Чӑваш Енӗн влаҫ органӗсен официаллӑ порталне республика Президенчӗпе унӑн ҫемйин, Правительство членӗсемпе вӗсен ҫывӑх ҫыннисен тупӑшпа, пурлӑхпа ҫыхӑннӑ кӑтартӑвӗсене вырнаҫтарнӑ. Вӗсене тишкерер-ха. Сӑмах 2010 ҫулхи кӑрлачӑн 1-мӗшӗнчен пуҫласа раштавӑн 31-мӗшӗчченхи тапхӑр пирки пырать. Ҫапла вара Михаил Игнатьев Президентӑн 2010 ҫулхи тупӑшӗ 2 416 050,96 тенкӗпе танлашнӑ. Унӑн мӑшӑрӗпе пӗрлехи харпӑрлӑхра 2000, 623 тата 5000 тӑваткал метрлӑ ҫӗр лаптӑкӗсем пур. Ҫийӗнчен республика пуҫлӑхӗ 50599 тӑваткал метрлӑ ҫӗр лаптӑкӗпе те усӑ курать. Унӑн ҫавӑн пекех 216,2 тата 95,4 тӑваткал метрлӑ пурӑнмалли икӗ ҫурт, 129,5 тӑваткал метрлӑ хваттерте 1/3 чухлӗ тӳпе пур. Мӑшӑрӗн пӗлтӗрхи тупӑшӗ 277 пин тенке яхӑн пулнӑ. Унӑн ҫавӑн пекех 25300 тӑваткал метрлӑ ҫӗр лаптӑкӗ, 88,4 тӑваткал метрлӑ хваттер, «Мерседес БенцВ 170» автомобиль тата 36,2 тӑваткал метрлӑ гараж боксӗ пур. Правительство членӗсене илес тӗк Олег Макаров премьер-министр декларациленӗ тупӑш чи пысӑкки — 11 021 800,3 тенкӗ. Палӑртни вырӑнлӑ пуль: ку укҫа — Правительствӑра ӗҫлесе илнӗскер мар, Олег Витальевич Министрсен Кабинечӗн тилхепине кӑҫал ҫеҫ тытнӑ-ха. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Георгий Семенович Самсонов Ҫитес ҫул Хӗрлӗ Чутай районӗ 85 ҫул тултарнине паллӑ тӑваҫҫӗ. Сумлӑ юбилей ҫывхарса пынӑ май районта кунта ҫуралса ӳснӗ, район историйӗнче тарӑн йӗр хӑварнӑ паллӑ ентешсен ӗҫӗ-хӗлӗпе ҫыхӑннӑ мероприятисем ирттерме палӑртнӑ. Акан 27-мӗшӗнче Ҫӗн Атикасси шкулӗнче район шайӗнче «Манӑн шкул: истори, ҫынсем, пулӑмсем» ятпа конференци ирттерчӗҫ. Ӑна Ленина пытарма хутшӑннӑ Георгий Семенович Самсонов ҫу уйӑхӗн пуҫламӑшӗнче 125 ҫул тултарнӑ май йӗркеленӗ. Конференци пуҫаруҫи — Георгий Семеновичӑн мӑнукӗ Юрий Никонович Григорьевский. Вӑлах конференци умӗн кукашшӗне халалласа «Жизнь, отданная народу» ятлӑ кӗнеке пичетлесе кӑларнӑ. Конференци ӗҫне Штанашри чиркӳ пачӑшки Отец Вячеславпа унӑн пулӑшаканӗсем хутшӑнса пухӑннисене пил парса саламларӗҫ, залри кашни ҫынна сӑваплӑ мӑнкун ҫӑмарти парса хӑналарӗҫ. Вӗренекенсем тӑватӑ номинаципе тӗпчев ӗҫӗ ҫырса хатӗрленӗ: шкулӑн пӗрремӗш директорӗ; шкул историйӗ; вӗсем пирӗн шкулта вӗреннӗ; вӗрентекен, сан умра пуҫ таятӑп. |
Пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан Чӑваш Сурӑм вӑтам шкулти конференцире Акан 26-мӗшӗнче Элӗк районӗнчи Чӑваш Сурӑмри пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан вӑтам шкулта «Чӑваш чӗлхи — тӑван чӗлхе, ялан эс пирӗн чӗрере!» темӑпа районти чӑваш чӗлхипе литература вӗрентекенсен ӑслӑлӑхпа практика конференцийӗ иртрӗ. Унта ЧПУн чӑваш филологийӗпе культура факультечӗн ӗҫченӗсем те хастар хутшӑнчӗҫ. Чи малтан 4 курс студентки Инна Данилова 6 класра уҫӑ урок пачӗ. Унтан Г.А. Ермакова профессор, О.И. Печников, И.Ю. Кириллова, А.С. Егорова доцентсем, Э.И. Родионова аслӑ преподаватель методика ыйтӑвӗсемпе доклад турӗҫ. Докладсене сӳтсе явнӑ май учительсемпе преподавательсем тӗрлӗ ыйту ҫинче чарӑнса тӑчӗҫ, чӑваш чӗлхи пуласлӑхӗ вӗрентекенсенчен те килнине палӑртрӗҫ. Тӗлпулун иккӗмӗш пайӗнче Чӑваш Сурӑм шкулӗн вӗренекенӗсем тата районти чӑваш чӗлхи вӗрентекенӗсем сӑвӑ илемлӗ вуласа тупӑшрӗҫ. Сумлӑ жюри членӗ, культурологи кафедрин доценчӗ И. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Абрамов Я.А. Акан 25-мӗшӗнче Упи кану центрӗнче Раҫҫей парламентаризмне йӗркеленӗренпе 105 ҫул ҫитнине халалласа пысӑк уяв иртрӗ. Ҫавна май Мӑн Ҫавал шыв тӑрӑхне Мускав хӑнисем — Раҫҫей Федерацийӗн Патшалӑх Думин депутачӗсем, парламентри «Тӳрӗ кӑмӑллӑ Россия» фракци депутачӗсем А. Г. Аксаков, Думӑн бюджет комитечӗн членӗ В. А. Лекарева, парламентӑн обществӑлла пӗрлешӳсен комитечӗн председателӗн ҫумӗ А.В. Кузьмина тата Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашӗн депутачӗ И. Ю. Моляков килчӗҫ. Мускавран килнӗ хӑнасем малтанах Упири пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан вӑтам шкулӑн историпе краеведени музейӗнче пулса курчӗҫ. Кунта курмалли, пӗлмелли питӗ чылай. Ленин орденне тивӗҫнӗ, СССР Аслӑ Канашӗн депутачӗ пулнӑ К. И. Горинана уйрӑм вырӑн уйӑрнӑ. Чӑваш Енӗн Министрсен Канашӗн пуҫлӑхӗнче ӗҫленӗ, республикӑн, РСФСРӑн Аслӑ Канашӗн тӗрлӗ созывӗсен депутачӗ пулнӑ, каярах Раҫҫей парламенчӗн пӗтӗмӗшле пайне ертсе пынӑ Л.П. Прокопьев пирки те материал чылай. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Салам чӑвашсем! Ҫывӑхрисем, инҫетрисем! Шкул ачисем, студентсем, ҫитӗннисем! Паянхи хӑварт улшӑнса пыракан пурнӑҫра чи кирлисенчен пӗри вӑл — хальхи хыпарсемпе вӑхӑтра паллашса тӑрасси. Ӑҫта мӗн иртет, ӑҫта мӗн пулнӑ. Ҫакна тӗпе хурса Чӑваш халӑх сайчӗ, портала хыпарсемпе вӑхӑтра та туллин тултарас енӗпе, ҫӗнӗ проект пуҫлать — «Хыпарла!». Укҫине те тӳлетпӗр!
Хутшӑнас тесен мӗн тумалла-ха? Чи малтан — сайтра регистрациленмелле. Ку эсир ҫырнӑ хыпарсене идентификацилеме май парӗ. Ун хыҫҫӑн вара, тӗп страницӑри «Хуш» каҫӑпа усӑ курса, хыпар ҫырса тултармалла. Мӗнле хыпар ярса пама юрать? Чи малтанах — сирӗн тӑрӑхра пулса иртекеннисем пире кӑсӑклӑ. Сирӗн ялта Акатуй иртнӗ-и унта, е асфальт ҫул сарса пӗтернӗ — пурте пӗлтерӗшлӗ. Иккӗмӗшӗнчен — республикӑра е тӗнчере пулса иртекен кӑсӑклӑ хыпарсем. Вӗсене эсир республикӑри сайтсенчен е ытти информаци порталӗсенчен илсе чӑвашла куҫарайратӑр. Виҫҫӗмӗшӗнчен — мӗнле те пулин концерт, спектакль, е мероприяти пуласси пирки пӗлтерни. Хакӗсем пирки кӗскен. |
«Аххаяс» ташӑ ансамблӗ Акан 22-мӗшпе 27-мӗшӗсенче Тутар патшалӑх гуманитарипе педагогика университетӗнче Тутарстанӑн Министрсен Кабинечӗ пулӑшу кӳнипе «Милли хэзинэ» («Халӑх пурлӑхӗ») ятлӑ II Атӑлҫи ҫамрӑкӗсен халӑх пултарулӑхӗн конкурс-фестивалӗ пулчӗ. Кӑҫал ӑна паллӑ тутар сӑвӑҫи Габдулла Тукай ҫуралнӑранпа 125 ҫул ҫитнине халалласа ирттерчӗҫ. Ӑмӑрту-фестивале Чӑваш Енри студентсем те кайнӑччӗ — Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ В.А. Милютин ертсе пыракан «Аххаяс» ташӑ ансамблӗ пулчӗ. Раҫҫейри 19 аслӑ шкул хушшинче пирӗннисем хӑйсене маттуррӑн кӑтартма пултарчӗҫ, «Хореографи» номинацире I шайри Диплома тивӗҫрӗҫ. Уйрӑммӑн юрлакансем те вырӑнсем йышӑнма пултарчӗҫ: ӳнер факультечӗн студенчӗ Алексей Петров «Эй, тӑван» юрӑпа 1-мӗш вырӑн, чӑваш филологийӗпе культура факультечӗн студенчӗ Сергей Петров «Юрату — сар хӗвел» юрӑпа 2-мӗш вырӑн йышӑнчӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
«Салют» КК. foto.cheb.ru сӑнӗ Ака уйӑхӗн 28-мӗшӗнче «Салют» культура керменӗн пӗчӗк залӗнче «Тӑван чӗлхене вӗрентме, ачасене воспитани пама этнопедагогика майӗсемпе усӑ курасси» темӑпа ӑслӑлӑхпа практика конференцийӗ иртрӗ. Пуҫтарӑннисем умӗнче Чӑваш Республикин вӗренӳ тата ҫамрӑксен политикин министрӗ Иванов Владимир Николаевич, унӑн ҫумӗ Петрова Светлана Владимировна, Культура министерствин пай пуҫлӑхӗ Краснов Михаил Николаевич, Чӑваш наци конгресӗн Президенчӗ Архипов Геннадий Николаевич, педагогика тата Чӑваш патшалӑх университечӗн, вӗренӳ институчӗн ӗҫченӗсем, чӑваш вӗрентекенӗсем тухса калаҫрӗҫ. Сӑмах ытларах чӑваш чӗлхине упраса хӑварас, унӑн обществӑри тӳпине ӳстерес, ӑна шкулсенче вӗрентес ӗҫсем тавра пычӗ. Хӗрӳ калаҫура нумай ҫивӗч ыйтӑва хускатрӗҫ. Вӗсене татса памалли майсене йышпа шырарӗҫ, малашнехи ӗҫсене палӑртма тӑрӑшрӗҫ. |
Валери Туркай Акан 18-мӗшӗнче Тутарстан Президенчӗ Рустам Нургалиевич Минниханов Хушу кӑларса Чӑваш халӑх поэтне Валерий Туркая Тутарстан культурин тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ ятне парса чысланӑ. Чӑваш халӑх сайчӗ пултаруллӑ сӑвӑҫа саламлать, пултарулӑх анинче малашне те тӑрӑшуллӑ ӗҫлеме сӗнет! Сӑмах май, ыран, акан 29-мӗшӗнче, К.В. Иванов ячӗллӗ литература музейӗнче поэт 50 ҫул тултарнӑ ятпа пултарулӑх каҫӗ иртӗ. Пуҫламӑшӗ 14 сехетре.
Валерий Владимирович Туркай 1961 ҫулхи ака уйӑхӗн 17-мӗшӗнче Комсомольски районӗнчи Хырай Ӗнел ялӗнче ҫуралнӑ. Ялти вӑтам шкулта, Чӑваш патшалӑх университетенче, Мускаври ГИТИС ҫумӗнчи А.В.Луначарский ячӗллӗ театр аслӑ курсӗнче вӗреннӗ. Чӑваш писателӗсен союзӗн илемлӗ литературӑна пропагандӑлакан бюровӗнче, «Ҫамрӑк коммунист» хаҫатра ӗҫленӗ. Пӗр вӑхӑт Чӑваш Республикин Профессионал писательсен пӗрлӗхне ертсе пынӑ, Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ ыр кӑмӑллӑх фончӗн директорӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Виталий Михайловӑн сайчӗ Ака уйӑхӗн 18-22-мӗшӗсенче педагогсен чӑвашла хатӗрленӗ сайчӗсен конкурсӗ пулчӗ. Ӑна Чӑваш чӗлхин кунне халалласа Чӑваш Республикин вӗренӳ тата ҫамрӑксен политикин министерстви, Вӗренӳ институчӗ, Чӑваш чӗлхин инҫет вӗренӳ центрӗ ирттерчӗҫ. Пиллӗк кун хушшинче сасӑлава 469 ҫын регистрациленнӗ. Вӗсенчен 19-ӑшӗ сасӑлава хутшӑнас темен, 30-ӑшӗ хӑйсен сассине пӗр сайта та паман. Пӗрремӗш вырӑна 114 сасӑ пухса Краснормейскинчи 2-мӗш шкулта ӗҫлекен Виталий Михайлович Михайлов тухнӑ, иккӗмӗш вырӑнта — Йӗпреҫри пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан 2-мӗш номерлӗ вӑтам шкулта ӗҫлекен Ядрицова Алена Андреевна (101 сасӑ), виҫҫӗмӗш вырӑнта — Канаш хулинчи пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан 6-мӗш вӑтам шкулта тӑрӑшакан Нина Спиридоновна Ершова (65 сасӑ). Саламлатпӑр!!! |
Конференцире. Н. Плотников сӑнӗ Акан 25-мӗшпе 27-мӗшӗсенче Мари Элӗн тӗп хулинче, Йошкар Олара, тӗнче шайӗнчи «Вак халӑхсен чӗлхисем компьютер технологисенче: опыт, тӗллевӗсем тата малашлӑхӗ» («Языки меньшинств в компьютерных технологиях: опыт, задачи и перспективы») конференци иртет. Ӑна Европа Канашӗпе Европа пӗрлӗхӗ тата Раҫҫей Федерацин регионсен аталанӑвӗн министерстви пӗрле хатӗрленӗ «Раҫҫейри вак халӑхсем: чӗлхе, культура, МИХ тата гражданла общество аталанӑвӗ» программӑпа килӗшӳллӗн ирттернӗ. Пулӑшакансен шутӗнче ҫавӑн пекех Мари Элӗн культура, пичет тата халӑхсен ӗҫӗн министерствине асӑнма пулать. Конференцие йӗркелекенсем: «Марий Эл Радио», Мари патшалӑх университечӗн финно-угрсене тӗпчекен институт, В.М. Васильев ячӗллӗ чӗлхен, литературӑн тата историн ӑслӑлӑхпа тӗпчев мари институчӗ. Ӗнер конференцине хутшӑнакан хӑнасене йышӑннӑ пулсан, паян докладсен кунӗ пулчӗ. Халӑх тӗрлӗ тӑрӑхсенчен пухӑннӑччӗ — Эстонирен килнисем те пулчӗҫ, Якутирен ҫитнисем те. Шупашкартан конференцие Чӑваш халӑх сайчӗн тӗп администраторӗ ҫитнӗччӗ — вӑл Hunspell хатӗр валли хатӗрленӗ словарь ҫинчен каласа пачӗ. |
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (27.12.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 757 - 759 мм, -1 - -3 градус сивӗ пулӗ, ҫил 5-7 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Иванов Владимир Александрович, чӑваш тӑлмачи ҫуралнӑ. | ||
| Игнатьев Геннадий Сергеевич, чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
| Емельянов Прохор Канонович, чӑваш ҫыравҫи, драматургӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |