Пӗр енчен вар хытиччен кулмалла, тепӗр енчен ларса макӑрмалла ку тӗслӗхе тусӑм иртнӗ эрнере каласа кӑтартрӗ. Шӑнса пӑсӑлнӑ хыҫҫӑн сывалаймасӑр вӑрах пурӑннӑ хыҫҫӑн тухтӑр патне кайнӑ. Унта тем тӗрлӗ сиплев ҫырса панӑ, эмелне йӗркипех асӑнса кайнӑ. Каланӑ — тунӑ. Анчах чир иртсе кайманнине кура кӑштахран (пирӗнтен чылайӑшӗ сывлӑхран ытла ӗҫе мала хурать мар-и ҫав...) тусӑм тепре пульницӑна ҫул тытнӑ. Пӗр пӳлӗмрен тепӗр пӳлӗме ҫӳренӗ май тусӑм амбулатори карттине шӗкӗлчесе ларнӑ. Ак тамаша!
Республикăн Сывлăх сыхлав тата социаллă аталану министерстви республикăри пульницăсем Уçă алăксен кунне ирттерни пирки вĕçĕмех хыпарлать. Ку хыпара кашнинчех савăнса йышăнатăп, çынсене тухтăр патне лекме çăмăл тесе хĕпĕртетĕп. Тепĕр тесен, мĕншĕн çынсен кăна кун пек меслетпе усă курмалла-ха? Çывăх çыннăма тахçанах куç тухтăрĕ кăсăклантарать. Вăл та ыттисенчен кая мар-çке – Уçă алкăсен кунĕпе усă куртăр-иç текелесе пĕр виç уйăх каялла та пулĕ Республикăри офтальмологи пульницин регистратурине шăнкăравланăччĕ.
Пур çĕрте те «оптимизаци» тесе янăрашаççĕ. Чăннипе, ку мана кăштах сисчĕвлентерет. Ара, пур çĕрте те кадрсене кĕскетеççĕ, вăл е ку çурт алăкĕсене хупаççĕ…
Оптимизаци текенни, паллах, медицина тытăмне те пырса тиврĕ. Унччен кашни районтах ача çураттармалли уйрăмсем пулнă. Пирĕн ăру, эпĕ те, унтах çуралнă. Ун чухне Трак тăрăхĕнчен Шупашкара илсе çÿремен. Çулĕ инçех мар-ха, анчах хĕрарăм çуратма тытăнсан тем вăрăмăшех туйăнĕ вăл.
Оптимизаци лайăх тесе мухтанаççĕ. Анчах хăш чухне ура та хума пултарать мар-и? Пĕлĕшĕм каласа кăтартнă тăрăх, пĕр хĕрарăм (лайăх астумастăп, Элĕк тăрăхĕнче ку пулнăччĕ ахăртнех) ăнсăртран ача çуратма тытăннă.
«Чăваш Ен» ПТРК корреспонденчĕ, чăвашла хыпарсен кăларăмне ертсе пынă Алена Павлова (Кириллова) пурнăçран уйрăлса кайни пирки нумайăшĕ калаçрĕç. Халĕ те пуçа вырнаçман çак япалана «Çыхăнура» канашлура сÿтсе яваççĕ (http://forum.na-svyazi.ru/?showtopic=2091530&st=30).
Чăннипе, çак йĕркесене мана çырма питĕ йывăр. Йĕркесем куççульсĕр шăрçаланаймаççĕ… Аленăпа 5 çул пĕр курсра, пĕр ушкăнра вĕрентĕмĕр, общежитире питĕ туслă пурăнтăмăр.
Ĕçлекен çынна тухтăр патне каясси чĕр нуша. Тухтăрĕсем патне, тĕрĕссипе, ахаль те йăпăр-япăр каяс килмест-ха. Йăлтах – çав мăнтарăн черетне пула. Çынна меллĕ пултăр тесе электрон регистратура та шухăшласа кăларчĕç. Анчах – усси!
Сăмахăма çирĕплетме пĕр тĕслĕх кăна илсе кăтартам. Пĕррехинче çапла гинеколог патĕнче черетре ларатăп. Эрне çурă маларах çырăнса хунă вăхăтчен пĕр 10 минут маларах çитсе лартăм. Ара, электрон регистратурăпа çырăннă-çке. Унта миçере врач лекмелли паллă.
Нумаях пулмасть манăн пульницăна лекмелле пулса тухрĕ. Хам чупса кайнипе мар-ха. Унтан-кунтан темле ыратсан та эмел çăтнипех чăтатпăр та, хальхинче эмел ĕçни те пулăшманнине кура васкавлă пулăшу кÿрекенсем ырă сĕнÿпе пулăшмĕç-ши тесе шăнкăравлас терĕм малтанласа. Пур чухне те йăпăр-япăр вĕçтерсе çитмеççĕ те вĕсем, килессе шанманччĕ. Мĕн ыратни, хăçантанпа кансĕрлени пирки итлесе пĕтернĕ хыççăн адреса ыйтрĕç. Унтан нумай та кĕттермерĕç – шур халатлисем ĕç пÿлĕмне кĕрсе те тăчĕç.
Чи малтанах эпĕ вĕсем епле калаçнине сăнарăм. Ара, ыратнипе ахаль те асапланакан çынна пĕр кăнттам сăмаха та чăтма йывăр.
Манӑн инке нумай ҫул хушши реанимацинче ӗҫленӗ. Вилме вӑхӑт ҫитнӗ ҫинсемпе пайтах калаҫса ларма тивнӗ унӑн. Патне ҫитнӗ ҫинсен шухӑшӗсене инке хӑй ӑшӗнче тытма йывӑр пулнӑран килтисемпе калаҫса чунне уҫатчӗ. Эпӗ вара вӑл каласа кӑтартнине ҫирса хутӑм. Инке каланӑ тӑрӑх ҫак ҫинсем тӗлӗнмелле ҫуталса ҫемҫелсе каяҫҫӗ, пурнӑҫ ҫинчен пайтах урӑхла, пурнаканнисем евӗрле мар шутлаҫҫӗ иккен. Ҫав шухӑшсенчен чи кӑтартуллисем.
1)"Пурнӑҫра пӗр куна та хама кирлӗ пек, хама килӗшнӗ пек пурӑнса ирттереймерӗм»
2)«Тӗрӗс мар утӑмсем тунӑран мӗн пур ӗмӗтсен ҫур пайне те пурнӑҫлаймарӑм»
3)«Турӑ сывлӑхпа ирӗклӗх парнеленӗ чухне, ниме тӑман ӗҫсемпе хам вӑйа тата чуна пусмӑрласа ирттертӗм»
4)«Ӗмӗрӗпе ӗҫлерӗм, уссине те ыррине те кураймарӑм: ачасем те хамсӑрах ҫитӗнчӗҫ,тӑванпа та, юлташпа та, арӑмпа та ӑшшӑн ларса калаҫаймарӑм»
5)«Ҫин умӗнче ыра пулас тесех пӗрре те хам шухӑша куҫран, туррӗн, уҫҫӑн каласа пама вӑй-хал тупаймарӑм»
6)«Телей хам алла хӑйех пырсассӑн та, ӑна тытса упраса пурӑнма пӗлеймерӗм»
7)«Кулас килнӗ чух макӑртӑм, макрас килнӗ чух култӑм, пӗрре те хампа хам хуҫа пулаймарӑм»
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (22.12.2024 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, 0 - -2 градус сивӗ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Кӑрмӑш гербне йышӑннӑ. | ||
| Вӑта Тимӗрҫен шкулне уҫнӑ. | ||
| Аслут Александр Николаевич, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |