![]() Фестивале хутшӑннӑ ачасем Ҫӗмӗрлери «Восход» керменӗ ҫирӗм ҫул ӗнтӗ ҫуркуннесерен ҫамрӑксен «Ҫӗмӗрлӗ ҫеҫкисем» юрӑпа ташӑ фестивальне пуҫтарать. Ҫак пулӑма курма мӗн пур хула ҫынни кӗтет ӗнтӗ. Керменте икӗ кун ларма-тӑма вырӑн ҫук теме те юрать. Куракансем калашле, фестивале пӗрре курсан манма питӗ йывӑр, вӑл яланлаха асра юлать. Фестивале 600 яхӑн ҫамрӑк ача хутшӑнать, 3 ҫултан пуҫласа 18-чченех. Ҫак ӑмӑртура хутшӑнса ҫӗнтерӳҫе тухнисем халь Чӑваш Енре кӑна мар, Раҫҫейӗн ытти тӑрӑхӗсенче те паллӑ. Ҫав ҫӗнтерӳҫӗсене мала кӑларма тӑрӑшнӑ, темӗн чухлӗ тар, сахал мар куҫҫуль тӑкнӑ вӗрентекенсене те асра тытас пулать — вӗсемсӗр ҫамрӑксем хӑйсен ӑсталӑхне туллин кӑтартаймӗччӗҫ те пулӗ. Хавӑрах тӑнлӑр-ха: мала тухас тесен ташшине те вӑтӑр хут ҫӗнӗрен тумалла, юррине те ҫӗр хут юрламалла, кӗпи-тумне те ҫӗлемелле. Ҫитес ҫуркунне «Ҫӗмӗрлӗ ҫеҫкисем» кӑҫал ХХ-мӗш хут уҫӑлӗ — унта пуне те пырса курма йыхравлатпӑр! Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||
![]() Улатӑр хулинчи Хурӑн (Березовая) урамри пиллӗкӗмӗш ҫуртра «пурӑнакансен канашлӑвӗ» йӗркеленнӗ теҫҫӗ. Пӗлекенсем каланӑ тӑрӑх, ку пуҫару Чӑваш Енре хальлӗхе аталанать кӑна-ха, ҫавӑнпа та ыйтусемпе тавлашмаллисем пайтах тупӑнса тараҫҫӗ. Нумай хватерлӗ ҫуртра пурӑнакансен ыйтӑвӗсене (шывпа тивӗҫтересси, юсав ӗҫӗсене тӑвасси, тата ыт. те) хӑйсемех татса панӑран ӗлӗкхипе танлаштарсан йӳнӗрех те хӑвӑртрах пулать пулас. Мӗнре ҫирӗпленет ӗнтӗ ку сӑмах? Хӑҫан тата мӗн чухле ӑшӑ е сивӗ шыв килни, ҫуртра сивӗ е ӑшӑ пулни, ҫуртра тата таврари ҫуп-ҫапа кам тасатасси т. ыт те ҫурт хуҫисем хӑйсем палӑртаҫҫӗ. Ҫурт тӑррине юсама, юрӑхсӑр шыв пӑрӑхӗсене улӑштарма пултаракан хуҫалӑхсене тара тытаҫҫӗ, вӗсен ӗҫне тӗрӗслесе йышӑнаҫҫӗ, хак параҫҫӗ те тӳлеҫҫӗ. Ҫурт тӗпелӗсенче халӗ ахаль ҫунакан хунарсем ҫук теме те юрать, кунта таса та тирпейлӗ пулнипе те пурте килӗшеҫҫӗ. Чӑнах та ӗнтӗ, укҫи-тенки те хваттершӗн ӗлӗкхипе танлаштарсан сахалрах каять — ытлашши пуҫлӑх ҫук, кирлӗ ӗҫе пурнӑҫланӑ чухне те хушша-хуппа кӗрекен сахаланнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||
![]() Нарӑсӑн 16-мӗшӗнче Ҫӗмӗрлӗ тӑрӑхӗнчи Тӑванкас ялӗнче «Ҫӗмӗрлӗ йӗлтӗрӗ — 2012» ӑмӑртӑвӑн 30-мӗш чупавӗсем пулса иртрӗҫ. Иртнӗ эрнере ку тӑрӑхра шартлама сивӗсем тӑнӑ пирки ӑмӑртусене тӑватӑ кун сиктерсе ирттерме тиврӗ сӗмӗрлесен. Ку кун ҫанталӑкӗ лӑпкӑ та хӗвеллӗ пулнӑран халӑхӗ те пайтах пуҫтарӑнчӗ Тӑванкасра. Ӑмӑртусене Раҫҫейӗн полиатлон чемпионӗ, пирӗн ентеш Дмитрий Шипеев уҫрӗ. 400 ытла йӗлтӗрҫӗ виҫӗ ушкӑна пайланнӑ: пӗрремӗш ушкӑнра, сӑмахран, тӑрӑхри пуҫлӑхсем тапӑҫнӑ. Ҫаксен йышӑнче район тата ял администрацийӗсен, шкулсен ертӳҫисем пулнӑ. Малти вырӑна Рафинов Л.Г, Александров В.Л, Осипов А.М, Васильева А.С, Пакулаева Е.В. тухнӑ. Унтан «старта» Ҫӗмӗрле тӑрӑхри чи хӑвӑрт чупакан йӗлтӗрҫӗсем тухрӗҫ. Ку ушкӑнра Тарлыков Александр, Петров Владимир, Ануфриев Лев, Кулькова Елена тата Концова Надежда ҫӗнтерчӗҫ. Юлашки самай йышлӑ ушкӑнра 200 ҫынран кая мар чупрӗҫ. Самай ҫамракки, Улисов Алексей — 4 ҫулта, чи ваттисем Тимофеев Иванпа (73-ре) Петрова Фрида (70-ре). «Ҫӗмӗрле йӗлтӗрӗ — 2012» тата икӗ ӑмӑртупа вӗҫленчӗ: йӗлтӗр йӗрӗ ҫине ял тата шкул ушкӑнӗсем тӑчӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||
![]() Хӗрлӗ Чутай районӗнче ҫулленех интернационалистсен кунне ирттереҫҫӗ. «Пурӑнакансем асра тытчӑр та ӑрусем ан манчӑр» (выр. «Пусть живые запомнят и пусть поколения помнят») фестиваль Афганистан вӑрҫинче пуҫне хунӑ Геннадий Ивановпа Юрий Макаров тата Чечен Республикинче пуҫне хунӑ Валериан Быковпа Сергей Эзенкина асӑнса тата ку вӑрҫӑсенче хастарлӑх кӑтартнӑ ветерансем ячӗпе иртрӗ. Пухӑннисене район администраци пуҫлӑхӗ Александр Башкиров саламларӗ, Етӗрнепе Хӗрлӗ Чутай ҫар коиссариачӗн представителӗ Владимир Мареев афганецсене Хисеп хучӗпе чысларӗ. Юрӑҫсем виҫӗ ушкӑнра ӑмӑртрӗҫ: 8–12, 13–15 тата 16-ран пуҫласа 22 ҫулхисем. Фестивале хутшӑннӑ кашни юрӑҫ чуна тивмелле илемлӗ юрӑ шӑрантарчӗ, ҫӗнтерӳҫӗ ятне кӗҫӗннисем хушшинче Анна Ейкова, вӑтам ушкӑнра Сабина Доброва, аслӑраххисем хушшинче Екатерина Мурайкина тивӗҫлӗ пулчӗҫ. Фестивале хутшӑннӑ пур артиста та Хисеп хучӗ парса чысларӗҫ. | ||
![]() Пысӑках мар лаптӑкра 21 ушкӑн тапӑҫнӑ. Паллах ӗнтӗ кунта шкул ачисем йышлӑрах пулнӑ. Хӑш-пӗр вырӑнсенчен икшер-виҫшер ушкӑн хӑйсен пултаруллӑхӗпе куракансене савӑнтарнӑ. Ҫанталӑк паха пулнишӗн халӑх пит йышлӑ пуҫтарӑннӑ. Тапӑҫакансен ятарласа илсе килнӗ юр катӑкӗсенчен юмах сӑнарӗсем касса кӑлармалла пулнӑ. Халӑх ахаль ан тӑтӑр тесе хӑш-пӗрисем футбол вӑйине йӗркеленӗ, теприсем йӗлтӗр ҫине тӑнӑ. Кӑнтӑрла иртнӗ ик сехет тӗлне юмах сӑнарӗсем тӑвас ӑмӑрту вӗҫленнӗ. Сӑнарсене хак пама Шупашкартан ятарласа ӑста ӳнерҫӗсем килсе ҫитнӗ. Вӗсем шутӗнче Кузьмин В.А, Головинский А.Н. Вӑрнар тӑрӑхӗнчен тухнӑ пулас ӳнерҫӗсем Обручков С. тата Захаров Е.А. чылай канашланнӑ хыҫҫӑн виҫӗмӗш вырӑна Хисамутдинов Эдуарда пама йышӑннӑ. «Август» фирма ӑстин «Лӗпӗш» композицийӗ пурне те килешнӗ. Иккӗмӗш вырӑна Вӑрнарти ӳнер шкулӗн вӗрентекенӗсене, Кудряшов В.П.-па Храмова О.А-на панӑ. Вӗсен ӗҫӗ «Замок» ятлӑ пулнӑ. Ҫӗнтерӳҫӗ ятне вара Хураҫури ялӗнчи Андреевсен ҫемьине пама килӗшнӗ. | ||
![]() Кашни ача хайӗн карточкипе шкул столовӑйӗнче апатланма тытӑнӗ. Паянхи куна 64 пин карточка туса хатӗрленӗ те ӗнтӗ. Хулари 40 шкулта ҫак йӗркепе паянах ӗҫлеме пуҫлама пултараҫҫӗ иккен, 26 шкулта вара ачасем ку меслетпе 2011 ҫултанах апатланаҫҫӗ имӗш. Ҫӗнӗлле утма шкулсенче компьютерпа ӗҫлеме пултаракан ҫынсем ҫителӗксӗрри чарать иккен. Вӗрентекенсем нумайӗшӗ пенси патне ҫывхараҫҫӗ, ҫавӑнпа та ҫӗнӗлӗхе пит йывӑр ӑнкараҫҫӗ. Мӗнле пулсассӑн та карточка урла апатланас йӗркене Хусан ҫыннисен хӑнӑхма тиветех ӗнтӗ. Хӑнӑхнисем ашшӗ-амӑшне те ачисене те ку япала нумай ҫамӑллӑх парать теҫҫӗ. Ача аллинче укҫа пулманни, апат вырӑнне канихвет-премӗк туянма май памӗ тесе шанаҫҫӗ вӗсем. Столовӑйӗнче ачасене мӗнле ҫитернине те ашшӗ-амӑшӗн тӗрӗслесе тата пӗлсе тӑма канлӗ пулӗ. Ача карточки ҫине укҫа хума вара почтӑра е шкулта вырнаҫнӑ банкоматсенче май пур иккен. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||
![]() «Сӑвар-ТВ» студи интернетра нумай пулмасть иртнӗ «Ӗмӗтсен ҫӑлкуҫӗ» ӑмӑрту чыславӗн курмине вырнаҫтарма пуҫланӑ. Икӗ пайран тӑрать, пӗтӗмӗшле тӑршшӗ — 96 минут патнелле (1 пай, 2 пай). Асаилтеретпӗр, ҫак мероприяти кӑрлачӑн 12-мӗшӗнче Ҫӗрпӳ район администрацийӗн лару пӳлӗмӗнче иртнӗччӗ. Литература ӑмӑрӑвӗн ҫӗнтерӳҫисемсӗр пуҫне «Тупмалли юмахсем-2» тата «Ҫӗрпӳ Енӗм — Тӑван Ен» интернет-олимпиадӑсенче мала тухнисем те парнеллӗ пулчӗҫ ун чухне. Юрӑ тӑхтавӗсенче «Asамат» ушкӑн савӑнтарнӑччӗ, уява ертсе пырасса та ҫак ушкӑн солисчӗ Леонид Антонов ертсе пынӑччӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||
«Афган» вӑрҫи![]() Совет салтакӗсем — Афганистанра Паян, нарӑсӑн 15-мӗшӗнче, хӑйсен тивӗҫне ҫӗршыв тулашӗнче пурнӑҫланӑ Раҫҫей ҫыннисене асӑнмалли кун. Ҫак асӑну кунне шӑп та лӑп ҫулталӑк каялла «Раҫҫейӗн ҫар мухтавӗпе асӑну кунӗсем ҫинчен» (выр. «О днях воинской славы и памятных датах России») Федераллӑ саккунпа килӗшӳллӗн паллӑ тума тытӑннӑ. Анчах та эпир ӑна чылай маларах, 1989 ҫулта кӳршӗри Афганистан ҫӗрӗ ҫинчен юлашки Совет салтакӗсене илсе тухнӑранпах паллӑ тӑватпӑр. Чӑн та, иккӗмӗш тӗнче вӑрҫи вӗҫленнӗ хыҫҫӑн ҫӗр ҫинче тӗрлӗрен хирӗҫӳсемпе вӑрҫӑсем пулса иртнӗ. Чылай чухне вӗсем Совет Союзӗнчен аякра пулса иртнӗ пулин те, совет, каярахпа Раҫҫей гражданӗсем, вӗсенче хутшӑннӑ, хӑшӗ-пӗри сывлӑхне сиен кӳнӗ, хӑшӗсем вара ӗмӗрлӗхе куҫӗсене хупнӑ. Ҫак хирӗҫӳсенчен чи нумай вӑхӑта тӑсӑлаканнисенчен пӗри — Афган вӑрҫи. Совет салтакӗсем ҫак ҫӗршывра 1979 ҫулхи раштав уйӑхӗнчен пуҫласа 1989 ҫулхи нарӑсӑн 15-мӗшӗчченех пулнӑ. Кашни кунах, кашни каҫах пирӗн ҫамрӑк яшсем ют ҫӗршывра сусӑрланнӑ, е пурнӑҫран уйрӑлнӑ. Вунӑ ҫул хушшинче Афганистанра 13 833 совет салтакӗ пуҫне хунӑ, каярахпа ҫак шут 15 031 ҫитнӗ. Пирӗн Чӑваш Республикинчи ялсемпе хуласенчи ҫӗр вунпилӗк кил-йыша та калама ҫук йывӑр хуйхӑ килсе ҫитнӗ. | ||
![]() Ҫӗмӗрлере паянхи куна 1930-мӗш ҫулсенче лартнӑ йывӑҫ ҫуртсен шучӗ самай пысак. Вӗсем кӗҫ-вӗҫ йӑтӑнса арканас хӑрушлӑх кунран кун ӳссех пыни вырӑнти халӑха, паллах ӗнтӗ, пит пӑшӑрхантарать. Каламалла, ҫӗнӗ ҫуртсем кашни ҫулах ӳсеҫҫӗ, анчах та ҫӗн хваттер илесшӗн черетре тӑракансен йышӗ чакни ытла палӑрмасть Ҫӗмӗрлере. Ҫавӑнпа ӗнтӗ кӑҫал Щорс урамӗнче хӑпартакан ҫуртри хватерсене пурне те ишӗлекен кивӗ ҫуртсен хуҫисене пама йышӑннӑ теҫҫӗ хулара. Пӗтӗм ӗҫсене «Стройтрест №3» АУО тӑвать иккен. Паянхи куна пилӗк хутлӑ пулас ҫуртӑн виҫҫӗшне хӑпартнӑ та ӗнтӗ. Хула халӑхне ӗҫсем 2012 ҫул вӗҫнелле пӗтме кирлӗ тесе шантараҫҫӗ. | ||
![]() Паян, нарӑсӑн 12-мӗшӗнче, хӗллехи ҫанталӑк сивӗ тӑнине пӑхмасӑрах, сывӑ пурнӑҫ йӗркине хапӑллакан халӑх йӗлтӗр сырса Шупашкар хули 500 ҫул тултарнӑ ятпа хисепленекен кану паркне пуҫтарӑнчӗ. Паллах, ҫак йышра ЧПУн чӑваш филологийӗпе культура факультечӗн ӗҫченӗсемпе студенчӗсем те пулчӗҫ. Пирӗн ушкӑн кашни ҫулах университетра тата хулара иртекен спорт вӑййи-ӑмӑртӑвӗсене хастар хутшӑнать. Факультет сывӑ пурнӑҫ йӗркине тытса пыни ҫитӗнекен ҫамрӑк ӑрушӑн та ырӑ тӗслӗх пулса тӑрать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (26.02.2025 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 755 - 757 мм, -7 - -9 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Ростов Порфирий Матвеевич, «Колхозник ҫулӗпе» хаҫат редакторӗ ҫуралнӑ. | ||
| Эктел Василий Петрович, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ ҫуралнӑ. | ||
| Петрова Татьяна Николаевна, Чӑваш Енӗн тава тивӗҫлӗ вӗренӳ ӗҫченӗ, профессор ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |