Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -1.7 °C
Тиркекене тирӗк тӗпӗ лекет.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Галина Никитина: Хăвăрпа хуçаланма ан парăр

Галина Никитина18.03.2015 20:3522033 хут пӑхнӑ

Хăвăрпа хуçаланма парас мар тесен 12 çак правилăна астуса юлмалла теççĕ психологсем:

1. Сана кирлĕ – эсĕ ту. Енчен те калаçура «çапла кирлĕ» текен сăмах çине-çинех янăрасан, кама кирли пирки шухăшламалла. Çынпа хуçаланма юратакансем кама çапла кирлине палăртмаççĕ. Тĕслĕхрен, «Санăн ĕçе вырнаçмалла», – тесе ашшĕ-амăшĕ ачисене каланине ансат чĕлхе çине куçарсан çапла пĕлтерет: «Эп сана хам ĕнсе çинче лартса ывăнтăм. Тыт та ĕçлеме вырнаç!»

2. Ан шантар. Шантарсан пурнăçла. Çынсем пусахланипе пустуйран мĕн чухлĕ шантармастпăр пуль хăш чухне! Кайран хамăра айăплă туйнипе сăмахăмăра тытма тивет.

3. Ыйтмасан сăмса ан чик. Ырă тăвас тесех тепĕр чух начар туса хума пултаратпăр. Енчен те пирĕнтен пулăшу ыйтман тăк эпир тăрăшнине никам та хакламĕ. Хăш чухне теприсем урăх çыншăн ыйтни те тĕлпулать. Пулăшу алли тăсиччен çапах та теприне сирĕн хÿтлĕхĕр кирлипе кирлĕ маррине пĕлме тăрăшăр.

4. Ырă ĕçĕршĕн тав тунине ан хирĕçлĕр. Çынпа хуçаланма юратакансем тепринпе усă кураççĕ, анчах ăна тав тумаççĕ. Хăвăрпа ун пек хăтланма ирĕк ан парăр.

5. Паянхи кунпа пурăнăр. Ку вăл вылянчăклăха пĕлтермест. «Малтан эсĕ апла марччĕ», – тенине ет ăша хывса ан ларăр. «Малтан апла марччĕ пулĕ, халĕ – çавăн пек», – тесе çирĕппĕнех касса татăр. «Паян эс кпла тумасан Кайран çапла пулĕ», – тесе калакансене те хăвăрпа хуçаланма ирĕк ан парăр. «Ыран апла пулĕ те, анчах паян эсир мана мĕн сĕнетĕр-ха?» – тесе касса татăр.

6. Çынпа ытлашши çывăхланса ан кайăр. Чун-чрепе питĕ çывăхланса кайнă çынпа хуçаланма çăмăл. Çавăнпа та кăмăл-туйăмăра аллăрта тытăр.

7. Тĕллев ан ларт. Ку саккун та ытла та тĕлĕнмелле пек. Тĕрĕссипе вара тĕрĕс тĕллев лартма хăнăхмалла. Сăмахран, сире аслă пĕлÿ илме хушаççĕ. Анчах илессе илĕр-ха, анчах кайран дипломăр сире мĕн парĕ-ха? Çавăнпа та аслă пĕлÿ илме тĕллев лартнисĕр пуçне кайран ăçта ĕçлесси пирки тĕллев лартма, калăпăр, пулать.

8. Ан кансĕрле. Ку тĕлĕнмелле тĕрĕс сĕнÿ.

9. Начар çанталăк пулмасть теççĕ. Этем пурнăçĕнче те çавăн пекех. Çак çĕр çинчи чылай пулăма апла та, капла та йышăнма пулать. Епле йышăнасси пĕр сирĕнтен кăна килет.

10. Ан хурла. Теприсене тиркемесĕр тÿсме тепĕр чух, чăн та, çăмăл мар. Çапах та ан хурлăр. Тиркес килетех тĕк хăвăртан çапла ыйтăр: «Мĕншĕн-ха хамăн шухăшăма тĕрĕс тесе шухăшлатăп?»

11. Тĕрĕслемен, лайăх пĕлмен сăмаха теприне ан калăр. Мĕн хакпа туяннă, çав хакпа сутатăп теççĕ хăшĕсем. Çавăн пек хăть пулма тăрăшăр. Чĕлхĕре ирĕке ярасах килсен, «Те тĕрĕсех, анчах çавăн пек каланине илтрĕм те», – теме те пулин ан ÿркенĕр.

12. Кирек ăçта та ирĕк ыйтăр. Çакă сире сăпайлă çын пек те кăтартĕ.

 
Редакцирен: Статьяна вырнаҫтарни редакци автор шухӑшӗпе килӗшнине пӗлтермест.

Комментари:

Владимир // 2884.88.5741
2015.03.21 16:25
Ку шухӑша хуратнӑ. Сӑлтавӗ: шухӑш ҫырмалли йӗркене пӑснӑ
Agabazar // 2645.33.1642
2015.03.21 20:13
Agabazar
Ку шухӑша хуратнӑ. Сӑлтавӗ: шухӑш ҫырмалли йӗркене пӑснӑ
Agabazar // 2645.33.1642
2015.03.21 20:13
Agabazar
Ку шухӑша хуратнӑ. Сӑлтавӗ: кăларса пăрахнă
Микуль // 4292.84.0894
2015.03.21 20:27
Володя,лӑпкӑрах пул.Вӗресе каймасан та юрать.Макаревичпа хохолсем "вапҫе не в теме".Макаревич цехра ӗҫлемен,шахтӑна анса тар юхтарман.Талантлӑ тени те иккӗленӳллӗ.
2015.03.21 21:30
Аçтахар Плотников
Асӑрхаттару: регситрациленсе ҫыратӑр пулсан, йӗркене пӑхӑнӑр-ха. Аттук хупса хума та пултарап.

Телевизор хыҫҫӑн кайса Макаревич пирки «пултарулахсӑр» тесе ҫыракансем хӑйсем камсем-ши? Путина майлисем тата Путина хирӗҫҫисем ҫине пайланса каллех шуррисемпе хӗрлисем ҫапӑҫнӑ вӑхӑта тавӑрасшӑн мар пуль те? Чи малтан хӑвсамӑрӑн ҫынлӑха ан ҫухатӑр тархасшӑн! Аттук, хӑшӗсем телевизор пропогандине пула ҫынлӑха та ҫухатаҫҫӗ.
Микуль // 4292.84.0894
2015.03.22 06:33
Вӑт Админ парать-тӑк парать.Мӗнле вара вӑл -"телевисӑр" хыҫӑн кайса" тетӗн.Ҫынсен пурин те Админпа Agabazar пек шутламалла шим?Кӗр интернета,фактсемпе ҫирӗплетсе Макаревич утӑмӗсене ӑнлантарни пайтах. Унта никам та "хупса хуратӑп" тесе хӑратмасть. А сирӗн пата кӗрсе ҫыракансем черете тӑман-ха халлӗхе..
2015.03.22 11:45
Аçтахар Плотников
Микуль, эс унӑн хотя бы пӗр юррине те пулин тишкернӗ-и? Ӑнланса илме тӑрӑшнӑ-и? Малтан тишкер, ӑнланма тӑрӑш, кайран «пултарулӑхӗ ҫук» тесе ҫыр.
МАкаревичӑн хӑйӗн позицийӗ ҫук пулсан, вӑл пуринпе те пӗрлех ним ӑнланмасӑр «Ура! Ура!» кӑшкӑрнӑ пулсан ӑна никам та тапӑнмӗччӗ хальхи пек. Сирӗн валли те вӑл паллӑ мар артист пулӗччӗ. Телевизор тапӑнать те эсир те ун пирки япӑх кӑна шухӑшлатӑр. Ав, мӗнре хӑрушлӑх! Шахтӑра ӗҫлеменнинче мар (эс те унта ӗҫлемен пуль). Ҫын урӑхла шухӑшланишӗн ӑна ҫавнашкалах варалама кирлӗ мар ӗнтӗ!
Теми ку Макаревич пирки мар.
Agabazar // 2589.64.2481
2015.03.22 12:15
Agabazar
"Теми ку Макаревич пирки мар."

Макаревич ячĕ ăçтан сиксе тухнине ăнлантаратăп." Хăвăрпа хуçаланма ан парăр," — тенĕ Галина Никитина. Теми те çавăн ятлă. Андрей Макаревичăн вара шăпах çавнашкал илтĕнекен афоризмла сăмахĕсем пур. http://www.youtube.com/watch?v=THwPZNo4dy0
Политик // 1717.35.5783
2015.03.22 15:20
Вся беда в том,господин Аgabazar,что не "прогибающийся" МакаръевичЪ не уставал прогибаться под миром и властью алкашей команды Ельцина и им подобных.Снимал миллионные гонорары с тупой передачи "завтрак с Макаревичем".Он ведь не за нас тобой визжит, а против своих финансовых потерь, без которых у него шаткое равновесие в жизни.То же самое про остальных.Какая-то Т.Лазарева(угадай перевернутую мелодию-тупее передачу перенять с Запада труднее было бы)оказывается переживает за чужие судьбы.
Ют Ҫын // 1717.35.5783
2015.03.22 16:34
Эпӗ те "Крым Наш","Урра,У-р-р-а!" тесе кӑшкӑрмастӑп.Анчах та япалан мелӗ,йӗрки пур.Мӗншӗн-ха Макаревич 1991-мӗш ҫулта ним те кӑшкӑрмарӗ.Тата ытларах:Эльце командипе пӗрле "Голосуй сердцем, а то проиграешь!"-тесе кӑшкӑрнине астӑватӑп.Раҫҫей ҫыннисем 90-мӗш ҫулсенче выҫӑлллӑ-тутӑллӑ пурӑннӑ чухне,Макаревич аптрамарӗ,тип тытмарӗ.Ҫитӗ ун ҫинчен калаҫар мар,ӗҫӗ унра мар.

Страницӑсем: 1, 2, 3, 4, 5, 6, [7], 8

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Ытти чӗлхесем

Баннерсем

Шутлавҫӑсем