Ҫак кунсенче патшалӑх туянӑвӗн тетелӗнче Шупашкарти И.Яковлев проспекта йывӑҫ-курӑксемпе пуянлатассипе электронлӑ аукцион уҫӑлнӑ. Ҫак ӗҫе пӗтӗмӗшле 26 миллион тенкӗпе хаклаҫҫӗ. Укҫи вара йывӑҫ-курӑка туянас ҫӗре тата симӗслӗхе лартакан ӗҫченсене шалу тӳленӗ ҫӗре кайӗ.
Унсӑр пуҫне смета хакне лаптӑк планировкине, симӗслӗхе лартмалли ҫӗре хатӗрлессине, ҫереме акассине тата йывӑҫ-курӑка лартассине кӗртнӗ.
Контрактпа килешӳллӗн И.Яковлев прспекчӗ тӑрӑх вӗрене, ҫӑка, каштан, юман, чӑрӑш, пилеш, катӑркас, каврӑҫ йывӑҫӗсене лартмалла. Хальлӗхе ӗҫченсем лаптӑка юсав хыҫҫӑн юлнӑ ҫӳп-ҫапран тасатаҫҫӗ.
Ҫӗмӗрле хулинчи ачасене хушма пӗлӳ паракан муниципаллӑ автономилле вӗренӳ учрежденийӗ «Ача-пӑча ӳнер шкулӗ №1» хулара иртекен ҫурт-йӗр таврашӗнчи лаптӑка илем, йӗрке кӳрес конкурс-куравне хутшӑннӑ пулнӑ. Пӗр номинаципе ҫырлахман, икӗ номинаципе хутшӑнма шутланӑ: пӗри учрежденийӗ таврашӗнче чечек йӑранӗсене ӳстерес тата кану кӗтесӗсене йӗркелессипе, тепри вара — шкул таврашӗнчи лаптӑка «симӗслетсе» йӗркене кӗртессипе.
Кану вырӑнне йӗркелесси — самай кӑсӑклӑ ӗҫ, пултарулӑха та аталантарать. Ӳнер шкулӗн ӗҫченӗсем нумай шухӑшласа тӑман, илнӗ те хула ҫыннисем кану вырӑнӗ хатӗрленӗ иккен.
Хулари пурӑнакан ватти-вӗтти та учреждени таврашӗнчи чечек йӑранӗсемпе киленеҫҫӗ: ҫамрӑксем фото ӳкереҫҫӗ, ваттисем хӑйсен мӑнукӗсемпе таса та илемлӗ лаптӑк таврашӗнче уҫӑлса ҫӳреҫҫӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (20.04.2025 15:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 748 - 750 мм, 22 - 24 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 6-8 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Золотов Василий Гордеевич, халӑха ҫутта кӑларас ӗҫе йӗркелекенӗсенчен пӗри ҫуралнӑ. | ||
| Иванов Алексей Иванович, чӑваш чӗлхи тӗпчевҫи, журналист редактор вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |