Нумаях пулмасть Раҫҫей Правительствинче тасатмалли сооруженисем темӑпа черетлӗ лару иртнӗ. Вӑл малтан палӑртнӑ пек 40 минута мар, 3 сехете пынӑ.
Жанна Рябцева пӗлтернӗ тӑрӑх, регионсене асӑннӑ темӑпа ячӗшӗн ӗҫлемеллине, федераци хыснинчен миллиардшар тенкӗ кӗтсе лармалла маррине асӑрхаттарнӑ.
Атӑла тасатма тесе сооруженисем тума уйӑрнӑ укҫа-тенкӗн пысӑк пайне хӑш-пӗр регионта унталла та кунталла сапаласа (тӗрӗсрех каласан, кӗсьене чиксе) пӗтернӗ.
Федераци шайӗнчи органсемпе хастарсем уйрӑмах асӑрхаса тӑма шантарнӑ регионсем хушшинче – Чӗмпӗр, Кострома, Ярославль, Тверь, Астрахань облаҫӗсем тата Чӑваш Ен. Вӗсенче пуҫиле ӗҫсем те пуҫарнӑ, прокуратура подрядчика/яваплӑ тӳре-шарана тытса чарнӑ-мӗн.
Ял хуҫалӑхӗ енӗпе ӗҫлӗнӗ чи лайӑх муниципалитетсене палӑртнӑ. Вӗсем – Красноармейски, Шупашкар тата Муркаш округӗсем.
Чи лайӑххисене палӑртнӑ чухне ял хуҫалӑхӗнче ӗҫлекенсен йышне, суту-илӳри тупӑша, тыр- пул тухӑҫне, выльӑх-чӗрлӗх йышне шута илнӗ. Сӗт суса, аш туса илессине те шута илнӗ.
Ҫак виҫӗ муниципалитета 150-шар пин тенкӗ парӗҫ. Ку, укҫапа территорисене хӑтлӑлатӗҫ.
Икӗ увӑх каялла «Икар» компани Шупашкартан Калининграда самолетсем яма сӗнни пирки пӗлтернӗччӗ. ЧР транспорт министрӗ Максим Иванов рейссем пулассине ҫирӗплетнӗ. Вӑл каланӑ тӑрӑх, ҫитес ҫул самолетсем яма хыснара халех укҫа пӑхса хураҫҫӗ.
Самолетсене ҫу уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен пуҫласа авӑнӑн 20-мӗшӗччен вӗҫтересшӗн. Рейса субсидилекенсен йышне кӗртме палӑртнӑ.
Федерацин налук служби Раҫҫейри регионсенчен хӑшне налук тиевӗ мӗн чухлӗ тивнине уҫӑмлатакан хыпар пӗлтернӗ.
Чи нумай налук тӳлекеннисем — нефтьпе газ регионӗсем: Ханты-Манси автономи округӗ (регион тухӑҫӗнчен 56,64 проценчӗ), Коми Республики (52,15 процент), Ямал-Ненецк автономи округӗ (46,79%).
Налук тивеӗ чи пӗчӗк регионсен шутӗнче Дагестан (6 процент), Чечня (7,67 процент), Ингушети (9,07 процент).
Чӑваш Енре арҫын ултавҫӑсене 900 пин тенкӗ куҫарса панӑ та хӑйӗн ҫине алӑ хунӑ. Тӑванӗсем полицие кайса заявлени ҫырнӑ. Вӗсен шухӑшӗпе, арҫын ултавҫӑсене пула пурнӑҫпа сывпуллашнӑ.
Вӑл кун пирки вилес умӗн ҫырнӑ хут ҫинче те палӑртса хӑварнӑ. Арҫын 40 ҫулта пулнӑ. Вӑл хӑйӗн ҫине алӑ хунӑ хыҫҫӑн тӑванӗсем ҫакна пӗлнӗ: вӑл 900 пин тенкӗ кредит илнӗ те палламан ҫынна куҫарса панӑ. Кун пирки вӗсем пӗлмен. Арҫын хӑй те полицие кайса пулӑшу ыйтман.
Ку тӗслӗх тӗлӗшпе тӗрӗслев иртет.
Улатӑр округӗнчи Чуварлей ялӗнче ҫӗнӗ шкул тӑвасшӑн. Ҫавна май аукцион ирттереҫҫӗ.
Малтанхи хак – 611,5 миллион тенкӗ. Аукциона чӳк уйӑхӗн 8-мӗшӗнче пӗтӗмлетӗҫ.
Шкул виҫӗ хутлӑ пулӗ. Ҫавӑн пекех 3 автобус вырнаҫмалӑх гараж, котельнӑй тӑвӗҫ.
Сӑмах май, Чуварлейри хальхи шкул кивӗ, хальхи стандартсемпе килӗшсе тӑмасть. Вӑл –1957 ҫулта хута янӑскер.
Пӗтӗм тӗнчери «Артек» ача-пӑча центрӗнче «Пысӑк тӑхтав» конкурса пӗтӗмлетнӗ. Чӑваш Енри виҫӗ шкул ачи унта 1 милион тенкӗлӗх сертификата тивӗҫнӗ.
Вӗсем – Ҫӗнӗ Шупашкарти 18-мӗш лицейри Соня Степанова, Шупашкарти 5-мӗш гимназири Екатерина Аврамова, Ҫӗрпӳри 1-мӗш шкулти Елена Ракчеева.
Сӑмах май, конкурса, Чӑваш Енри 19 шкул ачи хутшӑннӑ.
Елчӗк округӗнче пурӑнакан Оксана Александровна социаллӑ контракт пулӑшнипе пӗчӗк коптильня уҫнӑ. Вӑл малтан бизнес-план хаӗрленӗ, ӑна ӑнӑҫлӑ хӳтӗлесе патшалӑхран 350 пин тенкӗ илнӗ. Унпа вӑл хӑйӗн ӗҫне пуҫарнӑ.
«Патшалӑх пулӑшнипе эпӗ сахал мар ӗҫлесе илме тытӑнтӑм. Хам ҫине кӑна ӗҫлетӗп, ку мана питӗ килӗшет», – тенӗ Оксана.
Сӑмах май, сахал тупӑшлӑ ҫемье патшалӑхран пулӑшу илме пултарать.
Чӑваш Енри икӗ объект Раҫҫейри агротоуризм атласне кӗнӗ. Вӗсем – Улатӑр округӗнчи «Зеленая долина» кану бази тата Канаш округӗнчи «Мелилотус» кооператив.
Атласа РФ Ял хуҫалӑх министерстви хатӗрленӗ. Унта 100 ытла объект кӗнӗ. Чылайӑшӗ «Агротуризм» грантпа хута янӑскерсем. Сӑмах май, вӑл 2022 ҫултанпа ӗҫлет.
Палӑртмалла: Чӑваш Енре 7 ял хуҫалӑх производителӗ хӑнасене ялта йышӑнмашкӑн инфраструктурӑна аталантарма субсиди илнӗ. Пӗтӗмпе - 59,1 миллион тенкӗлӗх.
Шупашкарти 1-мӗш маршрутпа ҫӳрекен троллейбуссене улӑштарӗҫ. Кун пирки ЧР транспорт министрӗ Максим Петров пӗлтернӗ.
Ҫулталӑк вӗҫлениччен Шупашкара «Горожанин» ятлӑ 40 ҫӗнӗ троллейбус илсе килӗҫ. Вӗсене федераци хыснинчи укҫапа туянӗҫ. Пӗр троллейбус 12,2 милион тенке ларӗ. Троллейбуссен урайӗ ҫӳллӗ пулмӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (23.12.2024 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 755 - 757 мм, 0 - -2 градус сивӗ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Мускав район сучӗ ЧАП пӗтермелли йышӑну тунӑ. | ||
Пулӑм хуш... |