Николай Васильевич Фёдоров Паян Раҫҫей Федерацийӗн ҫӗнӗ Министрсен Кабинечӗ йӗркеленчӗ. Правительствӑна унчченхи президент Дмитрий Медведев ертсе пырӗ. Малтанхи министрсенчен ҫурри тенӗ пек хӑйсен вырӑнӗсене упраса хӑварчӗҫ — хӑшӗ-пӗри валли ҫеҫ ҫӗнӗ правительствӑра вырӑн тупӑнман. Сӑмахран, энергетика ыйтӑвӗсемпе малашне Александр Новак ӗҫлӗ. Минздравсоцразвити министерствине икке пайланӑ хыҫҫӑн — малашне Ӗҫ министерствипе Сывлӑх сыхлав министерстви пулӗҫ — Татьяна Голикова валли вырӑн тупӑнман. Сывлӑх ыйтӑвӗсемпе Вероника Скворцова ӗҫлӗ, Ӗҫ министерствине Максим Топлин ертсе пырӗ. Раҫҫей Федерацийӗн ял хуҫалӑх министерствине вара малашне Николай Фёдоров ертсе пырӗ — пурте пӗлетпӗр ӗнтӗ, вӑл унччен нумай ҫул хушши пирӗн республика президенчӗн ӗҫне туса пычӗ. Малашне вара пӗтӗм Раҫҫей ял хуҫалӑхӗшӗн яваплӑ пулӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫурхи тӗш тырӑсемпе пӑрҫа йышши культурӑсене Вӑрнар районӗнче 9670 гектар акса хӑвармалла. Ҫӑвӑн 15-мӗшӗ тӗлне ӗҫ кӑтартӑвӗ — 7212 гектар е плана 75% пурнӑҫланӑ. Ҫурхи тулӑ 2026 гектар, урпа — 4600, пӑрҫа йышши культурӑсем 585 гектар акса хӑварнӑ. «Луч», «Мураты» хуҫалӑхсем пулас тухӑҫ никӗсне хывса пӗтернӗ, «Победа», «Юнтапа», Карл Маркс ячӗллӗ, «Хорнзор», «Знамя» кооперативсен, «Санары», «Агрохмель» агрофирмӑсен, Алексей Игнатьевпа Игорь Сергеев фермерсен хуҫалӑхӗсен тырӑ пуссинче те ӗҫ вӗҫленмелле. Кӗр тыррисен пӗр лаптӑкӗ ҫанталӑк условийӗсене пула пӗтнине шута илсе «Луч» кооперативра ҫурхисене планпа палӑртнинчен 130 гектар ытларах акса хӑварнӑ. «Кӗҫех уй-хир ем-ешӗл кавирпе витӗнӗ», — савӑнӑҫне пытармарӗ Вячеслав Егоров механизатор. Вӑрнарти аш-какай комбиначӗн пурнӑҫламалли ӗҫ калӑпӑшӗ пуринчен пысӑк: тӗш тырӑсемпе пӑрҫа йышши культурӑсене 3148 гектар акмалла. Ҫак вӑхӑт тӗлне пулас тухӑҫ никӗсне 1840 гектар хывнӑ. Выльӑх-чӗрлӗх отрасльне аталантарассине пысӑк тимлӗх уйӑракансем ҫуллен кукуруза ҫитӗнтереҫҫӗ. Акӑ Вӑрнарти аш-какай комбиначӗ хальлӗхе 155 гектар акнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Никита Яковлевич Бичурин (Иакинф) Китайпа Монголи Хӗвелтухӑҫ ҫӗршывӗсене тӗпчекен пӗрремӗш ӑсчах пулнине пурте пӗлетпӗр ӗнтӗ. Вӑл 1777 ҫулта Шупашкар районӗнчи Типнер ялӗнче ҫуралса ӳснӗ. Никитӑн аслашшӗпе ашшӗ те тӗн ҫыннисем пулнӑ, тен, ҫавӑнпах арҫын ачана та Хусанти тӗн семинарине вӗренме янӑ. Ҫак семинарине пулас манах лайӑх паллӑсемпе вӗренсе пӗтернӗ. 30 ҫула ҫитсен вара Иакинфа аякри Китай ҫӗршывне миссионер пулма, урӑхла каласан христиан тӗнне сарма янӑ. Анчах та вӑл ытларах тӗн ӗҫӗпе мар, ӑслӑлӑх енӗпе ӗҫленӗ. Чӑн малтан кӗске вӑхӑт хушшинче китай, монгол, тибет чӗлхисене вӗреннӗ. Вӗреннӗ ҫеҫ мар, вӗсене тарӑннӑн тӗпченӗ, вырӑсла-китайла сӑмахсар кӑларма ӗмӗтленнӗ. Китай ҫӗрӗнче вунпилӗк ҫул пурӑннӑ хыҫҫӑн каялла Раҫҫее таврӑннӑ. Хӑйӗнпе пӗрле тӗвесем ҫине тиесе калама ҫук пысӑк тупра: ултӑ пин те сакӑрҫӗр килограмм алҫырӑвӗсемпе кӗнекесем илсе килнӗ. Вӗсене тепӗр хут тӗпчесе йӗркелесе Ази халӑхӗсен историпе ӳнерӗ, этнографипе географийӗ ҫинчен кӗнекесем пичетлесӗ кӑларнӑ. |
Вӑйӑ картинче Ҫу уйӑхӗн 15-мӗшӗнче Йӗпреҫ районӗнчи Пучинкери вӑтам шкулта вӗренекенсемпе вӗрентекенсем вӑййа тухрӗҫ. Ҫанталӑкӗ те илемлӗ пулчӗ¸ хӗвелӗ пӑхать¸ шкул ҫумӗнчи стадион сарӑ чечек кавирӗпе витӗннӗ. Ҫакӑнта ҫерем ҫинче ҫамрӑк хӗрсемпе каччӑсен вӑййи ҫаврӑнать. «Илемлӗ¸ илемлӗ¸ чӑваш вӑййи илемлӗ…» янӑрать таврана вӑйӑ юрри. Ӑмсанмалла хитре тӗрӗ-эрешлӗ чӑваш кӗписем тӑхӑннӑ¸ ахах-мерчен тухьяллӑ хӗрсемпе каччӑсем вӑйӑ курма килнӗ ял халӑхне чуна уҫӑлтаракан сӑвӑ-юрӑпа¸ ташӑ-кӗвӗпе савӑнтарчӗҫ. Уяв концертне вӗрентекенсем «Чечеклен¸ Чӑваш ен! юрӑпа уҫрӗҫ¸ ун хыҫҫӑн кашни класс хӑйӗн пултарулӑхӗпе паллаштарчӗ. Чи хаваслӑ самант вара аслӑ класра вӗренекен хӗрсемпе каччӑсен тупӑшӑвӗ пулчӗ. Хӗрсем кӗвентепе шыв йӑтрӗҫ, чечек ҫыххи пуҫтарчӗҫ.., каччӑсем пӗр-пӗринпе вӑй виҫрӗҫ, вӗрен туртрӗҫ… Халӑх йӑли-йӗркине, сӑмахлӑхне, юрри-кӗввине сыхласа хӑварас тесе йӗркеленӗ уяв кӑҫал 15-мӗш хут иртрӗ. Кӑҫалхи уява пучинкесем Республикӑра Чӑваш чӗлхи тата Чӑваш Патшалӑх Символӗсен кунӗсене уявлама пуҫланӑранпа 20 ҫул ҫитнине халалларӗҫ. |
Чӑваш чӗлхин пӗрлехи комиссийӗн сайчӗ Паян, ҫӑвӑн 15-мӗшӗнче, Вӗренӳ министерствинче Чӑваш чӗлхин пӗрлехи комиссийӗн черетлӗ ларӑвӗ иртрӗ. Ӑна Чӑваш Республикин вӗренӳ тата ҫамрӑксен политикин министрӗ Иванов Владимир Николаевич ертсе пычӗ. Пурӗ комисси пайташӗсем 4 ыйту пӑхса тухрӗҫ: «Тӑван чӗлхен кун-ҫул хевти» ҫавра сӗтел панӑ сӗнӳсене ырласси; Раҫҫей Федерацийӗпе Чӑваш Республикин хисеплӗ ячӗсен куҫарӑвне ҫирӗплетесси; чӑваш ҫыравҫисен псевдонимӗсене йӗркене кӗртесси; Комиссин 2012 ҫулхи 2-мӗш ларури ыйтӑвӗсене палӑртасси. «Тӑван чӗлхен кун-ҫул хевти» ҫавра сӗтелӗн сӗнӗвӗсенче ырӑ шухӑшсем нумай пулнине палӑртрӗҫ. «Хӑш-пӗрисем, паллах, укҫа-тенкӗ тупма май килменрен тата ытти сӑлтавсене пула сӗнӳ шайӗнчех юлӗҫ, теприсемпе вара ӗҫлеме тивӗ», — тесе пӗтӗмлетрӗҫ. Раҫҫей Федерацийӗпе Чӑваш Республикин хисеплӗ ятсен куҫарӑвӗсемпе Атнер Петрович Хусанкай паллаштарчӗ. Тӑратнӑ списока 1-мӗш утӑмра пӑхса тухнӑ тесе ҫирӗплетрӗҫ, гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институчӗ асӑрханӑ уйрӑм кӑлтӑксене тӳрлетнӗ хыҫҫӑн ӑна тепӗр ларура ҫирӗплетме йышӑнчӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ольга Вазина ӗҫӗнчен 2012 ҫулхи нарӑсӑн 1-мӗшӗнчен пуҫласа пирӗн пӗрлӗх тата Чӑваш чӗлхин инҫет вӗренӳ центрӗ ачасемпе ҫамрӑксен хушшинче «Ҫӑлтӑр ҫути» комикссен конкурсне ирттерчӗ. Ӗҫсене эпир акан 30-мӗшӗччен йышӑнтӑмӑр, халӗ вара ҫӗнтерӳҫӗсене палӑртма вӑхӑт ҫитрӗ. Хаклавҫӑсем шутӗнче пулчӗҫ: Плотников Н.А, Чӑваш халӑх сайчӗн тӗп администраторӗ; Сосаева А.А., Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ кил-йыш вулав центрӗн библиотекарӗ; Иванова Н.Г., Чӑваш Республикин вӗренӳ институчӗн доценчӗ; Мордвинова А.И., гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институчӗн ӳнер ӑслӑлӑхӗсен пайӗн аслӑ ӑслӑлӑх ӗҫченӗ. Пур хаклавсене пӗтӗмлетнӗ хыҫҫӑн ҫак ачасем мала тухрӗҫ: • 1-мӗш вырӑн: Ольга Вазина (Хӗрлӗ Чутай районӗ, Питӗркасси шкулӗ, 10 кл., ертӳҫи — Жукова Людмила Валентиновна, чӑваш чӗлхипе литературине вӗрентекен), вӑтам балл — 4.75; • 2-мӗш вырӑн: Ширяева Наташа, Сергеева Даша (Канаш хули, 10-мӗш шкул, 7 кл., ертӳҫи — Яклашкина Светлана Николаевна, чӑваш чӗлхине вӗрентекен), вӑтам балл — 4. |
Хырхӗрри тӗп шкулӗ Юлашки ҫулсенче пирӗн республикӑри шкулсенче чӑваш халӑхӗн историпе культурине тӗпчесе вӗренессине пысӑк тимлӗх уйӑра пуҫларӗҫ. Ҫак пархатарлӑ ӗҫе чӑннипе те тивӗҫлӗ шайра тума Е.Енькка ҫырса хатӗрленӗ «Тӑван ен» («Родной край») вӗренӳ кӗнекисем хистесе пыраҫҫӗ. Елена Викторовна ҫак предмета шкулсенче сыхласа хӑварас енӗпе те пӗр вӑй-халне шеллемесӗр тӑрӑшать. Кашни класс валли, вӗренӳ кӗнекисемсӗр пуҫне, ятарласа ӗҫ тетрачӗсем хатӗрленӗ. Вӗсемпе кашни шкултах анлӑн усӑ кураҫҫӗ. Хальхи вӑхӑтра 5-8 классем валли тестсен пуххисем тухнӑ, 6-7 классем валли видео-материалсем те пур. Каламасӑрах паллӑ ӗнтӗ, ку чӑн та питӗ пысӑк ӗҫ. Танлаштарма аса илер-ха: 1992 ҫулта шкулсенче вӗренӳ программине КРК (культура родного края) предмета кӗртсенех, ачасене те, вӗрентекенсене те питӗ йывӑр килнӗччӗ. Ҫав вӑхӑтра вӗренӳ кӗнекисем ҫеҫ мар, ятарласа хатӗрленӗ программӑсем те пулман. Кашни вӗрентекен вара йывӑрлӑхран хӑй мӗнлерех пултарать, ҫавӑн пек тухнӑ. Улшӑнусем ырӑ енне кайни куҫкӗретех. Тата тепӗр пысӑк пуҫару — республика шайӗнче 4-7 класра вӗренекен ачасем хушшинче «Родной край» («Тӑван ен») олимпиада ирттересси. |
Кӑҫал А.Г. Николаев ячӗллӗ ача-пӑча паркне уҫнӑранпа 50 ҫул ҫитет. Ӑна 1962 ҫулхи утӑ уйӑхӗн 25-мӗшӗнче чыслӑ уяв ирттерсе никӗсленӗ. Ҫав ҫулах ҫурлан 13-мӗшӗнче, А.Г. Николаев пӗрремӗш хут космос уҫлӑхне вӗҫсе хӑпарнӑ вӑхӑтра (ҫурлан 11-15-мӗшӗсем), ӑна ун ятне хисеплесе панӑ. 50 ҫул тултарнине паллӑртса паркра нумай пулмасть кӗл чечек тӗммисене лартрӗҫ — шӑп та лӑп 50 тӗм. Хальлӗхе вӗсем ытла та черчен, ҫавах те тепӗр ҫул хитре те капӑр чечексем ҫурасса парк ӗҫченӗсем патӗ шанаҫҫӗ. Кӗл чечек тӗммисене фото лапамра лартрӗҫ — сӑн ӳкернӗ вӑхӑтра питӗ вырӑнлӑ пулӗҫ ӗнтӗ. А.Г. Николаев ячӗллӗ ача-пӑча паркӗнче чӑн та кил-йышпа канмалӑх пӗтӗмпех пур: кунта ялан типтерлӗ, спорт лапамӗсемпе ача-пӑча вылямалли вырӑнсем пайтах, сӑн ҫапмалли ятарлӑ лаптӑк та пур. Халӑха культурӑпа паллаштаракан уявсем те чылай иртеҫҫӗ — уяв программисем, пултарулӑх ушкӑнӗсен концерчӗсем тата ытти те. Хулан тӗп пайӗнче вырнаҫнӑран ача-пӑчапа уҫӑлса ҫӳреме чылай ашшӗ-амӑшӗ ҫак парка суйлать. Чӑн та халӑх кунта ялан йышлӑ канать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Музейпа паллашнӑ самант Сӗнтӗрвӑрри районӗнчи Ҫичӗпӳрт республикӑра ҫеҫ мар, Раҫҫей шайӗнче те паллӑ — ку ялта Терентий Дверенинӑн музейӗ вырнаҫнӑ. Дверенин Терентий Парамонович ватлӑхра пуканесем ӑсталанипе чапа тухнӑ. Хӑйӗн килӗнчех музей йӗркеленӗ. Ҫак кунсенче Ҫӗнтерӳ кунне уявланӑ май унӑн музейне айккинче, паллах, хӑварма пултарайман — ӑста, чылайӑшӗ пӗлеҫҫӗ ӗнтӗ, Тӑван Ҫӗршывӑн аслӑ вӑрҫин ветеранӗ. Нумай аманнӑ, ҫавах та Турри ӑна вӑрҫӑран сывӑ таврӑнма май панӑ. Пукане тавраш тума Терентий Дверенин ватлӑхра ҫеҫ пуҫланӑ, 2000-мӗш ҫулсенче. Хальхи вӑхӑта вара ун музейӗнче 100 яхӑн экспонат пур. Ӗҫӗсем ҫавӑн пекех район музейӗнче, Чӑваш наци музейӗнче упранаҫҫӗ. Ҫӗнтерӳ кунӗнче ялти ӑстан музейӗпе Ҫичӗпӳрт халӑхӗ паллашрӗ. Экскурсие Николаева А.В. ирттерчӗ — вӗтти те ватти те Терентий Дверенинӑн ӗҫӗсемпе паллашнӑ май кӑмӑллӑ юлчӗ. Пукане те пуканех — пӗчӗккисене те, ҫитӗннисене те илӗртетех хӑйӗн патне. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ӑмӑртури самант Сӗнтӗрвӑрринче нумай пулмасть шкул ачисем хушшинче район шайӗнче вутпа кӗрешекенсен ӑмӑртӑвӗ иртрӗ. Унта Октябрьски шкулӗнче вӗренекенсем те хутшӑнчӗҫ. Ачасен хӑйсене тӗрлӗ енлӗ кӑтартма тиврӗ — чӑнкӑ пусмапа хӑвӑрт хӑпарма, йывӑрлӑхсен сукмакӗпе тухма, эстефатӑра вӑй кӑтартма. Теори енчен те тӗрӗслерӗҫ. Октябрьски ачисем хӑйсене хастаррӑн кӑтартрӗҫ: • Тимофей Фонариков кӗҫӗн ушкӑнра йывӑрлӑхсен сукмакӗпе ыттисенчен хӑвӑртрах тухса 1-мӗш вырӑна тивӗҫрӗ; • теори шайӗнче те Октябрьски ачисем малта пулчӗҫ; • эстафетӑра 2-мӗш вырӑна тивӗҫрӗҫ. Ӑмӑртӑва пӗтӗмлетнӗ хыҫҫӑн Октябрьски шкулӗн ачисем 2-мӗш вырӑн йышӑнчӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (06.01.2025 15:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, -5 - -7 градус сивӗ пулӗ, ҫил 4-6 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Краснов-Асли Василий Иванович, чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
| Синичкин Виссарион Вениаминович, чӑваш ҫыравҫи, сӑвӑҫи, драматургӗ ҫуралнӑ. | ||
| Максимов Николай Николаевич, чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |