Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +0.3 °C
Ерипен каян мала тухнӑ, хытӑ каян кая юлнӑ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем: Паньтӑк

ҪУ
25

Аслатиллӗ ҫумӑр витӗр
 Галина Зотова | 25.05.2016 19:07 |

Культура

Чӑваш наци вулавӑшӗнче ӗнер Хӗрлӗ Чутай районӗнчи Акчикасси ялӗнче ҫуралса ӳснӗ Василий Никифорович Спиридонов — Эрченешӗн (1922–1975) «Аслатиллӗ ҫумӑр витӗр» кӗнекин хӑтлавӗ пулчӗ. Кӗнекене автор 1937–1974 ҫулсенче ҫырнӑ сӑвӑсем тата «Иккӗмӗш тӗлпулу» калав кӗнӗ.

Василий Эрченеш Канашри педагогика училищинчен, Чӑваш патшалӑх педагогика институтӗнчен вӗренсе тухнӑ, нумай вӑхӑт хушши Паньтӑкри вӑтам шкулта чӑваш чӗлхи учителӗ, директор ҫумӗ тата директор пулса ӗҫленӗ. Ӑна Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫӑн иккӗмӗш степенлӗ орденӗпе тата «За отвагу» медаль парса чысланӑ.

Кӗнеке алҫырӑвӗ 40 ҫул кӗнекен тухасса кӗтсе выртнӑ. Ӑна Зоя Сергеевна Спиридонова — Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ, сӑвӑҫ, юрӑҫ тата композитор — поэтӑн тӑванӗсем пулӑшнипе кун ҫути кӑтартнӑ.

Хӑтлава Василий Эрченешӗн ҫывӑх тӑванӗсем, вӑл вӗрентнӗ вӗренекенсем,пӗрле ӗҫленӗ учительсем, Хӗрлӗ Чутай райадминистаци элчисем хутшӑнчӗҫ, поэт пурнӑҫӗпе паллаштарчӗҫ. Пухӑннисене Эльвира Яковлева ертсе пыракан Ҫӗньял ансамблӗ юрӑ-ташӑ парнелерӗ.

Малалла...

 

Культура

Раштавӑн 18-мӗшӗнче Хӗрлӗ Чутайри Культура ҫуртӗнче «Иксӗлми Чутай ҫӑлкуҫӗсем» фольклор фестивалӗ иртрӗ. Кӑҫал вӑл саккӑрмӗш ҫул пухӑнчӗ ӗнтӗ. Фестивале районти 13 ушкӑн хутшӑнма кӑмӑл тунӑ. Хаклав пайташӗсен йышӗнче районти культурӑпа спорт пайӗн ертӳҫи Александр Самсонов, вӗренӳ пай пуҫлӑхӗ Алексей Порфирьев, администрацин культурӑпа спорт енӗпе ӗҫлекен эксперчӗ Алина Михуткина тата Валентина Грачева пулчӗҫ, вӗсем уява хутшӑннӑ фольклор ушкӑнӗсен ҫӳллӗ шайри ӑсталӑхне палӑртрӗҫ. Кашни коллектив хӑйнеевӗрлӗхпе уйрӑлса тӑрать, кашниех пултаруллӑ, артистсенчен пӗрре те кая мар!

Уява Хӗрлӗ Чутайри шкул ҫулне ҫитмен ачасен «Рябинушка» (чӑв. Пилеш) ача-пахчине ҫӳрекенсем уҫрӗҫ. Шӑпӑрлансем чӑваш вӑййисене вылярӗҫ, хӑйсен уҫӑ сассисемпе хитре юрӑсем юрласа куракансене савӑнтарчӗҫ. Кӑҫалхи фестивале пӗрремӗш хут Мӑн Этменти «Савӑнари» ушкӑн та хутшӑнчӗ. Куракансем кашни номерех тӑвӑллӑн алӑ ҫупса саламларӗҫ. Хаклав пайташӗсем уява пӗтӗмлетнӗ май пӗрремӗш вырӑна Пантьӑк ял тӑрӑхӗнчи «Сӑр таппи» фольклор ансамблӗ, иккӗмӗш вырӑна Хӗрлӗ Чутайри «Ҫартмас» тата Штанаш ял тӑрӑхӗнчи «Шуҫӑм» ансамблӗсем йышӑннине пӗлтерчӗҫ.

Малалла...

 

Паян Хӗрлӗ Чутайра Ҫулланнисен канашӗн ларӑвӗ иртнӗ. Ӑна хӑй вӑхӑтӗнче район администрацийӗн пуҫлӑхӗн ҫумӗнче йӗркеленӗ.

Канаш тӗллевӗ тесе ун чухне ҫынсене вырӑнти хӑй тытӑмлӑх органӗсемпе экономика тата социаллӑ аталану пурнӑҫ, халӑхшӑн пӗлтерӗшлӗ ытти ыйтупа ҫыхӑну тыттарасси тесе палӑртнӑ.

Ҫулланнисен канашне паллӑ ҫынсем — район пуҫлӑхӗн пӗрремӗш ҫумӗ — вӗренӳ пайӗн пуҫлӑхӗ пулнӑ Татьяна Шереметьева, вӗренӳ пайне хӑй вӑхӑтӗнче ертсе пынӑ Галина Тимакова, ял хуҫалӑх пайӗн пуҫлӑхӗнче тӑрӑшнӑ Николай Коробков, район администрацийӗн йӗркелӳпе тӗрӗслев тата кадр ӗҫӗн секторӗн заведующийӗн лавне туртнӑ Алексей Кузьмин, сусӑрсен районти обществин ертӳҫи Евдокия Сергеева, Паньтӑк тата Хӗрлӗ Чутай ял тӑрӑхӗсен пуҫлӑхӗсем пулнӑ Николай Трифоновпа Валерий Романов, Раҫҫейӗн пенсионерсен союзӗн районти пӗрлешӗвӗн ертӳҫи Юрий Егоров, район пуҫлӑхӗн ҫумӗ пулнӑ Иван Хораськин тата «Аккозинский» ял хуҫалӑх кооперативӗн унчченхи директорӗ Иван Никифоров кӗреҫҫӗ.

Ҫулланнисем район администарцийӗн пуҫлӑхӗн Александр Башкировӑн пӳлӗмне пухӑнса 8 уйӑхри ӗҫ-хӗле пӗтӗмлетнӗ.

Малалла...

 

НАР
27

Хӗле ӑсатрӗҫ
 Галина Зотова | 27.02.2012 22:13 |

Хӗрлӗ Чутайра «Сывӑ пул, Ҫӑварни!» уяв иртрӗ. Чутайсем хӗле юрӑ-ташӑпа, шӳт-кулӑпа ӑсатрӗҫ. Райцентрти «Ҫӗнтерӳ» лапамне халӑх питӗ йышлӑ пухӑнчӗ. Пухӑннисене Хӗрлӗ Чутай пуҫлӑхӗ Александр Степанов, администраци пуҫлӑхӗ Александр Башкиров саламласа уява хаваслӑ ирттерме чӑнсе каларӗҫ. Унтан сцена ҫинче Чутайри культура ӗҫченӗсем Хӗле ӑсатса ҫуркуннене кӗтсе илнӗ ятпа концерт пуҫларӗҫ. Районти тӗрлӗ ялтан пуҫтарӑннӑ артистсем уява малалла тӑсрӗҫ. «Чи лайӑх пултарулӑ ушкӑнӗ» ята Мӑн Этмен ял тӑрӑхӗн ушкӑнӗ тивӗҫрӗ. Мӗнле кӑна вӑйӑ-кулӑ шутласа тупман-ши уява ертсе пыракансем! Кире пуканӗ йӑтасси, волейболла вылясси, вӗрен туртасси, пӗрене ҫинче вӑй виҫесси тата ытти тӗрлӗ вӑйӑ — вӗсенче пурте хаваспах хутшӑнчӗҫ.

Пухӑннисем вӗри чейпе тутлӑ икерчӗ савӑнсах ас тиврӗҫ. Ҫӑварни лашасем чупнипе малалла тӑсӑлчӗ. Паньтӑк, Мӑн Этмен, Акчикасси, Хӗрлӗ Чутай тата Атнар ял тӑрӑхӗсенчен килнӗ капӑрлатнӑ лавсем ҫинчи юмах паттӑрӗсем, капӑр инкесем юрла-юрла Чутай тӑрӑх вӗҫтерчӗҫ.

Малалла...

 

Раштавӑн 16-мӗшӗнче Хӗрлӗ Чутай районӗнче фольклор ушкӑнӗсен «Иксӗлми Чутай ҫӑлкуҫӗсем» VI фестивалӗ пулчӗ. Уявра районти 10 фольклор коллективӗ тата сусӑрсен вырӑнти «Надежда» (чӑв. «Шанчӑк») обществин артисчӗсем хӑйсен пултарулӑхӗпе паллаштарчӗҫ. Уяв программи питех те пуян, кашни коллектив мухтава тивӗҫлӗ.

Хӗрлӗ Чутайсем Ҫӑварни уявне халалланӑ юрӑ-кӗвӗ шӑрантарса пӗрремӗш вырӑн йышӑнчӗҫ. Иккӗмӗш вырӑнта Хусанушкӑньти «Урпаш» тата Штанашри «Шуҫӑм» ушкӑнсем, виҫҫӗмӗш вырӑнта — Кив Атикассинчи «Шупуҫ», Паньтӑкри «Сӑр таппи» тата сусӑррисен «Шанчӑк» фольклор ушкӑнӗсем.

 

Сӑнсем (36)

 

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (22.12.2024 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, -1 - 1 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Вӑй тапса тӑрать, йӗркелӳҫӗ пултарулӑхӗ, илӗртӳлӗх хушӑнсах пыраҫҫӗ. Ку эрнере плансемпе палӑртса хунисене пурнӑҫлама ӑнӑҫлӑ вӑхӑт. Сывлӑха тимлӗр, ҫывӑх ҫынсен сывлӑхӗ пирки те ан манӑрн. Тахҫан шута хуман чир йӑл илме пултарать.

Раштав, 22

1780
244
Кӑрмӑш гербне йышӑннӑ.
1840
184
Вӑта Тимӗрҫен шкулне уҫнӑ.
1930
94
Аслут Александр Николаевич, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫуралнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
хуҫа арӑмӗ
хуҫа хӑй
кил-йышри арҫын
хуть те кам тухсан та
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
хуҫа тарҫи
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть