![]() Инкекӗн ӳкӗрчӗкӗ Иртнӗ кунхине, ҫурҫӗр иртни икӗ сехет тӗлнелле, Тӗмен облаҫӗнчи ҫул ҫинче инкек сиксе тухнӑ пулнӑ. Пӑтӑрмахра пирӗн ентӗшсем, Шупашкарта пурӑннӑ 59 ҫулсенчи икӗ арҫын вилнӗ. Вӗсенчен пери «Ауди 100» урапапа, тепри «Лада Калинӑпа» пынӑ пулнӑ. Инкеке лекнӗ арҫынсем Ханты-Мансийск автономи округне урапа туянас тӗллевпе кайнӑ имӗш. Ҫӗнӗ «Аудипе» хуҫаланнӑ хыҫҫӑн арҫынсем икӗ машинпа килелле ҫул тытнӑ. Ҫул-йӗрте тухнӑ инкек сӑлтавӗ вара ҫӗнӗ урапан шофер айӑпӗнче. Вӑл хирӗҫ пыракан ҫурприцеплӑ «Камаз» ҫине пырса ҫапӑннӑ. Тиев машини ҫӑнӑх турттарнӑ, ҫаврӑнса ӳкнӗ хыҫҫӑн вӗсем хыҫалта пыракан «Калина» урапана хупласа хунӑ. Тӗмен облаҫӗнчи ҪХПИ тытӑмӗн пресс-службинче пӗлтернӗ тӑрӑх ҫӑмӑл машин водителӗсем йывӑр аманнине пула васкавлӑ пулӑшу ҫитичченех вилнӗ. «Камаз» шофёрӗ вара, пиҫихиппе ҫыхӑннӑскер, пӑтӑрмахра вӑйлӑ аманман. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
![]() Патӑрьел районӗн администраци йышӑнӑвӗпе ҫӗртмен 17-мӗшӗнчен 16:00 сехетре районта йывӑр лару-тӑру режимне ҫирӗплетни ҫинчен эпир маларӑх пӗлтернӗччӗ ӗнтӗ. Кулленхи шӑрӑх кунсене пула районта ун чухне 7,093 пин гектар лаптӑкра ял-хуҫалӑх акнӑ тыр-пулӑ аманнӑ пулнӑччӗ. Паян вара, ҫӗртмен 21-мӗшӗнче Патӑрьел районӗнче йывӑр лару-тӑру режимне сирнӗ. Ку районти шӑрӑх кунсем ҫумӑрлӑ, ӑмӑрлӑ кунсемпе ылмашнипе ҫыхӑннӑ. Ҫапла вара районти вӑрмансене те ҫӳрӗме ирӗк панӑ. Чӑваш Енри ИӖМ пайӗ пӗлтернӗ тӑрӑх ял тӑрӑхӗсен пуҫлӑхӗсене, организаципе преприятисен ертӳҫисене шырлӑх масштаблӑ курассинчен хӑтӑлас тӗлӗшпе кирлӗ ӗҫсене пурнӑҫласа пыма сӗнеҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
![]() Пиллӗк кун хушши, ҫӗртмен 21-25-мӗшсенче Шупашкарта тӗрлӗ хула лаптӑкӗсенче урапсен (машинсен) ҫӳревне чакарма палӑртнӑ. Ҫимӗк кунӗсенче (шӑматкунпа вырсарникун) тата Республика кунӗнче ҫул-йӗр хӑрушсӑрлӑхне сыхлас тӗлӗшпе тӗрлӗ урамсенче автобуссене ҫеҫ ҫул уҫӗҫ: ҫӗртмен 22–23-мӗшӗсенче Б.Хмельницкийпе Фучик урамӗсен ҫул тӑваткалӗнчен пуҫласа Карачура ҫӑви еннелле; ҫӗртмен 23-мӗшӗнчӗнче Ленин проспектӗнче («Раҫҫей ҫӑлкуҫӗсем» утса тухнӑ май); ҫертмен 24-мӗшӗнче «Акатуй» ҫулӗ валли Мускав проспектӗнче тата ытти те. Республика кунӗнче хула маршручӗсенче обществӑлла транспортсен шутне ӳстерме палӑртнӑ, уяв кунне вӗсем хӑйсен расписанири вӑхӑта та тӑсӗҫ, ҫынсене ҫӗрлеччен турттарма пултарӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
![]() Элӗк шкулӗ Кӑҫал Элӗк районӗн шкулӗсенче пӗтӗмпе 157 ача шкул хӳттинчен тухса аслӑ пурнӑҫ ҫулӗ ҫине тухма хатӗрленет. Районти шкулсенче кӑларӑм каҫӗсем ирттерме палӑртнӑ. Унта вунпӗрмӗш класс пӗтерекенсене тӑван шкул вӗренекенӗсем, ашшӗ-амӑшӗсем ӑшӑ салам сӑмахӗсемпе хавхалантарӗҫ. Пӗтӗмпе районта шкул пӗтерекенсенчен ылтӑнпа кӗмӗл медале 6 ача тивӗҫнӗ. Ылтӑн медальпе вӗренсе тухакансем — Элӗкри вӑтам шкул ачисем: Алена Алексеева, Алена Васильева, Инна Егорова, Максим Степанов. Ҫав шкултах кӗмӗл медале Надежда Павловӑпа Вероника Александрова тивӗҫнӗ. Эпир вӗсене саламлатпӑр, малашнели ҫула тӗрӗс суйласа илме сунатпӑр! Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
![]() Раҫҫейӗн аслӑ судьи Александр Зырянов Кӗҫнерникун, ҫӗртмен 20-мӗшӗнче, республика тӗп хулине ӗҫпе Раҫҫей Федерацийӗн Аслӑ сучӗн судьи Александр Зырянов килсе ҫитнӗ. Шупашкар хӑни Республика Элтепӗрепе, Михаил Игнатьевпа, тӗл пулнӑ. Тӗлпулура Зырянов республика пуҫлӑхне мӗн тӗллевпе килни пирки каласа панӑ — кунта вӑл планпа тӗрӗслев ӗҫне ирттерме палӑртнӑ иккен. Унсӑр пуҫне аслӑ судья республикӑри мӗнпур суд ӗҫӗ-хӗлне пӑхса тухасси ҫинчен пӗлтернӗ. Ятарлӑ комисси паянхи куна Шупашкарти Мускав тата Ленин районӗн сучӗсене тӗрӗслеме те ӗлкернӗ. Тӗлпулура Михаил Игнатьевпа Александр Зырянов республикӑри суд системине ҫӗнӗтес ыйтӑва хускатнӑ. Суд органӗсен пахалӑхне ӳстересси ҫинчен сӑмах ҫӗкленӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
![]() Таллин хулинчи «Тарай» фолк-ушкӑн Нестер Янкас поэт ҫырнӑ «Ҫывӑх тус» сӑввипе «Танлаштармӑп» юрӑ ҫырнӑ. «Мӗнех вара? Халӗ юрӑ ҫырман ҫын та сахал пулӗ...» — кӑмӑлсӑрланӗҫ ахӑртнех хӑшӗсем. Ҫапла, паян сӑвӑ та такам та ҫырать, кӗвве те хывакансем сахал мар. Ан ӳркен кӑна темелле-ши?.. Теприсем вара сӑввине те шӑрҫалаҫҫӗ, ҫеммине те хываҫҫӗ, микрофон тытса сцена ҫине те хӑйсемех тухаҫҫӗ. Юрӗ-ха, чӑннипех пултаруллисем пулсан савӑнмалли кӑна юлать. Анчах пиҫсе ҫитменнисем пирки мӗн каламалла-ши? Юрӗ, таҫта айккинеллех пӑрӑнтӑм курӑнать. «Тарай» ушкӑн патнех таврӑнам-ха. Ушкӑна Таллинта пурӑнакан Александр Айдаров ертсе пырать. Ача чухне вӑл чӑваш чӗлхине илтнӗ пулин те калаҫман. Тӑван чӗлхепе темиҫе ҫул каялла кӑна пуплеме хӑнӑхнӑ. Александр каланӑ тӑрӑх, Эстонире 350 чӑваш пурӑнать. Таллинта чӑваш фольклор ушкӑнӗсем иккӗ иккен. Пӗри — «Тарай», тепри — «Палан». Ун пирки эпир пӗринче ҫырнӑччӗ. «Тарай» ушкӑнта тӑваттӑн. Бас музыка инструменчӗпе Эйнар Муони ветеринар вылять иккен, аккордеонпа — муниципалитет тӳре-шаринче тӑрӑшакан Сергей Чекулев, ҫапса каламалли инструментпа — журнал редакторӗ Дан Ротарь. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
![]() Етӗрне районӗнчи тӳре-шара ачасен канӑвне вырӑнсенче, тӗрӗсрех, шкул ҫумӗнчи лагерьсенче, епле йӗркеленине тӗрӗсленӗ. Хайхисем тем те пӗр пӑхнӑ: епле апатлантарнине хакланинчен тытӑнса пушӑ вӑхӑта ачасем епле ирттерни таранах. Тӗрӗслевҫӗсем 18 шкула ҫитсе ҫаврӑннӑ. Лагерьсенче кашнинчех кунне икӗ хутчен вӗри апатпа сӑйлаҫҫӗ иккен. Унӑн хакӗ 69 тенке кайса ларать. Санитарипе эпидемиологи правилисене пӑхӑнни пирки каласан, йӗркене, пӗтӗмӗшле илсен, тытса пыраҫҫӗ иккен. Лагерьсенче профиль программӑсене те пурнӑҫа кӗртеҫҫӗ-мӗн. Уйрӑмах лайӑх енпе Етӗрне хулинчи 3-мӗш, Кӑкшӑмри, Юванри, Мӑн Явӑшри пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан шкулсене* Етӗрнери 1-мӗш гимназие палӑртнӑ. Унта ачасен канӑвне, сиплевне тата ӗҫлевне аван йӗркеленӗ иккен. Пӗлтӗрхипе танлаштарсан, шкул ҫумӗнчи сывлӑха ҫирӗплетмелли лагерьсем ӗҫе аванрах, апатлантарассин пахалӑхне лайӑхрах йӗркеленине палӑртнӑ. Сӑнсем (17) Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
![]() Кӑҫал Ҫӗрпӳ районӗнче иртекен Ҫӗрпӳ ярмӑркки утӑ уйӑхӗн пӗрремӗш кунӗсенче мар, ҫӗртмен вӗҫӗнче — 27-30-мӗшсенче пулать. Яланхи пекех уява килсе ҫитекен хӑнасем валли суту-илӳ лавккисене уҫӗҫ, савӑнӑҫлӑ канӑва хатӗрлӗҫ. Уява ярмаркка тӳремӗнче уҫӗҫ, ӑна йӑлана кӗнӗ пек театрласа ирттерӗҫ. Хыҫҫӑн вара ылтӑн тата кӗмӗл медальсемпе вӗренсе тухакан ҫамрӑксене чыслама палӑртнӑ. Каҫ-кӳлем еннелле куракансем валли флеш-моб тата байкер-шоу ирттерӗҫ. Каҫхине ҫамрӑксен «Пирӗн вӑхӑт» программи уҫӑлӗ. Ярмӑрккӑна йӗркелесе пыракансем уяв ӑнӑҫлӑ тата тухӑҫлӑ иртессе шанаҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
![]() Хӗллехи Елчӗк. Н. Плотников сӑнӳкерчӗкӗ Елчӗкре нумаях пулмасть харӑсах икӗ ҫурта сутса янӑ. Вӗсенчен пӗри — 1034,4 тӑваткал метр лаптӑк йышӑнакан автопарк ҫурчӗ, тепри — 211,6 тӑваткал метр йышӑнакан тӗтӗмлемелли цех. Ҫуртсемпе пӗрлех, паллах, вӗсем йышӑнакан тата йӗри-тавралли ҫӗр лаптӑкне те. Автопарка пурӗ пиллӗкӗн куҫ хывнӑ пулнӑ иккен: В.П. Петрушкин, «РАЯФ» тулли мар яваплӑ общество, Б.В. Крылов усламҫӑ, Д.Р. Абулханова тата А.Н. Чернов. Аукциона хутшӑнма вӗсем кашниех заявка тӑратнӑ, анчах юлашкинчен асӑннине унта хутшӑнтарман. Район администрацийӗн сайтӗнчи хыпарта мӗншӗнне ӑнлантарман-ха. Ахӑртнех, кирлӗ документсене йӗркеллӗ тӑратса ҫитермен-тӗр. Асӑннӑ пурлӑхшӑн 2 миллион та 254 пин тенкӗ сӗннӗ В.П. Петрушин аукционта ҫӗнтернӗ. Тӗтӗмлемелли цеха туянас текенсем те пиллӗкӗн тупӑннӑ. Вӗсен шутӗнче маларах асӑннӑ аукциона хутшӑннӑ «РАЯФ» тулли мар яваплӑ общество тата Д.Р. Абулханова та пулнӑ. Кунсӑр пуҫне П.И. Разумов, Г.В. Кудрин тата Г.З. Адюков туянас тенӗ. Пуринчен пысӑк хак — 523,5 пин — сӗнсе П.И. Разумов ҫӗнтернӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
![]() 400-мӗш мӑшӑр Ӗнер, ҫӗртмен 20-мӗшӗнче, Ҫӗнӗ Шупашкарта ЗАГС пайӗн администрацинче 400-мӗш мӑшӑр хӑйсен юратӑвне регистрациленӗ пулнӑ. Иккӗшӗ те вӗсем Ҫӗнӗ Шупашкартан: Алексей Костров тата Юлия Иванова. Пӗрлешӳ саманчӗ яланхи пекех иртрӗ: ҫураҫнӑ хӗр — шурӑ туй кӗпипе, каччӑ вара костюм тӑхӑннӑ. Пӗрлешнине ҫирӗплекен хута 400-мӗш номерпа илесси мӑшӑршӑн вара кӗтменле пулнӑ. Ҫӗнӗ Шупашкарти пӗрлешӳ кӗрменӗн администрацинче пӗлтернӗ тӑрӑх пӗлтер 400-мӗш мӑшӑр хӑйсен юратӑне ҫӗртмен 16-мӗшӗнче офицаллӑ майпа ҫирӗплетнӗ иккен. Кӑҫал пӗтӗмпе паянхи куна 405 мӑшӑр регистрациленнӗ. Тепӗр 7 мӑшӑр эрнекунпа шӑматкун регистрациленме палӑртнӑ. Ҫулла ҫитнӗренпе пӗрлешӳ кӗрменне мӑшӑрсем ытларах та ытларах килеҫҫӗ. Хӗвеллӗ, ӑшӑ кунсенче пӗрлешни, тен ҫуралнӑ ҫемьене те тӑнӑҫлӑхпа лӑпкӑллӑх кӳрӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (27.02.2025 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 755 - 757 мм, 0 - -2 градус сивӗ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Ивник Иван Николаевич, чӑваш сӑвӑҫи, тӑлмачӗ ҫуралнӑ. | ||
| Иван Ивник, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи, тӑлмачӗ ҫуралнӑ. | ||
| Шемекеев Виталий Дмитриевич, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
| Архипов Дмитрий Архипович, «Константинопольти чӑвашсем» очерка ҫырнӑ ҫыравҫӑ вилнӗ. | ||
| Ҫитта Хветӗрӗ, чӑваш ҫыравҫи, сӑвӑҫи фронтра пуҫне хунӑ. | ||
| Виктор Рзай, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи, тӑлмачӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |