«Хыпар» издательство ҫуртне ҫӗнӗ редактор ертсе пыма пуҫланине Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтернӗччӗ. Аса илтерер: яваплӑ ҫак должноҫа Шупашкар районӗнчи «Тӑван Ен» хаҫат редакторне Виктория Вышинскаяна шанса панӑ.
Ӗнер коллектива ҫӗнӗ пуҫлӑхпа паллаштарма республикӑн цифра аталанӑвӗн министрӗн ҫумӗ Алексей Гурьянов пынӑ.
Виктория Вышинская журналистикӑри кун-ҫулне «Ҫамрӑксен хаҫачӗн» корреспондентӗнчен пуҫланӑ. 2017 ҫултанпа вӑл «Тӑван Ен» хаҫат редакторӗнче тӑрӑшнӑ.
Виктория Вышинская нумаях пулмасть Чӑваш Ен Элтеперӗпе Олег Николаевпа тӗл пулсан республика ертӳҫи «Хыпар» издательство ҫуртне пулӑшма шантарнӑ-мӗн. Ҫав шутра — Пичет ҫуртне юсама та. Олег Николаев пулӑшма шантарнине министрӑн ҫумӗ Алексей Гурьянов та ҫирӗплетнӗ. Республикӑра медиацентр йӗркелеме йышӑнни ҫав тӗллевпе тунӑ утӑмран пӗри иккен. Унӑн центрӗ «Хыпар» пулса тӑрӗ. Медицентрпа чи малтанах Шупашкар районӗнчи «Тӑван Ен» хаҫата пӗрлештерӗҫ.
Чӑваш Енӗн Транспорт тата ҫул-йӗр хуҫалӑхӗн министерствин «Чӑваш транспорт управленийӗ» патшалӑх унитарлӑ предприятийӗндиректорӗ пулма Евгений Мореполавцева ҫирӗплетнӗ.
Йышӑнӑва республика ертӳҫи утӑ уйӑхӗн 12-мӗшӗнче алӑ пуснӑ. Документа республикӑн влаҫ органӗсен официаллӑ порталӗнче вырнаҫтарнӑ.
Чӑваш Енӗн Экономика тата пурлӑх хутшӑнӑвӗсен министерствинче ӗнер, утӑ уйӑхӗн 9-мӗшӗнче, пысӑк шайри икӗ ҫынна должноҫре ҫирӗплетнӗ. Иккӗшӗ те министр ҫумӗсемпе ҫыхӑннӑ. Министр ҫумӗ пулма Ольга Россановӑна шаннине эпир кӑшт маларах пӗлтерсе ӗлкӗртӗмӗр-ха.
Ӗнерех министрӑн пӗрремӗш ҫумне те ҫирӗплетнӗ. Яваплӑ ҫак тилхепене Лариса Рафиковӑна тыттарнӑ. Хӗрарӑм унччен те ҫав министерствӑрах тӑрӑшнӑ, вӑл министр ҫумӗ пулнӑ.
Чӑваш Енӗн экономика аталанӑвӗн тата пурлӑх хутшӑнӑвӗсен министрӗн ҫумӗ пулма Ольга Рассановӑна ҫирӗплетнӗ.
Йышӑнӑва республика ертӳҫи Олег Николаев ӗнер, утӑ уйӑхӗн 9-мӗшӗнче, алӑ пуснӑ. Документа республикӑн влаҫ органӗсен официаллӑ порталӗнчи «Саккунсем» ярӑмра вырнаҫтарнӑ.
Паян пирӗн ҫӗршывра Ҫемье, юрату тата шанчӑклӑх кунне уявлаҫҫӗ. Чӑваш Енӗн экономика министрӗ Дмитрий Краснов уява халалласа пост вырнаҫтарнӑ.
«Кам-ха маншӑн юратупа шанчӑклӑх идеалӗ? Анне — врач, атте —учитель. Патӑрьел районӗнчи пӗр ялта ҫуралса ӳснӗ. Анне Чӑваш патшалӑх университетне вӗренсе пӗтернӗ, участокри врачра, терапевтра, пӗтӗмӗшле практика врачӗнче ӗҫленӗ. Атте ЧППУра вӗреннӗ, Шупашкарти шкулсенче физкультура учителӗнче, ял хуҫалӑх академийӗнче физвоспитани кафедринче ӗҫленӗ, велоспорт тата йӗлтӗрпе ӑмӑртас енӗпе спортсмен тата тренер пулнӑ. Унсӑр пуҫне вӑл чиркӳсем юсаса ҫӗнетме хутшӑннӑ.
Атте мана ӗҫлеме, анне ҫемьене упрама вӗрентнӗ», — ҫакна палӑртса хӑварнӑ министр хӑйӗн постӗнче.
Чӑваш Енри вӑр-вар ҫынсем глэмпинг текен хӑна ҫурчӗсем тума пуҫланӑ. Вӗсене хӑпартма патшалӑх укҫа уйӑрса пулӑшать те строительство ӗҫӗ епле пынипе паллашма иртнӗ эрнере республикӑн экономика министрӗ Дмитрий Краснов объектсене ҫитсе курнӑ.
Красноармейски тӑрӑхӗнчи «Хӑна ҫурчӗ» кану базинче 22 ҫурт пулӗ. Сӑнӳкерчӗк тӑрӑх хакласан, вӑл база илемлӗ вырӑнта, пӗве хӗрринче, вырнаҫнӑ. Министр пӗлтернӗ тӑрӑх, строительство графикпа килӗшӳллӗн пулса пырать.
Инвесторпа министр калаҫса татӑлнӑ тӑрӑх, кану базинче пӗр-пӗр пулӑмпа ҫхӑнтарнӑ туризма та йӗркелеме пулать. Сӑмахран, пулӑҫсен фестивальне ирттерме. Кану бази ҫулталӑкӗпех ӗҫлӗ.
Шупашкар районӗнчи «Волга» (чӑв. Атӑл) санаторире вара глэмпинг тума пуҫламан та. Инвестор хӑйӗн ҫине илнӗ яваплӑха пурнӑҫламанран ӑна патшалӑх пулӑшӑвне илекенсен списокӗнчен кӑларӗҫ.
Шупашкар хула администрацийӗн Ленин районӗнчи управине Геннадий Маслов ертсе пыма тытӑннӑ.
Геннадий Маслов 1966 ҫулта Елчӗк районӗнчи Хӑвӑлҫырма ялӗнче ҫуралнӑ. 1988 ҫулта Хусанти ракета ҫарӗсен аслӑ ҫар команда инженери училищичнен вӗренсе тухнӑ. 6 ҫул ҫарта службӑра тӑнӑ хыҫҫӑн Чӑваш Енри Куславкка районӗнче шалти ӗҫсен пайӗнче ӗҫленӗ. Унта вӑл 1994-2001 ҫулсенче тӑрӑшнӑ. Кайран ӑна Етӗрне районӗнче шалти ӗҫсен пайне ертсе пыма шаннӑ, кӑштахран Шупашкарта ҫав тытӑмра тимленӗ. 2011-2021 ҫулсенче Елчӗк чӑвашӗ Норильскра Шалти ӗҫсен пайне ертсе пынӑ.
Ӗнер ЧР вице-премьерӗ - экономика министрӗ Дмитрий Краснов каҫхи 10 сехет иртсен телеграм-каналӗнче мунча кӗме юратни пирки пост кӑларнӑ. Сӑнӳкерчӗкре вӑл Шупашкарти 8-мӗш мунча умӗнче костюмпа милӗк тытса тӑрать – селфи ку.
«Вӑт эсир кулатӑр. Эпӗ вара 11 ҫул ӗнтӗ тунтикунсерен мунча кӗмесӗр пурӑнмастӑп. Маншӑн тунтикун мунча кӗресси – йӑла», - тесе ҫырнӑ вӑл.
Сӑмах май, вӑл телеграм-каналне хастар тытса пырать. Нумаях пулмасть Сӗнтӗрвӑрринче юлашки 5 ҫулта пӗрремӗш хут Атӑл тӑрӑх килнӗ теплохода кӗтсе илни пирки пост лартнӑ. «Пирӗн министр мӗншӗн питӗ кӑмӑлла? Мӗншӗн тесен теплоход кӗтсе илнӗ», - тесе ҫырнӑ.
Улатӑрта депутатсен пухӑвӗ иртнӗ. Унта хула пуҫлӑхӗн Павел Арининӑн шӑпине татса панӑ. Кун хыҫҫӑн вӑл должноҫӗнчен кайнӑ.
Павел Аринина ҫу уйӑхӗн 30-мӗшӗнче Шупашкар ҫывӑхӗнче видеокамера ӳкерсе илнӗ, вӑл хӑрушсӑрлӑх пиҫҫиххипе ҫыхӑнман. Унпа юнашар хӗрарӑм ларнӑ. Салонра темӗнле ӗҫ, интимлӑ евӗрскер, пулса иртнине те ӳкернӗ камера.
Тӗрӗслев хула пуҫлӑхӗ этика нормине тата служащисен йӗркине пӑснине палӑртнӑ.
Чӑваш Енӗн Конкурентлӑ политика тата тариф патшалӑх службин ертӳҫи пулма Сергей Егорова ҫирӗплетнӗ.
Хушӑва республика Элтеперӗ Олег Николаев ӗнер, ҫӗртме уйӑхӗн 27-мӗшӗнче, алӑ пуснӑ. Документа республикӑн влаҫ органӗсен официаллӑ порталӗнче вырнаҫтарнӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (23.11.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 758 - 760 мм, -1 - 1 градус сивӗ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Левитская Лия Сергеевна, чӑваш чӗлхин тӗпчевҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |