Персона
![]() Леонид Родионов режиссер тата драматург Почта тем тӗрлӗ конверт та кӑларса пӑхать-ха. Ку хыпар вара пире, чӑвашсене, чӑнипех савӑнтарать. Паллӑ режиссер тата драматург Леонид Родионов ҫуралнӑранпа нумаях пулмасть 100 ҫул ҫитрӗ. Ҫавна май «Марка» издательство центрӗ, Раҫҫей почтин Чӑваш Енри филиалӗ сӗннипе Леонид Родионовӑн сӑнӳкерчӗкӗпе конверт кӑларнӑ иккен. ӑна вӑл 500 пин экземплярпа пичетленӗ. «Пӗр пайӗ республикӑри почта уйрӑмӗсене ҫитнӗ те ӗнтӗ, ыттисем тӗнче тӑрӑх саланӗҫ, ентешӗмӗр ҫинчен тӗрлӗ халӑх ҫыннине пӗлтерӗҫ», — тесе хыпарлать кун пирки «Хыпар» хаҫат сайчӗ. Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗнче ҫур ӗмӗр ӗҫленӗ вӑхӑтра Леонид Родионов 130 ытла спектакль лартнӑ. Кунсӑр пуҫне вӑл хӑй те пьесӑсем ҫырнӑ, куракан патне ҫитернӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
![]() Игорь Баринов Путин ҫакӑн йышши ҫӗнӗ ведомство уҫма палӑртни пирки эпир унччен пӗлтернӗччӗ. Халь вара ҫак агентствӑна кам ертсе пырасси пирки паллӑ пулнӑ — Путин хушӑвӗпе ҫак ҫемҫе пукана хальччен регионти «Альфа» ушкӑнӗн ертӳҫине Игорь Баринова шанса панӑ иккен. Вӑлах — Патшалӑх Думинче хӳтӗлев енӗпе ӗҫлекен комитетӑн председатель ҫумӗ те. Ҫӗнӗ пуҫлӑх шухӑшӗпе наци тӗлӗшӗпе хальхи вӑхӑтра чи ҫивӗч лару-тӑру Кавказ тӑрӑхӗнче тӑрать. Чечня республикине вара ҫак ыйтупа ҫитӗнӳсем тунисен йышне кӗртнӗ. Экспертсем палӑртнӑ тӑрӑх енчен те малтан нацисен хутшӑнӑвне ытларах культура тӗлӗшӗпе пӑхнӑ пулсан хальхи вӑхӑтра ку ыйту — наци хӑрушсӑрлӑхӗ. Игорь Баринов Новочеркасскра ҫуралнӑ. 1990 ҫулта Ҫӗнӗ Ҫӗпӗрти аслӑ ҫар командовани училищине лайӑх вӗренсе пӗтернӗ. 1990–93 ҫулсенче 103-мӗш сывлӑш-десант дивизинче хӗсметре тӑнӑ, кайран ФСБ-ра ӗҫленӗ, регионти «Альфа» ушкӑнӗн ертӳҫи пулнӑ. Чечня Республикинче террористсене хирӗҫ операцисем ирттернӗ. 2003 ҫулта Патшалӑх Думине суйланса депутат вырӑнне йышӑннӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ял хуҫалӑхӗ
![]() Раҫҫее хирӗҫ санкцисем йышӑнни сиен кӳрет-и? Ку ыйтӑва юлашки вӑхӑтра тӑтӑшах илтме тӳр килет. Апла-и, капла-и — йӗпреҫсене нимӗн те хӑрушӑ мар. Раҫҫей правительстви пӗлтӗр йышӑннӑ эмбарго пачах тепӗр май ӗҫлеме хистет– хуҫалӑхсене тӗрлӗ енлӗн аталанма май парать. Килте туса илнӗ сӗте ӑҫта тата мӗнле кайса памалла? Йӗпреҫсен кунашкал ыйту тухса тӑмасть. Виҫӗ ҫул каялла Пучинке ялӗнче сӗт пухакан цех уҫӑлнӑ. Халӗ унта туллин ӗҫлекен предприяти хута ярасшӑн. Ҫитес вӑхӑтра сӗт савутӗнче услам ҫу тӑвакан лини уҫасшӑн. Предприяти ҫурма хытӑ чӑкӑт кӑларса рынокра ҫирӗпленесшӗн. Сӗт савучӗн учредителӗ Сергей Мулеев рынокра 80 процент вырӑн пушаннине палӑртать. Малтан Раҫҫей чӑкӑчӗ 20 процент кӑна пулнӑ. Халӗ предприяти хатӗрсене 20 миллионлӑх саккас тунӑ, Канашра чӑкӑт енӗпе лайӑх специалист тупнӑ. Вӗсем ҫулталӑк вӗҫне ӗҫлеме тытӑнасшӑн. Сӗтпе ытларах «Хӗрлӗ партизан» колхоз тивӗҫтерет-мӗн. Унта 300 ытла сӑвакан ӗне. Кунсерен 3 тонна ытла сӗт туса илеҫҫӗ. Предприяти ял халӑхӗнчен те, кӳршӗ регионсенчен те сӗт йышӑнать-мӗн. Хальлӗхе предприятире 20 ҫын тӑрӑшать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Чӑвашлӑх
![]() Чӑваш Ен ҫӗр пин тӗрӗ ҫӗршывӗ теҫҫӗ. Ҫак кунсенче Шупашкарти Трактор тӑвакансен культура керменӗнче алӗҫ ӑстисем тупӑшнӑ. Тӗрӗ ӑстисем юлашки хут 2010 ҫулта пулнӑ. «Ҫӗр пин юрӑ тӗнчинче» ятпа иртнӗскер конкурс кӑна мар, ӑсталӑх класӗ те. Ӑстасем республикӑри пур районтан та килнӗ. Кашниех хӑйӗн ӗҫӗпе паллаштарасшӑн ҫуннӑ. Жюри палӑртнӑ тӑрӑх, 5 ҫул каяллахи тата хальхи ӗҫсене танлаштарма ҫук. Конкурсҫӑсен ӗҫӗсем — чӑн-чӑн шедевр. Татьяна Петрова жюри палӑртнӑ тӑрӑх, ӑсталӑх ҫемьене кура аталанать. Ачасем асламӑшӗ, амӑшӗ тӗрленине кура вӗренеҫҫӗ-ҫке-ха. Ҫамрӑксем арчари япаласене кӑларса кураҫҫӗ, ҫав ӗҫе малалла тӑсаҫҫӗ вӗт. Акӑ Светлана Прохорова Елчӗк районӗнче «Астапи» клуба ертсе пырать. Вӑл конкурса К.Ивановӑн «Нарспи» поэми тӑрӑх хатӗрленӗ хӑйне евӗр кӗнеке хуплашкине илсе килнӗ. Вӑл амӑшӗнчен тӗрлеме вӗреннӗ. Конкурсра килтен илсе килнӗ ӗҫсемсӗр пуҫне экспромта та хакланӑ. Конкурсҫӑсем хушнӑ ӗҫе 5 сехет тӗрленӗ. Жюри хӑвартлӑха, пахалӑха, хитрелӗхе хакланӑ. Элӗк районӗнчен килнӗ Светлана Константинова иккӗмӗш вырӑн йышӑннӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() Раҫҫей Ҫӗнтерӳ кунне паллӑ тунӑ май Мускавра «Чӑваш Ен — Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫинче» ятпа уяв кӑҫӗ ирттерме палӑртнӑ. Каҫ Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫин тӗп музейӗнче ака уйӑхӗн 14-мӗшӗнче 14 сехетре пуҫланмалла. Пуш уйӑхӗн 30-мӗшӗнче Чӑваш Республикин РФ Президенчӗ ҫумӗнчи тулли праваллӑ элчи Леонид Волков музей директорӗн ҫумӗсемпе Татьяна Беляевӑпа, Михаил Михальчев майор генералпа тӗл пулнӑ. Унта вӗсем уява мӗнлерех ирттересси, сценари пирки калаҫнӑ. Татьяна Беляева палӑртнӑ тӑрӑх, Ҫӗнтерӳ кунӗ умӗн чылай регион, общество организацийӗсем Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫин тӗп музейӗнче мероприяти йӗркелеме пулӑшу ыйтаҫҫӗ. Анчах музей Леонид Волков, Мускаври чӑвашсен наципе культура пӗрлешӗвӗсем патриотлӑх воспитанийӗ енӗпе хастар ӗҫленине кура мероприяти ирттерме пӗр иккеленмесӗрех ирӗк панӑ. Мероприятие пурне те чӗнеҫҫӗ, унта тӳлевсӗрех кӗртеҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Пуш уйӑхӗн 31-мӗшӗнче Мускавра туризм енӗпе ӗҫлекен федераци агентстви тата ЧР Министрсен Кабинечӗ кӑҫал республикӑри туризма аталантармашкӑн федераци хыснинчен субсиди уйӑрмалли пирки килӗшӳ алӑ пуснӑ. Килӗшӳре палӑртнӑ тӑрӑх, 2015 ҫулта «Чӑваш Ен этники» туризм кластерне тумашкӑн федераци хыснинчен 250 миллион тенкӗ уйӑрмалла. Ку укҫана «Шупашкар: 500 ҫул» паркри «Амазония» этнокомплексри транспорт инфратытӑмне хута ямашкӑн ярӗҫ. Ҫавӑн пекех уйӑрнӑ укҫа-тенкӗпе пӗлтӗр пуҫланӑ ӗҫе — газ кӗртесси тата шыв кӑларасси — туса пӗтерӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
![]() Авӑн уйӑхӗнче 13-мӗшӗнче ЧР Элтеперне суйлассине, унта Михаил Игнатьев хӑйӗн кандидатурине тӑратассине пӗлтернӗччӗ. Кандидатсен списокӗ ҫӗнӗ ятсемпе пуянланма тытӑннӑ ӗнтӗ. Хальлӗхе суйлава хутшӑнасси пирки виҫӗ кандидат официаллӑ мелпе пӗлтернӗ. Ҫав списокра Михаил Игнатьевсӑр пуҫне РФ Патшалӑх Думин депутачӗ, регионсенчи банксен «Раҫҫей» ассоциацийӗн пуҫлӑхӗ Анатолий Аксаков, «Сӗтев» хаҫатӑн тӗп редокторӗ Эдуард Мочалов пур. Анатолий Аксаков хӑйӗн кандидатурине Михаил Игнатьев хыҫҫӑн тӑратнӑ. Унтан — суд ӗҫӗ-хӗлӗпе палӑрнӑ Эдуард Мочалов. Тепӗр икӗ ят тӗлӗшпе паллӑ мар-ха. РФ Патшалӑх Думин депутачӗ Валентин Шурчанов ыйтӑва татса паман-ха: хӑйӗн кандидатурине тӑратмалла-и е КПРФ фракцин ҫамрӑк ертӳҫине Дмитрий Ефсеева-и? ЛДПР хӑйӗн кандидатури пирки ҫу-ҫӗртме уйӑхӗсенче пӗлтерӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Шупашкар район сучӗ 38 ҫулти усламҫӑ-хӗрарӑма тата унӑн мӑшӑрне юрӑхсӑр ҫурт тунӑшӑн айӑпламалла тунӑ. Хайхин хӑтланкаларӑшне тӳресем ултав вырӑннех хурса хакланӑ. Тӗпчевҫӗсем пӗлтернӗ тӑрӑх, арӑмӗпе упӑшки 2008 ҫулта Шупашкар районӗнчи Атайкасси ялӗнче ҫурт хӑпартса лартнӑ. Ӗҫе вӗсем ҫурла уйӑхӗнче пуҫланӑ та юпа уйӑхӗнче вӗҫленӗ. Пӗр пӳрт те мар, иккӗ. Ҫурта вӗсем керамблокран хӑпартнӑ. Хӑйсене пурӑнма тесе мар. Каярах сутса яма. Ҫурта хӑпартма йӳнӗрех лартӑр тесе мӑшӑр вӑл тӑрӑхра пурӑнакан ҫынсене явӑҫтарнӑ. Лешсен вара ятарлӑ квалификаци тавраш пулман. Пӳрте туса пӗтернӗ-ха. Анчах ҫурт хӑрушсӑрлӑх нормисене пӑхӑнса тӑман иккен. Апла пулин те ҫаврӑнӑҫуллӑ мӑшӑр икӗ пӳрте те сутса янӑ. Уншӑн вӗсем 4,1 миллион тенкӗ тупӑш илнӗ. Тата вӗсем пӳрте туянакан хӗрарӑма ҫӗрпе нимӗнле ыйту та сиксе тухмасть тесе улталанӑ. 400 пин тенкӗ тӳлесен ыйту татӑласса шантарнӑ. Анчах ку укҫа хӗрарӑма нихӑш енчен те тӗкӗ кӳмен — ҫӗрӗ мӑшӑрӑн харпӑрлӑхӗнче пулман. Ултавҫӑ мӑшӑра суд 250-шер пин тенкӗлӗх штрафлама йышӑннӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Персона
![]() Лариса Гузееван ывӑлӗ тесе паллаштарнӑ Вилкин Тӗрлӗ ток-шоу пӑхма юратакансем Раҫҫейӗн паллӑ актерӗ, «Жесткий романс» фильмра выляса ят ҫӗнсе илнӗ Лариса Гузеева ертсе пыракан «Давай поженимся» кӑларӑма сиктермеҫҫех-тӗр. Ӑна 1-мӗш каналпа эрне варринче каҫсерен кӑтартаҫҫӗ. Кӑларӑма такам та пырать. Пуянни те, пуянах марри те, палли те, паллах марри те. Ака уйӑхӗн 1-мӗшӗнчи ток-шоуна Кубӑра пурӑнакан Вилкин текен каччӑ авланас йӳтӗмпе пынӑ. Вӑл каланӑ тӑрӑх, вырӑс хӗрне арӑм тӑвасшӑн. Хӗрсемпе паллаштарма тытӑниччен каччӑн амӑшӗ Вилкин хӑйӗн ывӑлӗ мар пулин те ӑна мӗн ӗмӗр тӑршшӗпех тӑван ывӑл евӗр пӑхса ӳстернине пӗлтерчӗ. Унтан ҫав хӗрарӑм Вилкин амӑшӗ Лариса Гузеева тесе хучӗ. Гузеева тунса тӑмарӗ. Совет Союзӗ вӑхӑтӗнче Кубӑра пулнине, унти пӗр арҫынпа «роман» пулнине, унпа ача ҫуратнине йышӑнчӗ. Вилкина ыталаса илчӗ, ӑна пӑхса ӳстернӗ хӗрарӑма тав турӗ, мӗншӗн малтанах хӑйне шыраманнипе кӑсӑкланчӗ. Хумханнӑҫи пулса кӑларӑма ӳкернӗ ҫӗртен айккинелле пӑрӑнса та илчӗ. Унтан хӑйне алла илнӗҫи туса, «Кӑларӑма манӑн ертсе пымаллах», — тесе тепӗр хут пырса ларчӗ. Анчах ку вӑл ака уйӑхӗн 1-мӗшӗнчи шӳт пулнине кӑларӑма ертсе пыракансем шарламасӑрах ирттерчӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Персона
![]() Ханты-Мансийск прокурорӗ Михаил Павлов Раҫҫейӗн тӗп прокурорӗ Юрий Чайка Ханты-Мансийск автономи округӗнче йӗрке тума Нягань прокурорне куҫарнӑ. Ҫав должноҫре Ҫӗмӗрле ҫынни Михаил Павлов тӑрӑшнӑ иккен. Халӗ, ав, ӑна Ханты-Мансийскра ӗҫлеме шаннӑ. Унти районсем хушшинчи прокурорта. Михаил Александрович пирки каласан, вӑл 1975 ҫулта Чӑваш ССРӗнчи Ҫӗмӗрле хулинче ҫуралнӑ. Кун пирки «Накануне.ру» интернет-кӑларӑм хыпарлать. Прокуратура органӗсенче Ҫӗмӗрлере ҫуралнӑ арҫын 2002 ҫулхи утӑ уйӑхӗнченпе тӑрӑшать иккен. Прокуратурӑра тӗпчевҫӗре тимленӗ, район прокурорӗн ҫумӗ, шалти ӗҫсен органӗсене тӗрӗслесе тӑрас енӗпе ӗҫлекен пай прокурорӗ, пай пуҫлӑхӗн ҫумӗ пулнӑ. Наркотӗрӗслевре те ӗҫлеме ӗлкӗрнӗ. Халӗ вӑл ҫӗнӗ вырӑнта та чӑваш ятне ӳкермессе шанас килет. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (03.05.2025 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, ҫумӑр ҫума пултарать, атмосфера пусӑмӗ 744 - 746 мм, 4 - 6 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Алексеев Борис Алексеевич, чӑваш актёрӗ, Чӑваш АССРӗн халӑх артисчӗ вилнӗ. | ||
| Сергеева Eвдокия Сергеевна, тухтӑр, медицина ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |