Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -2.7 °C
Выртакан чул мӑкланать, ҫӳрекен чул якалать.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Agabazar: Ҫырулӑх йӗркевӗсен КОНЦЕПЦИЙӖ пирки

Agabazar05.12.2014 12:2237733 хут пӑхнӑ
<<...Виҫҫӗмӗш ыйту каллех тенӗ пек орфографи тавра пулчӗ. Чӗлхе комиссийӗ хӑй ҫумӗнче орфографи комиссине йӗркелерӗ (15 ҫынран), ҫитес ҫул ятарлӑ конференци ирттерсе унти сӗнӳсемпе килӗшӳллӗн орфографи правилисен тӳрлетнӗ вариантне хатӗрлеме пулчӗ.>> http://chuvash.org/news/7684.html

 

1)Чӑн малтанах палӑртса хумалалла: йӗркевсене кармаҫӑварсем, балбессем, бомжсем, ҫапкаланчӑксем валли мар, ЧӖЛХЕҪӖСЕМШӖН тата ЧӖЛХЕПЕ ҪЫХӐННӐ ТИЕКСЕМШӖН ӑсталаҫҫӗ. Йӗркевсене "аяларахри" шайсене ҫитересси — пачах урӑх ыйту.

2)Ҫырулӑх орфографирен ҫеҫ мар тӑрать. Унта ҫавӑн пекех графика, пунктуаци пур. Традици тӑрӑх, грамматика нормисене тата лексикологи ыйтӑвӗсене те унтах кӗртсе яраҫҫӗ. Вӗсене йӗркевсен официаллӑ текстӗнче пӗр-пӗринчен уйӑрма тӑрӑшмалла. Шкул ачисен ҫыру ӗҫӗсене тӗрӗс хаклас, йӑнӑшсене тӗрӗс палӑртас ыйту та ҫапла тума хистет.

3)Ҫырулӑх ҫыракансемшӗн тата вулакансемшӗн те МЕЛЛӖ пулма тивӗҫлӗ. Ӑна ҫапла, ҫав йӳтӗмпе ӑсталамалла. Малта —практика ыйтӑвӗсем, теори вара практика хыҫҫӑн пытӑр. Ҫыраканӗсем кӑрӑнташпа та, калемпе те, ручкӑпа та, клавиатурӑпа та ҫыраҫҫӗ мар-и?!

4)Тӗнче опытне тата хамӑрӑн пуян опыта шута илмелле.

5)Майӗпен чӑваш сӑмахӗсене ытти чӗлхесемпе (вырӑс, акӑлчан) транскрипцилес тата транслитерацилес ыйтусене те хускатас пулать.

 

P.S. Комиссие 15 ҫынна кӗртнӗ тенӗ. Ахӑртнех, кооптаци шучӗпе татах 1-2 ҫынна кӗртме пулать пуль пурӑна-киле. Шӑв-шав пырать. Хӑшӗсем ӑна (шӑв-шава) орфографин 75-мӗш параграфӗн асӑрхаттарӑвне катертес шутпа ҫеҫ усӑ курас тӗллевлӗ. Ҫавсенчен хытӑ сыхланас пулать.

 
Редакцирен: Статьяна вырнаҫтарни редакци автор шухӑшӗпе килӗшнине пӗлтермест.

Комментари:

2014.12.24 17:01
Аçтахар Плотников
Волков юлташ, тархасшăн, техника уйрăмлăхĕсене чухламаннипе суя сăмах пирĕн пирки ан сарăр. Никам та сирĕн çырăвăрусене кăларса пемен, хуратман.
Михаил Волков // 1807.04.6131
2014.12.24 23:19
Каçару ыйтатăп. Страницăсене юлашки пост хыççăн кăтартнине куç япăхран асăрхаймарăм. Вĕсене тема хыççăн тÿрех тупма хăнăхнăччĕ те.Техниккăна вёренсе çитме йывăртарах. Почтăна та тем хăяматла çухатрăм. Хĕрĕм Çĕнçула килсе пулăшасса шанатăп анчах халĕ.
Асар // 4117.51.7078
2014.12.25 09:39
Хыпар 75-мĕш параграфа сĕмсĕррĕн пăсать, ват супнă çыравçăсемпе чĕлхе ăслăлăхне ним чухламан лесник-платник-кочегар-чиновник хыççăн каять. Тĕлпултăмăр, ялхуçалăх, ыркăмăллăх тата ытти кунашкал сăмахсене уйрăм çырмалла-çке.
2014.12.25 14:08
Аçтахар Плотников
«Ял хуçăлăх», «тĕл пултăмăр»-не уйрăм çырма килĕшетĕп, «ыркăмăллăх»-не вара ниепле те килĕшессĕм çук. «Ырă кăмăл» - тархасшăн, уйăрăр. «Ыркăмăллăх» вара термин пулсан хăй пĕр сăмах пулса тăрать, ниепле те сăмах майлашăвĕ мар вăл.
Асар // 4117.51.7078
2014.12.25 15:10
Админ иптеш, ма каламастăр Хыпара хăш сăмаха мĕнле çырмаллине - хăвăр çав таран ăслă тăк? Ну мĕн сÿтĕлетпĕр Станьял хыççăн? Леонтьев Станьял статйине кăçал пичетлемен пулсан Хыпарта - орфографи пирки сÿтĕкле хальхи тавлашу пулмастчĕ. Вăт мĕн патне илсе çитерет плюрализм. Хальхинче - Леонтьевăн.
2014.12.25 16:37
Аçтахар Плотников
«Админ иптеш, ма каламастăр Хыпара хăш сăмаха мĕнле çырмаллине»
Ара статья ярса панă эп вĕсене. Тулькăш пичетлесшĕн пулмарĕç пулас (Леонтьев вăхăтĕнче). Тĕп шухăша пулас конференцире уçса парасшăн, ун валли хатĕрлесе çитересшĕн.
Орфографи пирки тавлашусем тахçанах пыраççĕ. Кăçал тапратнине шута илмесĕрех. Халь ав, уйрăм çыртарас шутлисем ку ыйтăва ятарласа хускатнă тесе пăхасшăн, ăна татса парас вырăнне лучше шкулсенче сехетсене чакарассипе кĕрешмелли пирки калаççĕ. Икĕ ыйтăвĕ те çивĕч. Иккĕшĕ те ним çук çĕртрен тухмасть.
Agabazar // 1470.31.4143
2014.12.25 16:53
Agabazar
Асар // 4117.51.7078 2014-12-25 09:39 <<Хыпар 75-мĕш параграфа сĕмсĕррĕн пăсать,>>

Эсир, Асар, вăл параграфа, вуласа тухнă та пуль, анчах та ăна тĕрĕссипе пачах та чухламастăр. Кÿрентерес шутпа мар калатăп çакна.

Асар // 4117.51.7078 2014-12-25 09:39 <<Тĕлпултăмăр, ялхуçалăх, ыркăмăллăх тата ытти кунашкал сăмахсене уйрăм çырмалла-çке.>>

Тĕрĕссипе асăннă сăмахсене мĕнле çырмалли тĕлĕшпе 75-мĕш параграфра та, ытти тĕлте те пат! татса калани çук. Çавна кура кулленлĕхре "здравый смысл" çине таянас пулать.
Асар // 4117.51.7078
2014.12.25 17:27
Халĕ эпĕ дискусси сĕмне куратăп пек. Админ та, Акапасар та ыйту тĕшшине чухлаççĕ. Хуравăм: паянхи ăру çырнă пек çырмалла! Эпир Хыпарта ытларах - çамрăксем, пире вара совет саманин орфографине тавăраççĕ.
Agabazar // 1470.31.4143
2014.12.25 18:06
Agabazar

"Дискусси" ирттермелĕх кунта "матерьялĕ" çук.

Пурте пĕтĕмпех уçăмлă. Хăшперисем çеç пустуй пăтратаççĕ.
Agabazar // 3493.53.8384
2014.12.25 19:22
Agabazar
Асар:<<Хуравăм: паянхи ăру çырнă пек çырмалла!>>

Паянхи ăру вырăсла çырать... Ытти ăрусем те çаплах темелле. Чăвашла çыракан çав тери сахал!!!!!!!

Асар:<<...пире вара совет саманин орфографине тавăраççĕ.>>

Кам тавăрать? Совет самани вăрăм, унта тем те пулнă. "Хальхи" текен орфографи пĕрле, дефиспа, уйрăм çырма чармасть Унта пат! татса каланă самантсем сайра. Кама мĕн кирлĕ, çавна пĕтĕмпех тенĕ пек тупма пулать унта. Çакна эпĕ, Акапасар, йĕркевсене урлă та пирлĕ пин хут ашса тухнăскер, ÇИРĔППĔН ÇИРĔПЛЕТЕТĔП!


Страницӑсем: 1, ... 5, 6, 7, 8, 9, [10], 11, 12, 13, 14, 15

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Ытти чӗлхесем

Баннерсем

Шутлавҫӑсем