Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -2.7 °C
Пилӗкне хытӑ ҫых, ӑсна ҫирӗп тыт.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Agabazar: Ҫырулӑх йӗркевӗсен КОНЦЕПЦИЙӖ пирки

Agabazar05.12.2014 12:2237735 хут пӑхнӑ
<<...Виҫҫӗмӗш ыйту каллех тенӗ пек орфографи тавра пулчӗ. Чӗлхе комиссийӗ хӑй ҫумӗнче орфографи комиссине йӗркелерӗ (15 ҫынран), ҫитес ҫул ятарлӑ конференци ирттерсе унти сӗнӳсемпе килӗшӳллӗн орфографи правилисен тӳрлетнӗ вариантне хатӗрлеме пулчӗ.>> http://chuvash.org/news/7684.html

 

1)Чӑн малтанах палӑртса хумалалла: йӗркевсене кармаҫӑварсем, балбессем, бомжсем, ҫапкаланчӑксем валли мар, ЧӖЛХЕҪӖСЕМШӖН тата ЧӖЛХЕПЕ ҪЫХӐННӐ ТИЕКСЕМШӖН ӑсталаҫҫӗ. Йӗркевсене "аяларахри" шайсене ҫитересси — пачах урӑх ыйту.

2)Ҫырулӑх орфографирен ҫеҫ мар тӑрать. Унта ҫавӑн пекех графика, пунктуаци пур. Традици тӑрӑх, грамматика нормисене тата лексикологи ыйтӑвӗсене те унтах кӗртсе яраҫҫӗ. Вӗсене йӗркевсен официаллӑ текстӗнче пӗр-пӗринчен уйӑрма тӑрӑшмалла. Шкул ачисен ҫыру ӗҫӗсене тӗрӗс хаклас, йӑнӑшсене тӗрӗс палӑртас ыйту та ҫапла тума хистет.

3)Ҫырулӑх ҫыракансемшӗн тата вулакансемшӗн те МЕЛЛӖ пулма тивӗҫлӗ. Ӑна ҫапла, ҫав йӳтӗмпе ӑсталамалла. Малта —практика ыйтӑвӗсем, теори вара практика хыҫҫӑн пытӑр. Ҫыраканӗсем кӑрӑнташпа та, калемпе те, ручкӑпа та, клавиатурӑпа та ҫыраҫҫӗ мар-и?!

4)Тӗнче опытне тата хамӑрӑн пуян опыта шута илмелле.

5)Майӗпен чӑваш сӑмахӗсене ытти чӗлхесемпе (вырӑс, акӑлчан) транскрипцилес тата транслитерацилес ыйтусене те хускатас пулать.

 

P.S. Комиссие 15 ҫынна кӗртнӗ тенӗ. Ахӑртнех, кооптаци шучӗпе татах 1-2 ҫынна кӗртме пулать пуль пурӑна-киле. Шӑв-шав пырать. Хӑшӗсем ӑна (шӑв-шава) орфографин 75-мӗш параграфӗн асӑрхаттарӑвне катертес шутпа ҫеҫ усӑ курас тӗллевлӗ. Ҫавсенчен хытӑ сыхланас пулать.

 
Редакцирен: Статьяна вырнаҫтарни редакци автор шухӑшӗпе килӗшнине пӗлтермест.

Комментари:

Михаил Волков // 2115.58.4576
2014.12.12 00:30
Паллах, концепцине мĕн-мĕн кĕртессине палăртса сÿтсе явмалла. Йĕркеве çĕнетессин уйрăм йывăрлăхĕсене пĕрин хыçăн теприне тĕплĕн тишкерсен çеç вĕсене çĕнмелли сĕнÿсене шыраса тупма пулĕ. Çиччĕ виç те тин кас тенине манар марччĕ. Пĕрле е уйрăм çырассисĕр пуçне татса памалли йывăр ыйту чылаййине астумалла. Концепци тăвас темăна форума кĕртни паха. Чĕлхеçĕсене çеç мар, çыравçăсене те хутшăнма чĕнер. Пуш параппан çапмалли вырăн ан пултăр форум.
bor1959 // 1039.8.4424
2014.12.12 10:39
Ăнланмалла,Михаил Волков юлташ. Аран-аран тăнлă çын çырма пуçларĕ форумра, пуш параппан пирки те килĕшет.Аттун Акасапар тĕкет хăйĕн философине, никама та итлеместь.
Agabazar // 6774.2.0701
2014.12.17 23:56
Agabazar
Ку темăна хăвилоссăхсем валли мар, çырулăхпа ТĔРĔС усă курас текенсем валли уçнă.
bor1959 // 1039.8.4424
2014.12.18 10:12
Тĕрĕс Çырăлух(Акасапар шухăшĕпе) мĕн иккенне ăнланмастăп, çавăнпа çырмастăп та.Мĕн те пулин тăнлине çырсан вуласа тухса Акасапара тата ыттисене тав сăмахĕ калама хатĕр яланах .
Ача // 4117.51.7078
2014.12.18 18:24
Паянхи çырулăх меллĕ. Эпир, çамрăксем, Çамрăксен хаçатĕнче тĕлпултăмăр тесе çырнине йышăнма пултараймастпăр. Туркайĕ хистет пуль. Словаре юри пăхрăм. Кивĕ орфографи тĕл пултăмăр тесе çырма хушнă. Кунашкал ухмахлăхсем Хыпарпа унăн хаçачĕсенче паян темĕн чухлĕ. Мĕн хăтланаççĕ... Унчченхи Хыпар айванах пулнă-ши?
2014.12.18 18:38
Аçтахар Плотников
Кунта «тĕл пултăмăр» пулмалла. Анчах «тĕлпулу». «Тĕл пултăмăр» — сăмах майлашăвĕ, «тĕлпулу» — сăмах. «Тĕлпулу» сăмахри «-у» сăмах тăвакан аффикс, çавăнпа та вăл ниепле те сăмах майлашăвĕ пулма (тепĕр май каласан уйрăм çырăнма) пултараймасть. Çыру йĕркевне çав самантсене ăнлантарса памалла кăна ман шутпа. «Пĕтĕмпех пĕрле», «пĕтĕмпех уйрăм» тесе ăнлантарни тем тесен те çителĕксĕр.
Ача // 4117.51.7078
2014.12.18 19:20
Хисеплĕ админ, паянхи орфографи сăмах майлашăвĕсене уйăрса çырма хушни çав тери аван. Тĕлпулу пĕрле, тĕл пултăмăр уйрăм пулни шкул ачисене антăратсах ярать. Вăл, шкул ачи, сан пекех ăслă мар-çке! Тата - у сăмах тăвакан аффикс пулнăран сăмах майлашăвне пĕрле çырмалла тесе конституцире каланă-и е библире-и? Кĕлтăватпăр тесе çыртарасшăн тата. Каланă чухне делаем золу тени ку. Станьялпа Лисина темшĕн кĕлĕ тăватпăр майлашура (унчченхи Хыпар яланах кĕлĕ тăватпăр тесе çырнă) каллех делать золу шыраççĕ. Çырури кĕлпе кĕлĕ хушшинче, Грибоедов калашле, дистанция огромного размера. Ăнт.
Agabazar // 2131.3.3904
2014.12.18 21:43
Agabazar
Çырулăх историйĕнче "тĕл пултăмăр" пĕрле çырни нихçан та пулман.

Хисеплĕ ача, тавлашса тариччен 75-мĕш параграфа тытăр та тепĕр хут вуласа тухăр!!! Шурчанов юлташ алă пусса çирĕплетнĕ йĕркевсем — акă вăл пирĕн "Конституци", акă вăл пирĕн "Библи"! Унта пĕтĕмпех каланă!

Антаратсах яни çине ан йăвантарăр. Эпир кăмака çинче месерле выртсах çăвара кукăль татăкĕ кĕрессе кĕтесшĕн: пĕлĕтрен татăлса антăр имĕш! Йĕркевсене балбессем валли мар ăсталаççĕ. Концепцин пĕрремĕш пунктне пăхăр (пирĕн сĕнÿрен).

Дистанция огромного размера — Скалозуб полковник сăмахĕ (Грибоедов, "Ăса пула инкек").

Ача // 4117.51.7078
2014.12.19 09:11
Акапасар, эсĕ мана те ăнланасшăн мар. Тĕлпултăмăр нихçан та пĕрле çырман çав, çакна калатăп та. Паян,ав, Хыпар пĕрле çырать. Никама та тăнламаççĕ.Патшалăх Канашĕ йышăннă правилăсем, тĕрĕс калатăн, библи те, конституци те. Ăнлантарса пар çакна халăх поэтне Туркая. Кам хушнă ăна саккуна пăсма?

Паллах, Скалозуб, паллах. Анчах чи малтанах - Грибоедов! Вăл - автор.
Agabazar // 1417.90.5094
2014.12.19 13:10
Agabazar
Кирлĕ мар Скалозуб пирки "дискуссилеме"! :-)

Тĕл пултăмăр пĕрле çырни — ĂНĂÇСĂР. Ну апла çыраççĕ пулсан кунтан, сайтран, пĕлтерĕпĕр пурне те ăнăçсăр иккенне. Кирлех пулсан юнаса та илĕпер. :-)

"Тĕлпулу" тенине вара пĕрлех çырма тивет.

Страницӑсем: 1, ... 7, 8, 9, 10, 11, [12], 13, 14, 15

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Ытти чӗлхесем

Баннерсем

Шутлавҫӑсем