«Хыпар» хаҫат пуласлӑхӗпе ҫыхӑннӑ видеотавлашӑва пухӑннисем (ӑна Чӑваш халӑх сайчӗ, Чӑваш наци культурин «Сӑвар» фончӗ тата «Сӑвар ТВ» телеканал йӗркеленӗ) наци кӑларӑмӗн кулленхи йывӑрлӑхӗ, хаҫат тиражӗ, ӑна пысӑклатма мӗн кансӗрлени пирки сӳтсе явнине эпӗ те кӑсӑклансах итлерӗм.
Калаҫӑва «Хыпара» нумай ҫул ертсе пынӑ Алексей Леонтьев, хаҫатра ӗҫленӗ Арсений Тарасовпа (ӑна ҫынсем ҫыравҫӑ тата драматург пек ытларах пӗлеҫҫӗ пулӗ) Владислав Николаев (вӑл «Тантӑш» редакторӗ пулнӑччӗ, редакцирен кайнӑ хыҫҫӑн пӗр вӑхӑт хӑй тӗллӗн хаҫат та кӑларса пӑхрӗ), чӑвашлӑх хастарӗ Тимӗр Тяпкин, Станислав Убасси паллӑ блогер тата Чӑвашпичечӗн пуҫлӑхӗ, Александр Белов журналист, «Хыпар» издательство ҫурчӗн директорӗн — тӗп редакторӗн тивӗҫне пурнӑҫлакан Дмитрий Моисеев тата Чӑваш халӑх сайчӗн администраторӗ Николай Плотников хутшӑнчӗҫ.
"Ҫак кунсенче Чӑваш наци вулавӑшӗнче «Хыпар» хаҫат тавра калаҫу иртрӗ — унӑн тиражне ӳстерес тесен мӗн тумалла, мӗнле ҫул суйласа илмелле? Ҫӗнӗ директорӑн (нарӑс уйӑхӗнче ҫак вырӑна калама лартассине татса памалла) мӗнле ӗҫлемелле, мӗнле ҫӗнӗлӗхсем кӗртсе лару-тӑрӑва улӑштарма пулать? Паян эпир сире ҫав калаҫура сӗннӗ шухӑшсемпе паллаштаратпӑр."
"Видеотавлашӑва Арсений Тарасов, Владислав Николаев, Тимӗр Тяпкин, Дмитрий Моисеев, Алексей Леонтьев, Аҫтахар Плотников, Станислав (Убасси) Александров, Александр Белов хутшӑнчӗҫ — журналистсем те, ҫыравҫӑсем те, тӗп редактор пулнисем те пулчӗҫ"
Малалла — хам шухӑшсене асӑнса тухӑп.
Паян пӗрремӗш хут Пичет кунне уявланӑ мероприятие хутшӑнтӑм. Унччен те, паян та, унта мана чӗнменччӗ те, вӑл мӗнле иртнине халиччен хам куҫпа курманччӗ, хам хӑлхапа илтменччӗ. Паян вара пырса ҫитме май пулчӗ. Тепӗр тесен, хама та калем ӑсти тесе хаклама пулать-ҫке. Енчен те Мускаври тӳре-шара пирӗн сайта МИХ пек регистрацилеме хирӗҫ пулмасан (хутсене ярса парса) хам та малашне ют ҫын пек унта пулмӑп ӗнтӗ.
Чи малтан мана мӗн тӗлӗнтерчӗ-ха? Ӑна Раҫҫей пичечӗн (кӑрлачӑн 13-мӗшӗ) тата Чӑваш пичечӗн (кӑрлачӑн 19-мӗшӗ) кунӗсене халалланӑ пулин те чӑваш чӗлхи пач та курӑнмарӗ.
Пурнӑҫра мӗн пулса иртнине маларах хаҫат тӑрӑх пӗлсе тӑраттӑмӑр. Унчченхи статьясенчен пӗринче эпӗ Шупашкар районӗнче тӑрӑшнӑ чух ӗҫ кунне хаҫатран пуҫланине каланӑччӗ-ха.
Ҫапла, республика е ҫӗршыв шайӗнче тухса тӑракан пичет кӑларӑмӗсене ӗҫтешсемпе черет тӑрса тенӗ пек шӗкӗлчеттӗмӗр. Хаҫат вулама ӳркенекен журналиста редактор ӑнланмастчӗ. Кайран хаҫат та ҫӗнӗ йышши технологисем ҫине куҫрӗ, тӗнче тетелне тухма тытӑнтӑмӑр. Ун чухне редактор информаци агентствисем хыпарланине, влаҫ органӗсен официаллӑ порталӗнче мӗн ҫырнине шӗкӗлчеме хытарса тенӗ пекех калатчӗ.
«Хыпар» хаҫат пирки пӗр вӑхӑтра шӑв-шав лӑпланнӑччӗ. Ӑна чылай ҫул редактор пулса ертсе пынӑ Алексей Леонтьев вырӑнне Валери Туркай влаҫа ларнӑ хыҫҫӑн Чӑваш халӑх сайтӗнче те, «Правда ПФО» интернет-кӑларӑмра та тем тӗрлӗ шухӑш та палӑртакан тупӑннӑччӗ. Нумаях пулмасть Валери Туркай Чӑваш Енӗн информаци политикин министрне Александр Иванова халалласа сӑвӑ ҫырни пирки эпир пӗлтернӗччӗ. Сӑвӑра Валери Туркай республика шайӗнчи ҫав пуҫлӑха йӗпленӗччӗ. Каярах пирӗн сайт Валери Туркайпа контракт тӑсманни, тӗп редактор тивӗҫне Михаил Арланов пурнӑҫлани пирки хыпарларӗ.
Чăваш халăх сайтĕнче Валери Туркай Александр Иванов министр çинчен çырнă эпиграммăна питĕ пысăк кăмăлпа вуларăм! Мĕнле парать Валери шăллăм! Мĕнле пĕçертет! Мĕнле тустарать пысăк чиновника! Пур-ха поэтăн пултарулăхĕ! Пур-ха чунра вĕри кăварпа хĕлхем! Мĕнле маттур! Апла пулсан, хаçатăн тĕп редакторĕн çемçе пуканĕ поэт чунне пĕтермен-ха!
Эп ас тăватăп: Перестройка вăхăтĕнче мĕнле вĕри чунлă пулнă Валери! Мĕнле йыхăравçă! Мĕнле трибун! Мĕнле хитре те вăйлă сăвăсене çырнă!
Темиҫе кун каялла манпа Геннадий Павлов ҫыханчӗ. «Контактра» халӑх тетелӗ урлӑ.
— Пулӑшу кирлӗ.
— Мӗнпе? — хирӗҫ ыйтатӑп.
Ҫынна палламастӑп та мӗнле пулӑшу ыйтнине те чухламастӑп. Геннадий вара мана ӳкерчӗксем ярса пачӗ. Унта — «Хыпар» хаҫатӑн сӑнӗсем. Ҫурлан 25-мӗшӗнче тухнӑ кӑларӑм. Пуҫелӗкри «1906 ҫулхи январӗн 21-мӗшӗнче тухма тытӑннӑ» тесе ҫырса хунинче «январӗн» тенине хӗрлӗпе ункӑласа палӑртнӑ. Аяларах вара «Чӑваш чӗлхине пӗлменни» тесе палӑртса хунӑ.
Чӑн та уйӑх ячӗсене чӑвашла ҫырнинчен вырӑслисем ҫине куҫни Валери Туркай килсен пуҫланчӗ.
Паян эпӗ ҫула май «Хыпар» хаҫат редакцине кӗрсе тухрӑм. Арҫук Тарасов патӗнче пултӑм. Кохвӗпе хӑналаннӑ май редакцири сывлӑшпа кӑшт сывларӑм теме пулать. Ҫавна май ҫак статьяна ҫырас шухӑш ҫуралчӗ те.
Валери Туркай «Хыпар» хаҫатӑн тӗп редакторне, тӗп директорне ларнӑранпа Чӑваш халӑх хаҫачӗ (малтан пуҫелӗкӗнче ҫапла палӑртатчӗҫ) хӑйне валли ҫӗнӗ хурмӑ шырать, вулакан патне ҫӗнӗлле сукмак хывать. Улшӑнусем чӑн та пулчӗҫ — хаҫат пуҫелӗкӗ улшӑнчӗ, А2 калӑпӑшпа тухаканскер тытма меллӗрех А3 ҫине куҫрӗ, тавлаштаракан статьясем тухма тытӑнчӗҫ.
Ӗнерхи «Хыпарта» Виталий Родионовӑн «Тăван çирĕ тăванах...» статьине вырнаҫтарнӑ. Унччен Валери Туркая хуравласа ҫырнӑ ҫак статья, аса илтеретпӗр, тӗнче теттелӗнчи «Ирӗклӗ сӑмах» хаҫатӑн чӑвашла версийӗнче кун ҫути курнӑччӗ. «Хыпар» та ӑна пичетлеме хӑват тупни вара халӑха чӑн та ӗнер калаҫтарчӗ теме пулать. Тӗрлӗ версисем ҫуралчӗҫ ҫынсен.
Ӗнер «Хыпар» хаҫата ҫырӑнтӑм. Электронлӑ вариантне. Пурӗ те 90 тенкӗ кӑна та тӑкаклах мар.
Мӗншӗн ҫырӑнасах терӗм-ха? Тӗрӗссипе эп кӑҫал кӑрлач уйӑхӗнченех ҫырӑнма шутланӑччӗ. Анчах Туркай хаҫатра ҫӗнӗ орфографипе кӑна мар, ҫӗнӗ терминологипе те кӗрешме пуҫлани питӗ килӗшмерӗ. Ку вӑл ман шутпа чӗлхен аталанӑвӗн ҫулне пӳлнипе пӗрех. Унсӑр пуҫне тӳлевсӗр салатаканскерне ахаль те алла илсе пӑхайратӑп тесе шутласаччӗ.
Ҫавах та хаҫата сӑнанӑ май ҫӗнӗ тӗп редактор ертсе пынипе ҫак йывӑр самантра «Хыпар» улшӑнма тӑрӑшнине куртӑм.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (23.12.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 753 - 755 мм, -1 - 1 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Мускав район сучӗ ЧАП пӗтермелли йышӑну тунӑ. | ||
Пулӑм хуш... |