Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +0.3 °C
Пиҫнӗ-пиҫмен иккӗ тӑрантарать.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Agabazar: Ҫырулӑх йӗркевӗсен КОНЦЕПЦИЙӖ пирки

Agabazar05.12.2014 12:2237719 хут пӑхнӑ
<<...Виҫҫӗмӗш ыйту каллех тенӗ пек орфографи тавра пулчӗ. Чӗлхе комиссийӗ хӑй ҫумӗнче орфографи комиссине йӗркелерӗ (15 ҫынран), ҫитес ҫул ятарлӑ конференци ирттерсе унти сӗнӳсемпе килӗшӳллӗн орфографи правилисен тӳрлетнӗ вариантне хатӗрлеме пулчӗ.>> http://chuvash.org/news/7684.html

 

1)Чӑн малтанах палӑртса хумалалла: йӗркевсене кармаҫӑварсем, балбессем, бомжсем, ҫапкаланчӑксем валли мар, ЧӖЛХЕҪӖСЕМШӖН тата ЧӖЛХЕПЕ ҪЫХӐННӐ ТИЕКСЕМШӖН ӑсталаҫҫӗ. Йӗркевсене "аяларахри" шайсене ҫитересси — пачах урӑх ыйту.

2)Ҫырулӑх орфографирен ҫеҫ мар тӑрать. Унта ҫавӑн пекех графика, пунктуаци пур. Традици тӑрӑх, грамматика нормисене тата лексикологи ыйтӑвӗсене те унтах кӗртсе яраҫҫӗ. Вӗсене йӗркевсен официаллӑ текстӗнче пӗр-пӗринчен уйӑрма тӑрӑшмалла. Шкул ачисен ҫыру ӗҫӗсене тӗрӗс хаклас, йӑнӑшсене тӗрӗс палӑртас ыйту та ҫапла тума хистет.

3)Ҫырулӑх ҫыракансемшӗн тата вулакансемшӗн те МЕЛЛӖ пулма тивӗҫлӗ. Ӑна ҫапла, ҫав йӳтӗмпе ӑсталамалла. Малта —практика ыйтӑвӗсем, теори вара практика хыҫҫӑн пытӑр. Ҫыраканӗсем кӑрӑнташпа та, калемпе те, ручкӑпа та, клавиатурӑпа та ҫыраҫҫӗ мар-и?!

4)Тӗнче опытне тата хамӑрӑн пуян опыта шута илмелле.

5)Майӗпен чӑваш сӑмахӗсене ытти чӗлхесемпе (вырӑс, акӑлчан) транскрипцилес тата транслитерацилес ыйтусене те хускатас пулать.

 

P.S. Комиссие 15 ҫынна кӗртнӗ тенӗ. Ахӑртнех, кооптаци шучӗпе татах 1-2 ҫынна кӗртме пулать пуль пурӑна-киле. Шӑв-шав пырать. Хӑшӗсем ӑна (шӑв-шава) орфографин 75-мӗш параграфӗн асӑрхаттарӑвне катертес шутпа ҫеҫ усӑ курас тӗллевлӗ. Ҫавсенчен хытӑ сыхланас пулать.

 
Редакцирен: Статьяна вырнаҫтарни редакци автор шухӑшӗпе килӗшнине пӗлтермест.

Комментари:

Agabazar // 2102.66.3212
2015.01.17 22:06
Agabazar
Ача // 4117.51.7078 2015-01-17 15:59:<<Ху пӗлместне вара, Акапасар, мӗн пулса пынине? Эсӗ юратакан 75-мӗш параграф Хыпарта йӳтесех пырать, Комиссие часрах пуҫтармалла, 75 параграфа чи-кӗ-ле-ме-лле, урӑхла: пӗрле ҫырмалли сӑмахсен йышне палӑртмалла, вара - пӑнчӑ!>>

Нимĕнле комиссин те унашкал хăтланма нимĕнле право та çук. Йĕркевсене улăштарма Парламент çеç пултарать. "Сăмахсен йышне палăртмалла" тени вара шутсăр кулăшла илтĕнет. Полномочисем илнĕ комисси йĕркевсене интерпретацилеме, тен, май тупĕ. Интерпретацилесси вара параграф тексчĕ тавра кăна аталанайĕ.


2015.01.18 09:25
Хурахӗ хурахах мар-ха, вӑхӑтлӑх пӗр чӗлхе тупманни кӑна. Пӗр-пӗрне вӑхӑтра пулӑшманни ҫеҫ.Ҫывӑх вӑхӑтра майлашӑнаҫҫӗ пуль. На всю страну кӑшкӑрма кирлӗ марччӗ хӑйсен хушшинчи ӑнланманлӑха.
Agabazar // 4034.26.7029
2015.01.18 11:16
Agabazar
на всю страну мар ĕнтĕ!
Ара, камшăн вăл пит кăсăклă чăвашсем пĕр-пĕрне тÿнккем пекки тукалани?

Килмелле пулнă та ку сайта — каламалла пулнă мĕн кирлине. Мĕн темĕнле ПФО таврашсем тăрăх çÿремелле????
2015.01.18 11:58
Ку сайта тата ма вараламалла? Ӗҫлетӗр Николай Плотников спокойнах, чӑрмавӗсем унсӑрӑн та тупӑнсах тӑраҫҫӗ.
Agabazar // 4034.26.7029
2015.01.18 13:06
Agabazar
Сайт унпа "вараланмасть." :-)
Уйрăм тема вара (сăмахран, ак çакă!) чăн та вараланма пултарать. :-(
Асар // 4117.51.7078
2015.01.19 13:01
Комисси сӗнет - парламент йышӑнать, тен, ҫак ӗҫе правительствӑна хушмалла. Парламентра кам ларать? Тӗрӗс: промышленноҫ "элити", вӗсенчен пӗри те чӑвашла диктант 3-лӗх те ҫыраймасть. П.Краснов та. Пушшех те, вӑл Станьял позицийӗ ҫинче. Ахальтен-и Станьял юбилейӗнче Туркая хытӑ мухтарӗ Леонтьев еткерне пӗтернӗшӗн.
Agabazar // 3389.04.2248
2015.01.19 14:14
Agabazar
Асар:<<...тен, ҫак ӗҫе правительствӑна хушмалла.>>

Ĕхĕ çав: Моторин иптеш чăваш чĕлхине çав тери чаплă пĕлет теççĕ ав.. :-)

Асар: <<Комисси сӗнет - парламент йышӑнать,>>

Çырулăх йĕркевĕсене тĕлли-паллисĕр турткалама тетте мар вĕсем! Мана çав Правилăсенче 99% килĕшмест. Апла пулин те вĕсене васкаса улăштарассине хирĕç тăратăп. Тепĕр тесен, Парламент хăй те ку ĕçпе аппаланма килĕшмессе пултарать. Тата — шăв-шав çĕкленет, каллех ахăрсамана пуçланать... Çакнашкал самантсене йăлтах шута илме тивет.
Асав // 4117.51.7078
2015.01.20 17:54
Улӑштпармалла теместӗп. Татӑклӑ йӗрке тумаллах! Унсӑрӑн пур-ҫук ӑс-хакӑлӑмӑра тавлашсах пӗтеретпӗр. Туркай эрттелӗ мӗн хӑтланнине курмастӑн-им?
Конми // 9928.7.8476
2015.01.22 23:50
Пĕрле-уйрăм çырассипе тавлашма пăрахар. Сÿтсе явни ыранах йĕркевсене улăштармаллине пĕлтермест: "Çиччĕ виç те пĕрре кас". Малашне тумалли улшăнусене маларах палăртса тĕплĕн сăнаса пăхмалла. Чи йывăр ыйту - ютран йышăнакан сăмахсемпе хамăрăннисене çырас йĕркевĕсем хушшинчи хире-хирĕçлĕхе пĕтересси.Пуçлар çак ыйтăва кăшлама. Урăх ыйтусем те сахал мар. Манар мар: йĕркевсене ăспа тăваççĕ. Пăсĕ, хĕремесленни кирлĕ мар.
Конми // 9928.7.8476
2015.01.22 23:52
Эпĕ сайтра регистрациленнĕ.

Страницӑсем: 1, [2], 3, 4, 5, 6, 7, ... 15

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Ытти чӗлхесем

Баннерсем

Шутлавҫӑсем