Ҫӑвӑн 30-мӗшӗнче, тунтикун, Хусанта тӗрӗк халӑх театрӗсен «Науруз» X фестивалӗ уҫӑлать. Ҫак кун вырӑнти ТЮЗра (Островски урамӗ, 10) Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ Чӑваш Патшалӑх Ҫамрӑксен театрӗ икӗ пайлӑ «Кӗмӗл тумлӑ ҫар» трагеди кӑтартать. Авалхи чӑвашсен пӗр йӑхӗ вӑрҫӑсене пула пачах арҫынсӑр тӑрса юлать. Алла хӗҫ тытса ҫапӑҫу хирне амасен тухма тивет... Ҫак спектакль хальхи куракана чӑваш хӗрарӑмӗн ҫи пуҫӗнче мӗншӗн ҫапла нумай кӗмӗл пулнине те ӑнланма пулӑшать. Пуҫламӑшӗ (куракансем ыйтнипе) — 18 сехетре.
Ыйтса пӗлмелли инҫесас: 518-33-75 Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Куснар купӑсҫисем Иртнӗ шӑматкун, ҫӑвӑн 14-мӗшӗнче Шупашкарти 1-мӗш ача-пӑча ӳнер шкулӗнче «Хуткупӑс — чунӑм ман» ятлӑ халӑх пултарулӑхӗн 1-мӗш уҫӑ хула фестивалӗ иртрӗ. Куславкка районӗнчен унта Яковпа Борис Фёдоров тата Сергей Утемов хутшӑнчӗҫ. Фестиваль жюрийӗ Куснар купӑҫҫисен пултарулӑхне лайӑх хакларӗ — диплом парса чысларӗ. Пысӑк хака тивӗҫнӗшӗн саламлатпӑр, халӑх пултарулӑхне упраса аталантарнӑшӑн пысӑк тав калатпӑр! Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Атӑл леш енче, йӑлӑм енче вырнаҫнӑ «Росинка» вӑй-хал культурипе сывлӑх центрӗн лаптӑкӗнче ҫу уйӑхӗн 14-мӗшӗнче Михаил Игнатьев ертсе пынипе Чӑваш Ен Правительствин аллейине хывни пирки масӑллӑ информаци хатӗрӗсем ҫырнипе чылайӑшӗ паллашрӗҫ ӗнтӗ. Йывӑҫ кунӗнче унта 50 хунав лартнӑ. Паян, ҫӑвӑн 18-мӗшӗнче, Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институчӗ ҫумӗнче учреждени ӗҫченӗсем хӑйсен аллейине хыврӗҫ. Хальлӗхе уртӑш хунавӗсем пысӑках мар пулин те темиҫе ҫултан ӳссе ҫитӗнсе вӗсем чаплӑ Ӑсчахсен аллейи пуласси шанса ӑсчахсем вӑя шеллемесӗр ӗҫлерӗҫ. Уйрӑмах Эдуард Константинович Бахмисов, Атнер Петрович Хусанкай, Иван Иванович Бойко тӑрӑшрӗҫ. |
Владимир Тимофеев Паян химиксемпе гидроэлектростанци ӗҫченӗсен хулин депутачӗсен Пухӑвӗн вунпӗрмӗш ларӑвӗнче Ҫӗнӗ Шупашкарӑн 2010 ҫулхи хула бюджетне мӗнле пурнӑҫланине тишкернипе, 2011 ҫулхи бюджета улшӑнусемпе хушӑмсем кӗртнипе тата социаллӑ ытти ыйту сӳтсе явнипе пӗрлех хула администрацийӗн пуҫлӑхӗн Владимир Тимофеевӑн тивӗҫӗсене вӑхӑт ҫитмесӗрех чарса лартассине тата унӑн вырӑнне ҫӗнӗ пуҫлӑх суйлама конкурс ирттерессине йышӑнчӗҫ. Ку — хула администрацийӗн пуҫлӑхӗсен йышӗнчи кӑҫалхи иккӗмӗш «ҫухату». Унччен республикӑн тӗп хулин администрацийӗн пуҫлӑхӗ Николай Емельянов хӑй ирӗкӗпе должноҫран кайнӑччӗ. Владимир Георгиевичӑн ӗҫрен кайнин сӑлтавӗ уҫӑмлӑ мар. Вӑл ҫулталӑк каялла кӑна мэр лавне кӳлӗннӗ. |
Туркменин шӗкер хулинче, Ашхабадра, паян 185 метр ҫӳллӗш палӑк уҫрӗҫ. Кун пирки ИТАР-ТАСС хыпар агентстви пӗлтерет. Палӑка Конституци кунӗпе Махтумкули сӑвӑҫ ҫуралнӑ кунне халалласа уҫрӗҫ. Конституци палӑкӗ ятлӑкскер, хальхи вӑхӑтра вӑл хулара чи ҫӳлли шутне кӗчӗ. Унччен тӑршшӗпе малта тӑраканнисен шутӗнче Пӑхӑнманлӑх палӑкӗ пулсаччӗ — ун ҫӳллӗшӗ 91 метрпа танлашатчӗ. Монумента Polimeks турккӑ компанийӗ ӑсталанӑ — пӗтӗмешле хакӗ 45 миллион евро ларнӑ. Ун никӗсне 2008 ҫулта хывнӑ пулнӑ. Каласа хӑварас пулать, паян ҫавӑн пекех Президентӑн ҫӗнӗ керменне уҫнӑ. Хулан историллӗ вырӑнӗнче ҫӗкленнӗ комплекса хӑпартас-тӑвас ӗҫе Bouygues компани тунӑ, ун хакӗ 250 миллион европа танлашнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫӑвӑн 26-мӗшӗнче Чӑваш халӑх ҫыравҫи Юхма Мишши академик 75 ҫул тултарнӑ ятпа Шупашкарти Вырӑс драма театрӗнче хаваслӑ уяв иртӗ. Пуҫламӑшӗ 14 сехетре. Сире пурне те унта пыма ыйхравлаҫҫӗ. Йӗркелӳ ушкӑнӗ: Чӑваш Республикин ҫыравҫӑсен пӗрлешӗвӗ, Ҫыравҫӑ пӗрлешӗвӗсен халӑхсем хушшинчи пӗрлӗхӗ (Международное сообщество писательских союзов), Чӑваш обществӑпа культура центрӗ, Тӗнче Академипе информатизацийӗн чӑваш уйрӑмӗ.
Юхма Мишши — чӑваш ҫыравҫи, сӑвӑҫи, драматургӗ. 1936 ҫулхи акан 10-мӗшӗнче Патӑрьел районӗнчи Сӑкӑтра ҫуралса ӳснӗ. Патӑрьелӗнчи вӑтам шкулта, Чӑваш патшалӑх педагогика институтӗнче пӗлӳ пухнӑ. Шкулта ачасене вӗрентнӗ, пӗр хушӑ Чӑваш кӗнеке издательствинче редакторта ӗҫленӗ. Паллӑрах кӗнекисем: «Ҫӑлтӑрсем чӗнеҫҫӗ» (1965), «Мускав ҫулӗ» (1966), «Эльпи чечекӗсем» (1969), «Кӑвак ҫӗмрен» (1971), «Еткер» (1986), «Термен» (1990), «Анне ҫӑкӑрӗ» (1991), «Атте пахчи» (1992), «Авалхи чӑвашсем» (1996). |
Саланчӑк шкулӗ Ӗнер Раҫҫейре Ҫемье кунне пуллӑ турӗҫ. Вӑл куна халалласа ҫу уйӑхӗн 13-мӗшӗнче Ҫӗмӗрле районӗнчи Саланчӑк шкулӗнче кил-йыш эстафетти ирттерчӗҫ, унта кӗҫӗн классенче вӗренекен ачасемпе вӗсен ашшӗ-амӑшӗ хутшӑнчӗҫ. Заданисем хаваслӑн пурнӑҫланчӗҫ, сӑмах май вӗсене 1-3 класри ачасен вӗрентекенӗ Мидакова И.А. хатӗрленӗ — кашни хӑйӗн вӑйӗпе вичкӗнлӗхне, сатурлӑхне кӑтартма тӑрӑшрӗ. Тупӑшу вӑйлӑ пулчӗ, мала «Ӑмӑрткайӑк» («Орлы») ушкӑн тухрӗ. Саламлатпӑр! Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Чӗмпӗр облаҫӗнчи уй-хирте ҫурхи ӗҫсем иртеҫҫӗ. Ҫу уйӑхӗн 10-мӗшӗ тӗлне 164,7 пин гектар ҫӗр лаптӑкӗ ҫине ҫурхи культурӑсем акнӑ. Ку палӑртнӑ ӗҫсен 31 проценчӗ. Кӗпӗрнаттӑр тата регион правительствин пресса хӗсмечӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, куллен 35-38 пин гектар ҫӗр лаптӑкӗ ҫинче ҫурхи ӗҫсем пурнӑҫланаҫҫӗ. Тӗслӗхрен, Николаевка тата Ҫӗнӗ Спасск районӗсем ирхи ҫурхи культурӑсене акас плана 113 тата 101 процент пурнӑҫланӑ. Ҫак районсем ҫурхи ӗҫсене 73 тата 59 процент пурнӑҫланӑ ӗнтӗ. Пӗтӗмӗшле облаҫра ҫурхи пӗрчӗллӗ тата пӑрҫа йышши культурӑсене 108,7 пин (39 процент) гектар ҫинче акнӑ: ҫурхи тулӑ – 35,3, пӑри – 37,9, сӗлӗ – 15,8, пӑрҫа – 6,5 пин гектар. Ӑмӑртура Инза (61 процент), Павловка (48), Кивӗ Майна тата Ҫинкӗл (46) районӗсем малта пыраҫҫӗ. Хӗвелҫаврӑнӑш акассипе Ҫӗнӗ Спасск (6,1 пин гектар), Радищево (3,3), Мелекесс (3,1) малта. Пӗтӗм облаҫӗпе ҫак ӗҫе 132,4 пин гектар (19 процент) ҫинче пурнӑҫланӑ. Чӗмпӗр, Чартаклӑ, Чӑнлӑ тата Сӑр районӗсенче сахӑр чӗкӗнтӗрӗ акма тытӑннӑ. Пӗр ҫул ӳсекен выльӑх апатне облаҫра 22,8 пин гектар ҫинче акса плана 55 процент пурнӑҫланӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Чӑнкасси ялӗ картта ҫинче Сӗнтӗрварри районӗнчи Чӑнкассинче уйӑх патнелле колонкӑсенче шыв ҫуккӑччӗ — труба шӑтнӑран ял халӑхӗн ҫӑлсемпе ҫеҫ усӑ курма май пурччӗ. Ҫу уйӑхӗн 11-мӗшӗнче вара, юсав материалӗсене туяннӑ хыҫҫӑн, тинех пӗрле пухӑнса шӑтӑк пӑрӑха юсама май пулчӗ. Ӗҫе Чӑнкасси ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ ертсе пынипе туса пычӗҫ. Кунӗпе ӗҫленӗ хыҫҫӑн шыв трубине юсарӗҫех. Ял тӑрӑхӗн администрацийӗ уйрӑмах Давыдов Сергее, Федоров Владимира, Антонов Николая, Якимов Виталие тата Судаков Ивана пысӑк тав сӑмахӗ каласшӑн — вӗсем тӑрӑшса ӗҫленине кура юсав хӑвӑрт вӗҫленчӗ, колонкӑсене шыв кайрӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ачасем лартнӑ хырсем нумай ҫул кашласа ларӗҫ 2005 ҫулхи пушӑн 28-мӗшӗнче Чӑваш Республикин Президенчӗ кӑларнӑ 30№ «Йывӑҫ лартса упра» Йывӑҫ кунне ирттересси ҫинчен» Хушӑвне пурнӑҫлас тӗлӗшпе, тата экологиллӗ воспитанин шайне ӳстерес енӗпе, тавралӑха хӑт кӗртсе симӗслетес тӗлӗшпе Октябрьски ял тӑрӑхӗнче Йывӑҫ кунне ирттерчӗҫ. Уйрӑмах Пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан Октябрьски вӑтам шкулӗнче веренекен ачасем хастаррӑн хутшӑнчӗҫ — ҫу уйӑхӗн 12-мӗшӗнче Акшик ялӗ ҫумӗнчи ҫул хӗррипе кӑҫал вӗсем 900 ытла хыр лартрӗҫ. Пурӗ 8 пин лартма планланӑран хӑйсен ӗҫне пӑрахмӗҫ — палӑртнӑ ӗҫӗ туса пӗтерме шантараҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (27.12.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 757 - 759 мм, -1 - -3 градус сивӗ пулӗ, ҫил 5-7 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Иванов Владимир Александрович, чӑваш тӑлмачи ҫуралнӑ. | ||
| Игнатьев Геннадий Сергеевич, чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
| Емельянов Прохор Канонович, чӑваш ҫыравҫи, драматургӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |