![]() Ҫӗнӗ Шупашкартан инҫех мар вырнаҫнӑ 6-мӗш колонире ларакан 23 ҫулти Иван Ибетов пӗр кунхине лезвипе юн тымарне татса янӑ иккен. Ҫак утӑма каччӑ хӑйне ним ҫукран наркотикпа ҫыхланнӑ тесе айӑпланӑран тунӑ тесе ӑнлантарать-мӗн. Пӗринче ун патне хӑйсен ялӗнчи пӗр ҫын тулли сумкӑпа килнӗ — унта пирус, апат-ҫимӗҫ чикнӗ-мӗн. Ҫав вӑхӑтра ӑна палламан пӗр ҫын тӗрмере ларакан пӗлӗшӗ валли япала пама ыйтнӑ имӗш. Колони ӗҫченӗсем сумкӑна тӗрӗслеме тӑрсан унта наркотик пуррине асӑрхаҫҫӗ. Куншӑн вара каччӑна 8 ҫултан пуҫласа 20 ҫул таран ирӗкрен хӑтарма май пур-мӗн. Каччӑ хӑйӗн хӳтӗлевҫине тата Ҫын правине хӳтӗлес енӗпе ӗҫлекен Уполномоченнӑя Юрий Кручинина пӗлтернӗ тӑрӑх, ӑна айӑпа йышӑнма сӗннӗ-мӗн, апла тусан тем пулмасси пирки шантарнӑ пулать. Юн тымарне каснӑ хыҫҫӑн вӑл тухтӑрсен пулӑшӑвне хирӗҫленӗ, прокурора чӗнсе парасса кӗтнӗ, анчах тӗл пулма май килмен-мӗн. Унтан та ытларах — ирхи пиллӗк сехетре ун патне колони ӗҫченӗсем пырса кӗрсе хӗненӗ те штраф изоляторне хупса хунӑ имӗш. Кунти чӑнлӑха тӗпчевҫӗсем тупсан кӑна ӗнтӗ... Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
![]() Ҫапла Чӑваш Ен Правительстви йышӑннӑ. Кунта сӑмах пурӑнма кирлӗ чи пӗчӗк виҫе пирки пырать. ЧР Министрсен Кабинечӗн ӗнерхи ларӑвӗнче ҫав виҫене кӑҫалхи иккӗмӗш кварталшӑн ҫирӗплетнӗ. Кӑҫалхи кӑрлач–пуш уйӑхӗнчисенчен ӑна 4 процент хӑпартнӑ. Эсир пӗлетӗр пулӗ ӗнтӗ, пурӑнма кирлӗ чи пӗчӗк укҫа виҫи ҫынсен категорине кура кӑштах уйрӑлса тӑрать. Ачасем валли ҫав виҫене, акӑ, уйӑхсерен 6 пин те 162 тенкӗ кирлӗ тесе йышӑннӑ, пенсионерсене — 5 пин те 167 тенкӗ, вӑй питтисене — 6 пин те 603 тенкӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
![]() Мексикӑра, иккен, нумай пулмасть авалхи кӑвакал сӑмсаллӑ динозаврӑн хӳрине тупнӑ. Ҫак чӗрчун ку тӑрӑхра 72 миллион ҫул каялла пурӑннӑ тесе шутлаҫҫӗ. Ӑсчахсем пурӗ 50 ҫурӑм шӑмми тупнӑ — вӗсем пурте питӗ лайӑх упранса юлнӑ иккен. Тупнӑ хӳрене 20 кун хушши тасатнӑ — ара ватмасӑр, йӗркеллӗ сыхласа хӑварас тесен питӗ асӑрхануллӑ ӗҫлемелле-ҫке. Ӑсчахсем каласа панӑ тӑрӑх хӳри кӗлетке тӑршшӗн ҫурри пулнӑ — кӑвакалсӑмсаллӑ динозаврсем 12 метра ҫитнӗ, йывӑрӑшӗ вӗсен 3,5 тоннӑпа танлашнӑ. Палеонтологсем тупнӑ хӳре Мексикӑра пӗрремӗш иккен, маларах ҫакнашкал лайах сыхланса юлнисене асӑрхаман имӗш. Ӑна тӗпченӗ май ӑсчахсем динозаврсем мӗнпе чирленине те пӗлессе шанаҫҫӗ пулас — авалхи чӗрчунсем шыҫӑпа тата артритпа аптрани паллӑ. Кӑвакалсӑмсаллӑ динозаврӑн ҫак тӗсне — гадрозавра (тӳррӗн куҫарсан — «Мӑн ящер») — чи малтан Нью-Джерсире 1858 ҫулта тупнӑ. Каярах унӑн шӑммисене Австралисӗр пуҫсӑр ытти контитентсенче те асӑрханӑ. Пирӗн патшалӑх лаптӑкӗнче те вӗсем пурӑннӑ имӗш. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
![]() Юлашки кунсенче ҫанталӑк кӗркуннехи пекех туйӑма пуҫларӗ. Куллен тенӗ пек ҫумӑр, пыльчӑк, сивӗ ҫил. Ҫакна пула юханшыв таврашӗсенче шыв та сивӗннӗ. Ҫанталӑк хӳхӗмӗсене пӑхмасӑрах ӗнер, утӑн 24-мӗшӗнче, СССР летчик-косманавтне, Икӗ хутччен Совет Союзӗн Паттӑрне Андриан Николаева асӑнса Сӗнтӗрвӑрри районӗнче йӑла тӑрӑх Атӑл шывӗ урлӑ каҫассипе ӑмӑрту иртнӗ. Кӑҫал Атӑла парӑнтарма 32 ҫын кӑмӑл тунӑ. Хутшӑнакансен йышӗнче Мӑкшӑ, Мари Эл республикийӗсен, Азербайджан тата ЧР хуласемпе ялсен элчисем кӗнӗ. Старта Атӑлӑн йӑлӑм енче тухнӑ. Ӑмӑртун пӗтӗмлетӗвӗ тӑрӑх пӗрремӗшпе иккӗмӗш вырӑна Ҫӗрпӳ элчисем А.Григорьевӑпа тата Т. Никифрова йышӑннӑ. Виҫҫемӗш вырӑнта вара — Шупашкар ҫынни А.Лисин. Сӑнсем (35) Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
![]() Халӑхра чикансене ӗненме юраман каларӑш анлӑ сарӑлнӑ пулин те хӑйсен шӑпине те, пурлӑхне шанса пама хатӗр ҫынсем тупӑнаҫҫех. Чикансемпе ҫыхӑну тытнӑ хыҫҫӑн шанман пӑр ҫинче тӑрса юлнӑ ҫынсем полицине ҫул тытаҫҫӗ. Ҫакна вара тӗпер хут Ҫӗрпӳ хулинче пулса иртнӗ пулӑм ҫирӗплетнӗ. Тунтикун, утӑн 22-мӗшӗнче, Ҫӗрпӳ хулин полици уйрӑмне 52 ҫулхи хӗрарӑм килнӗ, ШӖМ ӗҫченӗсене унӑн укҫа-тенкине, ылтӑн капӑрлӑхсене вӑрланине пӗлтернӗ. Вӑрра — чикан хӗрарӑмне — хваттере хӑйӗх кӗртнӗ пулнӑ, ара лешӗ ӑна синкер сывлӑша тасатса кӑларап тесе шантарнӑ имӗш. Чикан вара ухмах пулман, хваттер хуҫин пуҫне минретнӗ хыҫҫӑн аллинчен 7 ылтӑн ҫӗрӗ хуса илнӗ тата 9 пин укҫа йӑкӑртнӑ. Пӗтӗмӗшле шырлӑх суммине 29 пинпе хаклаҫҫӗ. Паянхи кун ҫак ӗҫ-пуҫпа тӗрӗслев ӗҫӗсене ирттереҫҫӗ, чикан ятне-шывне тӗпчесе пӗлесшӗн тӑрмашаҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
![]() Кӑҫалхи ҫур ҫулта Чӑваш Енре 18 полицейски тӗлӗшпе 26 пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Ун пирки республикӑн тӗп полицейскийӗ Сергей Семенов хӑй пӗлтернӗ. «Патшалӑхӑн регионти ытти органӗпе танлаштарсан» хӑйсен ведомстви информаци тӗлӗшӗнчен чи уҫӑмли пулнине палӑртнӑ. Кун пирки вӑл ШӖМ ҫур ҫулхи ӗҫ-хӗле пӗтӗмлетсе ирттернӗ пресс-конференцире палӑртнӑ. Улталанӑ тӗслӗхпе полицейскисене хирӗҫле пуҫарнӑ пуҫиле ӗҫсем хушшинче улталанӑшӑн та, ӗҫ вырӑнӗпе ытлашши усӑ курнӑшӑн та, сӗтев илнӗшӗн те т.ыт.те пур. Ҫулталӑк пуҫланнрӑанпа 90 ҫынна ӗҫрен хӑтарнӑ-мӗн. Ҫав вӑхӑтрах полицейскисем ҫынсем хӑйсене хирӗҫле ӗҫ тӑвасси нумайланнине те палӑртнӑ. Ун пеккипе кашни кун тенӗ пек тӗл пулаҫҫӗ имӗш. Ун пек тӗслӗхсемпе 133 хутчен пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ, 621 ҫынна административлӑ майпа явап тыттарнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
![]() Кашни ҫын уйрӑм енпе кӑсӑкланать. Такам пулӑ тытса лӑпкӑллӑх туять, теприсем лӗпеш тытас тесе улӑхсем тӑрӑх кускалаҫҫӗ, виҫҫемӗшсене вара сунар илӗртет. Анчах кашни япалан хӑйӗн виҫи пулмалла. Тем тесен те саккун — ҫын пайтишӗсенчен ҫӳллӗрех, ҫавӑнпа та ҫынсен ҫирӗплетнӗ йӗркесене пӑхӑнмалла. РИА хыпар агенстви пӗлтернӗ тӑрӑх Раҫҫей Федерацийӗн президенчӗ ҫак кунсенче сунар йӗркине пӑснишӗн штрафсене ӳстерекен саккуна аллӑ пусса ҫирӗплетнӗ. Малашне вара, тӗслехрен сунар ӗҫӗ-хӗлнӗ ятарлӑ ҫирӗплетне вӑхӑтра мар пурнӑҫлакансене пӗр е икӗ ҫулчченех сунара тухма ирекне туртса илӗҫ. Пӗлтерӗшлӗ вырӑнсенче ӗҫлекенсенчен 50 пин текеллӗ штраф «шӑйӑрса» илӗҫ тата сунар хатӗрне те туртса илме пултарӗҫ. Сунарҫӑ билетне, сунар пурлӑхне тупма панӑ ятарлӑ ирӗке, сунарҫӑ пӑшалне упрама тата усӑ курма паракан ирӗке е путевкӑна кӑтартма килешменнисене ҫӗнӗ йӗркепе сунартан 1-2 ҫулччен хӑтарма пултарӗҫ. Сунар ресурсне кӗрекен пуклак чӗрнелле чӗрчунсене тата упасене ятарлӑ ирӗксӗр тытакансене вара 3 ҫуллӑха сунар ӗҫӗ-хӗлнӗ ирттерме ирӗке туртса илӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
![]() Спорт ҫулӗ-йӗренче пирӗн ентешсем куллен тенӗ пекех ҫитӗнӳсем тӑваҫҫӗ. Ҫӗршывӑн тӗрлӗ ригионӗсене ҫитсе ӑмӑртусенче Республика чысне тивӗҫлипех хӳтӗлеҫҫӗ. Питӗр хулипе ҫуммӑн вырнаҫнӑ Юкки ялӗнче утӑн 17-22-мӗшсенче велочупу-маунтинбайкпа чемпионат, Раҫҫей первенстви тата Раҫҫей шайӗнчи ӑмӑртусем иртнӗ. Ҫак ӑмӑртусенче пирӗн ентешсем тунӑ ҫитенӳсем ҫинчен эпир пӗрре мар хыпарланӑччӗ. 1995-1996 ҫулсенче ҫуралнӑ юниорсем хушшинче Муркаш районӗнчи В. Егоров ячӗллӗ АҪСШӗн вӗренекенӗ, Раҫҫейӗн спорт мастер кандидачӗ, Семенова Марина «кросс-кантри» дисциплинӑра кӗмӗл медаль ҫӗнсе илнӗ. Ҫак ӑмӑртура ҫӗнтерӳҫӗ ятне вара Чӑваш Республикин чысне хӳтӗлекен тата тепӗр спортсменка Кристина Кириллова тивӗҫнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
![]() Мочаловӑн ҫӗнӗ плакачӗ / Н. Плотников сӑнӳкерчӗкӗ Муркашри суд малалла пырать. Тунтикун айӑплакан енӗн икӗ кунтелейне итлеме май пулнӑ пулсан, паян тепӗр иккӗшне чӗнсе илнӗ. Юнкунри суда икӗ пая пайлама пулать — малтанхинче хӳтӗлекен ен евитсем тыттарчӗ, тепринче кунтелейсен хуравӗсемпе паллашрӗҫ. Чи малтан суд Илле Иванов тӑратнӑ евитсене (ходотайствӑсене) пӑхса тухрӗ. Айӑпланакан вӗсене чӑвашла ҫырнӑран тӑлмачӑн куҫарма тивнӗ иккен. Куҫару тӗрӗсех пулнине ҫирӗплетме Трихалкин судья вӗсене вуласа та пачӗ, хӳтӗлекен ен хирӗҫлемен хыҫҫӑн сӳтсе явма пуҫларӗҫ. Илле Иванов ӑна шиклентерекен темиҫе саманта асӑннӑ иккен, вӗсенчен пӗри — ӗҫе пуҫарма пуҫтарнӑ хутсен папки ҫинче тӳрлетӳ пуррине асӑрханинче. Хӳтӗлевҫӗсем датӑра тӳрлетӳ пуррипе ҫуккине тӗрӗслеме экспертиза тума ыйтрӗҫ, суд вӗсемпе килӗшмерӗ, ку япала пӗлтерӗшсӗр пулнине ҫирӗплетрӗ. Тепӗр евитре хӳтӗлевҫӗсем ҫак статьяна Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институтне чӗлхе енчен экспертизӑна яма ыйтрӗҫ. Ваккатсемпе прокурорсен ку тӗлӗшпе мӗн шутланине пӗлнӗ хыҫҫӑн тӳре пӗр ҫур сехетлӗхе йышӑну тума кайрӗ. Таврӑннӑ хыҫҫӑн паллӑ пулчӗ — гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институтне хушма ӗҫ пырса тивмӗ, тепӗр майлӑ каласан суд хӳтӗлевҫӗсен сӗнӗвӗпе килӗшмерӗ. |
![]() Чӑваш пикисен маттурлӑхӗ чӑнахах та тава тивӗҫ. Вӗсен спортри ҫитенӗвӗ республикӑшӑн пысӑк пӗлтерӗшлӗ. Пирӗн спортсменкӑсемпе эпир тивиҫлипех мухтанма пултаратпӑр. Ытларикун, утӑн 22-мӗшӗнче Пенза хулинче VI Раҫҫейри вӗренекенсен ҫуллахи Спартакиадӑра ирӗклӗ мелпе кӗрешнипе юлашки тапхӑр ӑмӑртӑвӗсем иртнӗ. Унта 46 килограмм таран йывӑрӑ категоринче пӑхӑр медале Вӑрнар районӗнчи АҪСШра вӗренсе тухнӑ, халӗ ЧУОР-СДЮСШОР-5 студенки Иванова Анастасия ҫӗнсе илнӗ. Настьӑна тата унӑн тренерӗсене — Егорова Д.Г. тата Львова Ю.Г. — медале ҫӗнсе илнӗ ятпа саламлатпӑр, спортра малашлӑхра та ҫитенӳсем тума сунатпӑр. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (23.04.2025 15:00) сайра пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 753 - 755 мм, 16 - 18 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| «Чебоксарская правда» хаҫатӑн пӗрремеш кӑларӑмӗ тухнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |