![]() Митта Ваҫлейӗ Ҫитес кунсенче, пушӑн 4-мӗшпе 5-мӗшӗсенче, Аслӑ Сӑвӑҫӑмӑрӑн 105 ҫулне халалласа Митта уявне ирттерме пулӑртнӑ. Йӗркелекенсем: Митта Ваҫлейӗн Хунти, Чӑваш наци конгресӗ, Патӑрьел район администрацийӗ, Патӑрьел районӗнчи «Авангард (Паянхи сас)» хаҫат редакцийӗ, Ҫӗнӗ Шупашкарти тата Аслӑ Арапуҫри Митта ячӗллӗ шкулсем. Уяв программинче Шупашкарти Карл Маркс урамӗнчи 26 ҫурт умӗнче вырнаҫнӑ асӑну хӑми умне чечекпе пуҫ тайни, Митта Ваҫлейӗн палӑкӗ умӗнче чечекпе пуҫни тайни, шкул ачисемпе тӗлпулу ирттерни пулӗ. Шупашкарта чечексем пушӑн 4-мӗшӗнче 10 сехетре хурӗҫ, Ҫӗнӗ Шупашкарти палӑк умне — 11 сехетре. Уяв программине ҫавӑн пекех Патӑрьелти район администрацийӗнчи тӗлпулӑва (пушӑн 5-мӗшӗ, 10 сехет), «Ҫӑкӑр» музейпе паллашнине (пушӑн 5-мӗшӗ, 10 сехет ҫурӑ), Аслӑ Арапуҫ ҫӑви ҫинче Митта Ваҫлейӗн вил тӑпри ҫине чечексем хунине (пушӑн 5-мӗшӗ, 13 сехет), Аслӑ Арапуҫӗнчи шкулти тӗлпулӑва (пушӑн 5-мӗшӗ, 14 сехет) кӗртнӗ. |
![]() Ӗнер Вӑрнар районӗнчи Мӑн Явӑшри ял вулавӑшӗнче Герасим Харлампьев-Пилеш ҫуралнӑранпа 100 ҫул ҫитнӗ ятпа ятарлӑ вулав каҫӗ иртнӗ. Э. Петрова вулавӑшҫӑ вӑтам классенче вӗренекен ачасем валли ятарласа «Ӳнерҫӗ те, ҫыравҫӑ та» ятпа литература куравӗ йӗркелерӗ. Пухӑннӑ ачасене вӑл ҫыравҫӑн кашни ҫынна, кашни ачан кӑмӑлне каякан хайлавӗсем пирки каласа пачӗ. Ачасем те хӑйсене маттур кӑтартрӗҫ: кӑмӑла каякан хайлавсене аса илчӗҫ, куравра вырнаҫтарнӑ кӗнекесен содержанине каласа кӑтартрӗҫ. Вӗсене ытларах Герасим Дмитриевичӑн «Илемлӗ ир» хайлавӗ килӗшни палӑрчӗ, ун тӑрӑх ятарлӑ викторина та ирттерчӗҫ. Чи маттурри Максим Шариков пулчӗ. Герасим Харлампьев 1913 ҫулхи нарӑсӑн 25-мӗшӗнче халӗ Элӗк районне кӗрекен Мӑн Тукташра ҫуралнӑ. Пирӗнрен вӑл 1994 ҫулхи чӳкӗн 14-мӗшӗнче уйрӑлнӑ. Ялти пуҫламӑш шкулта вӗреннӗ, Хутарти шкулта пӗлӳ пухнӑ, Нурӑсри профшкулта, Чулхулари рабфакра, Мускаври ӳнер техникумӗнче ӑс пухнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
![]() Элӗк районӗн илемӗ Элӗк район администрацийӗн вӗренӳ, социаллӑ аталану, ҫамрӑксен политики тата спорт пайӗ тӗнче тетелӗ урлӑ районти «Элӗк районӗн ҫутҫанталӑк тӗлӗнтермӗшӗ» сӑнӳкерчӗксен ӑмӑртӑвне пуҫланӑ. Ӑна Тавралӑха сыхламалли ҫулталӑка халалланӑ. Ӑмӑртӑва пурте хутшӑнма пултараҫҫӗ — аслисенчен пуҫласа вӗтӗр-шакӑр ачасем таран. Элӗк районӗнче пурӑнакансем ҫеҫ хутшӑнма пултараҫҫӗ. Ӗҫсене раштавӑн 1-мӗшӗччен йышӑнаҫҫӗ, вӗсене администрацин вӗренӳ пайӗн сайтӗнче вырнаҫтарӗҫ. Сӑмах май, чи лайӑх ӗҫсене малтан сайтҫӑсен сасӑлавӗпе палӑртӗҫ, вӗсен хушшинче вара ҫӗнтерӳҫе ятарлӑ жюри суйлӗ. Конкурӑн тулли йӗрке-шывӗпе кунта (вырӑсла) паллашма пулать. Ӗҫсене ҫак адреспа ярса памалла: alik_ruo@mail.ru Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
![]() Тӗлпулура Чӑваш Ен Элтепӗрӗ Михаил Игнатьев «Хӗвел» компанин (хӗвел энергетики енӗпе ӗҫлекен «Ренова» компанисен ушкӑнӗн тата «РОСНАНО» АУОн пӗрлехи предприятийӗн) тӗп директорӗпе Игорь Ахмеровпа ӗҫлӗ тӗлпулу ирттернӗ. Тӗлпулура Ҫӗнӗ Шупашкарта ҫӳхе сийлӗ хӗвел модулӗсем кӑларакан предприятие хута ярас ыйтӑва сӳтсе явнӑ. Игорь Ахмеров пӗлтернӗ тӑрӑх — технологи линине вырнаҫтарса пӗтернӗ, хальхи вӑхӑтра ӗнерлев ӗҫӗ пырать. Вӑл предприятие пуҫласа ӗҫлеттерсе пӑхмалли куна палӑртнӑ — кӑҫалхи утӑн 1-мӗшӗ. Тепӗр 2-3 уйӑх ҫакӑн хыҫҫӑн тивӗҫлӗ техника докуменчӗсем илме кирлӗ пулӗ. Предприяти чӳкӗн 1-мӗшӗнче ӗҫлеме пуҫлӗ. Тӗлпулура уйрӑммӑн продукцие сутасси тата заводра ӗҫ вырӑнӗсене йӗркелесси пирки калаҫнӑ. Компани кӑҫал тӗрлӗ 125 ӑҫтаҫӑна ӗҫе илесшӗн. Приборсем тӑвасси, оптотехника, электротехника, автоматика — ҫак тата ытти отрасль специалисчӗсем кирлӗ. Компани ҫавӑн пекех хӗвел генерацийӗн объекчӗсене проектлама, монтаж тума тата пӑхса тӑма вӗрентес енӗпе ӑстасем хатӗрлесшӗн. 2020 ҫул тӗлне 610 Мвт хӑватлӑ хӗвел электростанцисене хӑпартас проекта пурнӑҫлани тӗрлӗ тӑрӑхра ҫӗнӗрен 3800 ӗҫ вырӑнӗ йӗркелеме май панине те шута илме пулать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
![]() Хӗрлӗ Чутай шкулӗ Хӗрлӗ Чутай районӗнчи ют чӗлхе вӗрентекенсем шкулсенчи вӗренекенсем хушшинче тӗрлӗ викторинӑсемпе конкурссем ирттереҫҫӗ, уявсем йӗркелеҫҫӗ. Нумаях пулмасть, сӑмахран, Горбунова Галина Георгиевна ертсе пынипе 7-10-мӗш класра вӗренекенсем хушшинче «Хӑвӑн тӑван ҫӗршывна пӗлетӗн-и?» ятлӑ викторина иртрӗ. Унта районти 43 вӗренекен хутшӑннӑ, ыйтусем ҫине акӑлчанла ответленӗ. Вӗсенчен нумайӑшӗ Раҫҫей географине, историне, политика системи тата символӗсене, Мускав историне лайӑх пӗлнине кӑтартса панӑ. Мускав тӑрӑх ятарлӑ экскурси пирки те акӑлчанлах ҫырса кӑтартнӑ. Ҫак кунсенче акӑлчан тата хрантсус чӗлхине юратакансем каллех Хӗрлӗ Чутай шкулне хутшӑнчӗҫ, «Страноведческий калейдоскоп» (чӑв. Ҫӗршывпӗлӗвӗн калейдоскопӗ) конкурсра 30 вӗренекен Лондонри тата Францири паллӑ вырӑнсем пирки каласа пачӗҫ, пӗр-пӗрин хӑтлавӗсемпе хаваспах паллашрӗҫ. Конкурс ҫӳллӗ шайра иртрӗ. |
![]() Тӑван Ҫӗршыва хӳтӗлекенсен кунӗ — пирӗн ҫӗршыври чи паллӑ уявсенчен пӗри. Ҫак уяв ячӗпе кашни организаци тӗрлӗрен мероприятисем йӗркелет. Шкулсенче те ҫак ятпа тӗрлӗ ӗҫ-пуҫ пулса иртет. Хырхӗрри тӗп шкулӗнче, сӑмахран, харӑсах икӗ пысӑк конкурс иртрӗ. Кӗҫнерникун, нарӑсӑн 21-мӗшӗнче, 5-6 классенче вӗренекен ачасем «Шкулти Улӑп» тупӑшӑва хутшӑнчӗҫ. Рома Емельянов, Иван Шиков, Андрей Пожеданов тата Женя Евграфов малтанах хӑйсемпе паллаштарчӗҫ, чун киленӗвӗ (хобби) ҫинчен каласа пачӗҫ. Унтан пӗр-пӗринпе ӑмӑртса вӑй виҫрӗҫ, тӗрлӗрен ыйтусем ҫине хурав пачӗҫ. Хӑйсене пулӑшса пыракан пӗр класра вӗренекен ачасемпе кашниех пӗр ташӑ ташласа пачӗ. Арҫын ача пулсан та, хӗрачасен ҫӳҫӗсене илемлӗ тураса капӑрлатса пама та пултарчӗҫ вӗсем. Пӗтӗмлетӳ тунӑ хыҫҫӑн малти вырӑна саккӑрмӗш класра вӗренекен Женя Евграфов тухса ҫӗнтерӳҫӗ ятне тивӗҫни паллӑ пулчӗ. Ҫак ятпа ӑна юлташӗсем алӑ ҫупса саламларӗҫ, уншӑн хӗпӗртерӗҫ. Конкурса шкулти аслӑ вожатӑй В.Лепешкина тата культура ҫурчӗн ертӳҫи Т.Бормотина хатӗрлесе-ертсе пычӗҫ. Эрнекун уроксем хыҫҫӑн вӗрентекенсемпе шкул ачисем, тата вӗсен ашшӗ-амӑшӗсем спортзала васкарӗҫ. |
![]() Паян, нарӑсӑн 22-мӗшӗнче, Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институчӗн ӑслӑлӑх канашӗн залӗнче Пӗтӗм тӗнчери тӑван чӗлхе кунне халалласа анлӑ лару иртрӗ, ӑна институтӑн чӗлхе пӗлӗвӗн пайӗ йӗркелерӗ. Кун йӗркинче чӑваш чӗлхин хальхи тӑрӑмӗпе пуласлӑхне, тӗнчери тӗрӗк чӗлхисен аталанӑвне халалланӑ ыйтусене сӳтсе яврӗҫ. Тухса калакансем шутӗнче истори пайӗн ертсе пыракан ӗҫтешӗ Харитонова В. Г., этнологипе социаллӑ тӗпчевсен пайӗн ӗҫтешӗ Эктор Алос и Фонт, чӗлхе пӗлӗвӗн пайӗн ертсе пыракан ӗҫтешӗ Егоров Н.И. тата ыттисем пулчӗҫ. Ыйтусене сӳтсе явма Валентина Кузнецова юрӑҫ, ӑслӑлӑхпа аталану енӗпе ӗҫлекен директор ҫумӗ Никоаев Г.А., «Вут-шу» чӑваш ҫапӑҫу ӳнерӗн ертӳҫи Романов А.Е. тата ыттисем хутшӑнчӗҫ. Харитонова В.Г. хӑйӗн сӑмахӗнче чӑваш чӗлхи хальхи пурнӑҫра мӗнле вырӑн йышӑннине кӑтартакан социаллӑ ыйтӑмсен кӑтартӑвӗсемпе паллаштарчӗ. Николай Иванович вара докладра чӑвашлӑха аталантармалли ӗҫ-хӗле палӑртрӗ. Валентина Кузнецова хӑйӗн сӑмахӗнче чӑваш наци телекуравӗнче вырӑс кӑларӑмӗсем ытла нумай пулнишӗн пӑшӑрханса калаҫрӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
![]() Сӗнтӗрварри районӗнчи Ӗсмелте (Октябрьски) тӗплӗ юсав хыҫҫӑн ҫӗнелнӗ «Аниш» кафе уҫӑлнӑ. Унччен ҫак ҫуртрах «Акконд-Органика» лавккана хута янӑччӗ — республикӑри ял хуҫалӑх предприятийӗсемшӗн ун чухне хӑйсен таварӗсене сутма лайӑх вырӑн туса панӑччӗ. Юсанӑ апатлану ҫуртне кашнин кӗрекен куҫӗнче тӗлӗнӳ вуланать тесен те йӑнӑш мар — ара малтанхипе танлаштарсан кунта халь хывӑнмалли кӗтес пур, апатлану пӳлӗмӗпе апат пӗҫермелли тӗпел те самай ҫӗнелсе улшӑннӑ-ҫке-ха! Кафене ҫӗнетнӗ хыҫҫӑн вӑл хитреленнине район администрацийӗн пуҫлӑхӗ Ю.Моиссев та, Сӗнтӗрвӑрри районӗн пуҫлӑхӗ В. Морозов та, Чӑвашпотребпӗрлӗх правленийӗн председателӗ Л. Абрамов та асӑрхарӗҫ. Ю. Моисеев хӑйӗн сӑмахӗнче районти потребпӗрлӗх малашне те вӑйлӑ аталанса пырасса шанса каларӗ. Шел те, ячӗ темшӗн вырӑсла. Пирӗн пуҫлӑхсен пуҫӗнче темшӗн чӑвашлӑх тымар ярайман-ха. Тӗпрен ҫӗнетнӗ-ҫенетнех — ятне те чӑвашла тума пулӗччӗ ӗнтӗ. «Енӗш» епле илемлӗ вуланать-ҫке! Вырӑссем вулаймасран хӑраҫҫӗ пулсан — Кӳкеҫри лавккана «Кӗтне» ят паракансем ун пирки пӑшӑрханман-ҫке. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
![]() «Енисей» комбайнӑн пӗр тӗсӗ Чӑвашсен малашне комбайн таврашӗнчи терминологине ӑсталама тата вӗренме тивет пулас — пирӗн республикӑн тӗп хулине «Енисей» комбайна пуҫтармалли производствӑна куҫарасшӑн. «Тракторные заводы» (чӑв. «Трактор савучӗсем») ҫапла йышӑннӑ иккен. Хальхи вӑхӑтра ҫак комбайнсене Красноярскра (чӑвашла Хӗрлӗ Ҫыр пулать) пуҫтараҫҫӗ, анчах та тӑкакӗсем пысӑккине пула унти производствӑна кӑҫалхи кӗр кунӗсем тӗлне хупасшӑн иккен. Шупашкарта ҫӗнӗ савут «Промтрактор» лаптӑкӗнче вырнаҫӗ. Икӗ сменӑпа ӗҫлесе планпа ҫулсерен икӗ пин комбайн пуҫтарасшӑн. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
![]() Комсомольски районӗнче «Яланах — театр» ятпа драма кружокӗсен курав-конкурсӗ пырать. Ҫак тупӑшӑва Вӑрманхӗрри Чурачӑк клубӗ ҫумӗнчи Е.Степанова ертсе пыракан драма кружокӗ те хӑпартлансах хатӗрленчӗ. Курава валли Альбина Сухан драматургӑн «Пулӑ пуҫӗнчен ҫӗрет» пьеси тӑрӑх хатӗрлерӗҫ. Чи пирвайхи курава Хырхӗрри культура ҫуртӗнче лартма шутларӗҫ. Палӑртнӑ вӑхӑта халӑх та пуҫтарӑнчӗ, районти ятарлӑ комисси членӗсем те килсе ҫитрӗҫ. Шӑппӑн та пӗр тикӗссӗн чаршав икӗ еннелле уҫӑлчӗ. Ҫцена ҫинче пысӑк пуҫлӑхӑн пӳлӗмӗ, курӑмлӑ вырӑнта — президент сӑнӳкерчӗкӗ. Паллӑ пулчӗ — ӗҫ-пуҫ хальхи вӑхӑтра пулса иртет. Пуҫлӑхӗ хӑй те (ун сӑнарне Г.Бормотина питех те ӑста калӑпланӑ) сӗтел хушшинче хутсем уҫкаласа-пӑхкаласа тем шырать, куҫлӑхне шӑла-шӑла хутран-ситрен ҫыркалать, хӑйне мӑнаҫлӑн тыткалать. Чӑн та, пуҫлӑхсен пурнӑҫне пит аван пӗлсе кӑтартнӑ автор: паянхи кун хутсене вӑхӑтра тӗрӗс-тӗкел туса пырсан — эсӗ лайӑх ӗҫлетӗн, хут тума пӗлеймерӗн, е ерҫеймерӗн — начаррисен шутне кӗртсе хураҫҫӗ. |
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (27.02.2025 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 754 - 756 мм, -4 - -6 градус сивӗ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Ростов Порфирий Матвеевич, «Колхозник ҫулӗпе» хаҫат редакторӗ ҫуралнӑ. | ||
| Эктел Василий Петрович, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ ҫуралнӑ. | ||
| Петрова Татьяна Николаевна, Чӑваш Енӗн тава тивӗҫлӗ вӗренӳ ӗҫченӗ, профессор ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |