Трактор тӑвакан культура керменӗнче ыран, раштавӑн 11, 13 сехетре, "Малина йӑмӑкӗсем" вокал ансамблӗн концерчӗ иртӗ. Ансамбль ҫӗнӗ концерт программине кӑтартӗ. Вӑл программӑпа ансамбль кайран чӑвашсем пурӑнакан ытти регионсем тӑрӑх кайса кӑтартма шутлать. Пурне те концерта чӗнетпӗр!
Ҫӑлкуҫ: Cap.ru |
«Коммерсант. Власть» Раҫҫейӗн аналитикӑллӑ еженедельникӑн «Где на Руси жить хорошо?» ятлӑ рейтинг пичeтленнӗ. Рейтингра хӑш Раҫҫей субъекчӗнче пурнӑҫ лайӑхраххине тишкернӗ. Тишкерес ӗҫ валли 19 параметр усӑ курнӑ. Мускав хулинчи пурнӑҫа тӗпе хурса кашни региона баллсем шутласа кӑларнӑ.
Рейтинг тӑрӑх, 10 чи лайӑх регион ҫапла вырнаҫнӑ: 1. Санкт-Петербург (1078); 2. Мускав (1000); 3. Тутарстан Республики (846); 4. Чӑваш Ен (838) 5. Белгород облаҫӗ (800) 6. Ярославль облаҫӗ (779) 7. Мускав облаҫӗ (777) 8. Ҫурҫӗр Осети Республики (775) 9. Новгород облаҫӗ (769) 10. Астрахань облаҫӗ (767) |
Литература кӗтесӗнче М. Фёдоровӑн "Арҫури" балладине тупма пултаратӑр. Ку баллада чӑваш литературин пӗрремӗш палӑкӗсем шутне кӗрет. |
Паян Чӑваш Ене Атӑлҫи Федераллӑ округӗн Раҫҫей Федерациӗн полномочлӑ представителӗ Александ Коновалов килнӗ. Унӑн программинче Н.В. Фёдоровпа, Чӑваш Енӗн Патшалах Канашлӑвӗн ертӳҫисемпе, политика партиӗсен, халӑх организациӗсен, тӗн конфесиӗсен представителӗсемпе тӗл пуласси. Ҫавӑн пекех "Приволжское" хуҫалӑха тата "Амӑшсемпе ачалӑха упракан президент центрӗ" ГУЗа ҫитсе курӗ.
Ҫӑлкуҫ: Cap.ru |
Ҫӗнӗ Шупашкар вырӑнӗнче пулнӑ 13 ялтан пӗрин ҫинчен каласа кӑтартакан «Тоскинеево и тоскинеевцы» кӗнеке пичӗтленсе тухнӑ. Архивсем тӑрӑх ял 1746 ҫулта никӗсленнӗ, 1960 ҫулта хула химкомбинатӑн санитари зонине лекнӗ. Вӑл вӑхӑтра 85 хуҫалӑх пулнӑ, 350 ҫын пурӑннӑ. Кӗнекен авторӗсем: Б.А.Петров, А.П.Павлов и С.Ф.Федоров.
Ҫӑлкуҫ: Cap.ru |
2005 ҫулхи кӑрлачпа юпа уйӑхӗн хушшинчи демографи улшӑнӑвӗсене пӗтӗмлетнӗ. Ҫак вӑхӑт хушшинче пурӗ 11 091 ача ҫуралнӑ, 16 438 ҫын вилнӗ. Шупашкар хулинче тата Ҫӗнӗ Лапсар, Кӳкеҫ, Сосновка хула евӗрлӗ посёлокӗсенче ҫeҫ халӑх шучӗ чакман. Ытти ҫӗрте халӑх шучӗ самаях чакнӑ. Халӑх шучӗ чи нумай Пӑрачкав, Улатӑр, Ҫӗмӗрле, Хӗрлӗ Чутай тата Сӗнтӗрвӑрри районӗсенче чакнӑ. Ку тапхӑрта пурӗ 7 168 ҫӗнӗ ҫемье йӗркеленнӗ, 3634 ҫемье арканнӑ.
Ҫӑлкуҫ: Cap.ru |
Чӳкӗн 27-мӗшӗнче Шупашкарта "Ҫӑлтӑрлӑх — кӗркунне 2005" пӗтӗм тенчери кушаксен куравӗ иртнӗ. Курав "Карӑш" экологипе биологи центрӗнче иртнӗ. Курава Шупашкар, Ҫӗнӗ Шупаршкар, Хусан, Йошкор-Ола хулисенчен пурӗ 56 кушак хутшӑннӑ. Кушаксене пӗтӗм тӗнче шайӗнчи ӑстa, эксперт-филонолог Инна Шустрова тишкернӗ. Карӑшӑн тепӗр куравӗ раштавӑн 11-мӗшӗнче иртӗ. Вӑл кӑшлакан чӗрчунсем ҫинчен пулӗ.
Ҫӑлкуҫ: Cap.Ru |
Чӳкӗн 26 Шупашкарта ача-пӑча хушшинче ҫапӑҫу искуствин фестивалӗ иртнӗ. Пурӗ Шупашкартан, Етӗрнерен, Ҫӗнӗ Шупашкартан, Хусантан тата Йошкор-Оларан 15 ушкӑн хутшӑннӑ. Вӗсем каратэ, ушу, саньда, ҫавӑн пекех самбо, дзюдо вырӑс ҫапӑҫу исскуствин ҫапӑҫас малӗсене ӑста кӑтартнӑ. Ку фестивале малашне кашни ҫӳл иртерме йышӑннӑ.
Ҫӑлкуҫ: Regnum.Ru |
Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институтне никӗсленӗрен 75 ҫул ҫитет. Ку института 1930 ҫулта никӗсленӗ. Институтра чӑваш чӗлхине, литературине, халах пултарухӑхне, историне тата ытти пайсене тӗпчеҫҫӗ. Пурӗ халӗ институтра 44 сотрудник ӗҫлет, вӗсен шучӗнче 6 ӑслӑлӑхсен тухтӑрӗ, 22 ӑслӑлахсен кандидачӗ.
Ҫӑлкуҫ: Cap.ru |
Улатӑр районӗнчи Ҫӗнӗ Эйпӗҫ вӑтам шкулӗнче Аруй Михаил Филлипович ҫуралнӑранпа 110 ҫул ҫитнине, тата шкула никӗсленин 165 ҫул ҫинтине халалланӑ вулакансен конкурсӗ иртнӗ. Конкурса А.И.Борисов уҫнӑ. Пурӗ вӑтӑрпиллӗкӗн хӑйсен тата М. Аруй сӑввисене вуланӑ. Пӗрремӗш вырӑнсене Раиса Ивановна Долгова (чӑваш чӗлхипе литературине малтан ку шкулта вӗрентнӗ), Катя Романова тата Аня Круглова (1 клас), Александр Петров (5 клас), Наталия Краснова (10 клас) йышӑннӑ. Вӗсене грамотӑсем тата парнесем панӑ. |
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (20.04.2025 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 748 - 750 мм, 14 - 16 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Золотов Василий Гордеевич, халӑха ҫутта кӑларас ӗҫе йӗркелекенӗсенчен пӗри ҫуралнӑ. | ||
| Иванов Алексей Иванович, чӑваш чӗлхи тӗпчевҫи, журналист редактор вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |