Agabazar // 3567.45.6100
2025.01.30 02:37 | |
![]() |
|
Валери ТУРКАЙ // 1099.05.4843
2025.01.31 06:24 | |
Иван Иванович КАЗАНКОВ гений-и, гений мар-и, анчах та ăна пире,чăвашсене, 21-мĕш ĕмĕр пуçламăшĕнче Турă ярса пачĕ -- Чăваш Ятне-Сумне тата çÿлерех çĕклеме! Эпĕ кун пирки иккĕленместĕп!
Тĕнчекурăм-менталитет тĕлĕшпе унпа (хисеплĕ И.И.Казанков - питĕ талантлă зоотехник) Алмантай текен "сăварçă" темиçе çул çине тăрса ĕçлет, истори ăслăлăхĕнчи пур пек пĕлĕвне Иван Иванович çине "тиет". Акапасар, Михаил Романович ФЕДОТОВ пирки мĕн шутлатăн? Пурнатпăр-ха! Валери ТУРКАЙ. 31.01.25 | |
Agabazar // 1524.8.9930
2025.02.03 16:04 | |
![]() |
Валери ТУРКАЙ: Акапасар, Михаил Романович ФЕДОТОВ пирки мĕн шутлатăн?Михаил Романович ФЕДОТОВ — ашмаринçă, ура тупанĕнчен пуçласа пуç тÿпи таранчченех. Хăйĕн ĕçĕсене ăслав-теори енчен çÿллĕ шайра туса пынă. Анчах та кунта проблема мĕнре-ха? Паянхи неосуварçăсем Михаил Романччăна та, ытти паллă ашмаринçăсене те хăйсене майлăн çураçма мекĕçленеççĕ. Унтан та ытларах, вĕсем Ашмарина хăйне те суварçă пек кăтартасшăн тăрăшаççĕ. Калăпăр, ку А. К. Салмин ĕçĕ-хĕлĕнче сисĕнет. Паллах, çакă пĕтĕмпех ултав, вĕсенче нимĕнле суварлăх та çук. Акă, М. Р. Федотовăн Чăваш чĕлхин этимологи сăмахсарĕнче «Чăваш» статья та пур. Унта вăл ку сăмахăн çармăссен тутарсене пĕлтерекен «суас» сăмахĕпе çыхăну пуррине палăртать. Çав вăхăтрах вăл «чăваш» сăмах Атăлçи Пăлхарти сăварсемпе çыхăннине çирĕплетме килĕшмен. Этимологи словарĕнчи пысăк «Чăваш» статьяра та çавна нихăш енчен те çирĕплетмест. Валери ТУРКАЙ: Пурнатпăр-ха!Паянхи сăварçăсем, çав «сăвар» тенине, çине-çине пур тĕлте те янраттарса, цемент пек хытарса хăварма пултараççĕ. Кайран çавна, тем пек тăрăшсан та, каялла хăйпăтса илейместĕн. Чăнах та çапла пулĕ теместĕп, анчах проблема пур. |
Валери ТУРКАЙ // 1099.05.4843
2025.02.04 06:20 | |
Килĕшетĕп, Акапасар! Хăрушлăхĕ, чăнах та, пысăк!
Валери ТУРКАЙ.04.02.25 | |
Лешкукша // 3862.65.8534
2025.02.11 07:42 | |
тытман упа тирне сӳме хытланаҫҫӗ-и кунта? | |
Agabazar // 9512.8.0143
2025.02.11 17:12 | |
![]() |
Михаил Романович ФЕДОТОВ — упа мар. Упа пулсан та, мĕншĕн-ха ăна «тытмалла»? Никам та ăна «тытма» шухăшламасть. |
Валери ТУРКАЙ // 1099.05.4843
2025.02.22 08:31 | |
Академик Николай Яковлевич МАРР. "Чуваши-яфетиды на Волге". 1926. Шупашкар:
(...)"Чувашский народ не первобытное племя, а еще до-историческое образование из скрещения различных первобытных племен" (10 стр.). "Чувашский язык с одной стороны по коренному слою своей целиком яфетической природы становится в один тесный круг с языками баскских в Европе и с армянским в Армении, собственно с его до-истроической яфетической основой. (12 стр.). Чувашский язык - один единственно сохранившийся из той тесно связанной группы яфетической, из которой сложилась впоследствии турецкие языки (17 стр.). Огромное значение должен получить чувашский язык для изучения действительных древностей русского языка, и вообще его происхождения (18 стр.)" (...) | |
Agabazar // 4127.10.3092
2025.02.26 11:14 | |
![]() |
Çакнашкал анкă-минкĕлĕхсене вуласан, чăн малтанах, куç умне мĕн тухса тăрать-ха?
Чул пуртăсем, чукмарсем тытнă, тирсемпе витĕннĕ, тăват ураллă, пысăк асав шăлсемлĕ çăмламас чăвашсем тĕрлĕрен тискер кайăксене хăвалаççĕ. "Первобытное племя," — тет вĕт-ха. Ытти халăхсем вара мĕн Адампа Евăран пуçласах яп-яка та шукăль тумланса, креветкăсемпе фрикаделькăсем чăмласа çÿреççĕ, сухалĕсене хырнă, çÿçпуçне тирпейленĕ, унталла та кунталла стройри салтаксем пек мăнаçлăн уткалаççĕ. Университетра илнĕ пĕлĕвĕ тĕлĕшпе Марр чĕлхеçĕ, лингвист пулман. Вăл — этнограф. Кавказ халăхĕсен пурнăçĕ тĕлĕшпе специалист. Академик текен ята та вăл шăпах çав енĕпе илнĕ. Лингвистикăна хăй еккипе кĕрсе кайнĕ темелле. Анчах та ку ăнăçлă пулса тухман. |
Валери ТУРКАЙ // 1099.05.4843
2025.03.02 04:46 | |
Ытлашши сÿпĕлтетĕн, Агабазар, ытлашши!.. Шипкă умнăй пулни хăшпĕр чухне чăн-чăн инкек у.
Валери ТУРКАЙ. 02.03.2025 | |
Agabazar // 2317.01.2268
2025.03.02 21:57 | |
![]() |
Алпатов В. М. История одного мифа: Марр и марризм. М., 1991 (там же библиография), 2-е дополн. изд., М., 2004, ISBN 5-354-00405-5Сталин И. В. Марксизм и вопросы языкознания // Правда. — 1950. — 20 июня. |
Сиктĕрмери «Çĕнĕ Сăвар» проекта, ахăртнех, вăл мар шутласа кăларнă. Анчах та ыттисем сĕннипе явăçнинче те ним усалли те çук темелле.
Ман шутпа, асăннă проекта Геннадий Зюганов ырлани те пысăк пĕлтерĕшлĕ пулнă. Шăпах çавăнпа ĕнтĕ вырăнти Тутарстан элитисем те хирĕç тăрайман.
Çав вăхăтарх Геннадий Зюганов та Иван Казанковпа тачă çыхăннă. Мĕншĕн иккенне пĕлетĕр.
Искандер Измайлов хытă тиркет-ха та, анчах та вăл тиек тата чиновник мар.
Калас пулать, «Çĕнĕ Сăвар» тесе Тутарстанта Сиктĕрмене мар, Сăпас районĕнчи Кузнечихăна калаççĕ. Анчах та Кузнечиха чăваш ялĕ мар. Унта вырăссем пурăнаççĕ.