![]() Ҫӗнӗ Шупашкарти шывпа тивӗҫтерекен компани Элтепӗрӗн пресс-служби пӗлтернӗ тӑрӑх ӗнер Михаил Игнатьев канашлу ирттернӗ. Унта хуласене шывпа тивӗҫтерес ыйтӑва сӳтсе явнӑ. Уйрӑмах Шупашкарпа Ҫӗнӗ Шупашкар хулисем ҫинче чарӑнса тӑнӑ. Алексей Ладыковпа Александр Сироткин пӗлтернӗ тӑрӑх Ҫӗнӗ Ҫул вӑхӑтӗнче те шывпа тивӗҫтересси лайӑх ӗҫленӗ. Шупашкарпа Етӗрнере ҫеҫ кӑрлачӑн 1-мӗшӗн каҫхине пӑтармахсем сиксе тухнӑ, анчах вӗсене тепӗр куннех юсама пултарнӑ. Элтепӗр ҫак кун «Чӑваш Республикинчи шывпа тивӗҫтерессипе шыва ҫитерессине аталантармалли хушма ӗҫсем ҫинчен» саккуна алӑ пуснӑ иккен. Унпа килӗшӳллӗн Ҫӗнӗ Шупашкарпа Шупашкарӑн шывпа тивӗҫтерекен системӑсене пӗрлештересшӗн пулас. Чи малтанах Ҫӗнӗ Шупашкарти «Биологические очистные сооружения» предприятипе «Ҫӗнӗ Шупашкар хулин комуналлӑ сечӗсем» предприятие акционерлама палӑртнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||
![]() Ҫӗнӗ Ҫул ҫитрӗ. Тавӑшкасси ял тӑрӑхӗн администрацийӗнче ӗҫлекенсем вара ачасем валли парне тӑвас шухӑшпа Хӗл Мучипе Юрпике тумне тӑхӑнса ял урамне тухрӗҫ. Чӑн та урам варринче Хӗл Мучипе Юрпикене курасса ачасем шанман та пулӗ, анчах акӑ вӗсем, сан умрах иккен! Тата ахаль тухман, Ҫӗнӗ Ҫул саламӗсем илсе килнӗ! Шӑпӑрлансем та маххӑ памарӗҫ — Хӗл Мучине хӑйсем пӗлекен сӑвӑсене каласа пачӗҫ. Юрласа паракансем те пулчӗҫ. Хӗл Мучипе Юрпике ватӑ ҫынсем патне кӗрсе тухма манмарӗҫ. Нумай ачаллӑ кил-йышсем вара вӗсенчен парне илме тивӗҫ пулчӗҫ. Ашшӗ-амӑшӗсене те, ача-пӑчана та кунашкал уяв туса пани кӑмӑла кайрӗ. Сӑнсем (6) Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||
![]() Куславккари ХӖТЦ. Foto.cheb.ru сӑнӗ Куславкка районӗн халӑха ӗҫпе тивӗҫтерекен центр иртнӗ ҫулталӑка пӗтӗмлетнӗ. 2012 ҫул вӗҫӗ тӗлне кунта пурӗ 54 ҫынна шута илнӗ иккен. Ҫулталӑк тӑршшӗпе вара кунта ӗҫ шыраса 924 ҫын килнӗ, вӗсенчен 27,9% ялта пурӑнакансем, 36,8% — ӗҫе хӑйсен ирӗкӗпе пӑрахса кайнисем, 4,2% — пенси ҫулне ҫитсе пыракансем, 39,1% — 14–18 ҫулхи ҫамрӑксем. Ҫулталӑк хушшинче районти предприятисем пурӗ 1607 ӗҫ вырӑнӗ панӑ, вӑл вырӑнсене 562 ҫынна вырнаҫтарма пултарнӑ. Пурӗ вара 875 ҫын валли ӗҫ вырӑнӗ тупса панӑ. 2013 ҫул пуҫламӑшӗ тӗлне пурӗ 102 пушӑ ваканси шутланса тӑнӑ. Ҫавӑн пекех Куславкка районӗн халӑха ӗҫпе тивӗҫтерекен центр ҫулталӑк хушшинче ӗҫ вырӑнӗсен ярмӑрккисене йӗркеленӗ, вӗренсе тухнӑ ҫамрӑксене пӗрремӗш вырӑна вырнаҫтарнӑ, ытти тӑрӑхсенче ӗҫ вырӑнӗсем тупса панӑ, професилле пӗлӳ илме пулӑшнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||
![]() Пӗчӗккисен уявӗ Хӗрлӗ Чутай районӗн Мӑн Этменти вӑтам шкул ҫумӗнчи пӗчӗккисен уявӗ питӗ хаваслӑ иртрӗ. Кунта тӗрлӗ сӑвӑ, юрӑ, юмах янӑрарӗ. Уява Трифонова Р.Н., Паркина Л.А.. Васильева С.Н., Васильева М.В. воспитательсем ҫӳллӗ шайра хатӗрленӗ. Курма пыракансем те, уява хутшӑнакансем те питӗ кӑмӑллӑ пулчӗҫ. Хӗл Мучи пурне те пӗчӗк кучченеҫсемпе сӑйларӗ. | ||
![]() Хамӑрӑн сайта эпир «Чӑваш Ен» наци телерадиокомпанийӗн телепрограммине вырнаҫтартӑмӑр. Телепрограмма сулахай енче пулӗ — вӑл кашни кун ҫӗнелсе тӑрӗ. Унта эсир паянхи кун кӑтартакан программӑсен йышне курма пултаратӑр. Ҫав шутра иртсе кайнисем пулмӗҫ — вӗсемпе эсир наци телерадиокомпанийӗн сайтӗнче паллашма пултаратӑр. Ҫавӑн пекех, тен, ҫывӑх вӑхӑтра, радиокӑларӑмсен йышне те вырнаҫтарӑпӑр. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||
![]() Хисеплӗ хӑнасем, чӑваш тетелӗн хастар ӗҫтешӗсем!
Chuvash.Org пӗрлӗх сире пурне те Ҫӗнӗ Ҫул ячӗпе пӗтӗм чунтан саламлать! 2012 ҫул хӑшӗ-пӗришӗн, тен, йывӑр пулчӗ, хуйхи-суйхине те сахал мар чӑтрӗҫ пулӗ. Ҫавах та япӑх пулӑм кив ҫулта юлтӑр, ҫӗнӗ ҫулта лайӑххи кӑна пулӑр! Кӳрӗнтернине каҫарар, усал сунар мар, ырӑ тӑвакана — мухтар та хисеп тӑвар! Япӑххине асӑнмалла ан пултӑр, ырри тупӑнсах тӑтӑр! Ҫапла пултӑр! | ||
![]() Тӗнче тетелӗнчи «Ирӗклӗ сӑмах» хаҫат ҫулталӑк хушшинче палӑрнӑ ҫынна суйлать. Кун пирки «Вконтакте» халӑх тетелӗнче вырнаҫнӑ вӗсен ушкӑнӗнче пӗлтернӗ. Кандидатсене эсир те тӑратма пултаратӑр — вӗсен йышне раштавӑн 31-мӗшӗччен кӗртме пулать. Раштавӑн 31-мӗшӗнче вара вӗсенчен пӗр кун хушшинче сасӑлав мелӗпе ҫулталӑк ҫыннине палӑртма шутлаҫҫӗ. Хыпара ҫырнӑ вӑхӑтра ҫак ҫынсене тӑратнӑччӗ: Александр Блинов, Геннадий Иванов-Орков, Эдуард Фомин, Эктор Алос и Фонт, Кейт Линдси, Арцём Федорiнчик, Олег Цыпленков, Алексей Ефремов, Надежда Лисовая, Дмитрий Мадуров, Русалина Селентай, Илья Иванов, Николай Лукианов (список кӗртнипе йӗркеленӗ). Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||
![]() Ӗнер, раштавӑн 26-мӗшӗнче, Шупашкарти Карл Маркс урамӗн 33-мӗш ҫурчӗ ҫине кунта 1952–1977 ҫулсенче чӑваш халӑх поэчӗ Василий Давыдов-Анатри пурӑннине асра тытса асӑну хӑми ҫакрӗҫ. Митинг иртрӗ — сӑмах тухса калакансем йышӗнче Юрий Семендер, Анатолий Кибеч, Светлана Азамат, Раиса Сарби, Валентина Тарават ҫыравҫӑсем пулчӗҫ. Тӑванӗсен ятӗнчен Чӑваш Республикинчи Раҫҫей авторӗсен пӗрлӗхӗн инспекторӗ пулсан ӗҫлекен Нина Давыдова-Анатри тухса калаҫрӗ. Асӑну хӑмине Владимир Нагорнов кӳлепеҫӗ ӑсталанӑ. Укҫи-тенкине вара Чӑваш Енӗн культура министерстви уйрӑнӑ. Митинг вӗҫленнӗ май пухӑннӑ халӑ асӑну хӑми ҫине чечексем хучӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||
![]() Ӑмӑртура Шӑмӑршӑ районӗнче нумай пулмасть «Чӑваш пики — Илемлӗ Юрпике» ятпа илемлӗх ӑмӑртӑвӗ иртрӗ. Чаплӑ уяв каҫӗ «Шӑмӑршӑ район культурин аталану центрӗ» учрежденин концерт залӗнче пулчӗ. Ӑмӑртӑва 18–25 ҫулхи хӗрсем хутшӑнчӗҫ. Хаклавҫӑсен умӗнче вӗсем чӑваш йӑли-йӗркине епле пӗлнипе, ӑс-тӑн ҫивӗчлӗхӗпе тупӑшрӗҫ. Ҫавӑн пекех чӑваш халӑх тумӗпе те капӑрланса кӑтартрӗҫ. Ӑмӑрту вӗҫленнӗ май ҫак пикесем мала тухрӗҫ: - «Пултаруллӑ Юрпике»: Чамеева Мария (Кивӗ Чукал ял тӑрӑхӗ); - «Илемлӗ Юрпике»: Стратилатова Алёна (Мишер Палтиел ял тӑрӑхӗ); - «Ӗҫчен Юрпике»: Полякова Любовь (Карапай Шӑмӑршӑ ял тарӑхӗ); - «Ӑста Юрпике»: Кошкина Виктория (Пуянкасси ял тӑрӑхӗ). «Чӑваш пики — Илемлӗ Юрпике» ята вара Смаева Ксения (Васан ял тӑрӑхӗ) ҫӗнсе илчӗ. Ӑмӑртӑва хутшӑннӑ пикесем, паллах, хаклӑ парнесемпе хисеп хучӗсемсӗр юлмарӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||
Ҫӗр чӗтреннӗ?![]() Шупашкарта паян юханшыв порчӗ ҫумӗнче ҫӗр чӗтренни пирки халӑх пӗлтернӗ. Пӑтӑрмах кӑнтӑрла иртсен икӗ сехет ҫурӑра пулса иртнӗ имӗш: стенасемпе люстрӑсем чӗтреме пуҫланӑ. Ҫав вӑхӑтра Президент булварӗнче, Константин Иванов урамӗнче тата ытти вырӑнсенче пулнӑ халӑх та ҫавнашкал пулӑма туйнӑ иккен. ЙӖМ ӗҫченӗсем пӗлтернӗ тӑрӑх хӑрамалли нимӗн те ҫук. Раҫҫей Федерацин ИӖМӗн Чӑваш Республикинчи халӑхпа ӗҫлекен тата информаци пай пуҫлӑхӗн ӗҫне тӑвакан Вероника Чернова ҫапла пӗлтернӗ: «Ку пулӑм сасартӑк ӑшӑтса янӑран тӑпра ӑнсӑртран аннипе е куҫнипе ҫыхӑннӑ. Юханшыв порчӗн ҫуртӗнче кантӑксенче темиҫе ҫурӑк пур. Халӑх пӗлтернӗ ҫурӑк пирки калас пулсан вӑл тахҫанах пур, паянхи пӑтӑрмахчченех тухнӑ. Никам та аманман, нимле ҫурт та ишӗлмен. Юханшыв портӗнче ӗҫлекенсене килелле яма сӗннӗ». Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (22.04.2025 03:00) сайра пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, 13 - 15 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Ленин Владимир Ильич, ХХ ӗмӗрти паллӑ политиксенчен пӗри ҫуралнӑ. | ||
| Сергеев Илья Тимофеевич, филологи ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ, доцент вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |