Хулара
/t.me/pro_cheby сӑнӳкерчӗкӗ Шупашкарта ыркӑмӑллӑх шкапӗ пур. Ӑна хулари МНТК пульницӑна хирӗҫ вырнаҫтарса хунӑ. Унта ҫынсем хӑйсен япалисене пырса хума пултараҫҫӗ, теприсем ҫав япаласене илсе каяйраҫҫӗ. Тепӗр чухне хитре япаласемех юрӑхсӑра тухаҫҫӗ: е пӗчӗкленсе кайнӑран, е ун пеккине тек тӑхӑнас килменрен. Ҫӳп-ҫап контейнерне тухса перес вырӑнне ун пек япаласене ыркӑмӑллӑх шкапне кайса хума май пур. Телеграмри каналсенчен пӗринче ҫырнӑ тӑрӑх, ун пеке шкапсем ытти вырӑнта та уплсан аван. Япалана хурса хӑварассишӗнех хулан пӗр вӗҫӗнчен тепӗр вӗҫне пурин те ҫӳрес килмест-ҫке. Ҫывӑхрах пулсан такам та кайса парӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
Чӑваш кӗнеке издательствин сӑнӳкерчӗкӗ Чӑваш Енӗн Наци вулавӑшӗнче юпа уйӑхӗн 12-мӗшӗнче Галина Антонован «Ҫил ҫинчи турат» кӗнеке хӑтлавне ирттерӗҫ. Кун пирки ҫыравҫӑ халӑх тетелӗнчи хӑйӗн страницинче пӗлтернӗ. Хӑтлав 16 сехетре пуҫланӗ. «Пурне те хапӑл туса кӗтетӗп», — тесе ҫырнӑ автор. Аса илтерер: Галина Алексеевна Вӑрнар районӗнчи Витӗртухан Ялтӑра (Аҫӑм-Ҫырми) ялӗнче ҫуралса ӳснӗ. Республикӑри хаҫатсенче чылай ҫул ӗҫленӗ, 2006 ҫултанпа Чӑваш кӗнеке издательствинче вӑй хурать. Маларах унӑн «Хамӑркка», «Чӑваш», «Его звали Чуваш», «Курак тӑманӗ», «Мӑшӑр ҫунат», «Хутлӑ-хутлӑ хут кермен. Волшебный дворец», «Ҫураҫми кӳршӗсем. Недружные соседи» кӗнекисем пичетленсе тухнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
Шупашкарта пурӑнакан Анна Иванова паян, юпа уйӑхӗн 10-мӗшӗнче, 100 ҫул тултарать. Вӑл Канаш районӗнчи Вӑрман Енӗш ялӗнче ҫуралнӑ. Ҫичӗ класс вӗренсе пӗтерсен фермӑна ӗҫе вырнаҫнӑ. Анчах вӑрҫӑ пуҫлансан ӑна связистсен курсне вӗренме янӑ, кайран салтака илсе кайнӑ. Вӑрҫӑран аманса таврӑнса ҫыхӑну уйрӑмӗн пуҫлӑхӗнче мӗн тивӗҫлӗ канӑва кайичченех ӗҫленӗ. Мӑшӑрӗпе вӑл 1950 ҫулта ҫемье ҫавӑрнӑ. Виҫӗ ывӑлпа икӗ хӗр ура ҫине тӑратнӑ. Паян вӗсенчен пӗр хӗрӗпе пӗр ывӑлӗ ҫук ӗнтӗ — леш тӗнчене уйрӑлса кайнӑ. Кинемей Шупашкарти хваттерӗнче пӗчченех пурӑнать. Лавккана та тухса кӗрет, килне те хӑех тирпейлесе тӑрать. Питӗр хулинчи хӗрӗ хӑйӗн патне илсе каясшӑн та, кинемей тӑван тӑрӑхран тухса кайма килӗшмест. Кинемей калпак тата шарф ҫыхса вӑхӑта ирттерет, кӳршӗ-аршӑпа хутӑшать. «Ҫынпа ҫураҫуллӑ пурӑнмалла», — тет тӑнлавне пас тытнӑ Анна Титовна. |
Пӑтӑрмахсем
21.мвд.рф сӑнӳкерчӗкӗ Ӗнер, юпа уйӑхӗн 8-мӗшӗнче, Элӗк муниципаллӑ округӗнче ҫамрӑк мотоциклис пурнӑҫӗ татӑлнӑ. 19 ҫулти каччӑ «Элӗк-Юнтапа» ҫулпа мопедпа вӗҫтерсе пынӑ. Чӑваш Енӗн Шалти ӗҫсен министерствинче пӗлтернӗ тӑрӑх, каччӑ пысӑк хӑвӑртлӑхпа кайнӑ. Ҫавӑн чухне вӑл хирӗҫ килекен ҫул ҫине тухса кайнӑ, унтан ҫул айккинелле кӗрсе кайса йывӑҫ ҫине пырса ҫапӑннӑ. Йывӑр суранланнӑ каччӑ (вӑл хӑй Ҫӗнӗ Шупашкартан пулнӑ) вырӑнтах вилсе кайнӑ. Унӑн водитель удостоверенийӗ пулман. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
k1news.ru сайтри сӑн Шупашкарта пурӑнакан 30 ҫулти хӗрарӑм полицие пырса пулӑшу ыйтнӑ. Унӑн 9 ҫулти ывӑлӗ компьютерпа вӑйӑ вылянӑ та амӑшӗн карточки ҫинчи 65 пин тенке куҫарса панӑ. Куншӑн ӑна счет ҫине хушма «фишка» куҫарса парасса шантарнӑ. Анчах ача кӑлӑхах кӗтнӗ. 11 ҫулти арҫын ачан амӑшӗ те ҫапла шар курнӑ. Шӑпӑрлан вӑйӑра промокод илесшӗн пулнӑ, палламан ҫынсене амӑшӗн банк карттин реквизичӗсене пӗлтернӗ. Ҫапла счет ҫинчен 30 ытла пин тенкӗ ҫухалнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Чӑвашлӑх
Пӗрремӗш канал видеовӗнчен илнӗ сӑнӳкерчӗк Пӗрремӗш каналпа каллех чӑвашсене кӑтартнӑ. Хальхинче — ентешӗмӗрсем пӗтӗм халӑх хушшинчи «Раҫҫей» курав-форума епле хатӗрленни ҫинчен каласа кӑтартнӑ. Асӑннӑ форум чӳк уйӑхӗн 4-мӗшӗнче, Халӑхсен пӗрлӗхӗн кунӗнче, Мускаври ВДНХра уҫӑлӗ. Унта ҫӗршыври мӗнпур 89 субъект хутшӑнӗ. Чӑваш Енре хатӗрленӗ «Раҫҫейӗн тӗрленӗ карттии» мероприятин визит карточки пулассине пӗлтереҫҫӗ. Унӑн цифра копине асӑннӑ ҫурта кӗнӗ ҫӗре вырнаҫтарса хурӗҫ. Куравра чӑваш йӑли-йӗркиллӗ туйпа паллаштарӗҫ. Пулас мӑшӑрсем, Максим тата Анастасия, туя ҫине тӑрсах хатӗрленеҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
mintrud.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Чӑваш Енри ачасем кӗрхи каникул вӑхӑтӗнче те уйлӑхсенче канӗҫ. Унта пурне те ямӗҫ. Йывӑр лару-тӑрури ҫемьесенче ӳсекенсене ҫеҫ. Ачасене талӑкӗпе пурӑнтармалли уйлӑхсене республикӑра виҫӗ ҫӗрте уҫӗҫ. Вӗсем юпа уйӑхӗн 28-мӗшӗнчен пуҫласа чӳк уйӑхӗн 4-мӗшӗччен ӗҫлӗҫ. Заявленисене халӑхӑн социаллӑ ыйтӑвӗсене тивӗҫтерекен центрсенче паянтан йышӑнма пуҫланӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
sdelanounas.ru сайтри сӑн Вӑрнар районӗнче 3 арҫын ача рельссем ҫине чулсем хурса алхаснӑ. Ҫакна «Мускав – Хусан» маршрутпа ҫӳрекен машинист асӑрханӑ та кун пирки Вӑрнарти чукун ҫул станцийӗн дежурнӑйне пӗлтернӗ. Лешӗ ку хыпара транспорт полицине ҫитернӗ. Полицейскисем вырӑна ҫитнӗ, ҫак ӗҫе тунӑ арҫын ачасене тупнӑ. Вӗсем 18 ҫул тултарманнине кура ашшӗ-амӑшне административлӑ майпа явап тыттарнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
Инкеклӗ лару-тӑру министерстви тунӑ сӑн Етӗрне районӗнчи Кӑташ ялӗнче ӗнер, юпа уйӑхӗн 8-мӗшӗнче, пушар пулнӑ. 19 сехетре йывӑҫ ҫурта ҫулӑм ярса илнӗ. «Хӗрлӗ автан» ҫурта питӗ хӑвӑрт ҫавӑрса илнӗ. Юрать-ха, ҫӑлавҫӑсем пушара кӳршисем патне куҫма паман. Шел те, кил хуҫи хӗрарӑмӗ, 63 ҫултискер, пушартан тухайман. Ҫулӑма сӳнтерсен унӑн виллине тупнӑ. Шӑматкун Улатӑр районӗнчи Соловьевский поселокӗнче те пушар пулнӑ. Унта 50 ҫулти арҫын ҫуртсӑр тӑрса юлнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
mintrud.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Улатӑр хулинче пурӑнакан ӗҫсӗр программист графика дизайнерне вӗренет. Ӑсталӑха алла илме «Работа России» (чӑв. Раҫҫейри ӗҫ) кадр центрӗ май парать. Шӑпах асӑннӑ центр Никита Дементьева ҫӗнӗ профессие суйласа илме пулӑшнӑ. «Хушма пӗлӳ илни мана хамшӑн ӗҫлеме май парӗ, программӑлас ӗҫе тарӑнрах ӑнланма пултарӑп. Сайтсем, веб-программӑсем хатӗрлесе укҫа ӗҫлесе илесси мана питех те хавхалантарать. Анимаци роликӗсем те ӑсталама юрататӑп», – хавхаланса каласа кӑтартнӑ каччӑ. Ҫӗнӗ профессие Никита ҫулталӑк вӗҫӗ тӗлне вӗренсе пӗтермелле. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (11.01.2025 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 755 - 757 мм, -1 - 1 градус сивӗ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Дементьев Пётр Васильевич, СССРта авиапром ӗҫне пуҫаракансенчен пӗри ҫуралнӑ. | ||
| Димитриев Василий Димитриевич, паллӑ чӑваш историкӗ ҫуларнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |