Республикӑра
/t.me/pro_cheby каналтан илнӗ сӑнӳкерчӗк Чӑваш Енри учительсен оклачӗ пурӑнма кирлӗ чи пӗчӗк виҫерен пӗчӗкрех иккен. Кун пирки Телеграмри каналсенчен пӗринче ӗнер пӗлтернӗ. Асӑннӑ ҫӑлкуҫра хыпарланӑ тӑрӑх, оклад эпир маларах асӑннӑ виҫерен икӗ хута яхӑн пӗчӗкрех. Категорисӗр тата стажсӑр уительсен оклачӗ пирӗн республикӑра 8533 тенкӗпе танлашать-мӗн. Атӑлҫи тӑрӑхӗнчи регионсене илсен унтан пӗчӗкреххи Мари Элта ҫеҫ. Унта вӑл — 8265 тенкӗ. Ку вӑл — юпа уйӑхӗн 4-мӗшӗ тӗлне илсен. Тутарстанри учительсен оклачӗ — 16157 тенкӗ, Чулхуларисен — 13467 тенкӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
t.me/oanikolaev каналтан илнӗ сӑнӳкерчӗксем Ӗнер, юпа уйӑхӗн 10-мӗшӗнче, Чӑваш Енри виҫӗ кинемей 100 ҫул тултарнӑ. Вӗсенчен иккӗшӗ, Анна Иванова тата Мария Кручинина, Шупашкарта пурӑнаҫҫӗ, Шемсия Сафина — Патӑрьел муниципаллӑ округӗнчен. Вӑрҫӑ ҫулӗсенче Мария Христофоровна тата Шемсия Алиулловна фронтра ӗҫленӗ, аслӑ Ҫӗнтерӗве ҫывхартма пулӑшнӑ. Анна Титовна II Прибалтика фронтӗнче ҫарта пулнӑ. Анна Иванова вӑрҫӑ ҫулӗсенче телейлӗ те вӑрӑм ӗмӗр пирки ӗмӗтленнӗ. Халӗ вара вӑл ҫынсене кӳрентерес марччӗ тесе пурӑнать. Кинемейсене Телеграмри хӑйӗн каналӗнче республика Элтеперӗ Олег Николаев саламланӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
Ҫӗрпӳ муниципаллӑ округӗнче Виҫпӳрт ялӗ ҫывӑхӗнче строительство ҫӳп-ҫап купине тупнӑ. Унта тимӗр бетон конструкцийӗсем, кивӗ асфальт катӑкӗсем выртнӑ. Пӗтӗмпе - 1260 тӑваткал метр ҫинче. Свалка ял хуҫалӑх пӗлтерӗшлӗ ҫӗрсем ҫинче. Россельхознадзор ҫӗр хуҫине асӑрхаттару панӑ, ӑна рекультиваци тума сӗннӗ. Ҫӗр хуҫи строительство ҫӳп-ҫапне илсе тухнӑ, рекультиваци тумалли проект хатӗрлеме заявка хӑварнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
r21.fssp.gov.ru сӑнӳкерчӗкӗ Шупашкарта пурӑнакан пӗр арҫынтан суд приставӗсем ҫын хваттерне чӗртсе ярса шар кӑтартнин тӑкакне шыраса илнӗ. 66 ҫулти арҫын аппӑшӗн (тен, йӑмӑкӗн пулӗ. Суд приставӗсен сайтӗнчи вырӑсла хыпарта «сестра» тесе ҫырнӑ та) хваттерне чӗртсе янӑ. Унччен пӗртӑвансем хушшинче тавлашу сиксе тухнӑ. Арҫын тӑванне шар кӑтартас тесе алла шӑрпӑк тытнӑ. Хӗрарӑмӑн хваттерти мӗнпур пурлӑхӗ ҫунса кайнӑ. Тӑванӗ тӗлӗшпе хӗрарӑм суда тухнӑ. Унта арҫынна 2 ҫуллӑха тӗрмене хупса хумалла тата пурлӑха сиен кӳнине саплаштармалла тунӑ. Арҫынран суд приставӗсем 1,15 миллион тенкӗ ытла шыраса илнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
news.myseldon.com сайтри сӑн РФ Президенчӗ Владимир Путин Чӑваш Енӗн прокурорӗн должноҫне Эдуард Гиматова сӗннӗ. Паян Федераци Канашӗнче ҫак кандидатурӑна ырланӑ. Эдуард Гиматов - Курган облаҫӗнчен. Вӑл 2002 ҫулта Тюменьти патшалӑх унивреситетне ӑнӑҫлӑ пӗтернӗ. 2003 ҫулхи ҫу уйӑхӗнченпе прокуратура органӗсенче ӗҫлет. Малтан прокурор пулӑшуҫи пулнӑ, кайран – Тюмень облаҫӗн тата Тюмень хулин прокурорӗ. Ҫавӑн пекех Тамбов облаҫӗн прокурорӗн ҫумӗнче ӗҫленӗ. Вӑл – юстицин аслӑ канашҫи. Ӗҫре ҫитӗнӳсем тунӑшӑн ӑна пӗрре мар хавхалантарнӑ, ҫав шутра – Раҫҫейӗн тӗп прокурорӗ те. Аса илетер: унччен Чӑваш Ен прокурорӗ Андрей Фирсов пулнӑ. Вӑл кӑҫалхи утӑ уйӑхӗн 1-мӗшӗнче Атӑл урлӑ ишсе каҫнӑ чухне вилнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
Следстви комитечӗ тунӑ сӑн Етӗрнере пурӑнакан 51 ҫулти арҫын тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Вӑл ҫынна вӗлерме тӑнӑ тесе шутлаҫҫӗ. Следстви комитечӗн Чӑваш Енри следстви органӗсем пӗлтернӗ тӑрӑх, юпа уйӑхӗн 8-мӗшӗнче каҫхине вӑл кил картишӗнче пӗлӗшӗпе пулнӑ. Вӗсем хирӗҫсе кайнӑ. Кил хуҫи ҫӗҫӗ ярса тытнӑ та хӑнана кӑкӑрӗ тӗлӗнчен виҫӗ хутчен чикнӗ. Лешӗ ҫине тӑрсах хӳтӗленнӗ. Кайран ҫакна куракансем васкавлӑ медпулӑшу чӗннӗ. Ҫапла арҫынна вилӗмрен ҫӑлса хӑварнӑ. Халӗ вӑл реанимацире. 51 ҫулти арҫынна тытса чарнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
t.me/oanikolaev сӑнӳкерчӗкӗ Чӑваш Ен Элтеперӗ ют ҫӗшыв журналисчӗсемпе тӗл пулнӑ, вӗсен ыйтӑвӗсене хуравланӑ. Республика ертӳҫи Олег Николаев Телеграмра хыпарланӑ тӑрӑх, вӑл Армени, Беларуҫ, Вьетнам, Казахстан тата Таджикистан журналисчӗсемпе курса калаҫнӑ. Ют ҫӗршыври массӑллӑ информаци хатӗрӗсенче ӗҫлекенсен пресс-турне пирӗн тӑрӑхра пуҫласа йӗркеленӗ. Олег Николаев пӗлтернӗ тӑрӑх, Чӑваш Ен ют ҫӗршывсемпе килӗштерсе ӗҫлени ҫинчен каласа кӑтартнӑ тата тата хутшӑнусене аталантарса пырасси пирки калаҫнӑ. Чӑваш Ен, сӑмахран, Раҫҫейпе Беларуҫ туса кӑларакан троллейбуссене туянать, Вьетнама чӑваш сӑрине ӑсатасшӑн. Хӑнасене республика культурипе, йӑли-йӗркипе паллаштарнӑ, унӑн экономика, промышленность тата туризм вӑй-хӑвачӗ ҫинчен каласа кӑтартнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сывлӑх
Стопкоронавирус.рф сайтри сӑн Чӑваш Енре икӗ уйӑх ҫурӑ кӑшӑлвирусран вилнӗ тӗслӗх пулманччӗ. Юлашки эрнере вара, шел те, Стопкоронавирус.рф сайтри статистика пӗр ҫын вилнине кӑтартать. Юпан 2-8-мӗшӗсенче республикӑра 393 ҫын кӑшӑлвируспа чирленӗ. Вӗсенчен 30-шне пульницӑна вырттарнӑ. Юлашки эрнере 585 ҫын сывалнӑ. Пандеми пуҫланнӑранпа Чӑваш Енре 117,4 пин ҫын кӑшӑлвируспа чирленӗ. Вӗсенчен 4741-шӗ вилнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
t.me/chuv_kray каналтан илнӗ сӑнӳкерчӗк Чӑваг патшалӑх университечӗн виҫӗ студенчӗ «Студентсен стартапӗ» пӗтӗм ҫӗршыври конкурсра ҫӗнтернӗ. Вӗсенчен кашниех пӗрер миллион тенке тивӗҫӗ. Унпа вӗсем хӑйсен бизнес-проектне пурнӑҫа кӗртӗҫ. Вырӑс тата чӑваш филологийӗпе журналистикин факультетӗнче вӗренекен Юлия Данилова «МЧСӑн интерактивлӑ музейӗ» интерактивлӑ проектшӑн гранта тивӗҫнӗ. Медицина факультетӗнче пӗлӳ илекен Владислав Малыгин кариес профилактикипе ҫӗнӗлле ӗҫлеме ӗмӗтленет. Вӑл усӑллӑ канихвет шухӑшласа кӑларнӑ. Ҫав ҫимӗҫ шӑла сиен кӳмест, кариес пуҫланасран вара хӳтӗлет. Химипе фармакологи факультечӗн студентки Александра Трофимова вара пӑрҫа йышши пӗр курӑкран герпесран хӳтӗлемелли мазь хатӗрлесшӗн. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
tula.mk.ru сайтри сӑн Патӑрьел районӗнчи Туҫа ял тӑрӑхӗн администрацийӗн пуҫлӑхӗ пулнӑ арҫынна суд тунӑ. Ӑна 100 пин тенкӗ штраф тӳлеттерме йышӑннӑ. Суд палӑртнӑ тӑрӑх, вӑл 2015 ҫулта Кивӗ Ахпӳрт ялӗнче пурӑнакан пӗлӗшне 0,35 гектар ҫӗр ҫинче хушма хуҫалӑх йӗркелеме ирӗк паракан суя документсем тыттарнӑ. Унччен вара ҫак лаптӑка никама та паман. Кун хыҫҫӑн пӗлӗшӗ ҫӗре харпӑрлӑха илнӗ. Кадастр хакӗ – 145 565 тенкӗ. Унпа вӑл хӑйне кирлӗ пек усӑ курнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (11.01.2025 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 755 - 757 мм, -1 - 1 градус сивӗ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Дементьев Пётр Васильевич, СССРта авиапром ӗҫне пуҫаракансенчен пӗри ҫуралнӑ. | ||
| Димитриев Василий Димитриевич, паллӑ чӑваш историкӗ ҫуларнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |