Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +6.3 °C
Ӳркенмен ӑста пулнӑ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем

Нумай ачаллӑ ҫемьесене пӳрт лартма, хушма хуҫалӑха аталантарма е дача валли усӑ курма ҫӗр панине пӗлетпӗр ӗнтӗ. Чӑваш Енре паян ҫак ӗҫ малалла пырать.

Ҫак уйӑхӑн ҫурри тӗлне ҫӗр лаптӑкӗ илес текен 3 370 ҫемье черете тӑнӑ. Ун пеккисем пысӑк хуласенче уйрӑмах йышлӑ. Сӑмахран, Шупашкарта 1 209 ҫын черете тӑнӑ. Ҫак уйӑхӑн ҫурри тӗлне илсен, ҫӗрлӗ пулас текенсенчен 1 284-шӗн ыйтӑвне тивӗҫтернӗ. Улатӑр, Элӗк тата Канаш районӗсенче ҫӗр илме ирӗк тата кӑмӑл пур ҫемьесене кашнинех валеҫсе тухнӑ. Ыйтӑва Куславкка, Комсомольски, Пӑрачкав, Шӑмӑршӑ, Ҫӗмӗрле тата Етӗрне район территорийӗсенче те татса пыраҫҫӗ иккен. Ҫав вӑхӑтрах Ҫӗнӗ Шупашкар, Ҫӗмӗрле, Шупашкар тата Канаш хулисенче ку енпе йывӑртарах. Кунта, эпир ӑнланнӑ тӑрӑх, тӗп йывӑрлӑх — ҫӗр ҫитменнинче.

 

Паян Чӑваш Енре республикӑри пульницӑсен тӗп врачӗсен кунӗ иртнӗ. Канашлӑва ЧР сывлӑх сыхлав министрӗ Алла Самойлова хутшӑннӑ.

Эпидемиологи тӑрӑмӗ пирки калаҫнӑ май, министр ҫак лару-тӑрӑва ача-пӑча уйлӑхӗсенче уйрӑмах ҫирӗп тӑмалли пирки хытарсах каланӑ.

Чӑн та, чирленине сыватма вӑхӑт та кирлӗ, укҫа та. Ҫавӑнпа та амакран сирнине нимӗн те ҫитес ҫук. Халӗ вӑй питтисене пурне те диспансеризаци витӗр кӑлараҫҫӗ. Пӗтӗмпе 231 пин ытла ҫынна тӗрӗслемелле пулсан, унӑн пӗрремӗш тапхӑрне хальлӗхе 60 пин тыла ҫын тухнӑ иккен, иккӗмӗш тапхӑрне — 20 пин ытла ҫын.

 

Шупашкар хулин Калинин район админиcтрацийӗ экопарковка тума сӗнет. Чӑн та, халӗ машина шучӗ йышлансах пырать те, вӗсене ӑҫта лартасси йывӑрлӑх кӑларса тӑратать. Машинӑсене симӗс курӑк тата ача-пӑча лаптӑкӗсем ҫинех хӑпартса лартаҫҫӗ. Анчах хальхи вӑхӑтри технологисем пӗр вырӑнта тӑмаҫҫӗ те, хӑйне евӗр меслетсем шухӑшласа кӑлараҫҫӗ.

Экопарковка тени симӗс курӑк ҫине тимӗр решетке хумаллине пӗлтерет. Ун айӗнче курӑк таптанмасть. Ку ыйтӑва хваттер харпӑрлӑхҫисем хӑйсем тӗллӗнех татса пама пултараҫҫӗ иккен. Чи кирли — пуху ирттерсе йышӑну тӑвасси.

 

Ӗнер Патӑрьел районӗнчи Кзыл-Чишма ялӗнче пурӑнакан Гайше Идиятулловна Садретдинова 95 ҫул тултарнӑ. Вӑл кӳршӗллӗ Елчӗк районӗнчи Сӑрьелӗнче ҫуралса ӳснӗ. 19-а ҫитсен унпа Патӑрьел районӗнче пурӑнакан Фетах ятлӑ тутар каччи паллашнӑ. Кӗҫех вӗсем ҫемье ҫавӑрнӑ, икӗ хӗрпе икӗ ывӑл ҫуратнӑ. Вӑрҫӑран арҫын хӑрах алӑсӑр таврӑннӑ хыҫҫӑн ӗмӗрӗпех тӑван хуҫалӑхра хуралҫӑра ӗҫлесе пурӑннӑ. 34 ҫул каялла вӑл ҫӗре кӗнӗ. Гайше аппан халӗ ывӑлӗсем те ҫук ӗнтӗ — вӗсем куҫӗсене хупнӑ. Ватӑ ҫыннӑн хальхи савӑнӑҫӗ — 6 мӑнкуӗпе мӑнукӗсен 8 ачи. Тата ватта ял ҫыннисем хисеплени савӑнтарать.

Юбилей ячӗпе ватта Раҫҫей Президенчӗн, Чӑваш Ен Элтеперӗн тата Патӑрьле район администрацийӗн пуҫлӑхӗн саламӗсене тыттарнӑ. Ӑна саламлама Патӑрьел район тата вырӑнти ял тӑрӑхӗн пайташӗсем пырса ҫитнӗ.

 

Хальхи вӑхӑтри этнокультура тата халӑхсен хушшинчи лару-тӑру епле-ха? Ҫак ыйтӑва уҫӑмлатать те сӑрӑ шӑрши кайса пӗтме ӗлкӗреймен кӗнеке.

«Информационно-коммуникационные технологии в этнокультурном развитии региона» ят панӑскерӗн авторӗсем — Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институчӗн ӗҫченӗсем Наталья Ивановӑпа Валентина Харитонова. 100 экзмепляр тиражпа пичетленнӗ ӗҫе кун ҫути кӑтартиччен вӗсем юлашки икӗ ҫулхи тӗпчеве тӗпе хунӑ. Сӑмах май, ку проекта Раҫҫейӗн гуманитарин ӑслӑлӑх фончӗ ырланӑ иккен.

Тӗпченӗ чух тӗрлӗ материалпа усӑ курнӑ-мӗн: 2011 ҫулта экспертсен тата ҫынсен шухӑш-кӑмӑлне ыйтса пӗлнӗ, МИХсемпе Интернет материалӗсене шута илнӗ, статистсен кӑтартӑвӗсене тӗпе хунӑ.

 

Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев паян Куславкка районӗнчи ӗҫ-хӗлпе паллашнӑ. Унта вӑл экономикӑн тата социаллӑ сферӑн тӗрлӗ енлӗ пурнӑҫӗпе кӑсӑкланнӑ.

Ял хуҫалӑхне илсен, Василий Семенов фермер патӗнче пулнӑ. Пахча-ҫимӗҫ тата ҫӗрулми туса илессипе ҫине тӑракан ҫав фермер ӗҫ калӑпӑшне ҫулсерен ӳстерсе пырать-мӗн. Тепӗр хресченшӗн апат-ҫимӗҫе туса илессинчен вырнаҫтарасси хӗнтерех те, семенов фермерӑн ку енӗпе йывӑрлӑх ҫук темелле. Вӑл ӑна хамӑр тӑрӑха кӑна мар, Тутар Республикинчи тӗрлӗ хулара сутать, ҫывӑх вӑхӑтра Чӗмпӗрте те хӑйне валли ҫул уҫасшӑн.

Предприятисенчен Михаил Игнатьев «Автофургон» обществӑна та ҫитнӗ. Унта «ГАЗ», «КамАЗ», «Урал» тата «КрАЗ» машинӑсем валли ятарлӑ техника кӑлараҫҫӗ-мӗн. Продукци калӑпӑшне кӑҫалхи ҫур ҫулта 15 процент ӳстернӗ иккен.

Социаллӑ пӗлтерӗшлӗ объектсенчен Михаил Васильевич Тӗрлемесри вӑтам шкулта пулнине палӑртмалла.

Республика Пуҫлӑхӗн ӗҫлӗ ҫулҫӳревне район хастарӗсемпе ирттернӗ пуху вӗҫленӗ.

Малалла...

 

Хальхи вӑхӑтра — тӗнче тетелӗ, нанотехнологисем, компьютер таврашӗ вӑйлӑ аталаннӑ май — ҫынсем алӑпа сахалтарах та сахалтарах ҫыраҫҫӗ. Алла кӑранташ е калем тытни кулленхи пурнӑҫра сахал тӗл пулать.

Оклендри (Ҫӗнӗ Зеланди) ӑсчахсен тӗпчевӗ вара ҫак йӑла сиенлӗ пулнине палӑртнӑ — хут ҫине алӑпа ҫырни ҫыннӑн хавшанӑ ӑс-хакӑлне те, кӗлеткине те хӑвӑртрах сыватма пулӑшать иккен. Чи кирли — кӑмӑл- туйӑма кӑранташпа е ручкӑпа хут ҫинче ҫырса хурасси.

Ӑсчахсен тӗпчевне 50 ҫын хутшӑннӑ пулать, вӗсен кашнин мӗнле те пулин суран пулнӑ. Пӗтӗмлетнӗ хыҫҫӑн, ҫын хӑйӗн кӑмӑлне, чунри туйӑмне хут ҫине ҫырса пыни сыватӑва икӗ хут хӑвӑртлатнине кӑтартнӑ иккен. Эксперимента хутшӑннӑ пӗр ушкӑнра — хайхисем туйӑм-кӑмӑла ҫырса пынӑ — чирлӗ ҫынсен 76% вунпӗр кун хушшинче сывалма пултарнӑ. Тепӗр ушкӑнӗ ҫырса пыман, ҫавӑнпа та 11 кунран вӗсен йышри 42% ҫеҫ сывалса ҫитнӗ.

Ҫавӑнпа та, ал айӗнче компьютерӑн пускӑч хӑмийӗ е карас телефонӗ ҫеҫ пулсан та хӑвӑрпа пӗрле хутпа кӑранташ илсе ҫӳреме ан манӑр. Пӑсӑк кӑмӑл та вара сире нихҫан хуҫмӗ.

 

База тӑкӑрлӑкӗ
База тӑкӑрлӑкӗ

Шӑматкунпа вырсарникун, утӑн 20-мӗшпе 21-мӗшӗсенче, Шупашкарти База тӑкӑрлӑкӗнчи ҫула пӳлсе хурӗҫ. Ку ӗҫ ҫак урамри 2–5 ҫуртсем хушшинче шыв пӑрӑхне ҫӗнетнипе ҫыхӑннӑ. Ҫула тунтикун ирхине 5 сехетре уҫӗҫ.

Хисеплӗ водительсем, енчен те сирӗн ҫул ҫак урампа иртет пулсан, ҫул-йӗр ӗҫченӗсем сире урӑх урамсене суйлама ыйтаҫҫӗ. Эсир вӗсене кансӗрлемесен вӗсем хӑйӗн ӗҫне хӑвӑрт кӑна вӗҫлеме шантараҫҫӗ. Паллах, тавран ҫавранмалли ҫулсем те уҫӑ пулӗҫ, анчах хӑш тӗлтен каясси пирки маларах шутлама ыйтаҫҫӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://pg21.ru/newsv2/64006.html
 

Нумай ӗҫ пурнӑҫлакан центрсене кӑҫал туса пӗтермелле-мӗн. Ҫапла вара вӗсен шучӗ 25-пе танлашмалла. Унта уйрӑм ҫынсене кӑна мар, предприяти-организацие те пулӑшу кӳмелле.

Паянхи куна илсен, ун пек центрсене 21 уҫнӑ. Вӗсенче кашнинчех «пӗр чӳрече» текен меслетпе ӗҫлеҫҫӗ. Ансатрах каласан, пӗр-пӗр ӗҫе тӑвас тесен темиҫе тӗрлӗ организацие чупса ҫӳремелле мар, мӗнпур документа пӗр вырӑнта йышӑнаҫҫӗ. Кирлӗ справка таврашне хӑйсемех кирлӗ тытӑмран ыйтса илеҫҫӗ.

Нумай ӗҫ пурнӑҫлакан центрсем, Чӑваш Енӗн экномика министрӗ Алексей Табаков пӗлтернӗ тӑрӑх, тӗрлӗ тапхӑрпа пурнӑҫланать иккен. Пӗрремӗшӗн вӑхӑтӗнче уйрӑм ҫынсене пулӑшу кӳрессине мала кӑларнӑ пулсан, каярах, 2015 ҫултан пуҫласа, усламҫӑсемпе предприятисене те туллин пулӑшма тытӑнӗҫ. Сӑмахран, ҫӗр лаптӑкӗ илес ыйтупа, лицензи тата аккредитаци тухассипе.

 

Саккун йӗркине пӑсакансен шутне хӑш чухне полици ӗҫченӗсем те кӗреҫҫӗ. Вӗсене те вара явап тытараҫҫӗ.

Ҫӗнӗ Шупашкар суд ларӑвӗнче ҫитес кунсенче 23 ҫулхи Шупашкарти полици уйлӑмӗнче ӗҫлекен йӗрке хуралҫин малалли шӑпине татса параҫҫӗ. Ӑна вара ҫул йӗркине пӑсса асӑрхануллӑ пулмассӑр ҫын сывлӑхне йывӑр хавшатнӑшӑн айӑплаҫҫӗ.

Чӑваш Енчи СКР Йӗрлев отделӗ палӑртнӑ тӑрӑх асӑннӑ инкек акан 5-мӗшӗнче, Ҫӗнӗ Шупашкар хулинчи ҫул тӑваткалӗнче — 10-мӗш Пиллекҫуллӑх урамӗпе Ельников тӑкӑрлӑкӗ хӗресленнӗ вырӑнта — пулса иртнӗ. ВАЗ-2114 маркӑллӑ урапапа пыракан йӗрке хуралҫи светофорӑн симӗс ҫуттипе каҫакан 72 ҫулхи карчӑка ҫапса кайнӑ. Ку инкекре ват ҫын сулахай уран чӗркуҫҫине хытах амантнӑ. Руль умӗнче ларакан полици ӗҫченӗ вара инкек вӑхӑтӗнче ӳсӗр пулман. Кӑна ятарлӑ медицина тӗпчевӗ ҫирӗплетнӗ. Йӗрке хуралҫи вара хӑйӗнпе пулса иртнӗ пӑтӑрмах кунне отпускра пулнӑ тесе пӗлтереҫҫӗ.

Паянхи куна ҫак ӗҫ-пуҫпа тӗпчев ӗҫне вӗҫленӗ. Ҫитес кунсенче вара суд ларӑвӗ ват ҫына таптакана явап тыттарӗ.

 

Страницӑсем: 1 ... 3552, 3553, 3554, 3555, 3556, 3557, 3558, 3559, 3560, 3561, [3562], 3563, 3564, 3565, 3566, 3567, 3568, 3569, 3570, 3571, 3572, ... 3878
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (23.04.2025 03:00) сайра пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 755 - 757 мм, 5 - 7 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Чылайăшĕн кăмăлĕ тăрук улшăнса тăрĕ. Прагматизм çиеле тухĕ. Ку эрнере харпăр пурнăçа йĕркене кĕртме, хăш-пĕр ĕçлĕ хутшăнăва романтикăна çавăрма май пулĕ.

Ака, 23

1917
108
«Чебоксарская правда» хаҫатӑн пӗрремеш кӑларӑмӗ тухнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...