![]() Мероприятие асра тытма — пӗрлехи сӑн Ҫӗр хут илтиччен пӗрре курни паха теҫҫӗ халӑхра. Улатӑрти ЗАГСра ӗҫлекенсем ҫак шухӑша тӗпе хурса хӑйне евӗр мероприяти ирттернӗ. Пӗр тӗвве чӑмӑртанма шухӑш тытнӑ ҫамрӑксене вӗсем кил ӑшши камран килни ҫинчен каласа кӑтартма тӗллев лартнӑ. Анчах япӑххипе начарри пирки лекци евӗр калаҫу ирттерсе мар, нумай ҫул пӗр ҫӑвартан пурӑнакан мӑшӑрсемпе паллаштарса. Ыттисемшӗн тӗслӗх евӗр ҫемье вырӑнне хурса вӗсем Иринӑпа Павел Бариновсене тата Татьянӑпа Михаил Букинсене йыхравланӑ. Икӗ ҫемйи те нумай ачаллӑскерсем, пурнӑҫ телейне ҫывӑх ҫыннисен хаваслӑ сӑн-питӗнче тупнӑ. Мероприяти вӑхӑтӗнче вӗсем тӗрлӗ конкурса хутшӑннӑ, ҫемье телейӗн вӑрттӑнлӑхне уҫса панӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
![]() Йӗркелӳ комитечӗн черетлӗ ларӑвӗ. Республика кунне халалласа 30 ытла тӗрлӗ мероприяти ирттерме палӑртнӑ. Кун пирки ҫу уйӑхӗн 17-мӗшӗнче иртнӗ черетлӗ ларӑвӗнче Чӑваш Енӗн культура министрӗ Вадим Ефимов каланӑ. Уяв программине кӗскен тишкерсен йӑлана кӗнӗ мероприятисен шутне халӑх пултарулӑхӗн «Раҫҫей ҫӑлкуҫӗсем» фестивальне, алӗҫ ӑстисен «Ӑстасен Раҫҫейӗ» конкурсне, Акатуя, фейерверк фестивальне кӗртме юрать. Кӑҫалтанпа пуҫласа ирттерекен проектсенчен вара «Театрсен каҫне» асӑнма пулать. Шухӑшланӑ-ӗмӗтленнӗ пек пулса пырсан, вӑл чӑннипех асра юлмалли пулӑма ҫаврӑнмалла. Предприятисене «Регионсем — килӗштерсе ӗҫлессин чикки ҫук» 4 кунлӑх курава йыхравлаҫҫӗ. Тӑван енӗмӗр ҫуралнине паллӑ тунӑ вӑхӑтра кӑҫал та республикӑра ҫӗнӗ темиҫе объект хута яма палӑртнӑ. Республика кунне халалласа ирттерекен мероприятисен сметине те палӑртнӑ — вӑл 12 миллион та 968 пин тенкӗпе танлашать. Аса илтеретпӗр, ытти ҫулхиллех уяв Шупашкарта кӑна иртмӗ — хальхинче ӑна ҫӑвӑн пекех Тӑвай районӗнче паллӑ тӑвӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
![]() Суд приставӗсем пӗр хӗрарӑма нумаях пулмасть Хура тинӗс хӗррине кайма (ҫапла-ҫапла) путевка илме пулӑшнӑ. «Ӗҫтешне-тӗр ӗнтӗ», — шухӑшлӗҫ, тен, хӑшӗсем. Ҫук ҫав. Ҫывӑх вӑхӑтра курорта кайма хатӗрленекен Канаш хӗрарӑмӗ суд приставӗсен тытӑмӗпе нихӑш енчен те ҫыхӑнман. Саккунпа килӗшӳллӗн ҫав хӗрарӑмӑн ӳпке чирне сиплеме санаторине кайма путевка илме ирӗк пулнӑ. Социаллӑ страховани фончӗ хаклӑ хутпа тивӗҫтерессе кӗтсе халтан кайнӑскер пӗринче суда тавӑҫпа тухнӑ. Канаш район сучӗ хӗрарӑм хутне кӗрсе тивӗҫлӗ йышӑну тунӑ. Тӳре кӑларнӑ йышӑнӑва пурнӑҫа кӗртме вара приставсем пулӑшнӑ — социаллӑ страховани фончӗ хӗрарӑма путевкӑпа тивӗҫтернӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
![]() Ку ыйтӑвӑн хуравне Ҫӗмӗрле хулинче пурӑнакан яш-кӗрӗмпе хӗр-упраҫпа ирттернӗ «Ӑслӑлӑх тата тӗн» темӑпа вырӑнти ӳнер шкулӗнче йӗркеленӗ ток-шоу вӑхӑтӗнче шыранӑ. Ток-шоу — «Хальхи вӑхӑтри ҫамрӑк тата чиркӳ» проект мероприятийӗсенчен пӗри. Ӑс-тӑнпа ҫутӗҫ проекчӗ ят панӑскерӗн тӗллевӗ вара — ҫамрӑксен православи пӗрлешӗвне йӗркелесси-мӗн. Ҫӗмӗрле хула администрацийӗ хӑйӗн официаллӑ сайтӗнче хыпарланӑ тӑрӑх, калаҫӑва хӗрсемпе каччӑсем хастар хутшӑннӑ, аслисене ыйту ҫине ыйту панӑ. Тем пирки те кӑсӑкланнӑ вӗсем: чиркӳ йӑли-йӗрки пирки тӗпченинчен тытӑнса ашшӗ-амӑшӗпе ӑнланманлӑха епле сирмелли таранах. Ток-шоуна хутшӑннисем хушшинче чиркӳ ҫыннипе вӗрентӳ пайӗн пуҫлӑхӗ те, психологпа Патшалӑх Канашӗн депутачӗ те пулнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
![]() Республикӑра пурӑнакансен йышӗ чакать пулин те Чӑваш Енӗн тӗп хулинчи пурӑнакансен шучӗ хӑпарсах пырать. Чувашстат пӗлтернӗ тӑрӑх кӑрлач уйӑхӗн кӑтартӑвӗпе Шупашкарта ялан пурӑнакан шучӗ — 475,48 пин ҫын. Вӗсенчен: хулари ҫынсем — 464,94 пин ҫын (97,8%), ялтан килнисем — 10,54 пин ҫын (2,2%). 2012 ҫулхи кӑтартусем тӑрӑх республикӑн тӗп хулинче 470,9 пин ҫын пурӑнӑ. Кӑрлач уйӑхӗн кӑтартӑвӗ тӑрӑх Мускав районӗнче чи нумай пурӑнакан, вӗсен шучӗ — 190,68 пин ҫын, асӑнӑ районтан Калинин районӗ 40 пин ҫын тенӗ пек сахалрах. Ленин районӗнче вара 123,47 пин ҫын. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
![]() Планетари проекчӗн пӗр тӗслӗхе Шупашкар хули 550 ҫул тултарнӑ тӗлнелле республикӑн тӗп хулинче ҫӗнӗ строительство ӗскерӗсене хута ярассине планланӑ. Вӗсенчен чи кӑсӑклӑ проект — планетарий. Планитарийе хута ярас ӗҫ 800 млн. тенкӗ уйӑрма палӑртнӑ. Шупашкар хулин тӗп архитекторӗ Александр Шевлягин пӗлтернӗ тӑрӑх планитарие Андриан Николаев ячӗллӗ паркра тума палӑртнӑ. Ку проекта Валентина Терешкова шухӑшӗпе килешӳллӗн хута ярӗҫ. Кӑмӑла ҫӗклентерекен комплекса 2016 ҫулта уҫма палӑртнӑ. Планитарире кино пӳлӗмӗ, кафе тата шкул ачисемпе ҫамрӑксем валли тӗрлӗ кружоксем йӗркелеме палӑртнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
![]() Универсаллӑ электрон карти Чӑваш Енӗн информаци политикин министерствинче пӗлтернӗ тӑрӑх универсаллӑ электрон картине республикӑра 300 ҫын алла илнӗ. Ҫитес вӑхӑтсенче тепӗр 600 ятарлӑ карти хӑйсен хуҫисене тупӗҫ. Универсаллӑ картӑ проектне сивлекен хӑш-пӗр ҫынсем те ун усӑллӑхне асӑрхама пултарчӗҫ. Чӑваш Енӗн пӗлтерӳ политики министерствинче картӑн медицина хушӑмне те пурнӑҫа кӗртме палӑртнӑ. Асӑннӑ ҫӗнӗлӗх тухтӑр патне йышӑну ӗҫӗнче пулӑшӗ, аптекӑри им-ҫамсене туяннӑ чухне, чирсен историне сӑнама самаях ҫӑмӑллӑх кӳрӗ. Медицина электрон картине кӗртесси ҫинчен пӗрремӗш хут ака уйӑхӗнче Чулхулара иртекен (чӑв. «Малашлӑха пӑхни») канашлура сӑмахланӑ. Йышӑннӑ ҫӗнӗлӗхсем халӑхра ытларах усӑллӑх кӳрессе проект ертӳҫисем шансах тӑраҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
![]() Чӑваш Енри Раҫҫейри патшалӑх пысӑках мар кимӗсен инспекци Ҫу уйӑхӗн 16-мӗшӗнче Раҫҫейри ИӖМ пысӑках мар кимӗсен патшалӑх инспекцийӗн (ПмКПИ) Чӑваш Енри уйрӑмӗ Шупашкарти ӗҫ-пуҫа тишкернӗ, Атӑл хӗрринче лару-тӑру епле пулнине сӑнаса тухнӑ. Ҫав шутра ҫитес вӑхӑтсенче хулара шыва кӗрес тапхӑра уҫасси ҫинчен те канашланӑ. Сыхлав ӗҫне хатӗрине Чӑваш Енри ИӖМ тӗп тытӑмӗн пуҫлӑхӗ Станислав Антонов та ҫиреплетнӗ. — Паянхи куна инспекци шутлавӗнче 9 844 кимӗ, ПмКПИ ӗҫне пурнӑҫлама 9 патруль кими тӑрать, — пӗлтереҫҫӗ ИӖМ пресс-службинче. Шыва кӗрес сезонне хула ҫыннисем ҫанталӑк ӑшӑтнине пула иртнӗ кунсенчех уҫнӑ. Анчах ИӖМ пӗлтернӗ тӑрӑх ӗҫ йӗркипе шыва кӗрес тапхӑр ҫуллахи кунсем ҫитсен ҫеҫ пуҫланӗ. Шӑрӑх кунсенче ҫак хула пляжӗсем хӑйсен ӗҫне пуҫлӗҫ: «Центральный», 1-мӗш пляж (Афанасьев урамӗ), «Новосельский», «Левобережный», «Буревестник», «Волжская деревня». Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
![]() Чӑваш Енӗн Гидрометцентр пресс-службинче пӗлтернӗ тӑрӑх ҫитес кану кунӗсенче ҫанталӑк сивӗтет, самаях вырсарникун. — Паян Шупашкарта ҫанталӑк ҫуллахи кунсем пекех хӗвеллӗ, шӑрӑх. Каҫ еннелле вара таврана ҫурҫӗр-хӗвеланӑҫ ҫилӗ килет, градусӗ вара +5 – +10 ҫитет. Шӑматкун кӑнтӑралла ҫанталӑк сывлӑшӗ каялла ӑшӑтӗ — +17 – +18 ҫитӗ. Вырсарникун вара ҫуллахи ҫанталӑк ҫуркуннехи ҫанталӑка улӑштарать, «-1» градуса анса ларать, — каласа парать Чӑваш Ен Гидрометцентрӗн пуҫлӑхӗ Марина Китарьева. Сивӗтне кунсенче ҫӑмӑр ҫӑвасси палӑрмасть. Ҫапах кану кунӗсенче ҫынсем планланӑ ӗҫсене ҫанталӑка пула урӑх кунсене куҫарма лекет. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
![]() Чӗмпӗр Ен чӑвашӗсен «Канаш» хаҫачӗ ҫумӗнче ӗҫлекен «Шевле» литпӗрлешӳ тӑрӑшнипе «Атӑл юрри» журналӑн ҫӗнӗ саманари 2-мӗш номерӗ кун ҫути курчӗ. Пурӗ вара ун 4 номер тухнӑ. Аса илтеретпӗр. Ку кӑларӑмӑн малтанхи икӗ номерӗ Чӗмпӗрте 1920 тата 1921 ҫулсенче тухнӑ. 2000 ҫулта «Канаш» хаҫат ӗҫченӗсем ӑна ҫӗнӗрен чӗртсе тӑратрӗҫ. Ҫӗнӗ кӑларӑма хальхи вӑхӑтра пурӑнакан тата пиртен уйрӑлса кайнӑ вырӑнти чӑваш ҫыравҫисен тӗрлӗ жанрлӑ хайлавӗсем кӗнӗ. Кунта тӗрлӗ ҫулхи вулакансем хӑйсене кирлине тупӗҫ. Тиражӗ — 900 экземпляр. |
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (27.02.2025 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 754 - 756 мм, -4 - -6 градус сивӗ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Ивник Иван Николаевич, чӑваш сӑвӑҫи, тӑлмачӗ ҫуралнӑ. | ||
| Иван Ивник, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи, тӑлмачӗ ҫуралнӑ. | ||
| Шемекеев Виталий Дмитриевич, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
| Архипов Дмитрий Архипович, «Константинопольти чӑвашсем» очерка ҫырнӑ ҫыравҫӑ вилнӗ. | ||
| Ҫитта Хветӗрӗ, чӑваш ҫыравҫи, сӑвӑҫи фронтра пуҫне хунӑ. | ||
| Виктор Рзай, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи, тӑлмачӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |