Экономика
![]() Малашне ипотека кредичӗн ставки 13% процент пулассине пӗлтернӗччӗ. Анчах РФ строительство министрӗ Михаил Мень ставка 12 процент таран анма пултарассине те пӗлтернӗ. Ку Раҫҫей Банкӗ ставкине пӗчӗклетсен ҫеҫ пулӗ. Аса илтермешкӗн: Дмитрий Медведев ипотека кредичӗн ставкине пӗчӗклетни пирки пушӑн 13-мӗшӗнче алӑ пуснӑ. Михаил Мень каланӑ тӑрӑх, субсиди ставкине малашне пӗчӗклетни — арифметика задачи, ӑна пурнӑҫа кӗртсе пӑхмалла. Унччен ипотека кредичӗн ставки 13% процент пулассине пӗлтернӗ чухне хӑш-пӗр япала пирки асӑнманччӗ. Кредита ҫӗнӗ, хута каякан ҫуртра хваттер туянакансене ҫеҫ параҫҫӗ. Ипотекӑна кӑҫалхи пушӑн 1-мӗшӗнчен пуҫласа ҫитес ҫулхи пушӑн 1-мӗшӗччен илмелле. Ӑна тенкӗпе ҫеҫ параҫҫӗ. Мускав, Мускав облаҫӗнче, Питӗр тӑрӑхӗнчен пурӑнакансен туянмалли хваттерӗн 8 миллион тенкӗрен сахалрах тӑмалла мар. Ытти регионсенче — 3 миллион тенкӗ таран. Малтанхи тӳлев 20% сахал мар пулмалла. Ипотека кредитне 10 ҫултан ытлашши памаҫҫӗ. Сӑмах май, кӑҫал кӑрлач-нарӑс уйӑхӗсенче Чӑваш Енре ипотека кредичӗ илекенсен йышӗ 30% чакнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Спорт
![]() Етӗрне тӑрӑхӗнче ҫуралса ӳснӗ спортсменка Чӑваш Ен чысне тӗнче шайӗнче хӳтӗлесе маттурлӑхӗпе палӑрнӑ. Лос-Анджелесра иртнӗ марафона 26 пин ҫын хутшӑннӑ. Ӑна, йӑлана кӗнӗ тӑрӑх, 1986 ҫултанпа ирттереҫҫӗ. Кӑҫал унта тӗнчери 50 ҫӗршыври спортсмен килнӗ. Пирӗн ентеш Наталья Пучкова, Етӗрне тӑрӑхӗнче ҫуралса ӳснӗскер, Раҫҫейӗн пӗрлештернӗ командине кӗрсе марафон дистанцине чупнӑ. Наталья финиша иккӗмӗш ҫитнӗ. Унӑн кӑтартӑвӗ — 2 сехет те 34 минут та 33 ҫеккунт. Пирӗн ентеш бронза призерӗнчен, Америкӑри Блейк Расселтан, финиша 24 ҫеккунт маларах ҫитнӗ. Марафонра Кени спортсменки Огле Кимайо ҫӗнтернӗ. Ҫапла ҫав, марафонсенчен чылай чухне Кени спортсменкисене ҫитекенни ҫук. ЧР Спорт министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, ӑмӑрту вӑхӑтӗнче ҫанталӑк спортсменсемшӗн лайӑхах пулман. Марафон иртнӗ чухне сывлӑш температури 33 градуса хӑпарнӑ. Ҫавна пула финиша 50 яхӑн ҫӑмӑл атлет финиша ҫитеймен. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Персона
![]() Александр Кириллов Республикӑра юлашки вӑхӑтра пулса иртнӗ кадр улшӑнӑвӗ пирки Чӑваш халӑх сайчӗ унччен те хыпарласа тӑнӑччӗ. Чӑваш Енӗн Шалти ӗҫсен министерствинче те улшӑну пулнӑ. Сӑмахран, пуш уйӑхӗн 13-мӗшӗнче ЧР ШӖМӗн пуҫлӑхӗн ҫумне 52-ри Ольга Кузнецовӑна лартнӑччӗ. Ӗнертенпе ЧР Шалти ӗҫсен министерствин Сӗнтӗрвӑрри районӗнчи пайне урӑх ҫын ертсе пыма тытӑннӑ. Унти йӗрке хуралҫисене ҫӗнӗ пуҫлӑхпа министр ҫумӗ Олег Яковлев паллаштарнӑ. Пуҫлӑх пуканне Александр Кириллов йышӑннӑ. Унччен те вӑл шалти ӗҫсен пайнех ертсе пынӑ. Шупашкар районӗнчине. Министр ҫумӗ Олег Яковлев Кириллов пирки «хӑйӗн ӗҫне пӗлекен тата юратакан ҫын» тесе шухӑшлать иккен. Сӗнтӗрвӑрри районӗнчи пая унччен ертсе пынӑ Григорий Григорьев ҫул ҫитнине кура тивӗҫлӗ канӑва кайнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Чӑваш наци музейӗнче тӑм савӑт-сапа куравӗ уҫӑлнӑ. Унта неолит тапхӑрӗнченӖ пирӗн эрӑчченхи 5-мӗш ӗмӗртен, тытӑнса паянччен ӑсталанӑ япаласене курма пулать. Щынсем авал пурӑннӑ вырӑнсенче археологсем тӑм сават-сапа катӑккине вӗҫӗмех тупнине пӗлтереҫҫӗ аваллӑх управҫинче тӑрӑшакансем. Археологи палӑкӗн кун-ҫулне палӑртма тӑмран хатӗрленӗ япаласем хӑш чухне пулӑшаҫҫӗ те иккен. Аваллӑха тӗпченкенсем тӑмпа усӑ курма ҫынсем пирӗн эрӑчченхи 5-3-мӗш ӗмӗрсенче хӑнӑхнӑ тесе шухӑшлаҫҫӗ. Музейри «Тӑм савӑт-сапа лаҫҫи» курава тӑратнӑ Шупашкарта тупнӑ тӑм япаласем те кӑсӑклӑ. Экспонатсем хушшинче хальхи вӑхӑтри ӑстасен ӗҫӗсем те пур. Курава хатӗрлеме Чӑваш наци музейӗн фондӗнчи япаласене кӑна мар, Чӑваш патшалӑх гуманитари институчӗнне те усӑ курнӑ. Сӑнсем (6) Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Персона
![]() Пуш уйӑхӗн 15-мӗшӗнче Хӗрлӗ Чутай районӗнчи Ачкасси ялӗнче ҫуралса ӳснӗ Совет Союзӗн Паттӑрӗ Иван Васильевич Индряков ҫуралнӑранпа 100 ҫул тултарнӑ ятпа районти музейра ҫавра сӗтел иртрӗ. Хӑнасене музей директорӗ Елена Ивановна Чемалина тата кунти методист Валентина Ильинична Торейкина кӗтсе илчӗҫ. Хӑнасем музейри экспонатсемпе хаваспах паллашрӗҫ. Аслӑ Ҫӗнтерӳ 70 ҫул тултарнӑ ятпа кунти паттӑрлӑх залне татах та пуянлатнӑ: кӗнекесен куравне йӗркеленӗ, салтак ҫырнӑ ҫырусен, вӑрҫӑ паттӑрӗсене халалланӑ стендсем... Индряков Иван Васильевич 1915 ҫулхи пушӑн 15-мӗшӗнче чухӑн хресчен ҫемйинче кун ҫути курнӑ. Ялти пуҫламӑш тата Чутайри вӑтам шкулсенче ӑс пухнӑ хыҫҫӑн Етӗрнери педагогика училищинче пӗлӗвне тарӑнлатнӑ. Унтан 1935 ҫулта пӗр хушӑ шкулта ӗҫленӗ хыҫҫӑн полк шкулне курсанта илнӗ. Ӑна пӗтерсен Иван Индряков 61 тупа артиллери полкӗн командирӗ пулса тӑнӑ. Унтан каллех вӗренỹ — вӑл Мускав ҫар округӗн саппасри 20-мӗш артполкӗн курсанчӗ, каярахпа Кисанти артиллери училищинче пӗлӗвне тарӑнлатнӑ. |
Пӗлтерӳ
![]() Пуш уйӑхӗн 28-мӗшӗнче, шӑматкун, Наци вулавӑшӗнче Чӑваш таврапӗлӳҫисен XI отчетпа суйлав пухӑвӗ иртмелле. Ҫав кунах съезд хыҫҫӑн Чӑваш халӑх академийӗ таврапӗлӳҫӗсемпе пӗрле Аслӑ Ҫӗнтерӳ 70 ҫулне халалласа конференци ирттерет. Унта шкул ачисенчен пуҫласа академиксем таранах кашни хӑйӗн тӗпчевӗпе хутшӑнма пултарать. Черетлӗ XI пухӑвӑн тӗп ыйтӑвӗсем — халиччен тунӑ ӗҫсен отчечӗ, тӗпчев кӗнекисен хаклавӗ тата Чӑваш таврапӗлӳҫисен пӗрлӗхӗн ҫӗнӗ ертӳлӗхне суйласси. Тавралӑх тӗпчевҫисен хальхи пысӑк тӗллевӗ — тӑван вырӑнӗсем, паллӑ ҫыннисем ҫинчен кӗнекесемпе энциклопедисем кӑларасси. «Чӑваш Республикинче энциклопедисӗр темиҫе район кӑна юлчӗ. Хӑшпӗр район энциклопедийӗсем икшер томлӑ пулса тӑчӗҫ», — йыхрав хучӗнче ҫапалрах палӑртаҫҫӗ. Чӑваш халӑх академийӗпе Чӑваш таврапӗлӳҫисен пӗрлӗхӗ «Чӑваш наци энциклпедине» 50 томпа кӑларас шухӑшли пирки пӗлтереҫҫӗ. Черетлӗ пухура ун пирки сӑмах пуҫараҫҫех теме пулать. Пухӑва йӗркелекенсем унта хамӑр республикӑран тата аякри вырӑнсенчен таврапӗлӳҫӗсем йышлӑн килессе кӗтеҫҫӗ. |
Чӑвашлӑх
![]() Кун пирки вӑл ЮТВ телеканал хатӗрленӗ ҫӗнӗ передачӑра каланӑ. «Конгресс тӗпелӗ» ҫӗнӗ кӑларӑмӗн хӑни Валерий Леонидович Клементьев пулнӑ. Унччен вӑл чӑвашлӑх ӗҫӗнче ют ҫын мар пулнӑ. Сарӑту облаҫӗнчи хастар чӑвашсенчен пӗри шутланнӑ, Акатуй уявӗсене те ирттерес ӗҫе хутшӑннӑ. Геннадий Архипов чӗннипе Шупашкара таврӑннӑ хыҫҫӑн унта Акатуя урӑх ирттермен имӗш. Анчах ку ҫитменлӗхе кӑҫал пӗтересшӗн — ЧНК пулӑшнипе ҫак пысӑк уява Сарӑту облаҫӗнче ирттересшӗнех. «Эпӗ Саратовра пурӑннӑ чухне те питӗ пысӑк Акатуйсем тӑваттӑмӑрччӗ. Кӑҫал… Сарӑту облаҫӗнче эп кайнӑранпа пулман унта. Акатуй ирттермен. Кӑҫал вӗсем ирттересшӗн. Паллах, вӗсене пулӑшас пулать», — тенӗ Валерий Клементьев интервьюра. Ҫавӑн пекех ЧНК пӗрремӗш вице-президенчӗ Раҫҫейре тӗпленсе пурӑнакан тӑрӑхсенче ҫӗнӗ культурӑпа наци автономийӗсене йӗркелесси пирки сӑмах каланӑ. Ҫывӑх вӑхӑтра, тӗслӗхрен, унашкаллине Белгород облаҫӗнче туса хумалла. Культурӑпа наци автономийӗсем ҫук тӑрӑхсем тата та пур иккен, вӗсене йӗркелес тӗлӗшпе ЧНК хӑйӗн сӗнӗвӗсемпе пулӑшать. Унсӑр пуҫне калаҫура Валерий Клементьевӑн ҫемьи пирки, унӑн бизнесӗ пирки, концертсем ирттересси пирки ыйтусем хускатнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Персона
![]() Алексей Ургалкин роле калӑпланӑ самант Пушӑн 17-мӗшӗнче, 1910 ҫулта, Чӗмпӗр облаҫӗнчи Елаур ялӗнче Алексей Ургалкин ҫут тӗнчене килнӗ. Вӑл — Чӑваш АССРӗн тава тивӗҫлӗ артисчӗ, Чӑваш АССРӗн халӑх артисчӗ, РСФСР тава тивӗҫлӗ артисчӗ, РСФСР халӑх артисчӗ, СССР халӑх артисчӗ. Вӑл ҫуралнӑранпа 105 ҫул хыҫа юлнӑ. Анчах унӑн пултарулӑхӗ халӗ те халӑх асӗнче. Алексей Ургалкин артист пулма ӗмӗтленнӗ. Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗнче вӑл 1936 ҫултанпа ӗҫленӗ. Унта вӑл мӗн виличченех тӑрӑшнӑ. 45 ҫулта вӑл 200 ытла роле калӑпланӑ. Халӑх пурнӑҫне, ҫын психологине пӗлни сӑнара туллин уҫса пама май панӑ. Хухрай («Как закалялась сталь»), Сетнер («Нарспи»), Степан («Ялта»), Сентиер («Айдар») тата вӑл калӑпланӑ ытти рольсем халӑх асӗнче яланлӑхах ҫырӑнса юлнӑ. Алексей Ургалкин ӗҫне чунпа парӑннӑ. 1946 ҫулта «1941–1945 ҫулсенчи Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫи вӑхӑтӗнче хастар ӗҫленӗшӗн» медальпе чысланӑ. Алексей Ургалкина ӗҫне кура тӗрлӗ ҫулсенче ытти наградӑна та панӑ. Сӑнсем (19) Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Спорт
![]() Культурӑри тата ӳнерти шашистсем Иртнӗ шӑматкун Чӑваш патшалӑх культурӑпа ӳнер институтӗнче шашка выляссипе турнир иртнӗ. Ӑна патшалӑхӑн культура тата ӳнер учрежденийӗсенче тӑрӑшакансен II физкультурӑпа спорт спартакиадине ирттернӗ май йӗркеленӗ. Ӑмӑртӑва 24 ушкӑн хутшӑннӑ. Кашни ушкӑн 2 хӗрарӑмпа 1 арҫынтан тӑнӑ. Турнира Швейцари мелӗпе 5 туртан йӗркеленӗ. Виҫӗ тур хыҫҫӑн Чӑваш патшалӑх пукане театрӗнче, Республикӑн ача-пӑчапа ҫамрӑксен вулавӑшӗнче тата Чӑваш патшалӑх юрӑпа ташӑ ансамблӗнче ӗҫлекенсем пуринчен ытла очко пухнӑ. Вулавӑша илсен, шашкӑлла выляма хӗрарӑмсем кӑна пырса ҫитнӗ. Анчах хӗрарӑм тени арҫынтан айван тенине пӗлтермест вӗт! Пӗрремӗш вырӑна юрӑпа ташӑ ансамблӗ йышӑннӑ, иккӗмӗшне — Хальхи историн патшалӑх архивӗ, виҫҫӗмӗшне — пукане театрӗ. Сӑнсем (6) Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Персона
![]() ЧР шалти ӗҫсен министрӗн ҫумӗ Ольга Кузнецова Пуш уйӑхӗн 13-мӗшӗнче Чӑваш Енӗн Шалти ӗҫсен министерствинчи яваплӑ пуканран пӗрне хӗрарӑма шаннӑ. Вӑл пӗр-пӗр пай е управлени пуҫлӑхӗ те мар — министрӗн ҫумӗ. Ҫак яваплӑ та хисеплӗ ӗҫе Ольга Кузнецова ятлӑ ҫынна шаннӑ. Хӗрарӑм унччен министрӑн ҫумӗн должноҫӗнче вӑхӑтлӑх шутланнӑ. Нумаях мар — кӑҫалхи нарӑс уйӑхӗн ҫурринчен тытӑнса. Харӑсах Ольга Викторовна ЧР ШӖМӗн Следстви управленийӗн пуҫлӑхӗнче тӑрӑшнӑ. 52 ҫулти Кузнецова юстици полковникӗ шутланать. 1995 ҫулта вӑл Самарти патшалӑх университетне вӗренсе пӗтернӗ. Шалти ӗҫсен тытӑмӗнче 1988 ҫултах ӗҫлеме тытӑннӑ. Чӑваш Ене кӑҫалхи нарӑсра куҫса киличчен 2007 ҫулхи ҫурла уйӑхӗнчен тытӑнса Самар хулинчи шалти ӗҫсен управленийӗнче следстви пайне ертсе пынӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (02.05.2025 15:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 747 - 749 мм, 12 - 14 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.