Пуласлӑхри сивӗтмӗш Чӑваш Ен дизайнерӗ Юрий Дмитриев Electrolux Design Lab техника ӑмӑртӑвенче финала тухнӑ сакӑр ӑмӑртуҫӑ шутне лекнӗ. Кун пирки Чӑваш Республикин вӗренӳ министерстви пӗлтерет. 27 ҫулхи Юрий жюри хаклавӗ валли пуласлӑхри сивӗтмӗше (холодильнике) тӑратнӑ. Вӑл ӑсталанӑ дизайнра апат-ҫимӗҫе биороботсем тата ятарлӑ гель сивӗтет. Ҫимӗҫне хӑйне гель ӑшне хумалла пулӗ имӗш — вара унашкал сивӗтмӗшре алӑк та, ҫӳлӗксем те кирлӗ мар. Аш-какай та, улма-ҫырла та гель ӑшӗнче хӑйӗн тутине ҫухатмасть, типмест. Финала тухас тесе пӗтӗм тӗнчерен пин ҫурӑ ытла ҫын тупӑшнӑ. Жюри сакӑр ҫын ӗҫне суйласа илнӗ, вӗсен шутӗнче — Чӑваш Енрен килнӗ ӗҫе те. Ҫӗнтерӳҫе авӑн уйӑхӗнче палӑртӗҫ — ӑна 5 пин евро лекӗ. Хӑйӗн проектне хӳтӗлеме Юрийӗн Лондона каймалла пулӗ. Унта ҫитме, пурӑнма ӑмӑрту йӗркелекенсем пулӑшӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||
Турккӑ ялӗн ҫыннисем Турцин Ризе илӗнче (тӑрӑхӗнче) вырнаҫнӑ пӗр ял халӑхӗ телевизор пӑхмасть иккен. Кун пирки Hurriyet пӗлтерет. Ял ҫыннисем телевизор пушӑ вӑхӑта нумай ҫиет тесе шутлаҫҫӗ, ҫавӑнпа та пӗр-пӗринпе калаҫма вӑхӑт та юлмасть имӗш. Ҫакна шута илсе ӗнтӗ вӗсем хӑйсен инҫекурав аппарачӗсемпе усӑ курмаҫҫӗ. Пушӑ вӑхӑтра вара пӗр-пӗрин патне хӑнана ҫӳреҫҫӗ, юрӑ юрлаҫҫӗ, ташлаҫҫӗ. Пӗр сӑмахпа каласан, питӗ савӑнӑҫлӑ ирттереҫҫӗ. Телевизорӗсем пушшех те ҫук мар — пӗрре пур. Вӑл хӑна ҫуртӗнче вырнаҫнӑ. «Телевизор пӑхма пите никам та чарман, — пӗлтерет ял пуҫлӑхӗ Атилла Кӳнери, — Пирӗн пушӑ вӑхӑта хула ҫыннисем пек сехетӗн-сехетӗн телевизор умӗнче ларса сая ярас килмест. Передачӑсем курас вырӑнне эпир пӗр-пӗрин патне хӑнана ҫӳретпӗр». Ытти ял ҫыннисем тата туристсем ҫак ялта телевизор пӑхманни электричество ҫуккинчен килет пулӗ тесе шутлаҫҫӗ, анчах та Атилла пӗлтернӗ тӑрӑх, электричестви пур. Пралукӗсем курӑнманни электричествӑна ҫӗр айӗн кертнинчен килет иккен — ял ҫыннисеи пралук карса йӗри-таврари илемлӗхе пӑсасшӑн пулман. Хыпарсене ял ҫыннисем радиоприемникпа пӗлеҫҫӗ. Телевизор пӑхмаҫҫӗ пулин те хӑйсене питӗ телейлӗ тесе шутлаҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||
Ҫӗнӗ кӗнекеЧӑваш кӗнеке издательсвин «Ҫӗнӗ кӗнекесем» («Книжные новинки») лавккисене Юрий Сементерӗн «Хушка» кӗнеки ҫитрӗ. 32 страницӑллӑ кӗнекен хакӗ 44 тенкӗ.
Юрий Семенович Сементер Красноармейски районӗнчи Танӑш ялӗнче 1941 ҫулхи кӑрлачӑн 2-мӗшӗнче ҫуралнӑ. Вӑл тӑван литературӑра аллӑ ҫул ӗҫлесе вӑтӑра яхӑн кӗнеке пичетлесе кӑларнӑ. Паллӑрах кӗнекисем: «Йӗс шӑнкӑрав», «Чӗнтӗрлӗ кӗпер», «Хурапа шурӑ», «Хуркайӑк ҫулӗ», «Ҫиҫӗм сапаки». «Хушка» ятлӑ сӑвӑлла калава Чӑваш енри Ҫӗрпӳ районӗнчи пӗр хуҫалӑхри ҫӗнтерӳҫӗ ӗне пурнӑҫӗнче вӑрҫӑн малтанхи уйӑхӗсенче пулса иртнӗ ӗҫ-пуҫа тӗпе хурса ҫырнӑ. Сӑвӑлла калава вырӑсла А.И. Дмитриев тӑлмач куҫарнӑ. Кӗнекене кӗҫӗн ҫулхи ачасене кӑмӑла каясса шанатпӑр. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||
Пыл. @AFR сӑнӗ Украина МЧСӗ пӗлтернӗ тӑрӑх Кейӳпе Одессӑна ҫыхӑнтаракан ҫул ҫине 800 килограмм пыл юхса тухнӑ. Ку пӑтӑрмах пыл турттаракан машина аварине лекнӗ хыҫҫӑн пулнӑ иккен. Ҫул ҫинче икӗ тиев машини пӗр-пӗринчен ӑнӑҫлӑ иртейменрен пырса ҫапӑннӑ. Пӗрин кузовӗнче пичкере пыл пулнӑ — вӗсем ҫул ҫине вӑркӑннӑ. Юхса тухнӑ пыл ҫулӑн тӑватӑ пайӗнчен виҫҫӗшне хупласа хунӑ. МЧС ӗҫченӗсем хальхи вӑхӑта пыла пуҫтарнӑ — вӑл халӗ ҫула хупламасть. Машинсем те пӑтӑрмах пулнӑ вырӑн патӗнчен пӗр чӑрмавсӑр иртсе кайма пултараҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||
Чӑваш кӗнеке издательствинче нумай пулмасть Зоя Нестеровӑн калавӗсемпе повеҫӗсем «Ӑҫта-ши эсӗ халӗ» кӗнекере пичетленсе тухрӗҫ.
Зоя Алексеевна Нестерова 1925 ҫулта Красноармейски районӗнчи Кушарта ҫуралнӑ. И.Я. Яковлев ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх педагогика институтӗнчен вӗренсе тухнӑ хыҫҫӑн чылай ҫул Чӑваш Енре тата Магадан облаҫӗнчи шкулсенче вырӑс чӗлхипе литературине вӗрентнӗ. Унӑн паллӑрах кӗнекисем: «Чее мулкач» (1984), «Ют арӑма ан чупту» (1998), «Арҫынсем те макӑраҫҫӗ» (2003), «Тӑватӑ асамҫӑ» (2006), «Пурҫӑн пӗлӗт айӗнче» (2009). Ҫыравҫӑн «Ӑҫта-ши эсӗ халӗ?» кӗнекинче калавсем тата «Ан ман, савни, ан ман», «Шырлан хӗррипе» ятлӑ повеҫсем пичетленнӗ. Кунтах унӑн «Ӑҫта-ши эсӗ халӗ», «Кунта пулман хӑна», «Шурӑ кайӑк» фантастикӑллӑ калавӗсемпе те паллашма пулать. Хайлавсенчи сӑнарсем тӗрлӗ йывӑрлӑха лекеҫҫӗ. Апла пулин те вӗсене ҫӑлаканӗ, йывӑр вӑхӑтра пулӑшма алӑ тӑсса параканӗ те юнашарах тӑрать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||
Уявра «Живи, цвети, моя деревня!» (ятне темшӗн чӑвашла паман вара) — иртнӗ кану кунӗсенче ҫак ятпа Малти Пукаш ялӗнче уяв иртрӗ. Ҫанталӑкӗ шӑрӑх тӑчӗ пулин те Сӗнтӗрвӑрри районне кӗрекен Октябрьски ял тӑрӑхӗнчи ялта халӑх чылай пухӑнчӗ — ҫур ял таранах тухрӗ. Уява йӗрекелес ыйтӑва ҫӗклекенни тата ӑна пурнӑҫа кӗртме тӑрӑшаканни — Октябрьски ял тӑрӑхӗн депутачӗ, ФАП заведующийӗ Ирина Фёдорова. Вӑл тӑрӑшнипех ӗнтӗ Малти Пукашсем хӑйсен ял уявне кӑҫал тӑваттӑмӑш хут ирттереҫҫӗ. Укҫине те пӗрле пухаҫҫӗ. Ял лавкки умӗнчи асфальтланӑ тӳремре ял халӑхӗ иртенпех уява хатӗрленме пикенчӗ — пӗрисем сасса вӑйлатакан тата ытти аппаратурӑна вырнаҫтарчӗҫ, теприсем шӳрпе пӗҫерчӗҫ, виҫҫӗмӗшӗсем вара сӗтел сарчӗҫ. Малти Пукаш ял уявне Октябрьски ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ Назаров С.М. уҫрӗ. Вӑл пурне те уяв ячӗпе саламларӗ, кӗскен юлашки вӑхӑтра ял епле аталанни пирки пӗлтерчӗ — яла ҫити асфальтлӑ ҫул сарнӑ, газ пур. Тепӗр майлӑ каласан ялта килленсе пурӑнмашкӑн пурте пур. Хӑйӗн сӑмахне вӗҫлесе вӑл ялти хастар ҫынсене хисеп грамотисем пачӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||
Ачасем ӑмӑртаҫҫӗ Кӑҫал хулана никӗсленӗренпе 85 ҫул ҫитрӗ, ҫак куна палӑртса ӗнтӗ ҫурлан 1-мӗшӗнче Канаш хулин кунӗ иртрӗ. Хула администрацийӗ халӑх валли уява лайӑх хатӗрленнӗ. Канашсем вӑйӑсенче ӑмӑртрӗҫ, тӗрлӗ конкурсене хутшӑнчӗҫ, юрӑ-ташӑ итлесе-курса савӑнчӗҫ. Мероприятисене ачасем валли те, аслисем валли те, ҫамрӑксем валли те нумай хатӗрленӗ. Шкул ҫулне ҫитменнисене те манса кайман — вӗсем валли ятарлӑ велочупу йӗркеленӗччӗ. Россельхозбанк ҫуртӗнчен пуҫласа Тӗп тӳреме ҫити падельсем ҫавӑрчӗҫ. Аслисем валли спорт ӑмӑртӑвӗсем пулчӗҫ. «Ӑстасен хули» куравпа та паллашма май пурччӗ вӗсен. Ҫамрӑксем вара ытларах дискотекӑра савӑнчӗҫ. Юрӑ-ташӑ тенӗрен, канашсен кӑмӑлне ҫӗклеме темиҫе ушкӑн килнӗччӗ. «Чӑваш Енпе» «Ҫеҫпӗл» ушкӑнсем хӑйсен сассипе савӑнтарчӗҫ, «Янташ» ушкӑн та вӗсенчен юлмарӗ, «Юратнӑ хулам» ятарлӑ программӑпа хаваслантарчӗҫ. Уяв фейерверкпа вӗҫленчӗ. 22 сехетре каҫхине тӳпе тӗрлӗ тӗслӗ ҫутӑсемпе ялкӑшрӗ, хулан 85 ҫулӗ ҫитнине уявлама килнисене ку самай савӑнтарчӗ! Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||
Уявра Утӑн 31-мӗшӗнче, шӑматкун, Етӗрне районне кӗрекен Анатри Явӑшра ял уявӗ иртрӗ. Шӑрӑх ҫанталӑк тӑчӗ пулин те халӑх нумай пухӑнчӗ. Чи малтан, паллӑ ӗнтӗ, ял ҫыннисене тӗрлӗ пуҫлӑхсем саламларӗҫ — Етӗрне районӗн пуҫлӑхӗ Александр Краснов, район администрацийӗн ертӳҫи Сергей Бандурин, Чӑваш Республикин Экономаталану министерствин провӑпа кадр политикин начальникӗ Александр Рыбаков, Шупашкар хула администрацийӗн представителӗ Галина Никифорова, Етӗрне тӗп пулницин аслӑ тухтӑрӗ Владимир Кузьмин. Мӑн Явӑш ял тӑрӑхӗн (Анатри Явӑш унта кӗрет) пуҫлӑхӗ Татьяна Леонтьева та айӑккинче тӑмарӗ — пухӑннӑ ҫынсене ҫак савӑнӑҫлӑ уяв ячӗпе пысӑк салам сӑмахӗ каларӗ. Ял уявӗнче савӑнмалли пайтахччӗ. Ачасем «Асфальт ҫинчи ӳкерчӗк», «Чи капӑр ҫӳҫ» конкурсенче ӑмӑртрӗҫ. Виҫӗ хӗрачан, Анукпа Наҫтук Беловсен тата Алина Васильевӑн ҫӳҫӗ чи капӑр пулнине палӑртрӗҫ. Юрӑ-ташӑпа явӑшсене «Вылӑ» ушкӑн (вӑл Ман Явӑшри клуб ҫумӗнче йӗркеленнӗ), «Асамат» эстрада ушкӑнӗ, Кивӗ Тинкеш ял тӑрӑхӗнчи ташӑ ушкӑнӗ, Тури Ачак шкул вӗренекенӗсем савӑнтарчӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||
Куславкка районӗнчи Минкӗшре пысӑк футбол уявӗ иртрӗ — ялти командӑна йӗркеленӗренпе 50 ҫул ҫитнӗ-ҫке! Ҫак паллӑ куна уявлама ял халӑхӗ лайӑх хатӗрленнӗ — хӑйсемех футбол площадкине юсарӗҫ, хитре календарь кӑларчӗҫ, уява пӗлтерекен баннер туса ҫакрӗҫ. Уява ирттерме уйрӑмах Ю. Именнов, А. Баранов, А. Садовников, М. Мясников, Ю. Казаков, С. Ригов тата ыттисем пулӑшрӗҫ. Кӑнтӑрла тӗлне футбол тӳремне халӑх пухӑна пуҫларӗ. Уява килнӗскерсем Минкӗшри футбол музейпе те кӗрсе паллашрӗҫ. Каҫ еннелле Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашӗн депутачӗ А.Разумов, Чӑваш Енӗн футбол федерацийӗн председатель ҫумӗ Ю. Зорин, паллӑ телекоментатор В.Ильин ҫитрӗҫ. Уява чаплӑн уҫса вӗсем ял халӑхне саламларӗҫ, ятарласа хатӗрленӗ парнесем пачӗҫ. Уяв икӗ вӑйӑпа вӗҫленчӗ — Минкӗшри футболҫӑсем Куславкка районӗнчи ялсен пӗрлӗхи командипе тупӑшрӗҫ. Вӗсен вӑййи 5:1 счетпа вӗҫленчӗ — Минкӗшсем ҫӗнтерчӗҫ. Ялти аслӑ ҫулсенчисем ытти ял тӑрӑхӗсенчисемпе вылярӗҫ. Хӑнасем ҫӗнтереймерӗҫ, 4:0 счетпа выляса ячӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||
Ларура Паян Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашӗн черетсӗр 30-мӗш ларӑвӗ иртрӗ. Унта Чӑваш Ен президенчӗн вырӑнне малашне йышӑнма тӑратнӑ Игнатьев Михаил Васильевич кандидатурине пӑхса тухнӑ. Ларӑва хальхи вӑхӑтра Чӑваш Ен президенчӗн вырӑнне йышӑнакан Николай Васильевич Фёдоров, Атӑлҫи Федераллӑ округри РФ президенчӗн полномочиллӗ представителӗ Григорий Рапота, Раҫҫей патшалӑх думинчи Чӑваш Республикинен тӑратнӑ депутатсем Николай Бударинпа Павел Семёнов, Раҫҫей Федерацийӗн Федераллӑ Пухӑвӗн Федераци Канашӗнчи Чӑваш Ен Министрсен Кабинечӗн представителӗ Владимир Слуцкер, Чӑваш Ен Патшалӑх Канашӗн депутачӗсем тата ыттисем хутшӑннӑ. Ларӑва онлайн-майпа тӗнче тетелӗнче та сӑнама май пурччӗ. Сасӑлава пурӗ 43 депутат хутшӑннӑ. 37-ӗшӗ Михаил Игнатьев малашне Чӑваш Ен президенчӗн вырӑнне йышӑнассипе килӗшнӗ, 5-ӗшӗ хирӗҫ пулнӑ, пӗри хӑй шухӑшне пӗлтермен. Ҫапла май Николай Васильевич Фёдорова шанса панӑ вӑхӑт вӗҫленнӗ хыҫҫӑн ун вырӑнне хальхи вӑхӑтра Кабинет Министрӗн Председателӗн ҫумӗ тата Чӑваш Енӗн ял хуҫалӑх министрӗ пулса ӗҫлекен Игнатьев Михаил Васильевич йышӑнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (25.12.2024 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 760 - 762 мм, -6 - -8 градус сивӗ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Кӑлкан Александр Дмитриевич, чӑваш сӑвӑҫи, драматургӗ, тӑлмачӗ ҫуралнӑ. | ||
| Зайцев Юрий Антонович, чӑваш живописецӗ, фотографӗ вилнӗ. | ||
| Аслан Степан Степанович, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |