Ҫӗнӗ шӑпӑр ҫӗнелле вӗрет теҫҫӗ те, ак, Туркай та «Хыпарта» ҫӗнӗ йӗрке тума пуҫланӑ пулас.
Патшалӑх шайӗнче тахҫанах ҫӗршыв саланасран хӑраса ятарлӑ саккунсем кӑларчӗҫ, тӗрмепе хӑратма пикенчӗҫ. Апла-и, капла-и, пирӗн хӑш-пӗр «ӑслӑ» пуҫсем чӗлхери «ҫӗршыв» сӑмаха уйрӑм ҫыртарма пикенчӗ: «ҫӗр-шыв». Дефисӗ пӗр енчен уйрӑм ҫырни мар та-ха, анчах ҫав-ҫавах сӑмаха вуланӑ чухне татнӑ-вакланӑ сӑмахсене ҫӗвӗпе ҫыхӑнтарнӑ евӗрехччӗ. Апла ҫыртарни самай тавлаштарчӗ хӑй вӑхӑтӗнче, хаҫатра та темиҫе статья пичетленсе тухрӗ.
Халь ӗнтӗ, Туркай килнӗ хыҫҫӑн, ку сӑмаха хаҫатра пӗрле ҫырма пуҫланӑ пулас.
Акан 1-мӗшӗ Кулӑш кунӗ шутланать те хӑш чухне эп вӑл кун суя япаласем лартатӑп. Пӗр ҫулхине ЧР Правительство ҫуртӗнче чӑвашла калаҫманнисен тумӗсене йышӑнманни ҫинчен лартнӑччӗ, тепрехинче — Перекет банкӗ банкоматсене чӑвашла куҫарни пирки. Кӑҫал вара — Google чӑвашларан вырӑсла куҫарма вӗренни пирки лартрӑм.
Хайхи «Хыпар» паянхи кӑларӑмра ҫав хыпара вырнаҫтарнӑ иккен. «Кулӑш» пайра та мар. Ак, сайтра тупнӑ PDF формачӗ:
Шел те, анчах ку хыпар — суя.
Нумай пулмасть «Хыпар» хаҫат ҫӗртмен 24-мӗшне канмалли кун пек палӑртманнине пӗлтертӗм. Паян вара ман алла «Хресчен сассин» 2014 ҫулхи 1-мӗш кӑларӑмӗ лекрӗ. Почтӑра туянтӑм. Мана унти «Культурӑллӑ-и эпир?» статьи кӑсӑклантарчӗ те вуласа пӑхас терӗм /вулавӑшӗ пирӗн юнашар ялта ҫеҫ, унта ҫухрӑм утмалла/.
Уҫса пӑхрӑм та хаҫата — кусем те кунталӑк пичетленине куртӑм. Хайхи ятарласах ҫӗртмен 24-мӗшне пӑхрӑм. Ҫук, вӗсем те ӑна канмалли кун пек палӑртман (хаҫачӗ хура-шурӑлла ҫеҫ те, канмалли кунсене хулӑмпа кӑтартнӑ).
«Хыпар» хаҫата пӑхатӑн та вӗсен ӗҫӗнче чӑвашлӑх туйӑмӗ ҫуккине ҫӗнӗрен те ҫӗнӗрен асархатӑн. Алексей Леонтьев яланах Николай Васильевич Никольский ӗҫне — «Хыпара» никӗсленине — пысӑка хурса хаклать пулин те хӑй хаҫачӗ чӑвашлӑх туйӑмне сармасть. Пӗр влаҫрисен саккасне кӑна пурнӑҫлать. Ҫавӑнпа та, тен, ҫырӑнас текенсен йышӗ пысӑкланмасть.
Ку юрӗ-ха, хайхи Республика кунӗ патнех таврӑнар. «Хыпар» хаҫат ҫак уява палӑртманни пирки эп раштавӑн 21-мӗшӗнчи 242-243№ кӑларӑм тухнӑ хыҫҫӑнах ҫырасшӑнччӗ.
"Ҫамрӑксен хаҫачӗн" паянхи номерӗнче Дмитрий Моисеев журналист "Чӑваш Енре пурӑнакансемшӗн иртсе пыракан ҫулталӑк мӗнпе асра юлӗ?"- ыйту ҫине ответлесе "2013-мӗш ҫул: А-ран пуҫласа Я таран" статья пичетленӗ. "Ырри те, усалли те пулчӗ Ҫӗлен ҫулӗнче" - тесе палӑртать автор. "Абносов хӑтланӑвӗ, Ӑсран яракан преступлени, Биатлон центрӗ хӑпартма укҫа кӗтетпӗр, Вӗрентекенсем те пӗрешкел тум тӑхӑннӑ, Гемодиализ центрӗ уҫӑлчӗ, Диктант... тата ытти статьясем вулакансен кӑмӑлне каясса шанас килет.
Но, газета "Взятка" все равно права. Представляем Вашему вниманию экспертизу Лаборатории прикладной лингвистики.
Юлашки вӑхӑтра чӑваш чӗлхине хӗсессипе нумай хыпар пырать. Малтан педагогика университетӗнче темиҫе факультета пӗрлештерсе чӑваш факультетне пӗтерчӗҫ, халь Ульянов ячӗллӗ университетра ҫав ӗҫех пырать. Нумайлатас вырӑнне хӗсни, чакарни — ман шутпа влаҫрисем чӑваш чӗлхипе кӗрешнине кӑтартать. Ытти факультетсене пӗрлештермеҫҫӗ-ҫке... чӑвашлисене ыттисемпе хутӑштараҫҫӗ. ППЭ чӑвашла тытма майсем туса парас вырӑнне халӑха хирӗҫ тӑрмашаҫҫӗ.
Издательство ҫурчӗсене пӗрлештерни те ҫав ӗҫех — вырӑслисене пӗр ҫӗре пухасси пирки сӑмах тапратмаҫҫӗ, чӑвашлисем ҫине тапӑнаҫҫӗ.
Чӑваш Республикин Тӳре-Шари Шупашкарта чӑвашла тухакан пӗтӗм хаҫат-журнала пӗр "тӑрӑ" айӗнче пуҫтарма шут тытнӑ.
"Государственные СМИ Чувашии, издаваемые на чувашском языке, объединят в медиахолдинг. Соответствующий проект постановления был одобрен 13 июня правительством республики." http://www.irekle.org/news/i1051.html
Тӗллевӗсене те палӑртнӑ:"Согласно принятому постановлению, холдинг создается "в целях эффективного использования государственного имущества". Мининформполитики добавляет, что объединение изданий позволит "оптимизировать штаты редакций", "гибко реагировать на запросы рынка" и "обеспечить экономию бюджетных средств"(Ҫавӑнтанах).
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (23.12.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 753 - 755 мм, -1 - 1 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Мускав район сучӗ ЧАП пӗтермелли йышӑну тунӑ. | ||
Пулӑм хуш... |