Agabazar // 1717.89.4211
2025.03.20 01:56 | |
![]() |
|
YURGAN TURINGE // 2291.81.1801
2025.03.20 07:08 | |
![]() |
Генетика пирки тата хушап (урамра 21 ĕмĕр), ентешсем. Каçарăр, вырăсла çырап. Генетическую болезнь, более всего присущую чувашам (отсюда и название) - "чувашскую полицитемию"(Chuvash policythemia) ученые (в своей работе в том числе использовал и лауреат Нобелевской премии по медицине) выводят именно от гуннов и булгар (а не от мифических сувар). Эта же болезнь была найдена на юге италии, на острове Искье. Появление этой болезни там может быть связано только с гуннами или булгарскими миграциями под предводительством Альцека (опять таки мифических сувар там не было). Гаплотипы всех "итальянских пациентов" соответствуют гаплотипу, выявленному в чувашском кластере, тем самым подтверждая гипотезу об одном основателе. P.S. "Сувары" в лучшем случае могут быть только субэтносом (вторичны-троичны) Булгар, соответственно, при всех упоминаниях во главе (первым) должно быть именно - Булгар. |
Agabazar // 3826.01.2886
2025.03.20 16:47 | |
![]() |
Енчен те эпир генетика тĕлĕшпе чăвшла çавăрттарса калама пултараймастпăр пулсан, ку, чăн малтанах, хамăр çав генетикăна ăнкарсах пĕтерейменнине систерет.
Ну ав хай чăваш полицитемийĕ текеннине илес пулсан, кунта специалистсем хайсен сăмахне калани вырăнлă пулмалла пек. Ара, пур вĕт ЧăвГУра хими факультечĕ, медицина факултечĕ. Педуниверситетра биологи тата хими факультечĕ пур. Ялхуçалăх институтĕнчи (акаадемийĕ теççĕ-и халь?) агрономсемшĕн, зооинженерсемшĕн те ют пулмалла мар ку тема. Чăваш гуманитари тĕпчев институтĕнче археологсем миçен! Çук вĕт, пултараймааççĕ ярса илме çав чăваш полицитемийĕн темине! Анчах та çаврăнса пăхар çав специалист мар çынна та паллă енсене. Чăваш полицитемине Чăваш республикинче тупнă теççĕ. Анчах та чăвашсем Чăваш республикинче çеç мар пурăнаççĕ. Эппин, çав чăваш полицитемийĕ Чăваш республикин тулашĕнче те пулма тивĕçлĕ. Калăпăр, Тутарстанра. Унтан та ытларах, акă эпир Хусан таврашĕнчи тата Хусан лешеккинчи чăвашсем тутарланнă, тетпĕр. Эппин, чăваш полицитемийĕ çав тутарланнă чăвашсен те пулма тивĕçлĕ пек. Чăннипе вара вăл тĕлĕшпе нимле сас-хура та çук. Мĕншĕн? Е сас-хурисем çапах та пур-и? |
Agabazar // 3646.17.7826
2025.03.23 20:44 | |
![]() |
Вулакан // 1066.37.9482 2025.03.17 18:51Марр академике Сталин юлташ пустуях пăрахаçа кăларнă тесе, В, В. Путин патне кайса шалăп пар-ха, эппин. |
Валери ТУРКАЙ // 1099.05.4843
2025.03.24 18:34 | |
АГАБАЗАР: "(...)Антон Кириллович Салмин ăславсен докторĕ. Анчах та анкă-минкĕленсе каясси докторсем хушшинче те пулать тепĕр чухне".
Лайăх каланă, ăтнаккă!.. Тĕрĕсех-иç!.. Валери ТУРКАЙ. 24.03.25. | |
Agabazar // 1194.38.3233
2025.03.24 21:05 | |
![]() |
Кунта акă мĕн калас пулать чăн малтанах.
И. В. Сталин 1953-мĕш çулта вилнĕ. Тата темиçе çул иртсен çĕршывра Сталина хирĕçле кампани пуçланса кайнă. Çапла майпа, унччен Сталин хурланă япаласене каялла тавăрма май килсе тухнă. Эппин, халь тин Сталин авторитет мар тесе, Марр академика тыт та тÿрре кăлар! Анчах та ун пеккисем тупăнман. Никам та Марр академика тÿрре кăларма тăрăшман. Яхват теори тĕп пулнă. Паянхи кунчченех çапла тăсăлать. Самана хыççăн самана улшăнать, тамаша хыççан тамаша килет (саманисем — саккăр, тамашисем — тăххăр), анчах Сталин юлташ Марр академик пирки каланисем гранит çине касса кăларнă пек çирĕп тăраççĕ. Никам та çавна улăштарма пултараймасть. |
Вулакан // 1066.37.9482
2025.03.25 08:39 | |
Сталина наука ҫынни текен йӑнӑшать.Унӑн тӗллевӗсем пач урӑхла пулнӑ.Тарӑн пӗлӳ илмесӗр наукӑра ҫул ҫук,чӗлхе пирки пушшех.Сталин-суя авторитет,чунсӑр ҫын пулнӑ.Ырлама кирлӗ мар. | |
Agabazar // 1551.49.0342
2025.03.25 12:01 | |
![]() |
Вулакан юлташ,
тÿрех курăнать эс чуххăмла, ним шутламасăр калани. Сталинăн статйине вуласа тух-ха, вара калаçăпăр. Шăпах хайхине, хăй ăславçă маррине, чĕлхеçĕ маррине палăртнинчен пуçлать Сталин хайĕн статйине. Кунта сăмах Сталин чунлă е чунсăр пулни пирки мар, вăл Марр пирки мĕн калани çинчен пырать. Ну, сăмахран, Сталин Марр пирки йăнăш каланă пуль, тейĕпĕр. Анчах та унашкал йăнăш сăмаха тÿрлетме майсем пин хут ытла сике-сике тухнă 1953-мĕш çул хыççан. Анчах та çавăн пек майпа никам та усă курма шутламан халиччен те. Хайхи Антон Кириллович Салмин та нумаях пулмасть Марр академик пирки ятаралă статья çырнă (Салмин Антон Кириллович ЭТНОГЕНЕЗ И ЯЗЫК ЧУВАШЕЙ ПО Н. Я. МАРРУ // Томский журнал лингвистических и антропологических исследований (Tomsk Journal of Linguistics and Anthropology). 2021. Вып. 2 (32). С. 151-160. DOI:10.23951/2307-6119-2021-2-151-160). Анчах та Салмин та пулин Марр академика тÿреммĕн хăйĕн хÿттине илмест, çапла çырать: Сторонники Марра нанесли науке большой урон |
Вулакан // 1066.37.9482
2025.03.25 15:45 | |
Хисеплӗ Агабазар,ҫитет пуль пуш папраппан ҫапса.Пӑлхарлӑх та пустуй япала ҫеҫ.Никама та нимле вӑй та памасть.Хальхи монгола Чингисхан вӑй парать тенине ӗненместӗп,чӑваша пӑлхарлӑх мӗн парать вара.Паянхи чӑваш пирки калаҫар.Кам вӑл,мӗнле ӗмӗтпе пурӑнать,пӗлӳ шайӗ,мулӗ пур-и,сывлӑхӗ епле,ачине мӗнле ӳстереть,наци туйӑмӗ пур-и унӑн?Чӑваша ыран мӗн кӗтет?Пире Станьялсем ,Туркайсем юри таҫталла пӑрса яраҫҫӗ пулас.Марра вӑрҫиччен И.Андреева аса илӗр.Кам е мӗнле вӑйсем хушнипе чӗлхемӗре сиен кӳнӗ?Кам вӑл?Тӗпчев институчӗ чӑваш пуласлӑхӗ пирки мӗн шутлать-ши? | |
Agabazar // 1791.96.0114
2025.03.25 16:35 | |
![]() |
Антон Кириллович Салмин тĕлĕшпе пĕр нюанс пур. «Большой урон» тит-ха та, çапах хăй Марр академикĕн ĕлĕкхи суя çулĕпех чупасшăн.
Декларацийĕ пĕр тĕрлĕ, чăн ĕçĕ пачах тепĕр майлă. ................................................................................. Аха тит çав, пурте пустуй тит. Никам та çурта тытса тăман тит. Куçа хупса уçмалла та — пурне те пĕтĕмпех манмалла. Пăлхарлăх вăй памасть те, сăварлăх вăй парать -им вара? А мĕн усси эс «вăй парса» тăнинчен? Параççĕ-и унта, е памаççĕ, — анчах та тĕрĕссине пĕл те ыттисене те пĕлтер. Ку тĕлĕшпе нихçан та ан суй! Сăмах май каласан, И. Андреев пирки. Орфографипе пунктуаци тĕлĕшпе сăтăр турĕ теме пулать. Анчах та ку сăтăр ытлашши пысăках мар. «Сиплĕ курăм» (здравый смысл) текенни сыхласа хăварчĕ. Çав вăхăтрах тепĕр Андреев (ку урăххи пулас, Урхи Наумĕ текенни) пăлхарлăх енĕпе хăйĕн йĕрне хăварнă — Андреев Н.А. Чувашские порядковые числительные в сравнении с порядковыми числительными булгарских намогильных надписей [Andreyev, Naum. Chuvash ordinal numerals as compared to those in the Bulghar epitaphs] — 1956. Çак статьяна çырнă чухне Урхи Наумĕн доктор дипломĕ мар, аслă пĕлÿ те пулман-ха. Çавăн пек астăвтăп. |
Акă пире Станьял лешĕн «Этническая история чувашей на савиро-булгарском перепутье» кĕнекине сĕнсе пăхрĕ.
Ну пăхар эппин çавăнти «Язык» текен сыпăка.
Тĕрĕсех калать Юркан Туринке, тĕнчере «сăвар чĕлхи» е «савир чĕлхи» текен ăнлав çук. Пирĕн Антон Кириллович вара ăслав талкккăшне çав ăнлава кĕртме хăтланать пек пулса тухать.
Эппин, кăтарт пире çав «сăвар(савир) чĕлхин» параметрĕсене! Ăçта вăл? Хыпашласа пăхма пулать-и ăна? Мĕнле çăлкуçсенче ÿкерĕннĕ вăл? Сыхланса юлнă текстсем е уйрăм сăмахсем тата чĕлхен ытти элеменчĕсем пур-и?
Анчах та Салмин çырнисене хуть те миçе хут тата урлă та пирлĕ вуласа тух — пурпĕрех çакнашкал япаласем тĕлĕшпе хуравсене тупаймастăн.
Хыптарать те хыптарать пире — çавă кăна. Урăх ним те çук. Кунашкал япаласене «официаллă» хак пама тахçанах вăхăт çитнĕ.
Çакнакшал тĕллевсем умра тăраççĕ пулсан, тĕрлĕрен вĕтĕр-шакăр таврапĕлÿçĕ пеккисене тăрă шыв çине кăларам пекки туса ларни мĕне кирлĕ вăл?