![]() Ӗпхӳри пикет Ӗнер пирӗн республикӑра, Тутарстанра тата Пушкӑртра наци чӗлхисене хӳтӗлесе пикетсем иртрӗҫ. Тӑван чӗлхешӗн пӑшӑрханакансене урама РФ Патшалах Думи республикӑсенче кӑк халӑхсен чӗлхине вӗренме тивӗҫлинчен катертме шутлани кӑларнӑ. Пысӑк йыш Пушкӑртстанра пухӑннӑ — унта пурӗ 80 яхӑн ҫын тухнӑ. «Обязательное изучение государственных языков не противоречит Конституции РФ», «За обязательное изучение государственных языков», «Теле юҡтың – иле юҡ!» (чӑв. Чӗлхе ҫукран — патшалӑх ҫук). Хусанта 50-70 ҫын пухӑннӑ. Пуху вӗҫленнӗ май резолюци йышӑннӑ — ӑна Европа Канашӗ Парламент Ассамблеине (ПАСЕ) тата РФ Патшалӑх Думин председательне Сергей Нарышкина ярса панӑ. Шупашкарта пӗр ҫын пикечӗ пулнӑ — ӑна Правительство Ҫурчӗ умӗнче ирттернӗ. Асаилтерме: кӑҫал юпан 17-мӗшӗнче РФ Патшалӑх думи вӗренӳ саккунӗн ҫӗнӗ проектне пӗрремӗш вулавра йышӑннӑ. Ӑна килӗшӳллӗн республикӑсенче пурӑнакансем наци чӗлхисене вӗренесрен ирӗк илме пултараҫҫӗ. Чӑваш, тутар тата пушкӑрт халӑхӗсем ку саккун республикӑсене вырӑслантарасран шикленеҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||
![]() Бакура (Азербайджан) иртнӗ шӑматкун, чӳкӗн 24-мӗшӗнче, Пӗтӗм тӗнчери тӗрӗк ҫамрӑкӗсен пӗрлӗхӗн офисне уҫрӗҫ. Вӑл тӗп хулан Ҫамрӑксен ҫуртӗнче вырнаҫрӗ. Мероприятие Ҫамрӑксемпе спорт министрӗ Азат Рагимов хутшӑнчӗ, хӑйӗн сӑмахӗнче вӑл каларӗ: «Азербайджанта пурӗ 11 ҫамрӑксен ҫурчӗ ӗҫлет, тата 10 ҫурт хӑпартаҫҫӗ. Ҫак центрсенче ҫамрӑксем валли мӗн кирли пурте пур: конференц-залсем, вулавӑшсем, интернет пӳлӗмӗсем, тӗрлӗ тӗлпулусемпе тренингсем тата конференцисем ирттермелли кану пӳлӗмӗсем». Пӗтӗм тӗнчери тӗрӗк ҫамрӑкӗсен пӗрлӗхне 1992 ҫулта Хусанта йӗркеленӗ. Унта 18 патшалӑхри 36 халӑх, 40 ытла организаци кӗрет. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||
![]() Юрӑ кӗнекин хуплашки Трак енрен композиторсем чылайӑн тухнӑ. Вӗсем тӑван халӑхӑмӑра ҫӗршер-пиншер юрӑ парнеленӗ. Хӑшӗ-пӗри, чӑн та, вӑхӑт иртнӗҫемӗн, пурнӑҫ улшӑнса пынӑ май манӑҫа тухса пырать ӗнтӗ. Чылайӑшне вара уйрӑм юрӑҫсемпе пултарулӑх коллективӗсем паян кун та манӑҫа кӑлармаҫҫӗ. Юрӑсене хывнӑ хӑш-пӗр композиторсем халӗ пирӗн хушӑра ҫук пулсан та, вӗсен хайлавӗсем вилмеҫҫӗ, пурӑнаҫҫӗ, концертсенче тӑтӑшах янӑраҫҫӗ. Акӑ Кушкӑ ялӗнче ҫуралнӑ, Красноармейски ялӗнче кун кунланӑ Михаил Ильич Ильин педагог, спорт тусӗ, композитор пурӑннӑ пулсан кӑҫал 85 ҫул тултармаллаччӗ. Шел, унӑн чӗри икӗ ҫул каялла тапма чарӑнчӗ. И. Я. Яковлев ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх педагогика институтӗнче истори учителӗн дипломне алла илсе 40 ҫул ытла ҫамрӑк ӑрӑва тивӗҫлӗ воспитани парас тесе вӑй хунӑ М. И. Ильин. Ҫавӑншӑн ӑна «РСФСР халӑха вӗрентес ӗҫ отличникӗ», «Чӑваш АССР тава тивӗҫлӗ учителӗ» хисеплӗ ятсем панӑ. Обществӑлла ӗҫрен те аякра тӑман Михаил Ильич. 30 ҫул ытла пропагандист тивӗҫне пурнӑҫланӑ, ҫав хушӑрах районти тӗп больницӑпа «Сельхозтехника» пӗрлешӗвӗн хорӗсене ертсе пынӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||
![]() Чӑваш халӑх сайчӗпе Чӑваш чӗлхин инҫет вӗренӳ центрӗ ирттернӗ «Ӑраскал ҫӑлтӑрӗ» литература ӑмӑртӑвӗн пӗтӗмлетӗвне тума вӑхӑт ҫитрӗ. Ку интернет конкурса эпир ачасемпе ҫамрӑксене тата чӑваш чӗлхипе литературине, культурине вӗрентекенсене чӑваш халӑхӗн кун-ҫулӗпе кӑсӑклантарас, литература пултарулӑхне аталантарас, ҫутҫанталӑкри, тӑван тавралӑхра пулса иртекен чи кӑсӑк енсене илемлӗ литература мелӗсемпе уҫса пама хавхалантарас тӗллевпе йӗркелерӗмӗр. Чи малтанах конкурса хутшӑннӑ кашни ачана, кашни ҫамрӑка, вӗсене вӗрентекен кашни вӗрентевҫе тав сӑмахӗ калас килет — сирӗнсӗр ҫак ӑмӑрту йӗркеленмӗ пулӗччӗ, пире, ӑмӑртӑва пуҫаракансене, хайлавӑрсемпе кӑмӑлӑмӑрсене ҫӗклемен пулӗччӗ. Тавах сире! Кӑҫалхи ӑмӑртӑва чӑн та чаплӑ хайлавсем чылай килчӗҫ — пурте те тенӗ текех пичете юрӑхлӑ. Ҫавӑнпах хӑш-пӗр ӳсӗмсенче ҫӗнтерӳҫӗсене палӑртма та йывӑр пулчӗ. Хӑш-пӗр автор вырӑнсӑр юлни пире самай пӑшӑрхантарчӗ, анчах, шел те, малти вырӑнсем пурӗ те улттӑ ҫеҫ (кашни ӳсӗмре) пулма пултараҫҫӗ-ҫке. | ||
![]() «Тӑван радио» Шупашкарта 100,3 FM хумпа тухма ирӗк илнӗ. Роскомнадзор ирттернӗ тупӑшӑва ҫавӑн пекех мускавсем — «Серебряный дождь» тата «Радио-дача» радиостанцисем — хутшӑннӑ. Конкурс ларӑвӗнче пирӗн республикӑри радиостанци енчен Патшалӑх Канашӗн депутачӗ Игорь Кушаев тата Чӑваш Енӗн информаци политики министерствин пуҫлӑхӗ Валентина Андреева пулнӑ. «Тӑван радио» радиова «Чӑваш Енӗн наци телерадиокомпанийӗ» кӑҫал юпа уйӑхӗнче йӗркеленӗ. Унӑн кӑларӑмӗсем икӗ чӗлхепе тухмалла — чӑвашла тата вырӑсла. Программӑра обществӑпа политика, вӗренӳ, халӑх, литература, музыка кӑларӑмӗсем анлӑ пулмалла. Радиостанци ҫавӑн пекех республикӑн тулашӗнче пурӑнакан чӑвашсемпе ҫыхӑну вӑйлатасшӑн, вӗсем ҫинчен ытларах каласа парасшӑн. Мӗнех, саламлатпӑр! Шупашкарта чӑвашла радиостанци пулмаллах! Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||
![]() Чӳкӗн 30–мӗшӗнче Елчӗкри Тӗп вулавӑшра Ухсай Яккӑвне халалланӑ кӗнеке хӑтлавӗ (презентацийӗ) иртрӗ. «Ячӗ юлӗ ӗмӗре» ятпа кӑларнӑ кӗнекене Елчӗк районӗнчи чӑваш чӗлхипе литературине вӗрентекенсем хатӗрленӗ докладсем, сценарисем, урок планӗсем, сӑвӑсемпе юрӑсем кӗнӗ. Хӑтлавра районти вӗренӳпе ҫамрӑксен политикин специалисчӗ Максимова А.В., «Елчӗк ен» хаҫат редакци корреспонденчӗ Кириллова В., тӑван чӗлхепе литературӑна вӗрентекенсем, шкул библиотекарӗсем, ачасем, Патӑрьел районӗнчен килнӗ хӑнасем хутшӑнчӗҫ. Кӗнеке хӑтлавӗ Чӑваш Тӑрӑмӗнчен килнӗ ачасен ушкӑнӗ хатӗрленӗ «Ҫӗр чӗлхи поэчӗ» литературӑпа музыка композицийӗпе пуҫланчӗ. Ухсай пӗтӗм чӑвашӑн наци поэчӗ пулнине Лаш-Таяпари Теренина А.Н. вӗрентекен уҫса пачӗ. Ухсай Яккӑвӗ Елчӗк районӗнчи Энтепе каччи Н.Фролов сержант ҫинчен те сӑвӑланӑ. | ||
![]() «Сувар» хаҫата тинех «Чӑвашпичет» киоскӗсенче те сутма пуҫлаҫҫӗ. Кун пирки хаҫат редакцийӗ пӗлтерчӗ. Малтанхи эрнери кӑларӑма Шупашкара леҫнӗ те ӗнтӗ. Юлташсем, 2013 ҫулхи Ҫырӑнтару кампанийӗ пырать. Вӑхӑта вӑраха тӑсмасӑр сире пурне те, Чӑваш Енре, Тутарстанра, Пушкӑртстанра, Самар, Ульяновск облаҫӗсенче пурӑнакансене, «Сувар» хаҫатӑн 12 страницӑллӑ, тӗрлӗ тӗслӗ, эрнесерен тухакан хаҫата ҫырӑнса илме сӗнетпӗр. Саманапа тан утар, «Сувар» хаҫата ҫырӑнса тӑван чӗлхене упрар, хамӑр пурнӑҫа тата интереслӗрех тӑвар! | ||
![]() Уяв каҫӗнче Куславккари тӗп вулавӑшра паян Анне кунне халалласа «Ты одна мне несказанный свет» (чӑв. Чи ҫутӑ ҫӑлтӑр маншӑн эсӗ) уяв каҫӗ иртрӗ. Ӑна йӗркелеме хулан 1-мӗш шкулӗнче вӗренекен 4-мӗш классем тата Валентина Алексеевна Патровӑпа Надежда Ананьевна Иванова хутшӑнчӗҫ. Мероприяти ертӳҫисем «АННЕ» сӑмахӑн ӑшши пирки нумай каларӗҫ, «Мамам всем добра и света» (чӑв. Пӗтӗм ырра, пӗтӗм чуна — аннесеме) электронлӑ куравпа паллаштарчӗҫ. Уяв каҫне пухӑннӑ ачасем сӑвӑсем вуларӗҫ, анне пирки юрларӗҫ, «За что я люблю маму» (чӑв. Аннене мӗншӗн эпӗ юрататӑп) ӑмӑртура тупӑшрӗҫ, «На свете всё от матери» (чӑв. Тӗнчере пӗтӗмпех — аннерен) кӗнеке куравӗпе паллашрӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||
![]() ИӖМ панӑ сӑнӳкерчӗк Шӑмӑршӑ районӗн тӗплӗхӗнче суту-илӳ ҫурчӗ ҫунса кайнӑ. Юсама, унпа усӑ курма май ҫук теҫҫӗ. ИӖМ-ӗн республикӑри Тӗп управленийӗн пресс-служби пӗлтернӗ тӑрӑх — икӗ хутлӑ универмагра пушар тухни ҫинчен чӳкӗн 24-мӗшӗнче ҫурҫӗр ҫитеспе, 23 сехет те 40 минутра, хыпар ҫитнӗ. Космовский урамӗнчи кирпӗчрен тунӑ суту-илӳ ҫурчӗн тӑррине вут-ҫулӑм ярса илнине ял ҫыннисем асӑрханӑ, пушар хуралне шӑнкӑравланӑ. Вут-ҫулӑмпа кӗрешекенсем вырӑна темиҫе минутранах ҫитнӗ, пушар вӑй илнине кура (2-мӗш номер панӑ) ӑна сӳнтерме 19 техника, ҫынсен пысӑк йышӗ хутшӑннӑ. Темиҫе сехетрен тин вут-ҫулӑма парӑнтарма май килнӗ. Нумай пурлӑх пӗтнӗ, телее, ҫынсем вилмен, суранланман. | ||
Аннесен уявӗ![]() Вальс. Концертӑн пӗр пайӗ Иртнӗ вырсарникун, чӳкӗн 25-мӗшӗнче, пирӗн ҫӗршывра Анне кунне анлӑн паллӑ турӗҫ. Ҫак уява нумаях пулмасть ҫеҫ уявлама пуҫларӗҫ пулин те, вӑл пурнӑҫра хӑйӗн вырӑнне тупрӗ-тупрех. Ҫӗршывӑн кашни кӗтессинчех аннесен ячӗпе концертсем, тӗлпулусем тата ытти мероприятисем ирттереҫҫӗ. Хырхӗрри тӗп шкулӗнче вӗренекенсем те ҫак уява кашни ҫулах паллӑ тӑваҫҫӗ. Хальхинче Р.Т. Морозова музыка учителӗпе В.Ф. Лепешкина аслӑ вожатӑй хатӗрленипе ачасем ялти ӳнер ҫуртӗнче пысӑк уяв концерчӗ лартса пачӗҫ. Малтанах саламлӑ сӑмахсемпе ялти хӗрарӑмсен Совечӗн ертӳҫи Вера Анатольевна Горбунова тухса калаҫрӗ. Ялти обществӑлла тата художество пултарулӑх ӗҫне хастар хутшӑнакан Галина Шикована тата Надежда Корнилована Хисеп хучӗсем парса чысларӗ, ӗҫре тата кулленхи пурнӑҫра ӑнӑҫу сунчӗ. Хырхӗрри ял поселени администрацин пуҫлӑхӗ А.Н. Воробьев та пуҫтарӑннисене ӑшшӑн саламларӗ. «Анне — хаклӑран та хаклӑ сӑмах. Ача ӑнланса калакан пӗрремӗш сӑмах та — «анне». Тӗп хуламӑрта «Анне-управҫӑ» палӑкӗ инҫетрен мӑнаҫлӑн курӑнса ларать. Волгоградри Мамаев курган ҫинчи палӑк та анне ячӗпех хисепленсе тӑрать… Упрас пулать пурнӑҫ парнелекен аннене», — вӗҫлерӗ Анатолий Николаевич хӑйӗн сӑмахне. | ||
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (22.04.2025 03:00) сайра пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, 13 - 15 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Ленин Владимир Ильич, ХХ ӗмӗрти паллӑ политиксенчен пӗри ҫуралнӑ. | ||
| Сергеев Илья Тимофеевич, филологи ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ, доцент вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |