантӑш» хаҫатӑн ӗҫченӗсем те кунта хаваспах килнӗ. | ||
Эрнекун, раштавӑн 14-мӗшӗнче, Чӑваш чӗлхи комиссийӗн черетлӗ ларӑвӗ иртӗ — унта «Чӑваш Республикинчи чӗлхесем ҫинчен» Чӑваш Рсепубликин саккунӗ епле пурнӑҫланса пынине сӳтсе явӗҫ (проекчӗпе кунта паллашма май пур), Культура министерсвин учреждени ячӗсен чӑвашла куҫарӑвне пӑхса тухӗҫ, кӑҫал «Тӑван Атӑл» журналта чӑваш чӗлхин орфографийӗ тавра пичетленнӗ статьясене тишкерӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||
Ку конкурса йӗркелӳҫӗсем чӑвашсен пӗрремӗш букварӗ пичетленсе тухнӑранпа 140 ҫул ҫитнине халалланӑ. Унта пур ӳсӗмри ҫын та хутшӑнма пултарать: шкул ачисем те, мӑннисем те. Ушкӑнпа ҫырнӑ ӗҫсене те йышӑнаҫҫӗ. «Съешь же ещё этих мягких французских булок, да выпей чаю» предложенире вырӑс алфавичӗн мӗн-пур саспаллийӗ вырнаҫнӑ. Кам та кам чӑваш алфавитӗнчи мӗн-пур саспаллипе (37) усӑ курса чӑвашла предложени ҫырса парать, ҫавна пысӑк ПАРНЕ кӗтет. Ӑмӑрту йӗрки:1) Предложенире чӑваш алфавичӗн пур саспаллийӗ те пулмалла. 2) Камӑн илемлӗрех предложени пулать тата сас паллисен шучӗ чи сахалли (50-55 сас паллирен ытла мар!) — ҫав ҫӗнтерӳҫӗ пулать. 3) Предложенисене (Word 2007 форматпа ҫырнӑ) ҫирӗплетнӗ файлпа ҫак адреспа ярса памалла: Majkl67@mail.ru Хӑвӑр ҫинчен пӗлтерме ан манӑр — хушамат, ят, ашшӗ ячӗ, миҫе ҫултине кӑтартӑр, ӑҫтан пулнине те туллин ҫырӑр. Хӑвӑрпа ҫыхӑнмалли телефона кӑтартма ан манӑр. Конкурс пӗтӗмлетӗвӗ — 2012 ҫулхи раштавӑн 25-мӗшӗ.
Пурне те ӑнӑҫу сунатпӑр. Васкӑр! Ыйтса пӗлмелли телефон — 8-927-860-72-05 Евгений Александрович Майков Шупашкар районӗ, Кӑшавӑшри вӑтам шкул. | ||
Александр Васильев Чылай хушӑ чирленӗ хыҫҫӑн ӗнер ҫут тӗнчерен паллӑ чӑваш композитор Александр Васильев уйрӑлса кайнӑ. Сывпуллашу ыран, раштавӑн 9-мӗшӗнче Чӑваш патшалӑх филармонийӗнче пулӗ. Сывпулашма килес текенсем 9 сехете ҫитмелле. Васильев Александр Георгиевич 1948 ҫулхи кӑрлачӑн 9-мӗшӗнче Тӑвай районӗнчи Тӑрмӑш ялӗнче ҫуралнӑ. 1967 ҫулта Павлов ячӗллӗ Шупашкарти музыка училищине вӗренсе пӗтернӗ. Малалла хайӗн пӗлӗвне Гнесинсен ячӗллӗ музыкӑпа педагогика патшалӑх институтӗнче ӳстернӗ. Александр Васильевӑн паллӑ ӗҫӗсен шутне «Чакка» тата «Иван Яковлев» оперӑсем кӗреҫҫӗ. Кӗвӗ-ҫемӗ тӗпчевҫисем ҫавӑн пекех «Праздничная увертюра», «Токката», «Приношение Федору Павлову», «Бабье лето» симфонилле сочиненисене, «Уяв», «Алран кайми аки-сухи» кантатӑсене пысӑк хак панӑ. Паллӑ композитор юрӑсем те сахал мар кӗвӗленӗ — Петӗр Хусанкай, Петӗр Эйзин, Геннадий Юмарт, Иосиф Дмитриев-Трер сӑввисенчен юрӑсем хывнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||
Ирина Музыкантова Раштавӑн 14-мӗшӗнче 18.00 сехетре Чӗмпӗр облаҫӗн филармонийӗнче чӑваш эстрада ҫӑлтӑрӗсен пӗрлехи концерчӗ пулать! Курма килекенсене хӑйсен пултарулӑхӗпе Ирина Музыкантова, Типшӗм Сашук, Светлана Печникова, Сергей Кувшинов чӑваш эстрада юрӑҫисем савӑнтарӗҫ. Анлӑ концерта «Сувар» халӑх ташӑ ансамблӗ та хутшӑнӗ. Пӗлме: билетсемпе кайран лотерея вылявӗ пулать. Ыйтса пӗлмелли телефон: 41-83-16 (Чӗмпӗр). Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||
Паян кӑнтӑрла Шупашкарти Ҫеҫпӗл Мишши палӑкӗ умӗнче чӑваш халӑхӗн хастар ушкӑнӗ чӑваш чӗлхине хӳтӗлесе чечек хучӗҫ. Ҫак акцие хутшӑннӑ ҫамрӑксемпе аслисем Раҫҫей Федерацийӗн вӗренӳ саккунне улшӑнусем кӗртме хатӗрленӗ проектпа — республикӑсенче наци чӗлхисене ирӗклӗ майпа вӗрентессипе — килӗшменнипе хирӗҫ сӑмах каларӗҫ. Кӑнтӑрла тӗлне Ҫеҫпӗл Мишши кӳлепи умне 15 яхӑн ҫын пуҫтарӑнчӗ, хӑйсемпе пӗрле илсе килнӗ чечексене палӑк умне хучӗҫ, сӑн ӳкерӗнчӗҫ. Кунашкал акцисем ытти республикӑсенче те иртмелле. Сӑнсем (17) | ||
Анатолий Никитин хӑйӗн мӑшӑрӗпе Ҫӗнӗ Ҫул умӗн, раштавӑн 19-мӗшӗнче, Трактор тӑвакансен культура керменӗнче Анатолий Никитин ертсе пыракан «Янташ» ушкӑнӑн пысӑк концерчӗ пулӗ. Ӑна «Янташ» ушкӑн 20 ҫул тултарнӑ ятпа ирттереҫҫӗ. Концертра Анатолий Никитин кӗвӗленӗ юрӑсем шӑранӗҫ. Пуҫламӑшӗ 18:30! Хӑвсамӑр килӗр, юлташӑрсене чӗнӗр! Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||
Вулавӑшри кӗнекесен куравӗ Канаш районӗнчи Вӑрман Алкаринкасси Ухман ялӗнче вырнаҫнӑ тӗслӗхлӗ вулавӑшра ҫӗнӗ кӗнекесен куравне йӗркелерӗҫ. Ялти вулавӑша ҫынсем ҫӳреме пӑрахман-ха — ҫӗнӗ кӗнекесене те кунта тухнӑ-тухман тенӗ пекех кӳрсе тӑраҫҫӗ. Курав ҫӳлӗкӗсем ҫинче Нелли Петровскаян «Тухатмӑш», А.Д. Хмытӑн «Леш тӗнчерен», Порфирий Афанасьевӑн «Каҫхи кӑвайт», Виталий Енӗшӗн «Суйласа илнисем», Валентина Тараватӑн «Ēмӗтсем» кӗнекисене курма пулать. Ҫавӑн пекех тӗрлӗ ӑрури вулакан валли кӑларнӑ кӗнекесем те сахал мар: ӳнерпе ҫыхӑннисем, шкул ачисен ӑнлантару словарӗ, акӑлчанла-вырӑсла словарь, ют чӗлхесен словарӗ, «Мясные салаты» (чӑв. «Аш салачӗсем») кӗнеке тата ыттисем. Вулавӑш ӗҫченӗсен шухӑшӗпе шкул ачисене уйрӑмах тӗрлӗ халӑх юмахӗсен кӗнеки кӑмӑла кайӗ. Ялти тӗслӗхлӗ вулавӑш пурне те хапӑл кӗтсе илме хатӗр. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||
Раштавӑн 19-мӗшӗнче Чӑваш патшалӑх филармони залӗнче «Ай юрлар-и» курмаюрӑсен хӑтлавӗ иртет. Кунашкал хӑтлав пӗрремӗш хут Шупашкарта чӳкӗн 15-мӗшӗнче иртнӗччӗ. «САЛАМ» студи «Тӑвансемӗр пӗрле чухне, ай, юрлар-и юррине» ятпа 100 чӑваш халӑх юррине ӳкерме палӑртнӑ. Ҫитес хӑтлавра паллӑ чӑваш юрӑҫисем хӑйсен 25 курмаюррипе паллаштарӗҫ. Ҫавӑнпа пӗрлех концертра иккӗмӗш диска кӗрекен юрӑсем те янӑрӗҫ. | ||
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (08.01.2025 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 747 - 749 мм, 0 - 2 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 6-8 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Фёдоров Моисей Фёдорович, литература критикӗ ҫуралнӑ. | ||
| Скворцов Михаил Иванович, чӑваш чӗлхи тӗпчевҫи ҫуралнӑ. | ||
| Игнатьев Михаил Васильевич, Чӑваш Енӗн иккӗмӗш президенчӗ ҫуралнӑ. | ||
| Ефейкин Аким Кузьмич, биологи ӑслӑлӑхӗсен тухтӑрӗ, профессор вилнӗ. | ||
| Димитриев Василий Димитриевич, паллӑ чӑваш историкӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |