Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +0.3 °C
Ырӑ тус укҫаран хаклӑрах.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Таисия Ташней: Ҫӗтӗк кӗнеке алӑра — халӑх ятне илме вӑхӑт-и?

Таисия Ташней22.08.2016 08:485316 хут пӑхнӑ

Чӑваш Республикинчи Патӑрьел ҫӗрӗ ҫинче ҫуралса ятне-сумне тӗнчене кӑларнӑ Геннадий Айхин ӗнер черетлӗ ҫуралнӑ кунӗ пулчӗ. Вулавӑшсем ку куна палӑртмасӑр хӑвармарӗҫех пулӗ. Анчах сӑмахӑм ятлӑ-сумлӑ ҫынсене асра камсем тытни, камсем манӑҫа кӑларни пирки мар. Ҫӗтӗк кӗнеке ҫинчен. Ҫӗтӗк кӗнеке малашлӑха ҫул уҫнипе уҫманни пирки.

«Геннадий Айхи ҫуралнӑ кун паян», — тесе ҫырнӑ ӗнер Фейсбукри хӑйӗн странцинче Марина Карягина тележурналист, драматург, сӑвӑҫ. «Ун сӑввисене кӗлӗ пек вулатӑп», — пысӑка хурса хаклать ентешне М. Карягина.

Ҫапла, тепӗр ҫыннӑн ӗҫӗсене кӗлӗ пек вулатӑн. Антӑхса каясла шӗкӗлченӗ май кашнинчех мӗн те пулин ҫӗннине тупатӑн. Ҫӗннине пулмасан та: «Ҫакӑн пек ҫавӑрттарса калайнӑ», — тесе тӗлӗнетӗн, чуна витернӗ вырӑнсене кӑранташпа паллӑ тӑватӑн е блокнота ҫырса хуратӑн.

Хам пирки каласан, хӑй вӑхӑтӗнче эпӗ Геннадий Волков этнопедагогӑн кӗнекисенчен пӗрне ҫавӑн пек чыхӑнса та антӑхса вуланӑччӗ. Ун чух, йӑнӑшмастӑп пулсан, вунпӗрмӗш класра вӗренеттӗм. (Ҫак самантра тем пекех шырарӑм пулин те, алла лекмерӗ ҫав кӗнеке. Аса илтӑм: пӗр учителе панӑччӗ эп ӑна, мӗнех, ыйтса илмелле унран). Вулаттӑм та тӗлӗнеттӗм: ара, эп ку япалана пӗлетӗп-ҫке. Ку япалана та эпӗ илтнӗ-ҫке. Ара, кукамай (тахҫанах тӑпра пулса ҫӗрчӗ ӗнтӗ вӑл унтанпа) калатчӗ мар-и... Ҫак кӗнекере ҫырса кӑтартнӑ евӗр пуплетчӗ тӑнлавне пас тытма ӗлкӗрнӗ юратнӑ ҫыннӑм. Сасӑ хӑпартмасӑр, шахвӑртса ӑса вӗрентетчӗ кукамай тесе вуланӑччӗ ӑслӑран та ӑслӑ этнопедагог ӗҫне.

Чӑн та, мӗн чухлӗ тарӑн шухӑшчӗ ҫав кӗнекере! Награда сумӗ пирки калани те пурччӗ. Хаклав кама тата мӗншӗн тивӗҫни ҫинчен. Награда терӗм те, Марина Карягина каланӑ «ҫӗтӗк кӗнеке» патнех таврӑнам.

«Нумай пулмасть пӗр ҫыравҫӑ, «Чӑваш халӑх писателӗ» хисеплӗ ят илесшӗн ӑшталанса ҫӳрекенскер, Союз правленийӗн ларӑвне хӑйӗн ҫӗтӗк (юри ҫӗтнӗ-ши?) кӗнекине йӑтса пычӗ: «Пӑхӑр-ха ман кӗнекене халӑх мӗнле вулать, эсир мана хирӗҫ калаҫатӑр!» Ҫакӑ аса килчӗ халь... Эпӗ Патӑрьел ҫӗрӗ ҫинче. Айхин сӑвӑ кӗнекине (2008 ҫ. пичетленнӗ) патӑрьелсем (чӑннипех те!) ҫӗтӗличчен вуланӑ: ҫуллен Ҫӗньял шкулӗнче ун сӑввисене вулакансен ӑмӑртӑвӗ иртет», — тесе ҫырнӑ М. Карягина Фейсбукри хӑйӗн страницинче.

Алла чӗре патне тытсах калатӑп: ҫӗтӗк кӗнеке авторне пӗлместӗп кӑна мар, кам пирки сӑмах пынине те тӗшмӗртейместӗп. Анчах паянхи саманара хисеплӗ ятлисем ытла та хунаса кайнине чӑннипех те пӗлетӗп. Тӗрлӗ шайри чыс-хисепе тивӗҫнисен хушшинче такам та пур. Тен, ҫавӑн пек пулмалла та-ши? Ара, мӗн шеллемелли ҫав хытӑ хута (сӑмахӑм — Хисеп грамотипе Тав хучӗ пирки)? Кӑкӑр ҫине ҫакса яракан медаль-ордена та хӗрхенсе тӑмалла мар: памалла. Кам тивӗҫлипе тивӗҫсӗрри вара — урӑх калаҫу. Тивӗҫлисемпе тивӗҫсӗррисене паян пӗрисем палӑртаҫҫӗ, ыран теприсем татса парӗҫ. Уйрӑмлӑхӗ, тепӗр тесен, ҫавӑнта кӑна-тӑр.

 
Редакцирен: Статьяна вырнаҫтарни редакци автор шухӑшӗпе килӗшнине пӗлтермест.

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Ытти чӗлхесем

Баннерсем

Шутлавҫӑсем