Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +0.3 °C
Кивӗ пулсан та шурӑ пултӑр.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Галина Никитина: Хăвăрпа хуçаланма ан парăр

Галина Никитина18.03.2015 20:3522024 хут пӑхнӑ

Хăвăрпа хуçаланма парас мар тесен 12 çак правилăна астуса юлмалла теççĕ психологсем:

1. Сана кирлĕ – эсĕ ту. Енчен те калаçура «çапла кирлĕ» текен сăмах çине-çинех янăрасан, кама кирли пирки шухăшламалла. Çынпа хуçаланма юратакансем кама çапла кирлине палăртмаççĕ. Тĕслĕхрен, «Санăн ĕçе вырнаçмалла», – тесе ашшĕ-амăшĕ ачисене каланине ансат чĕлхе çине куçарсан çапла пĕлтерет: «Эп сана хам ĕнсе çинче лартса ывăнтăм. Тыт та ĕçлеме вырнаç!»

2. Ан шантар. Шантарсан пурнăçла. Çынсем пусахланипе пустуйран мĕн чухлĕ шантармастпăр пуль хăш чухне! Кайран хамăра айăплă туйнипе сăмахăмăра тытма тивет.

3. Ыйтмасан сăмса ан чик. Ырă тăвас тесех тепĕр чух начар туса хума пултаратпăр. Енчен те пирĕнтен пулăшу ыйтман тăк эпир тăрăшнине никам та хакламĕ. Хăш чухне теприсем урăх çыншăн ыйтни те тĕлпулать. Пулăшу алли тăсиччен çапах та теприне сирĕн хÿтлĕхĕр кирлипе кирлĕ маррине пĕлме тăрăшăр.

4. Ырă ĕçĕршĕн тав тунине ан хирĕçлĕр. Çынпа хуçаланма юратакансем тепринпе усă кураççĕ, анчах ăна тав тумаççĕ. Хăвăрпа ун пек хăтланма ирĕк ан парăр.

5. Паянхи кунпа пурăнăр. Ку вăл вылянчăклăха пĕлтермест. «Малтан эсĕ апла марччĕ», – тенине ет ăша хывса ан ларăр. «Малтан апла марччĕ пулĕ, халĕ – çавăн пек», – тесе çирĕппĕнех касса татăр. «Паян эс кпла тумасан Кайран çапла пулĕ», – тесе калакансене те хăвăрпа хуçаланма ирĕк ан парăр. «Ыран апла пулĕ те, анчах паян эсир мана мĕн сĕнетĕр-ха?» – тесе касса татăр.

6. Çынпа ытлашши çывăхланса ан кайăр. Чун-чрепе питĕ çывăхланса кайнă çынпа хуçаланма çăмăл. Çавăнпа та кăмăл-туйăмăра аллăрта тытăр.

7. Тĕллев ан ларт. Ку саккун та ытла та тĕлĕнмелле пек. Тĕрĕссипе вара тĕрĕс тĕллев лартма хăнăхмалла. Сăмахран, сире аслă пĕлÿ илме хушаççĕ. Анчах илессе илĕр-ха, анчах кайран дипломăр сире мĕн парĕ-ха? Çавăнпа та аслă пĕлÿ илме тĕллев лартнисĕр пуçне кайран ăçта ĕçлесси пирки тĕллев лартма, калăпăр, пулать.

8. Ан кансĕрле. Ку тĕлĕнмелле тĕрĕс сĕнÿ.

9. Начар çанталăк пулмасть теççĕ. Этем пурнăçĕнче те çавăн пекех. Çак çĕр çинчи чылай пулăма апла та, капла та йышăнма пулать. Епле йышăнасси пĕр сирĕнтен кăна килет.

10. Ан хурла. Теприсене тиркемесĕр тÿсме тепĕр чух, чăн та, çăмăл мар. Çапах та ан хурлăр. Тиркес килетех тĕк хăвăртан çапла ыйтăр: «Мĕншĕн-ха хамăн шухăшăма тĕрĕс тесе шухăшлатăп?»

11. Тĕрĕслемен, лайăх пĕлмен сăмаха теприне ан калăр. Мĕн хакпа туяннă, çав хакпа сутатăп теççĕ хăшĕсем. Çавăн пек хăть пулма тăрăшăр. Чĕлхĕре ирĕке ярасах килсен, «Те тĕрĕсех, анчах çавăн пек каланине илтрĕм те», – теме те пулин ан ÿркенĕр.

12. Кирек ăçта та ирĕк ыйтăр. Çакă сире сăпайлă çын пек те кăтартĕ.

 
Редакцирен: Статьяна вырнаҫтарни редакци автор шухӑшӗпе килӗшнине пӗлтермест.

Комментари:

Ют Ҫын // 7847.5.3331
2015.03.24 13:03
Мӗнле каланӑ ваттисем-"Нумай итле, сахал калаҫ.
(ваттисен сӑмахӗ)".
Ваттисене итлесен,хамӑр та "тӑм пӑшал" пулмасан кӑштах чӑваш ятне ҫӳлерех ҫӗклеме пулатех пуль тетӗп.Хӑйсене чӑваш текенсем, чӑвашлӑх туйӑмне сывлӑх пек упракансем, псевдонационализм сукмакӗ ҫине тӑванла украинри пек сулӑнманнисем сывӑ та тӗреклӗ пулсан пурнатпӑрах-ха. Кармаҫӑварсем ертсе пыма пуҫласан пӗтрӗмӗр вара.
bor1959 // 1039.8.4424
2015.03.24 17:17
Акасапар вӑл итлеме хӑнӑхман,хӑтасем.Пурне те вӗрентет,ачисене тӑван чӗлхепе вӗренимаҫ пулсан та. Тата вӑрҫтарать ҫынсене ятарласа.
Пĕр хĕрарăм // 8007.8.2385
2015.03.25 21:25
О-О,бор та курăнса кайрĕ-ха, ну тытăнаç ĕнтĕ халь....
Agabazar // 3027.74.2285
2015.03.25 22:21
Agabazar
эмерĕксене хăвăрпа ан хуçалантарăр тесе вĕрентессине малалла тăсĕ бор
Ют Ҫын // 1443.02.6732
2015.03.25 23:54
Турӑран,киреметрен хӑрама манса ан кайӑр,тӑвансем. Тӗнче саланнине курмастӑр им? Татах мӗнле инкек кирлӗ сире кӑштах иккӗлленӳллӗрех пулма?
Микуль // 4292.84.0894
2015.03.26 09:27
Пирӗнпе хуҫаланаҫҫӗ-ха. Апла ан пултӑр тесен суйма, улталама пӑрахмалла. "Таса сывлӑш,тӑрӑ шыв,уҫӑ тӳпе"-ҫаксем кирлӗ этем пурнӑҫӗнче. Инсинуацисемпе инҫеех кайайманни куҫкӗретех.
Псаки // 4292.84.0894
2015.03.26 18:25
Хӑвӑрпа хуҫаланма ан парӑр!Ак кунта:http://www.kp.ru/daily/26359.3/3239812/
Микуль // 4292.84.0894
2015.03.28 17:40
Эмерӗксем вӗсем тупаҫҫӗ кампа хуҫаланмаллине.Пирӗнпе пӗрле Великий оппозиционер Немцов и Анастасия Огнева.
Огнева является дивой из элитных эскорт услуг, стоят они 1500$ сутки. СМИ видят их вместе часто, выводы делать Вам ;)
Номер в отеле где отдыхал недавно Немцов стоит 50.000 в сутки, т.е. за 10 дней 500.000р.
Agabazar // 2628.52.2553
2015.03.28 21:45
Agabazar
Татах Немццоф!!!
Ăçта тарса пытанмалла ку ятран????

Немццоф 15 талăк тĕрмере ларса тухнă теççĕ. Эмерĕксем хăтланнă пуль ĕнтĕ. Çавсем çавнашкал хуçаланнă ĕнтĕ Немццофпа.
Ют Ҫын // 2945.91.5289
2015.03.29 09:11
Пирӗнпе тата ак ҫак ҫын хуҫаланасшӑн,Дм.Быкӑв ятлӑскер, мӑнтӑркка хӑй:-Д. Быков,те писака,те хвилосӑф.
― У меня цикл лекций-современное русское искусство,это включает и кинематограф тоже и театр.У меня семинар - стратегии выживания в советской литературе.И цикл лекций по советской фантастике. Ак ҫак ҫын пурне те вӗрентет, ӗҫлекенсене, наукӑ ҫыннисене, пурне те.

Страницӑсем: 1, 2, 3, 4, [5], 6, 7, 8

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Ытти чӗлхесем

Баннерсем

Шутлавҫӑсем