Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +0.3 °C
Кивӗ кӗрӗк ҫил вӗрнипех ҫӗтӗлет.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Галина Никитина: Хăвăрпа хуçаланма ан парăр

Галина Никитина18.03.2015 20:3522023 хут пӑхнӑ

Хăвăрпа хуçаланма парас мар тесен 12 çак правилăна астуса юлмалла теççĕ психологсем:

1. Сана кирлĕ – эсĕ ту. Енчен те калаçура «çапла кирлĕ» текен сăмах çине-çинех янăрасан, кама кирли пирки шухăшламалла. Çынпа хуçаланма юратакансем кама çапла кирлине палăртмаççĕ. Тĕслĕхрен, «Санăн ĕçе вырнаçмалла», – тесе ашшĕ-амăшĕ ачисене каланине ансат чĕлхе çине куçарсан çапла пĕлтерет: «Эп сана хам ĕнсе çинче лартса ывăнтăм. Тыт та ĕçлеме вырнаç!»

2. Ан шантар. Шантарсан пурнăçла. Çынсем пусахланипе пустуйран мĕн чухлĕ шантармастпăр пуль хăш чухне! Кайран хамăра айăплă туйнипе сăмахăмăра тытма тивет.

3. Ыйтмасан сăмса ан чик. Ырă тăвас тесех тепĕр чух начар туса хума пултаратпăр. Енчен те пирĕнтен пулăшу ыйтман тăк эпир тăрăшнине никам та хакламĕ. Хăш чухне теприсем урăх çыншăн ыйтни те тĕлпулать. Пулăшу алли тăсиччен çапах та теприне сирĕн хÿтлĕхĕр кирлипе кирлĕ маррине пĕлме тăрăшăр.

4. Ырă ĕçĕршĕн тав тунине ан хирĕçлĕр. Çынпа хуçаланма юратакансем тепринпе усă кураççĕ, анчах ăна тав тумаççĕ. Хăвăрпа ун пек хăтланма ирĕк ан парăр.

5. Паянхи кунпа пурăнăр. Ку вăл вылянчăклăха пĕлтермест. «Малтан эсĕ апла марччĕ», – тенине ет ăша хывса ан ларăр. «Малтан апла марччĕ пулĕ, халĕ – çавăн пек», – тесе çирĕппĕнех касса татăр. «Паян эс кпла тумасан Кайран çапла пулĕ», – тесе калакансене те хăвăрпа хуçаланма ирĕк ан парăр. «Ыран апла пулĕ те, анчах паян эсир мана мĕн сĕнетĕр-ха?» – тесе касса татăр.

6. Çынпа ытлашши çывăхланса ан кайăр. Чун-чрепе питĕ çывăхланса кайнă çынпа хуçаланма çăмăл. Çавăнпа та кăмăл-туйăмăра аллăрта тытăр.

7. Тĕллев ан ларт. Ку саккун та ытла та тĕлĕнмелле пек. Тĕрĕссипе вара тĕрĕс тĕллев лартма хăнăхмалла. Сăмахран, сире аслă пĕлÿ илме хушаççĕ. Анчах илессе илĕр-ха, анчах кайран дипломăр сире мĕн парĕ-ха? Çавăнпа та аслă пĕлÿ илме тĕллев лартнисĕр пуçне кайран ăçта ĕçлесси пирки тĕллев лартма, калăпăр, пулать.

8. Ан кансĕрле. Ку тĕлĕнмелле тĕрĕс сĕнÿ.

9. Начар çанталăк пулмасть теççĕ. Этем пурнăçĕнче те çавăн пекех. Çак çĕр çинчи чылай пулăма апла та, капла та йышăнма пулать. Епле йышăнасси пĕр сирĕнтен кăна килет.

10. Ан хурла. Теприсене тиркемесĕр тÿсме тепĕр чух, чăн та, çăмăл мар. Çапах та ан хурлăр. Тиркес килетех тĕк хăвăртан çапла ыйтăр: «Мĕншĕн-ха хамăн шухăшăма тĕрĕс тесе шухăшлатăп?»

11. Тĕрĕслемен, лайăх пĕлмен сăмаха теприне ан калăр. Мĕн хакпа туяннă, çав хакпа сутатăп теççĕ хăшĕсем. Çавăн пек хăть пулма тăрăшăр. Чĕлхĕре ирĕке ярасах килсен, «Те тĕрĕсех, анчах çавăн пек каланине илтрĕм те», – теме те пулин ан ÿркенĕр.

12. Кирек ăçта та ирĕк ыйтăр. Çакă сире сăпайлă çын пек те кăтартĕ.

 
Редакцирен: Статьяна вырнаҫтарни редакци автор шухӑшӗпе килӗшнине пӗлтермест.

Комментари:

Ют Ҫын // 3017.64.2848
2015.03.30 15:45
Эмерӗксем ҫине ҫаврӑнса пӑхас мар урӑх. Кутсене мӑкӑртса ӗҫлемелли пирки палӑртасшӑн. Тар кӑларма пуҫламалла атьсем.
bor1959 // 1039.8.4424
2015.03.30 19:24
Ӗҫлемелле,леш хайхи Сингапур хула-патшалӑх ертӳҫи таки ӗҫлеме вӗрентрӗ халӑхне.Йӗрке тума та вӗрентрӗ.Леш хайхи пирус тӗпне пӑрахакансене вӗрентрӗ хӑйсене йӗркеллӗ тытма, вӑрлакансене вырӑна лартма пултарчӗ, хулигансене те иртӗхме памарӗ. Вӗренмелле ҫеҫ вӗсенчен.Сире Йӑкӑнатьӑф элтепер мӗнле чӗнсе калать?
bor1959 // 1039.8.4424
2015.03.30 19:54
Г.Никитина:"Паянхи кунпа пурăнăр"-кунпа килӗшме хӗнтерех. Мӗншӗн тесен,пӗтӗм аталаннӑ ҫӗршывсем тата вӗсен халӑхӗсем паянхи кунпа пурӑнманни сисӗнеть.
Agabazar // 1738.85.8013
2015.03.30 19:58
Agabazar
Сингапурсене Ю господинран маларах акăлчансем хытă верентнĕ. Ю хоспочын вăл хăй те тĕрĕссипе акăлчан çынниех теме пулать.

Шет Ю хоспочын та çав 12 правило çине таянса ĕçленĕ?
Ют Ҫын // 3017.64.2848
2015.03.31 07:34
Ҫак правилӑна пӑхӑнса пурнар эппинь:-"Ан хурла. Теприсене тиркемесĕр тÿсме тепĕр чух, чăн та, çăмăл мар. Çапах та ан хурлăр. Тиркес килетех тĕк хăвăртан çапла ыйтăр: «Мĕншĕн-ха хамăн шухăшăма тĕрĕс тесе шухăшлатăп?»". Уйрӑмах Agabazar текен Тетене пырса тивет ку правилӑ.
Agabazar // 2942.2.4217
2015.03.31 09:55
Agabazar
Эмерĕксене хурламалла мар, Украинсене хурламалла мар, "Шитсене" хурламалла мар, Крым тутарĕсене хурламалла мар, Чăвашсене хурламалла мар...
Ют Ҫын // 1718.27.0096
2015.03.31 22:19
«Те тĕрĕсех,анчах Agabazar пурне те хурлама пӑрахнӑ пек тесе каланине илтрĕм те», чӗрем ман ӗненмерӗ.
Миккуль // 4292.84.0894
2015.04.01 15:50
Хӑвӑрпа хуҫаланма ан парӑр,тархасшӑн.Ҫывӑх хӗвелтухӑҫра ак ҫапла-"Усоседей(Йемен текен ҫӗршывра)происходит переворот,который,возможно,подпитывался извне.Естественно, смещают законно избранного президента,который,как считается,был ставленником того государства,которое региональный лидер.Президент бежит сначала на юг страны, а потом и в соседнее государство.Про кого история? Про Россию и Украину? Правильно, про Саудовскую Аравию и Йемен.
Миккуль // 4292.84.0894
2015.04.01 15:55
Анчах та пурте шыв тултарнӑ ҫӑварӗсене,никам та шарламасть.Пирӗн сайтри "херойсем" те шарламаҫҫӗ.Саудитри(Сауд.Аравия) геройсем темскер касса илесрен шикленеҫҫӗ пулмалла.
Ют Ҫын // 1992.69.6187
2015.04.02 07:12
Эпӗ хама "Сингапурсене Ю господинран маларах акăлчансем хытă верентнĕ"-Agabazar ҫапла ҫырнипе килӗшме пултараймастӑп.Эпӗ сингапурсене вӗрентме нимле хал та ҫитереймӗп, эпӗ ҫав ҫынсемпе мухтанса киленетӗп кӑна. Вӑт кашни ҫӗршыв ҫавӑн пек тӑрӑшсан пит илемлӗ пулмалла тӗнчере.

Страницӑсем: 1, 2, [3], 4, 5, 6, 7, 8

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Ытти чӗлхесем

Баннерсем

Шутлавҫӑсем