Валери ТУРКАЙ // 1099.05.4843
2025.03.03 04:06 | |
Agabazar // 5170.9.5370
2025.03.03 04:37 | |
![]() |
Петĕр Хусанкайран:
Ашмаринĕ, Смолинĕ, Маррĕ Пыраççĕ республикĕме. — Яхват, — тет пĕри. — Тен, пăлхар-и? — Шумер, — тет тепри темме. Тĕксĕм тĕслисене шăпах Марр кĕртнĕ. |
Agabazar // 5170.9.5370
2025.03.03 05:21 | |
![]() |
Хусанкая малалла вулар.
Пасар каç пĕрре каятпăр Аттепе вир çуртарма. Тутар ялĕ çичĕ-сакăр Çухрăмра лекет çул май. Темиçе те курнă ахăр Икĕ ялăн чиккинче Чул ларатчĕ, кукăр-макăр Çыру пурччĕ ун çинче. Çав шур чул пире тĕл килчĕ Патĕнче пĕр çын. Тутар. — Тпру! — атте çĕлĕкне илчĕ, — Тыт-ха, — тет, — Эпир туртар. — Нăрулла, эс мар-и? — Эпĕ. — Мĕн унта чаваланан? — Амитке! Тутар хисепĕ Çĕкленсе килет, ăнлан! Хусан хамăрăн пулать тет! Çак чулсем, пĕлетĕне? Çĕнĕрен кăтартмалла тет Хамăр çĕрĕн чиккине. Ват мулла каласа пачĕ Пухура, — тет Нăрулла. — Мĕн тăван эс Хусанпа? — тет Ман атте, кула-кула.— Ĕмĕрне те, ман хăраххăм Ялунтан тухса курман. Пурăнасчĕ лăпкăраххăн Туртса яр-ха... Мĕн Хусан! — Эх, чăваш!Чăваш темерĕн! Тутарсем тенче тулли! Пирĕн пулнă-çке, пĕлсессĕн, Авалхи Хусан хули. — Пултăр, пултăр, ха — вĕрерĕ! Ху пит çĕкленсессĕн те Мана паллăн, тетĕп? — терĕ Тилхепе туртса, атте. |
Сергей Пятаков // 2975.53.1274
2025.03.09 15:57 | |
Что за стихотворение Хузангая ты привёл, Агабазар? | |
Agabazar // 1951.72.5418
2025.03.09 18:32 | |
![]() |
Сергей Пятаков, эс те çапла, пи-и-итĕ çÿле çĕкленсе кайсан, пире ан ман вара.
В. Туркай:Мĕн, Агабазар, эс пире тĕлĕнтересшĕн-и?.. Ху питĕ нумай пĕлнине кăтартасшăн-и?..Çук, Валери Туркай. Эпир те кунта, санашкалах, ахаль «шĕвĕрсем» иккенне кăтартасшăн. Санран нихăш енчен те иртеймен. иртме те питех шухăшламан. Çавă кăна. |
Ялтан // 1066.37.9482
2025.03.13 08:43 | |
Туркай хӑҫантанпа историк пулса кайнӑ вара?Тен эпӗ йӑнӑшатӑп.Унӑн историпе
ҫырнӑ ӗҫӗсене вулас кӑмӑл ҫуралчӗ.Ӑҫта тупма пулать-ши? | |
Agabazar // 3984.73.0041
2025.03.14 22:17 | |
![]() |
Историк пулса кайрăм тесе каланă-и вара сана Туркай?
Каламан япалана каланă пек туса кăтартни, паллах, йăнăш. Валери Туркайăн кашни каланă сăмахĕ историе кĕрсе пырать. Хуть те мĕн пирки каласан та. Ахальтен мар вăл кашни комментари хыççăн датăна кăтартать тата ят-шывне çырать (электронла алпусу теме те пулать пуль, ахăртнех). Валери Туркай çумне çыпăçсан эс те наччасрах историе кĕрсе каятан. Эппин, килех историе! Ырă сунса кĕтетпĕр! |
Вулакан // 1066.37.9482
2025.03.17 18:51 | |
Марр академике хурланине вуларӑм та пӑшӑрхантӑм.Ытла ҫӑмӑлттайла калаҫатӑр.Чӑваш чӗлхи пирки ним сӑлтавсӑр ҫырман ӗнтӗ вӑл.Ӑна тӗнче шайне хурса хаклани сисӗнет.Унта яфетитлӑх пуррине сиснӗ ӗнтӗ вӑл,ҫавна ӑнланма тӑрӑшмалла.Сталин кунта нимле авторитет та мар.Мӗн ҫырса панине калакан кӑна.
Марр пирки калаҫма наука шайӗ килех ӗнте.Чӑваш чӗлхине пур енлӗ тишкерни кирлӗ пуль.Унта авалхи сийсем пур тенине илтнӗччӗ.Сӑвӑ ҫырмалли ҫӗр сӑмахпа кӑна ҫырлахар марр. | |
YURGAN TURINGE // 2023.9.8909
2025.03.18 18:43 | |
![]() |
"Сувар" чĕлхи тĕнче лингвистикинче çуккă, ăна палăртман. Мана чăваш "суваристсен" ДНК касăклантарать (нумай çул генетикă ыйтăвĕпе касăкланнă май), пур-и тестсем тунă суваристсем ? Сăмах май пирĕн (Пăлхар паттăрĕ - Тинехпи те тăван), дунай пăлхарĕсемпе ~7/8 ĕмĕрте пĕр Ар (Y) аслă асаттесем пулнă. Аутосомсем урлă питĕ нумай ватă халăхсем хутшăннă, "суварсем" кăна каллех çук! |
Agabazar // 1369.58.2747
2025.03.18 23:05 | |
![]() |
"Сувар чĕлхи" тени тĕнчери лингвистикăра çук, анчах та вăл япала Антон Кириллович Салмин ĕçĕсенче пур.
Мĕн япала-ши вăл çав Салминăн "сувар чĕлхи"? Вуларăм-вуларăм Салмин çырнисене, анчах хуравне тупаймарăм-ха. Генетикăпа кăсăкланни аван. Анчах та ăна теплерен таçта темĕн илтнипе пĕлейместĕн. Тар кăларса вĕренес пулать. Вĕренмелле. Ӳт-пÿ тăрăх шăпăр-шăпăр тар юхмалла вĕреннĕ чухне. Тата çумра сумлă та шанчăклă вĕрентÿçĕсем пулмалла. Унсăран ним усси те çук апла-капла калаçнинчен. Паллах, вăтам шкулта мĕн вĕреннине аса илни те вырăнлă пулма пултарать. Анчах та пирĕн хушăра ун пеккисем те, шкул сакки çинче тăрăшнисем, сахалрах çав. Антон Кириллович Салмин ăславсен докторĕ. Анчах та анкă-минкĕленсе каясси докторсем хушшинче те пулать тепĕр чухне. |
Чăваш наци библиотеки санран пин хут нумайрах пĕлет, анчах та вăл мухтанмасть хăй нумай пĕлнипе!..
Мемуарсем çыр - усăллăрах пулать, хăвăншăн та, тăванусемшĕн те.
Валери ТУРКАЙ.03.03.25