Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +0.3 °C
Ерипен каян мала тухнӑ, хытӑ каян кая юлнӑ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Agabazar: Ҫырулӑх йӗркевӗсен КОНЦЕПЦИЙӖ пирки

Agabazar05.12.2014 12:2237722 хут пӑхнӑ
<<...Виҫҫӗмӗш ыйту каллех тенӗ пек орфографи тавра пулчӗ. Чӗлхе комиссийӗ хӑй ҫумӗнче орфографи комиссине йӗркелерӗ (15 ҫынран), ҫитес ҫул ятарлӑ конференци ирттерсе унти сӗнӳсемпе килӗшӳллӗн орфографи правилисен тӳрлетнӗ вариантне хатӗрлеме пулчӗ.>> http://chuvash.org/news/7684.html

 

1)Чӑн малтанах палӑртса хумалалла: йӗркевсене кармаҫӑварсем, балбессем, бомжсем, ҫапкаланчӑксем валли мар, ЧӖЛХЕҪӖСЕМШӖН тата ЧӖЛХЕПЕ ҪЫХӐННӐ ТИЕКСЕМШӖН ӑсталаҫҫӗ. Йӗркевсене "аяларахри" шайсене ҫитересси — пачах урӑх ыйту.

2)Ҫырулӑх орфографирен ҫеҫ мар тӑрать. Унта ҫавӑн пекех графика, пунктуаци пур. Традици тӑрӑх, грамматика нормисене тата лексикологи ыйтӑвӗсене те унтах кӗртсе яраҫҫӗ. Вӗсене йӗркевсен официаллӑ текстӗнче пӗр-пӗринчен уйӑрма тӑрӑшмалла. Шкул ачисен ҫыру ӗҫӗсене тӗрӗс хаклас, йӑнӑшсене тӗрӗс палӑртас ыйту та ҫапла тума хистет.

3)Ҫырулӑх ҫыракансемшӗн тата вулакансемшӗн те МЕЛЛӖ пулма тивӗҫлӗ. Ӑна ҫапла, ҫав йӳтӗмпе ӑсталамалла. Малта —практика ыйтӑвӗсем, теори вара практика хыҫҫӑн пытӑр. Ҫыраканӗсем кӑрӑнташпа та, калемпе те, ручкӑпа та, клавиатурӑпа та ҫыраҫҫӗ мар-и?!

4)Тӗнче опытне тата хамӑрӑн пуян опыта шута илмелле.

5)Майӗпен чӑваш сӑмахӗсене ытти чӗлхесемпе (вырӑс, акӑлчан) транскрипцилес тата транслитерацилес ыйтусене те хускатас пулать.

 

P.S. Комиссие 15 ҫынна кӗртнӗ тенӗ. Ахӑртнех, кооптаци шучӗпе татах 1-2 ҫынна кӗртме пулать пуль пурӑна-киле. Шӑв-шав пырать. Хӑшӗсем ӑна (шӑв-шава) орфографин 75-мӗш параграфӗн асӑрхаттарӑвне катертес шутпа ҫеҫ усӑ курас тӗллевлӗ. Ҫавсенчен хытӑ сыхланас пулать.

 
Редакцирен: Статьяна вырнаҫтарни редакци автор шухӑшӗпе килӗшнине пӗлтермест.

Комментари:

Agabazar // 5460.0.4722
2015.01.07 00:42
Agabazar
Халлĕхе ку Асар текенскерĕн çырни курăнмасть-ха.
Анчах та малтанах пĕлсе тăратăп мĕн иккенне.
Каллех темĕнле "чăваш йăли-йĕрки" пирки сăмахлам пекки тăвать ĕнтĕ.

Çапларах çав вĕсем, 75-мĕш параграфа вуласа ÿснĕ çынсем....


Асар:<< Никольскин "О христианизации чуваш..." ӗҫне вулӑр.>>
Вулăпăр, вулăпăр... Эсĕр те ак çак сонета вуласа пăхăр — http://chuvash.org/blogs/comments/2157.html
Agabazar // 8394.7.0986
2015.01.08 09:06
Agabazar
Асар:<< Ку ача элтеперсенчен-ши е турхан=мӑрса-эмирсенчен-ши?>>

Тата мана кунта "высокоблагородие" мар-и теекен те пурччĕ. Çу-у-у-ук, эп çав тери вĕтĕ çын! Килĕшĕр, ĕç пачах та унта мар вĕт!

Асар:<<...Кÿрентертĕмĕр....>>
Кÿрентермен. Кÿренекенсем çинче шыв турттараççĕ.
Конми // 4110.18.8535
2015.01.12 00:23
Ăс(лă)лăх ĕçĕсене чăвашла çыракансен нумай термин тума лекет. Кунта сăмах тымарĕ (кăкĕ, тĕпĕ) çумне "сăмах тăвакан" аффикс хушнипех çырлахаймăн, икĕ е ытларах сăмаха "çыпăçтарма" тивет. Ирĕксĕрех çĕнĕ терминсен сăмахсарне тума та тивет. Ахальтен мар Ivan текенни,тăван чĕлхене пÿтлĕн вĕренейменскер, пирĕнтен кулать ШЕЛ - ЖАЛЬ ЫЛМАШУСЕМ анчах ТăВАЙРАТĂР тесе. СОПРОМАТ термина ун шучĕпе куçарма май çук. Куçарса кăтартар ăна.
Agabazar // 4251.62.1126
2015.01.12 15:18
Agabazar
Мĕншĕн вара пирĕн усал, ыттисене юратман, мăнкăмăллă çынсен умĕнче хамăр тĕве мар иккенне ĕнентерсе çÿремелле? Кам вара вĕсем питех? Мĕншĕн унашкал çынсен умĕнче чĕркуçленмелле? Кайччăр вĕсем ... шуйттан патне!

СОПРОМАТ, Сопротивление материалов. Материалсен хирĕçтăрăвĕ. Кĕскетсе МАТХИР теме пулать. Тĕрĕссипе эп талккăшпе çавăн пек "куçарса" (?) тухассине хирĕç. Сопромат халлĕнех хăварсан та кашкăр çисе каяс çук. Мĕншĕн вара вăтанас пулать вырăссеннипе пĕр пек пулнинчен? Кама вара пит чышать ку? Ман унашкал комплексланса çÿрес йăла çук!
Agabazar // 4251.62.1126
2015.01.12 15:25
Agabazar
Шовинист-расистсем ытах пит сăмсине каçăртасшăн пулсан, тытатпăр та ак Опирмат теме пуçлатпăр. Украинсен шăпах çапла.

Терминологи ыйтăвĕ вăл "куçарас" (?) ыйтупа сахал çыхăннă. Пурнăçра усă курмалла — акă мĕн чи кирли. Халлĕхе чăвашăн инженер пулма мар, тракторист е шофёр пулас тесен те çав ĕçе вырăсла çеç вĕренме май пур.

Тĕрлĕрен "Ивансемпе" кунашкал ыйтусемпе тавлашам пекки тукаласа çăвар тутине сая ямалла мар пуль.
Асар // 4117.51.7078
2015.01.13 11:27
Май килнӗ таран - вырӑсла е ытти чӗлхерен кӗрекен сӑмахсене куҫармалла, вун-вун ҫул е ҫӗр-ҫӗр ҫул усӑ кураканнисене чӑвашлатма кӑткӑс. Калӑпӑр, калуш, трактор, комбайн, саккун, автопарк... Анчах свидетельство - ӗнентерӳ хучӗ, самоуправлени - вырӑнти хӑй тытӑмлӑх т. ыт. чӑвашла питӗ хитре. Тата - пирӗн чӗлхе аббревиатурӑсене чӑвашлатнине кӑмӑлламасть. Мӗншӗнни паллӑ: революци хыҫҫӑн чӑвашлатма малтахи хут пуҫланӑ:ВЛКСМ - ПСҪЛКС... Ку тапхӑр вӑрӑма пыман. Райӗҫтӑвком калькӑласа райисполкомран. Хыпар чӑвашлатма пуҫланӑччӗ пек: Минфин - Финмин, Минкульт - Культмин, Минстрой - Строймин... Кусем - вырӑсла сӑмахсем.
Асар // 4117.51.7078
2015.01.13 11:35
Малалла. Минобр - Вӗрмин пулмалла_и? Хитре мар. Госсовет - Паткан е Патканаш-и? Совмин - Минкан е Минканаш-и? Тепӗр тесен - мӗншӗн хӑтланса пӑхас мар? Майӗпен-майӗпен хӑнӑхатпӑрах. Анчах паянхи Хыпарта кунашкал апробаци-сӑнав валли вырӑн ҫук-тӑр, редакторӗ поЖарнӑй тесе ҫырать те... Уйӑх ячӗсем пирки, заместитель т. ыт. пирки калама кирлехчӗ- ши тепӗр хут?
Agabazar // 3902.9.6849
2015.01.13 12:54
Agabazar
<<... Тата - пирӗн чӗлхе аббревиатурӑсене чӑвашлатнине кӑмӑлламасть.>>

Ну, тавай, НАТО, ЮНЕСКО евĕрлĕ аббревиатурăсене "чăвашлатса" (?) е "вырăслатса" (?) парăр-ха пире, тархасшăн.



Е тата чуста, пушали, пукранимĕр, витре, пĕрене йышши вырăс сăмахĕсене "чăвашлатса" парăр. Джинсси сăмаха та манса ан хăварăр.
Асар // 4117.51.7078
2015.01.13 16:14
Чӗрре кӗретӗн, Акапасар,
Ку- сайт, ку пасар мар.
Эп апла тумалла теместӗп,
Эпӗ сӗнетӗп,эппин, сӗн эс те.
Agabazar // 1902.1.3395
2015.01.13 21:23
Agabazar
Ботинки — полуботинки....

Страницӑсем: 1, 2, 3, 4, [5], 6, 7, 8, 9, 10, ... 15

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Ытти чӗлхесем

Баннерсем

Шутлавҫӑсем