![]() Чечек 30 градус сивӗре те ҫурӑлать иккен. Ҫакӑн пек тӗлӗнтермӗш нарӑс уйӑхӗнче Красноармейски тӑрӑхӗнчи Кӗҫӗн Шетьмӗ ялӗнчи шкулта пулса иртнӗ теҫҫӗ. Шкулӑн биологи вӗрентекенӗ Илларионова Ю.В. тӑрӑшнипе кун пек савӑк самантсем кашни ҫул пулса иртеҫҫӗ мӗн. Тӗрӗсрех каласан, чечексем ҫуркунне тӗлне ҫурӑлатчӗҫ, анчах та кӑҫал юратса ӳстернӗ тюльпансем сап-сарӑ чечекӗсене хӗл варринче чӑтма ҫук самай сивӗ кунсенчех кӑларчӗҫ. Сарӑ тюльпан. Чӳречерен тахҫанах кӗтнӗ ӑшӑ хӗвел пӑхнӑ евӗрех туйӑнаҫҫӗ ҫак ылтӑн парнесем. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
![]() Чӑваш Енре сусӑр ачасене тӗнче тетелӗ майӗпе вӑтам шкул программине вӗрентес ӗҫ сарӑлсах пырать. Кашни уйӑхрах хуласемпе ялсене ятарласа шутласа кӑларнӑ пӗрер-икшер аппарат килет. Акӑ, 2012 ҫул пуҫланнӑ-пуҫланман, Пӑрачкав ялӗн вӑтам шкулӗнче 3-мӗш классра вӗренекен Гундин Никита валли ятарласа ҫакӑн йышши пӗр компьютер килсе ҫитрӗ теҫҫӗ. Ҫак тӑнлӑ аппаратпа Никита, тата Пӑрачкав тӑрӑхӗнчи тепӗр икӗ ача килтен тухмасӑрах шкул программине пурнӑҫлама пултарӗҫ. Паянтан Никита вӗрентекенсемпе тата хӑйӗн тантӑшӗсемпе килте ларсах курса калаҫма вӗрене пуҫларӗ те ӗнтӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
![]() «Сӑр ен» ушкӑн Етӗрне районӗнчи Пӗрҫырланти культура ҫуртӗнче «Сӑр ен» фольклор ансамблӗ 25 ҫул тултарнине анлӑн паллӑ турӗҫ. Чӑвашра ҫӗр пин юрӑпа ҫӗр пин тӗрӗ пулнине 1986 ҫултанпа ҫирӗплетсе пыракан ансамбле саламлама хӑнасем йышлӑн килни те паха. Вӗсенчен Етӗрне район администраци тӗп специалист-эксперчӗ Нина Долгова, районти пенсионерсен пӗрлӗхӗн пуҫлӑхӗ, «Калинка» халӑх ансамбль ертӳҫи Валентин Семяхин, Чӑваш республикинчи Халӑх пултарулӑх ҫурчӗн пай пуҫлӑхӗ Светлана Лаврентьева, фольклор ӑсти Земфира Яковлева, «Содружество» фонд ертӳҫи Михаил Кузьмин, Пӗрҫырлан ял тӑрӑх пуҫлӑхӗн ӗҫӗсене пурнӑҫлакан Наталия Степанова тата ыттисем те чӑваш юррине аталантарса пыракан «Сӑр ене» ӑшшӑн саламларӗҫ, авалхи юрӑсене иккӗмӗш хут чӗрӗ сывлӑш вӗрсе кӗртсе пурнӑҫ парнеленӗшӗн тав турӗҫ. Уяв каҫӗнче юбилярсемпе пӗрле «Илем» ансамбль те савӑк юрӑсемпе кӑмӑла уҫрӗ. Фаина Михайлова, Елизавета Неопалимская, Алевтина Соколова юрӑҫсем те ҫепӗҫ сассисемпе курма килнисене тыткӑнларӗҫ. |
![]() Нарӑсӑн 10-мӗшӗнче Ҫӗмӗрлӗ тӑрӑхӗнче Чӑваш телевиденийӗ хӑнара пулчӗ. Алена Алексеева ҫыравҫӑпа ӳкеревҫӗ Александр Яковлев Якуртушкӑнь тата Юманай ялӗсене ҫитсе курчӗҫ. Пӗрремӗш тӗлпулу Якуртушкӑнти вӑтам шкулта иртрӗ. Кунта Ҫӗмӗрле тӑрӑхри чӑваш чӗлхипе литературине вӗрентекенсем хӑйсен черетлӗ ларӑвне пуҫтарӑннӑ пулнӑ. Албутова Н.М. вӗрентекенӗн ачисем хӑйсен хайлавӗсемпе сӑввисене вуланӑ, чӑваш кӗпи илемне чӑваш ташшинче кӑтартнӑ. Унтан хӑнасем умӗнче юрӑпа ташӑ халӑх ушкӑнӗ «Шанчӑк» хайӗн пултарулӑхӗпе киллентернӗ. Сӑмах май, «Шанчӑка» Л. Григорьева темиҫе ҫул ӗнтӗ ертсе пырать. Якуртушкӑнь тӑрӑхӗнче тӑван чӗлхепе юррӑ-ташӑ кашни килтех, ӗҫре те ӗҫкӗре те. Тепӗр тӗлпулу Юманай ялӗнчи Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫин ветеранӗ Архипов Севастьян Михайловичпа пулчӗ. Севастьян Михайлович Ҫӗмӗрлӗ тӑрӑхӗнче паллӑ ҫын, ӗмӗрне ял ачисене ӑс парас ӗҫре ирттернӗ. Ҫартан таврӑнсан вырӑс чӗлхи, истори тата географи вӗрентнӗ, юлашки вунӑ ҫулне шкул ертӳҫинче тӑрмашнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
![]() Раҫҫей Президенчӗн суйлавӗччен вӑхӑт пӗр уйӑхран та сахалрах юлчӗ. Ӑна ирттернӗ чухне кӑҫал ҫӗнӗлӗхсем те сахал мар. Вӗсем ҫинчен журналистсене Чӑваш Республикин Тӗп суйлав комиссийӗн пуҫлӑхӗ Александр Цветков пресс-конференцире каласа пачӗ. Кӑҫал пӗрремӗш хут патшалӑх ертӳҫине 6 ҫуллӑха суйлатпӑр. Сасӑлав уҫӑмлӑхӗпе те ытти чухнехинчен уйрӑлса тӑрӗ вӑл. Суйлав участокӗсенче видеосӑнав хатӗрӗсем выранаҫтарӗҫ. Ҫапла майпа пушӑн 4-мӗшӗнче сасӑлав мӗнле пынине тӳрремӗнех тӗнче тетелӗнче пӑхма май килӗ. 17 ҫӗрте кӑна (вӗсем больницӑсемпе следствии изоляторӗсем) камерӑсем пулмӗҫ. Халӗ сӑнав хатӗрӗсене вырнаҫтарма пуҫланӑ. Сасӑлава уҫамлӑрах тӑвакан тепӗр меслет вӑл — витӗр курӑнакан урнасем. Вӗсене Шупашкарти пур участока та лартӗҫ. Суйлав бюллетенӗсене шутлакан комплекссене хальхинче Ҫӗнӗ Шупашкарта тата Шупашкар районӗнчи 7 участокра вырнаҫтарӗҫ. Пушӑн 4-мӗшӗнче мӗнле те пулин сӑлтава пула хӑвӑрӑн участока пыраймасан урӑх ҫӗрте сасӑлама юрать. |
![]() Ҫӗмӗрлӗ хулин тата район администрцийӗсем палӑртнӑ тӑрӑх 2012 ҫулта 14-18 ҫулсенчи ҫамрӑксем валли 320 ӗҫ вырӑнӗ тупмалла иккен. Пӗр уйӑх ӗҫ укҫи 850 тенкӗрен кая пулмалла мар тет. Ӗҫпе чи малтан Ҫӗмӗрле тӑрӑхри тӑлӑх юлнӑ, чухӑн ҫемьере пурӑнакан тата ашшӗ-амӑшӗ ӗҫсӗр ларакан ҫемьери ачасене тивӗҫтереҫҫӗ. Вӑхӑтлӑх ӗҫпе тивӗҫнӗ ачасен йӑвӑр мар, анчах питӗ кирлӗ ӗҫсем тума тивет теҫҫӗ. Вӗсен тавралӑха илем кӗртес ӗҫре, пӳрт-ҫурт тасатас вырӑнсенче, сусӑрсене пулӑшассинче, кӗнеке юсавӗнче, ял хуҫалӑхӗсем сӗннӗ ӗҫсенче, шкулсем ҫумӗнчи канмалли лагерьсенче тата ытти кирлӗ вырӑнсенче хӑйсен пултаруллӑхне кӑтартма тивӗҫ тесе шутлаҫҫӗ. Ҫамрӑксем хайсен ӗҫлесе илнӗ укҫипе кану вахӑтне ӗретлӗ ирттересе шанаҫҫӗ. |
![]() Улатӑр хули кӑҫал 460 ҫул тултарать. Ҫак пысӑк пӗлтерӗшлӗ пулӑма палӑртса «Почта России» (чӑв. «Раҫҫей почти») ФПУП хула ҫинчен ятарласа ҫыру конверчӗсемпе ӳкерчӗксем кӑларасшӑн тет. Ӳкерчӗксем ҫинче Улатӑр хулин 90 паллӑ вырӑнӗсене кӑтартма палӑртнӑ. Шучӗ алӑ пине яхӑн пулмалла теҫҫӗ. Халӗ хулара ҫак ӗҫсене ятарласа хатӗрлекен ушкӑн ӗҫлет. Вӗсем хӑйсен ӗҫӗ ӑнасса, Чӑваш Енре ҫакӑн пек паллӑ хула пурри ҫинчен мӗнпур Раҫҫей халӑхӗ пӗлессе шанаҫҫӗ. |
![]() «Тантӑш» хаҫат — шкул ачисен юратнӑ хаҫачӗсенчен пӗри. Республикӑри тата ун тулашӗнчи чӑваш ачисен пурнӑҫне, вӗренӗвне, ӗҫне-хӗлне ҫутатаканскере кашниех кӑсӑкланса вулать. Нарӑсӑн 10-мӗшӗнче Елчӗкри ачасемпе ҫамрӑксен ҫуртӗнче «Тантӑш» хаҫатра ӗҫлекенсем районти шкул ачисемпе тата чӑваш чӗлхипе литературине вӗрентекенсемпе тӗл пулчӗҫ. «Тантӑш» хаҫатӑн тӗп редакторӗ В.Николаев хаҫат ӗҫӗ-хӗлӗпе паллаштарчӗ, «Тантӑш» хаҫата, «Тетте» тата «Самант» журналсене 2012 ҫулта илсе тӑрас енӗпе ирттерекен конкурс, «Хаҫатри хаҫат» проект пирки каласа пачӗ. «Хаҫатри хаҫат» проектӑн тӗллевӗ — «Тантӑш» хаҫата интереслӗрех кӑларасси, юнкорсен хастарлӑхне ӳстересси», — терӗ вӑл. Малалла «Тантӑшра» «Хаҫатри хаҫат» тухма пуҫлӗ. Ҫак хаҫатӑн редакторӗ те, пулӑшаканӗсем те пулӗҫ. Ачасем хӑйсем ҫырнӑ заметкисене, статйисене, сӑвви-калавӗсене тата ыттисене те хаҫатра пичетлесе кӑларӗҫ. Журналистсем ҫамрӑк ҫыравҫӑсене блокнот тата ручка парнелерӗҫ, хаҫатпа туслӑ ҫыхӑну тытма сӗнчӗҫ. Тӗлпулӑва Курнавӑшри пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан вӑтам шкулӑн 8-мӗш класӗнче ӑс пухакан Корнилова Марийӑпа Смирнова Анна тата вӗсен вӗрентекенӗ Круглова Н. |
![]() Андриян Николаев тӗнче уҫлӑхне пӗрремӗш хут вӗҫсе кайни 50 ҫул ҫитет ӗнтӗ кӑҫал. Ҫак паллӑ пулӑма Ҫӗмӗрле тӑрӑхӗнчи ҫынсем пит лайӑх астуса юлнӑ иккен. Андриян Григорьевич вӗҫеврен таврӑнсан Чӑваш ен ялӗ-хулисенче хӑнара пулса ҫавӑрӑннӑ иккен. 1965 ҫулта вӑл Ҫӗмӗрлене те ҫитнӗ теҫҫӗ. Пирӗн хулана вӑл арӑмӗпе, Валентина Терешковӑпа, тата юлташеӗпе, Валерий Быковскийпе, ачи-пачисемпех Сӑр хӗрринче канма килнӗ. Хаклӑ хӑнасем икӗ кун пирӗн тӑрӑхра пулнӑ теҫҫӗ ватӑсем. Пӗрремӗш кун тӑршипех космонавтсем хулари шкулсенче тата предприятисенче ирттернӗ, ҫынсемпе хутшӑннӑ, парнесем туяннӑ, хӑйсем те парнеленӗ. Сӗтел-пукан комбинатӗнче пулса курнӑ, хайсем ӗҫӗ-хӗлӗпе паллаштарнӑ. Тепӗр кунне тата каҫне, ҫынсем каланӑ тӑрӑх, хӑнасем пулӑра ирттернӗ. Космонавтсем килнӗ кун хулари «Спорт» лавкине тӑват-пилӗк мӑшӑр вӑрӑм кунчаллӑ атӑ тата пӗр вунӑ вӑлта сутма кӑларса хунӑ иккен. Пулӑҫсем ку япаласен ун чухнехи чӑн-чӑн хакне пӗлеҫҫӗ ӗнтӗ. Ватӑ ҫын каланӑ тӑрӑх черетре тӑни ахалех пулнӑ: хатӗрсене сӑмса умӗнчех темле пысӑк пуҫлӑх илсе кайнӑ пулать. |
![]() Пурӑннӑ пулсан Зоя Ярдыкова актриса, режиссёр, педагог ҫак кунсенче 91 ҫул тултармаллаччӗ. Шел, пилӗк ҫул каялла вӑл пирӗнтен яланлӑхах уйрӑлса кайрӗ. Ҫапах та эпир ӑна манмастпӑр: ҫутӑ сӑнарӗ яланах куҫ умӗнче. Нумай пулмасть РСФСР тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ, Чӑваш АССР тава тивӗҫлӗ ӳнер ӗҫченӗ Зоя Ярдыкова ячӗпе пархатарлӑ ӗҫ тума пултартӑмӑр: вӑл чылай вӑхӑт пурӑннӑ ҫурт ҫине (тӗп хулари Ленин проспекчӗ, 16-мӗш ҫурт) Асӑну хӑми вырнаҫтарчӗҫ. Муркаш районӗнчи Шаптакра кун ҫути курнӑ пике — чӑваш актерӗсен ГИТИСра пӗлӳ илнӗ пӗрремӗш студийӗн йышӗнче. Чӑваш драма театрӗнче спектакльсенче вылянӑ вӑхӑтрах режиссурӑна хӑнӑхнӑ. Унӑн малтанхи ӗҫӗсем — «Ҫемье чысӗ», «Авлантарчӗҫ», «Арканнӑ юрату»... Зоя Димитриевнӑн ячӗ Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрӗпе тачӑ ҫыхӑннӑ. Унта вӑл наци труппине йӗркелессипе ҫине тӑрса ӗҫленӗ. Зоя Димитриевна явӑҫтарнӑ пӗрремӗш ҫамрӑксем каярах паллӑ актерсем пулса тӑнӑ: Раҫҫей тава тивӗҫлӗ артистки Вера Голубева, Чӑваш халӑх артисчӗсем Раиса Фёдорова, Валериан Пайгусов, Петр Иванов тата ыттисем те. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (26.02.2025 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 755 - 757 мм, -7 - -9 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Ростов Порфирий Матвеевич, «Колхозник ҫулӗпе» хаҫат редакторӗ ҫуралнӑ. | ||
| Эктел Василий Петрович, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ ҫуралнӑ. | ||
| Петрова Татьяна Николаевна, Чӑваш Енӗн тава тивӗҫлӗ вӗренӳ ӗҫченӗ, профессор ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |