![]() Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ кил-йыш вулавӑшӗнче «Смотрю я в глубину времени» (чӑв. «Пӑхатӑп ӗмӗрсен тӗпне») ятпа Петӗр Хусанкай ҫуралнӑранпа 105 ҫул ҫитнине халалланӑ пултарулӑх каҫӗ иртрӗ. Шкул ачисем, вӗрентекенсем, ЧПУ преподавателӗсем пухӑнчӗҫ. Ҫыравҫӑсемпе сӑвӑҫсем те килнӗччӗ — Порфирий Афанасьев, Светлана Асамат, Юрий Сементер. Пултарулӑх каҫне поэт мӑшӑрӗ, чӑваш халӑх артистки Вера Кузьмина та пынӑччӗ. Петӗр Хусанкайӑн сӑввисем ун сассипе чӑн та питӗ вӑйлӑ янрарӗҫ, пухӑннисем артисткӑна алӑ ҫупса тав турӗҫ. Чи малтанах вӗрентекенсем сӑмах илчӗҫ. Шкулта ачасене чӑваш чӗлхине ӑса хывакансем Петр Хусанкай пултарулӑхӗпе тунӑ тӗпчевсемпе тата ӗҫӗсемпе паллаштарчӗҫ. Ҫав шутра «Таня» поэмӑна тӗпе хурса хатӗрленӗ сценарий те питӗ кӑсӑклӑччӗ. Пултарулӑх каҫне пынӑ хаклӑ хӑнасем сӑвӑҫпа ҫыхӑннӑ самантсем пирки каласа пачӗҫ, хӑйсен хӑш-пӗр хайлавӗсемпе паллаштарчӗҫ. | ||
![]() Нарӑсӑн 7-мӗшӗнче урамра шартлама сивӗ пулин те Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ ҫемье вулав центрне халӑх йышлӑн пуҫтарӑнчӗ. Кунта Петӗр Хусанкай паллӑ сӑвӑҫӑмӑр ҫуралнӑранпа 105 ҫул ҫитнине халалласа тӗлпулу каҫӗ йӗркеленӗ. Вулавӑшӗн хӑтлӑ пӳлӗмне Чӑваш Республикин сумлӑ ҫыннисене — Вера Кузьмина Чӑваш халӑх артисткине, Юрий Сементерпе Порфирий Афанасьев Чӑваш халӑх поэчӗсене, Светлана Асамат юрӑҫ-композитора — тата тӗрлӗ вӗрентӳ заведенийӗсенче вӑй хуракан доцентсемпе учительсене, шкул ачисене пӗр ҫӗре пуҫтараканӗ тата уява ертсе пыраканӗ вара — асӑннӑ вулавӑшӑн ӗҫченӗ А.А. Сосаева. Тӗлпулу П.Хусанкая астӑвакансен асаилӗвӗсенчен пуҫланчӗ. Унтан уява Вӗрентӳ институчӗн доценчӗ Н.Г. Иванова ертсе пынипе килнӗ тӗрлӗ шкулсен вӗрентекенӗсем Петӗр Хусанкай пултарулӑхне шкулта вӗрентес меслетсемпе паллаштарчӗҫ, слайд-презентацисем ирттерчӗҫ. | ||
![]() Пӗрремӗш тӗлпулу Шупашкарти 37-мӗш шкулта «Ҫӗнӗ пурнӑҫ» проект пуҫланнӑ. Ҫак пректӑн тӗп тӗллевӗ — пенси ҫулне ҫывхаракан тата тивӗҫлӗ канури ҫынсен пурнӑҫне интереслӗрех тӑвасси, вӗсем килӗсенче хӑйсен шухӑшӗсемпе, пӗчченлӗхпе нушаланса ларассинчен хӑтарасси, хӑйсен ачисемпе тата манукӗсемпе савӑнса, сывлӑха упраса малалла пурӑнма вӑй хушасси. Шупашкарти 37-мӗш шкулти 10-мӗш класра вӗренекен Михеева Маша хӑй пӳрчӗ умӗнчи сак ҫинче ларакан ватӑсене кашни кунах курать. Вӗсен кулленхи пурнӑҫӗ мӗнле иртнине те аван пӗлет вал. «Мӑнукӑмсем — шкулта, ачасем — кунӗпех ӗҫре. Канмалли кунсенче пӗр-ик сехетлӗх килсе савӑнтарсан та аван», — теҫҫӗ ватӑсем. Ҫак ҫынсен пурнӑҫне улӑштарасси пирки Маша чылайччен шухӑшласа ҫӳренӗ. Кун пирки хӑй тусӗпе, 49-мӗш шкулти Лаврентьев Димӑпа, сӳтсе явнӑ хыҫҫӑн ҫак проект ҫуралнӑ та. «Ҫӗнӗ пурнӑҫ» — ҫутӑ, таса, илемлӗ, ӑшӑ, сывлӑхлӑ, туслӑ, юратуллӑ, ҫынна ырӑ туйӑмсем парнелекен проект. Пӗрремӗш тӗлпулу нарӑсӑн 3-мӗшӗнче Шупашкарти 37-мӗш шкулта иртрӗ. Пурӗ 11 ҫын пухӑнчӗ. Малтанах вӗсем пӗр-пӗринпе паллашрӗҫ. Проект ертӳҫисем малаллахи ӗҫсемпе паллаштарчӗҫ. | ||
Нарӑсӑн 5-мӗшӗнче ҫӑмӑл енӗпе чупакан Ҫӗмӗрле ҫамрӑк ачисем Мускаври ЦСКА спорт керменӗнче хӑнара пулнӑ. Кунта тӗнчипе йӑлана кӗнӗ «Вырӑс хӗлӗ» ӑмӑртусем иртнӗ. Маларах пысӑк ҫитӗнӳсем тунӑ май пирӗн ҫамрӑксем кунта куракансен шутӗнче хутшӑннӑ. Ӑмӑртусене Раҫҫей спорт министрӗ Виталий Мутко уҫнӑ. Ҫӗршывра кӑна мар, хӑйсен кӑтартӑвӗсемпе тӗнчипе палӑрнӑ спртсменсем ачасене хӑйсен ӗҫ-хӗлӗпе, ҫитӗнӗвӗсемпе тата ӗмӗтӗсемпе паллаштарнӑ. Ҫӗмӗрлӗ ачисемпе спорт ӑстисем хӑйсен вӑхӑтне хӗрхенмесӗр кунӗпех ӗҫленӗ, вӗрентнӗ — чупас енӗпе Татьяна Зеленцова ӑс панӑ, утас енӗпе Ольга Каниськинӑпа Валерий Борчин пулӑшнӑ, ҫӳллӗ сикессипе Андрей Сильнов сӗнӳсем панӑ. Ачасем ҫулҫӳреврен тулли кӑмӑлпа тата ҫӗнӗ ӗмӗтпе пуянланса таврӑннӑ. | ||
Тӗлпулу–хӑтлав![]() Ҫак кунсенче Хӗрлӗ Чутай вулавӑшӗнче Галина Зотова ҫырнӑ «Штанашский край. Краткая энциклопедия Штанашского сельского поселения» кӗнеке хӑтлавӗ иртрӗ. Пухӑннисем автор кун-ҫулне сӑнлакан презентаципе паллашрӗҫ. Галина Зотова шкулта акӑлчан чӗлхи вӗрентет, пушӑ вӑхӑтра халап-юмах хайлать, шкул ачисене пултарулӑх ӑмӑртӑвӗсене явӑҫтарать. Вӑл 2008-мӗш ҫултанпа писательсен Союзӗн пайташӗ, нумаях пулмасть ӑна республикӑри чӑваш халӑх ӑсчахӗсем хӑйсен ретне йышӑннӑ. Галина Зотова — «Хатӗр пул» журналӑн 2006 ҫулхи Марфа Трубина ячӗллӗ преми лауреачӗ. Кӗнеке авторӗ ун пирки каласа пачӗ: «Штанаш салин кун-ҫулӗ питех те интереслӗ, кӗнекере ку тӑрӑхра ҫуралса ӳснӗ 8 ӑсчах, вун-вун ҫар ҫыннин пултарулӑхӗ, орден-медаль илме тивӗҫ пулнӑ 180 ҫын пирки каласа кӑтартнӑ. Ял, шкул, колхоз, пульница, чиркӳ историйӗсемпе, ку тӑрӑхри паллӑ вырӑнсемпе паллаштарнӑ». Вӑл ҫавӑн пекех вулавӑшҫӑсене Николай Плотников пухса хатӗрленӗ «Асамлӑх ҫулӗ» (2010) тата «Урхамахсем тӑраҫ тапӑртатса» (2011) кӗнекесем пирки те сӑмах хушрӗ, чӑваш халӑх сайчӗ ирттерекен ӑмӑртусене хастар хутшӑнма чӗнсе каларӗ, вулавӑша асӑнмалӑх икӗ кӗнекине те парнелерӗ. | ||
![]() Комикс пайӗ Эпир тин кӑна пуҫарнӑ «Ҫӑлтар ҫути» комикссен ӑмӑртӑвне пӗрремӗш комикс килсе ҫитрӗ. Унӑн авторӗсем — Хохлов Евгенийпе (3 кл.) Вазин Сергей (1 кл.). Вӗсем Хӗрлӗ Чутай районне кӗрекен Питӗркассинчи вӑтам шкулта вӗренеҫҫӗ. Ертӳҫи — пуҫламӑш класри ачасене вӗрентекен Хохлова Татьяна Яковлевна. Ҫамрӑк ӳнерҫӗсен ӗҫӗнче чӗрӗпсен сӑнарӗсем калӑпланнӑ. Комикс пысӑках мар пулин те пуҫламӑш классенче пӗлӳ пухакансемшӗн вӑл кӑсӑклӑ та интереслӗ пулмалла. Женӑпа Сергей пуҫарӑвӗ ыттисене те хавхалантарасса шанатпӑр. «Ҫӑлтар ҫути» ӑмӑртӑва пуҫарса эпир ачасемпе ҫамрӑксен ӳнер пултарулӑхне аталантарас, ушкӑнпа ӗҫлеме хӑнӑхтарас тата ҫутҫанталӑкпа тӑван тавралӑх пулӑмӗсене ӳкерчӗк мелӗпе уҫса пама вӗрентес тӗллев латрасшӑн. Конкурса 18 ҫула ҫитмен ҫамрӑксемпе ачасем хутшӑнма пултараҫҫӗ. Пӗр ӗҫе темиҫен пӗрлешӗнсе тума та юрать: пӗри, сӑмахран, сюжет хатӗрлет, тепри — хитре ӳкерет, виҫҫӗмӗшӗ калаҫу сӑмахӗсене йӗркелет. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||
![]() Кашни ҫулах нарӑс уйӑхӗн пӗрремӗш шӑматкунӗнче Патӑрьел районӗнчи Тури Туҫа вӑтам шкулӗнче унта вӗреннисемпе тӗлпулу ирттереҫҫӗ. Ку тӗлпулӑва 1998 ҫултан пуҫласа юбилейлӗ (10, 20, 30, 40, 50, 60) выпусксене чӗнетчӗҫ. Пӗр ҫаврӑм пулнӑ хыҫҫӑн 10 ҫул хушши пӗрле вӗреннисене чӗнме тытӑнчӗҫ. Кӑҫал вара 1971-1982 ҫулсенче пӗрле вӗреннисене чӗннӗ. Пин ытла вӗсем. Шатӑр сивве пӑхмасӑр (Патӑрьел тӑрӑхӗнче ҫак кун 30 градус сивӗ тӑчӗ) Тури Туҫа вӑтам шкулне вӗренсе пӗтернӗ 200 яхӑн ҫын пухӑнчӗ. Мӗн кӑна асаилмерӗҫ пулӗ! Вӑтӑршар ҫул пӗр-пӗрне курманнисем куҫҫуль кӑлармасӑр чӑтаймарӗҫ. Ҫакӑн пек тӗлпулу туса панӑшӑн тӑван шкула тав сӑмахӗ каларӗҫ. | ||
![]() Ҫӗмӗрлӗ тӑрӑхӗнче «Ҫӗршыва савса юрлатӑп» халӑх пултарулӑхӗн фестивалӗ пуҫланчӗ. Фествале уйрӑм ҫын та, ушкӑн та хутшӑнайрать, юрри-ташши те тӗрлӗрен пулма пултарайрать. Нарӑсӑн 3-мӗшӗнче фестиваль хӗлхемӗ Тӑванкаса та ҫитрӗ. Вырӑнти клуба пуҫтарӑннӑ халӑх умӗнче хӑйӗн пултарулӑхӗпе «Тӑван Ен» ансамбль паллаштарчӗ. Юрри те ташши те кӑмӑла кайрӗ ҫынсене — чылайӑшӗпе киленнӗ хыҫҫӑн халӑх ыттисенчен ытларах килӗшнӗ юрра-ташша суйларӗ. Пӗччен юрлакансен хушшинче Алевтина Ванеевӑпа Алина Тихонова палӑрчӗҫ, ҫапла май фестивалӗн тӗп кунӗнче вӗсен юррине сцена ҫинчен итлеме май пулӗ. Тӑванкассисен илем ертӳҫи Михаил Яковлевич Тихонов палӑртнӑ тарӑх суйласа илнӗ юрӑҫсем хӑйсен пултарулӑхӗпе ҫитес Акатуйра та савӑнтарӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||
Элӗк шкулӗ![]() Элӗк шкулӗ Элӗк шкулне 1853-1854 ҫулсенче уҫнӑ тесе шутлаҫҫӗ. Вӑл вӑхӑтра уроксем кашни кун пулман, эрнере 2-3 кун ҫеҫ вӗреннӗ, вӗрентекен вара пуп пулнӑ. Ку шкултан чӑваш халӑх поэчӗ Илле Тукташ та вӗренсе тухнӑ. Халӗ Элӗк шкулӗнче 723 ача вӗренет. Кунта вӗрентекенсем питӗ кӑмӑллӑ, ачасене тӑрӑшсах вӗрентеҫҫӗ. Шкулта яланах тӗрлӗ мероприятисем пулса иртеҫҫӗ. | ||
Ҫӗмӗрлӗ ҫамрӑкӗсен хушшинче тӗлӗнмелле пуҫару сарӑлнӑ теҫҫӗ. Хулари 3-мӗш шкул вӗренекенӗсемпе вӗрентекенӗсем «Ачалӑх» палӑк уҫма ентӗшсене чӗнсе каланӑ. Ҫак ачасемех пулас палӑкан тӗп пайӗсене те палӑртнӑ тет. Вӗсем пурте кунта «хӗвел», «ҫемье» пӗлтерӗшӗсем пулмаллах тесе килӗшнӗ. Хулари темиҫе вӗренӳ учрежденийӗсенче проектсем хатӗрленӗ хыҫҫӑн тӗп проекта суйласа илнӗ. Палӑк стена ӑшӗнче уҫӑ алӑка кӑтартмалла иккен. Ку сӑнар пурин те малашлӑх уҫӑ та таса пулмаллине пӗлтерет имӗш. Ҫӗмерлӗ ачи, ЧПУ студенчӗ Николай Тескин ҫак шухӑша хут ҫине куҫарнӑ тет. Халӗ пуҫару малашлӑхӗ хула администрацийӗнчен кӑна килет теҫҫӗ ҫӗмӗрлесем. | ||
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (26.02.2025 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 755 - 757 мм, -7 - -9 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Ростов Порфирий Матвеевич, «Колхозник ҫулӗпе» хаҫат редакторӗ ҫуралнӑ. | ||
| Эктел Василий Петрович, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ ҫуралнӑ. | ||
| Петрова Татьяна Николаевна, Чӑваш Енӗн тава тивӗҫлӗ вӗренӳ ӗҫченӗ, профессор ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |