Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -2.7 °C
Пур пӗрле, ҫук ҫурмалла.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Agabazar: Ҫырулӑх йӗркевӗсен КОНЦЕПЦИЙӖ пирки

Agabazar05.12.2014 12:2237731 хут пӑхнӑ
<<...Виҫҫӗмӗш ыйту каллех тенӗ пек орфографи тавра пулчӗ. Чӗлхе комиссийӗ хӑй ҫумӗнче орфографи комиссине йӗркелерӗ (15 ҫынран), ҫитес ҫул ятарлӑ конференци ирттерсе унти сӗнӳсемпе килӗшӳллӗн орфографи правилисен тӳрлетнӗ вариантне хатӗрлеме пулчӗ.>> http://chuvash.org/news/7684.html

 

1)Чӑн малтанах палӑртса хумалалла: йӗркевсене кармаҫӑварсем, балбессем, бомжсем, ҫапкаланчӑксем валли мар, ЧӖЛХЕҪӖСЕМШӖН тата ЧӖЛХЕПЕ ҪЫХӐННӐ ТИЕКСЕМШӖН ӑсталаҫҫӗ. Йӗркевсене "аяларахри" шайсене ҫитересси — пачах урӑх ыйту.

2)Ҫырулӑх орфографирен ҫеҫ мар тӑрать. Унта ҫавӑн пекех графика, пунктуаци пур. Традици тӑрӑх, грамматика нормисене тата лексикологи ыйтӑвӗсене те унтах кӗртсе яраҫҫӗ. Вӗсене йӗркевсен официаллӑ текстӗнче пӗр-пӗринчен уйӑрма тӑрӑшмалла. Шкул ачисен ҫыру ӗҫӗсене тӗрӗс хаклас, йӑнӑшсене тӗрӗс палӑртас ыйту та ҫапла тума хистет.

3)Ҫырулӑх ҫыракансемшӗн тата вулакансемшӗн те МЕЛЛӖ пулма тивӗҫлӗ. Ӑна ҫапла, ҫав йӳтӗмпе ӑсталамалла. Малта —практика ыйтӑвӗсем, теори вара практика хыҫҫӑн пытӑр. Ҫыраканӗсем кӑрӑнташпа та, калемпе те, ручкӑпа та, клавиатурӑпа та ҫыраҫҫӗ мар-и?!

4)Тӗнче опытне тата хамӑрӑн пуян опыта шута илмелле.

5)Майӗпен чӑваш сӑмахӗсене ытти чӗлхесемпе (вырӑс, акӑлчан) транскрипцилес тата транслитерацилес ыйтусене те хускатас пулать.

 

P.S. Комиссие 15 ҫынна кӗртнӗ тенӗ. Ахӑртнех, кооптаци шучӗпе татах 1-2 ҫынна кӗртме пулать пуль пурӑна-киле. Шӑв-шав пырать. Хӑшӗсем ӑна (шӑв-шава) орфографин 75-мӗш параграфӗн асӑрхаттарӑвне катертес шутпа ҫеҫ усӑ курас тӗллевлӗ. Ҫавсенчен хытӑ сыхланас пулать.

 
Редакцирен: Статьяна вырнаҫтарни редакци автор шухӑшӗпе килӗшнине пӗлтермест.

Комментари:

Якур // 2682.43.7493
2014.12.07 22:24
Эсир Волков тетене асăнса та палăк лартаймарăр. Параграф кăштах кĕтет.
bor1959 // 1039.8.4424
2014.12.08 08:57
Акасапар:"Мошет пыть мар, "мошĕт-пыч" е "мушпĕт" темелле-тĕр"-нимĕнле улшăну та çук. Сăмаххисем пурпĕрех вырăсран кĕнĕскерсем. "Чăваш çырулăхне мухтав!"-тесе кăшкăрнипе çырулăх аталанияс çук.
Agabazar // 1642.29.6790
2014.12.08 12:16
Agabazar
"Кăшкăрнинчен" вара хăраса ÿкме кирлĕ мар. Е: "Çырулăх тĕп пултăр",—тесен аванрахчĕ-и?

Тĕрĕссипе аталантарасси пирки никамах та шарламан-ха... Кунта ытларах тÿнтерле "аталанса" каясран сехĕрленни палăрать.

"Аталантаракансем" тахçанах йăлахтарса çитернĕ ĕнтĕ.
Agabazar // 1642.29.6790
2014.12.08 12:16
Agabazar
bor1959:<<Акасапар:"Мошет пыть мар, "мошĕт-пыч" е "мушпĕт" темелле-тĕр"-нимĕнле улшăну та çук. Сăмаххисем пурпĕрех вырăсран кĕнĕскерсем.>>

Ютран сăмахсем комбинациленсе кĕнĕ пулсан, вĕсене пĕр-пĕринпе дефиспа çыхăнтараççĕ. Тĕслĕх: New York. Хамăр чĕлхене кĕртнĕ хыççăн хайхи компонентсем хушшинче дефис куратпăр: Нью-Йорк. Оригиналĕнче вара, малçăлкуçра, дефис çук! "Может быть" тенĕ япалапа та çаплах пулса тухма тивĕçлĕ.

"Кăшкарнинчен" вара хăраса ÿкме кирлĕ мар. Е: "Çырулăх тĕп пултăр",—тесен аванрахчĕ-и?
bor1959 // 1039.8.4424
2014.12.08 13:44
Аталантарни çук халлĕхе, пакăлтатни курăнать. 25 çул пакăлтататпăр, украин пекех.Япали паян та вырăнтах. Ав Тувалкин-Одер тытать те тăвать. Акасапар пек пакартине уçăлтармасть.
Agabazar // 5702.3.4097
2014.12.08 16:33
Agabazar
bor1959: << Ав Тувалкин-Одер тытать те тăвать.>>

Одёр тытса тунă ĕçсенчен пĕри (ыттисемпе пĕрле): http://www.kumashka.ru/index.php?op ... mid=83&limitstart=55

Попов патне янă Çыру. Çырулăх тĕлĕшпе.
Agabazar // 5702.3.4097
2014.12.08 16:33
Agabazar
Ку шухӑша хуратнӑ. Сӑлтавӗ:
bor1959 // 1039.8.4424
2014.12.08 17:30
Калап-иç Адер маттур тесе.Санăн та,Акасапар хăта,çак шая çитсен пит меллĕ пулмалла. Чунтан-вартан калатăп, пăрах пуш параппан çапма е параллельнă ĕçсем тунипе çап параппанне.
Михаил Волков // 2251.97.8925
2014.12.09 00:00
Шанма йывăр: хăйсен есесене вырăсла сыракансем пултарайес-и? Каллех Институтăн планепе, каллех сьав этемсемех концепци тумалла. Челхе пелеве телешенчен ытла хавшаса кайрамар-ске. Кандидата е ăнсăртран тухтăра тухатпăр та урăх нимен те кирле мар. Теллев пурнăсьланнă, есь те сьи. "Пурăнатпăр тет Кусьма пурнăсьа, хамăр ялта хамăр хусьа", концепци тата сире! Пырса та ан сьулăх.
Михаил Волков // 2251.97.8925
2014.12.09 00:18
Вы меня не допускаете к регистрации. Дикость невообразимая. Обвиняете в спамерстве за то, что поставляю вам факты, замалчиваемые в историографии и лингвистике, раскрывающие правду истории. Вынужден выходить на страницы форума окольным путем под собственными ФИО. На балаган у вас нет цензуры, а на правду, расходящуюся с неверными утверждениями авторитетов прошлого у вас наложено вето.

Страницӑсем: 1, ... 9, 10, 11, 12, 13, [14], 15

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Ытти чӗлхесем

Баннерсем

Шутлавҫӑсем