Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -0.7 °C
Мӗн акнӑ, ҫав шӑтать.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Agabazar: Ҫырулӑх йӗркевӗсен КОНЦЕПЦИЙӖ пирки

Agabazar05.12.2014 12:2237724 хут пӑхнӑ
<<...Виҫҫӗмӗш ыйту каллех тенӗ пек орфографи тавра пулчӗ. Чӗлхе комиссийӗ хӑй ҫумӗнче орфографи комиссине йӗркелерӗ (15 ҫынран), ҫитес ҫул ятарлӑ конференци ирттерсе унти сӗнӳсемпе килӗшӳллӗн орфографи правилисен тӳрлетнӗ вариантне хатӗрлеме пулчӗ.>> http://chuvash.org/news/7684.html

 

1)Чӑн малтанах палӑртса хумалалла: йӗркевсене кармаҫӑварсем, балбессем, бомжсем, ҫапкаланчӑксем валли мар, ЧӖЛХЕҪӖСЕМШӖН тата ЧӖЛХЕПЕ ҪЫХӐННӐ ТИЕКСЕМШӖН ӑсталаҫҫӗ. Йӗркевсене "аяларахри" шайсене ҫитересси — пачах урӑх ыйту.

2)Ҫырулӑх орфографирен ҫеҫ мар тӑрать. Унта ҫавӑн пекех графика, пунктуаци пур. Традици тӑрӑх, грамматика нормисене тата лексикологи ыйтӑвӗсене те унтах кӗртсе яраҫҫӗ. Вӗсене йӗркевсен официаллӑ текстӗнче пӗр-пӗринчен уйӑрма тӑрӑшмалла. Шкул ачисен ҫыру ӗҫӗсене тӗрӗс хаклас, йӑнӑшсене тӗрӗс палӑртас ыйту та ҫапла тума хистет.

3)Ҫырулӑх ҫыракансемшӗн тата вулакансемшӗн те МЕЛЛӖ пулма тивӗҫлӗ. Ӑна ҫапла, ҫав йӳтӗмпе ӑсталамалла. Малта —практика ыйтӑвӗсем, теори вара практика хыҫҫӑн пытӑр. Ҫыраканӗсем кӑрӑнташпа та, калемпе те, ручкӑпа та, клавиатурӑпа та ҫыраҫҫӗ мар-и?!

4)Тӗнче опытне тата хамӑрӑн пуян опыта шута илмелле.

5)Майӗпен чӑваш сӑмахӗсене ытти чӗлхесемпе (вырӑс, акӑлчан) транскрипцилес тата транслитерацилес ыйтусене те хускатас пулать.

 

P.S. Комиссие 15 ҫынна кӗртнӗ тенӗ. Ахӑртнех, кооптаци шучӗпе татах 1-2 ҫынна кӗртме пулать пуль пурӑна-киле. Шӑв-шав пырать. Хӑшӗсем ӑна (шӑв-шава) орфографин 75-мӗш параграфӗн асӑрхаттарӑвне катертес шутпа ҫеҫ усӑ курас тӗллевлӗ. Ҫавсенчен хытӑ сыхланас пулать.

 
Редакцирен: Статьяна вырнаҫтарни редакци автор шухӑшӗпе килӗшнине пӗлтермест.

Комментари:

Асар // 4117.51.7078
2015.01.14 15:46
Пушмак е ҫур пушмак шайне анса лартӑмӑр-и тавлашура?
Agabazar // 4092.68.4291
2015.01.14 18:42
Agabazar
"Акапасар — пасар" ниепле те рифма пулма пултараймасть

"Акапасар — пасар мар". Ку та çавăн йышшиех тĕрĕссипе каласан.
Асар // 4117.51.7078
2015.01.14 19:38
Эпӗ сӑвӑҫсен конкурсӗнче мар. Кирлӗ тӗк - шедевр ҫырма лла-и? Анчах эпир терминсем пиирки калаҫмастӑмӑрччӗ-и-ха?
Сӑвӑлани - айкашу кӑна.
Акапасар, тӑванӑм, ан йӑсла,
Кай, хатӗрле часрах ӑсла,
Вӗрет сӑра, пӗҫер сӑра,
Асарсенчен пач ан хӑра,
Тӗллевӗмӗр пӗрре: чӗлхе,
Упрасчӗ ӗнчӗ хӗлӗхе,
Янратӑр вӑл хӗвел таран,
Акапасар, но пассаран!
Agabazar // 4092.68.4291
2015.01.14 19:52
Agabazar
Акапасар пирки — ак çакăнта: http://chuvash.org/blogs/comments/2231.html
Конми // 9773-3567
2015.01.14 23:37
Акапасар, испанла боты, ботинки, полуботинки - пурте ÇĂПАТА - sapatos. Ностратлă чĕлхе парнийĕ. Вĕсем пурте çавăнтанах тухнă.Атă вĕсенче оты, оти пулса кайнă. Шухăшламалли ыйтусем чылай. Тен хăй вăхăтĕнче Виталий Котлеев шутланă пек ХУПĂ САСĂСЕН ЯНРАВЛĂХНЕ, уйрăмах в, л, м, н. р хыççăн б, г, д, ж,з çырса палăртма тытăнмалла. Икĕ уçă сасă хушшинчи, сăмах пуçламăшĕнчисем пирки те пуçа ватса пăхмалла, Оо статусне те йышăнмăалла-и тен.
Конми // 9773-3567
2015.01.14 23:51
Админ, мана январĕн 4-мĕшĕнчех тĕрĕслесе регистрациленĕ. Мĕншĕн манăн каллех кашни кĕмессерен К.П.Ç. сăăмаха та тавçăрмалла! Куç вăйĕ пĕтсе çитрĕ, сывлăхăм начар.Мĕнле те пулин хам пĕлÿсене каласа хăварма та май памастăр. Пĕчĕк ачапа вылянăн айкшатăр.
Agabazar // 4264.40.7711
2015.01.15 09:32
Agabazar
Конми юлташ,
Пире пурсăмăра та хайхи 75-мĕш параграфа тата уйрăмах çав параграфри асăрхаттарăва "парнелеме" пултарнăшăн тем пекех "Слапух Турра" теес пулать. Ку вăл чăнах та сирĕн "еткер" иккенне витĕр курса тăратпăр. Еткерех теес пулать ĕнтĕ, ара унтанпа çирĕм çул та иртрĕ пуль? :-)
Agabazar // 4264.40.7711
2015.01.15 09:36
Agabazar
Конми:<<Акапасар, испанла боты, ботинки, полуботинки - пурте ÇĂПАТА - sapatos.Ностратлă чĕлхе парнийĕ>>
Асар:<<Акапасар, но пассаран>>

Ку "но пассаран" тени те ностратизм тапхăрĕн парни-ши? :-)

Асар // 4117.51.7078
2015.01.15 12:34
Каҫарсамӑр: но пасаран (пӗр с-па) темеллеччӗ.
Agabazar // 1414.11.0420
2015.01.15 13:52
Agabazar
Но пасаран çырсан [но-пазаран] вулама тивет

Страницӑсем: 1, 2, 3, [4], 5, 6, 7, 8, 9, ... 15

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Ытти чӗлхесем

Баннерсем

Шутлавҫӑсем