Шупашкарти мӑшӑр «Пятница» телеканал кӑтартакан «Четыре свадьбы» (чӑв. Тӑватӑ туй) проектра мала тухайман.
Аса илтерер: ҫав проекта качча каякан хӗрсем хутшӑнаҫҫӗ. Пӗтӗмпе тӑватӑ хӗр чи лайӑх туй ята илессишӗн ӑмӑртать. Пӗр-пӗрин туй кӗпине, каччине, сӗтел ҫине лартнӑ ӗҫме-ҫимене хаклаҫҫӗ. Пурте тенӗ пекех пӗрне-пӗри каҫса каялла хурлаҫҫӗ-тиркеҫҫӗ. Чи пысӑк балл пухнӑ ҫемьене телеканал канма кайма путёвка парать.
Черетлӗ кӑларӑмсенчен пӗрне Шупашкарти 27 ҫулти Еленӑпа Владимир хутшӑннӑ. Хӗр – банк ӗҫченӗ, каччӑ – ландшафт дизайнерӗ. Туй тума вӗсем, хӑйсем ӗнентернӗ тӑрӑх, 900 пин тенкӗ тӑкакланӑ.
Чӑваш халӑх поэтне Светлана Асамата пирӗнтен чылайӑшӗ тӗрлӗ енӗпе пӗлет. Вӑл сӑвӑсем те ҫырать, хитре юрлать, Чӑваш наци радиовӗнче «Сас» кӑларӑма ертсе пырать.
Телеграмри «Пуринчен малтан, Ҫывӑрса юлмасан» каналта унпа блиц-интервью пичетленӗ.
«Чӑваш халӑх поэчӗ» ята тивӗҫнӗренпе сирӗн пурнӑҫра мӗн улшӑнчӗ?» ыйтӑва поэт нимӗн те улшӑнман тесе хуравланӑ. Ҫапах та вӑл хисеплӗ ята тивӗҫни пур енӗпе те тимлӗрех пулма хистени, ҫынсемпе хутшӑнас, тыткаларӑш енӗпе те тесе палӑртса хӑварнӑ. «Мӗншӗн тесен ку ҫав тери вышкайсӑр чаплӑ ят», – тенӗ вӑл.
Патшалӑх Канашӗн председателӗ Леонид Черкесов иртнӗ эрнере массӑллӑ информаци хатӗрӗсен ертӳҫисемпе тӗл пулнӑ.«Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ журналисчӗ» ят кирлӗ-и? Ҫакна сӳтсе явнӑ вӗсем.
«Паллах, массӑллӑ информаци хатӗрӗсен ӗҫченӗсем общество шухӑшлавне йӗркелесе тата пулӑмсене профессионал пек ҫутатса пысӑк ӗҫ тӑваҫҫӗ. Ҫав вӑхӑтрах вӗсен хӑйсен хисеплӗ ят ҫук. Лайӑххисенчен чи лайӑххисене «ЧР культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ» ят параҫҫӗ», - тесе ҫырнӑ Леонид Черкесов телеграм-каналӗнче. Тӗлпулура тӗп редакторсен ку тӗлӗшпе пӗр шухӑш ҫукки палӑрнӑ.
Тӗнче тетелӗнчи «МК в Чебоксарах» хаҫата малашне Владимир Васильев ертсе пырӗ. Вӑлах - «Советская Чувашия» хаҫатӑн тӗп директорӗ-тӗп редакторӗ.
Ҫапла «МК»-на «Советская Чувашия» хаҫат редакцийӗ кӑларса тӑрӗ. «МК» Чӑваш Енре иртнӗ ӗмӗрӗн 90-мӗш ҫулӗсенченпе тухса тӑрать. Унтанпа ӑна темиҫе тӗрлӗ редакци кӑларса тӑнӑ. Темиҫе ҫул каялла хаҫата кӑларассишӗн Йошкар-Олари компани яваплӑ пулса тӑнӑ.
Чӑваш Енӗн Элтеперӗн Администрацийӗн ӗҫне-хӗлне кам ҫутатасси паллӑ. Маларах унтисем аккредитаци тухма заявкӑсем йышӑнассине пӗлтернӗччӗ. Ун пеккисем пурӗ 148 массӑллӑ информаци хатӗрӗнчен ҫитнӗ.
Суйласа илнисем — 22 пичет кӑларӑмӗ, 2 радио. Телевидение илсен ку списокра — «ОТР», «Алатырь-ТВ», «Чӑваш Ен» ПТРК, Чӑваш Енӗн наци телекуравӗ, «Новая реальность», «ВАТ-Студия» (вӑл Канашран). Интернет-МИХсенчен — «Наша версия» тата «Правда ПФО».
Чӑваш пичет кунӗ умӗн республикӑри массӑллӑ информаци хатӗрӗсем ӗҫлекенсем тава тивӗҫлӗ ята тивӗҫнӗ.
«Чӑваш Республикин культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ» хисеплӗ ята
«Советская Чувашия» хаҫатра корректора тӑрӑшакан Галина
Андреевӑна тата «Хыпар» издательство ҫуртӗнчи ача-пӑча кӑларӑмӗсен редакторне Лена Атамановӑна панӑ.
Сӑмах май каласан, Пичет кунне Чӑваш Енре ыран, кӑрлач уйӑхӗн 20-мӗшӗнче, уявлӗҫ.
PR Partner генеральнӑй директорӗ Инна Анисимова ҫитес ҫул валли PR-трендсем епле пулассине пӗлтернӗ.
Кӗскен каласан, йӑлана кӗнӗ медиа хӑйӗн вӑйне ҫухатмӗ: информаци агентствисен аудиторийӗ паянхи куна пӗчӗк мар, хӑш чухне блогерсемпе инфлюенсерсенчен те иртет. Телевидение илсен, ӑна пирӗн ҫӗршывра пурӑнакансенчен 52 проценчӗ шанать.
Бренд-медиа вӑй илсе пырать. Брендсене вара кириллизацилессипе вырӑслатас йӑла малалла пырӗ. Пирӗн ҫӗршывра пурӑнакансенчен 53 проценчӗ акӑлчан сӑмахӗсемпе тата ют ҫӗршыв чӗлхисенчен кӗнӗ сӑмахсемпе усӑ курнине хирӗҫ.
«НТВ» телеканалпа ӗнер, чӳк уйӑхӗн 22-мӗшӗнче, чӑваш чӗлхи учителӗ ҫинчен каласа кӑтартнӑ.
Сюжетра Шупашкар муниципалллӑ округӗнчи Мӑналти шкулта чӑваш чӗлхине вӗрентекен Анжела Московцевӑпа паллаштарнӑ.
Унта чӑваш чӗлхине рэп урлӑ вӗренеҫҫӗ иккен. Андрей Шамин хатӗрленӗ сюжетра урок епле иртнипе паллаштарнӑ.
Маларах Анжела Московцева «Тӑван чӗлхепе тӑван литературӑн чи лайӑх учителӗ – 2023» конкурсӑн 15 лауреачӗ йышне кӗнӗ.
Ӗнер, чӳк уйӑхӗн 5-мӗшӗнче, Ҫӗмӗрлери ятарлӑ автомобильсен завочӗн вокалпа инструментсен ансамбльне Андрей Малаховӑн кӑларӑмӗнче кӑтартрӗҫ.
Андрей Малахов ертсе пыракан «Песни от всей души» шоуна шӑматкунсерен тата вырсарникунсерен «Россия1» телеканалпа кӑтартаҫҫӗ. Ӗнерхи кӑларӑмра Ҫӗмӗрлери заводӑн «Трудовые резервы» вокалпа инструментсен ансамблӗ пулчӗ. Ушкӑнра — заводра тӑрӑшакан арҫынсем. Вӗсем пӗлтернӗ тӑрӑх, репетицие эрнере икӗ хутчен пухӑнаҫҫӗ.
Халӑхпа ҫыхӑну тытакан специалистсен республикӑри конкурсне кӑҫалтан регионсен шайне кӑларнине эпир унччен пӗтернӗччӗ-ха. Унта Кӑркӑстанри Бишкек хулични пресс-секретарь те хутшӑнма кӑмӑл тунӑ.
Заявкӑсем Мускавран — 39, Чӑваш Енрен — 30, Ленингра облаҫӗнчен — 12. Пермь крайӗпе улхула облаҫӗнчен 8-шар заявка, Вологода, Мускав, Свердловск, Тюмень, Челябинск облаҫӗнсенчен, Питӗртен, Ханты-Манси автономи округӗнчен — 7-шер.
Заявкӑсене чӳк уйӑхӗн 10-мӗшӗччен мастеркоммуникаций.рф сайтра йышӑнаҫҫӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (22.12.2024 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, 0 - -2 градус сивӗ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Кӑрмӑш гербне йышӑннӑ. | ||
| Вӑта Тимӗрҫен шкулне уҫнӑ. | ||
| Аслут Александр Николаевич, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |