Ӗнерпе паянпа Шупашкарта Чӑваш Енри композиторсен союзӗн XII съезчӗ иртет. Вӑл ӗнер Чӑваш патшалӑх филармонийӗнче уҫӑлнӑ. Паян ҫак пӗрлешӳре 12 композитор: Юрий Григорьев, Николай Казаков, Лариса Быренкова, Андрей Галкин, Анатолий Никитин, Валентина Салихова, Лолита Чекушкина, Анита Лоцева, Татьяна Гордеева, Татьяна Полковникова, Олег Трифонов тата Юрий Эриванов, ҫавӑн пекех 6 музыковед: Михаил Кондратьев, Александр Осипов, Светлана Макарова, Ирина Данилова, Татьяна Эррэ тӑрать. Чӑваш композиторсен союзне 1940-мӗш ҫулта пуҫарса янӑ.
Пӗрремӗш кунхине композиторсем ҫӗнӗ хайлавсене итленӗ. Паян вара професси музыка жанрӗсене аталантарассине сӳтсе явмалла тата отчетпа суйлав пухӑвне ирттермелле. Пӗрлешӗве паян Раҫҫей Федерацийӗн тата Чӑваш Республикин патшалӑх премийӗсен лауреачӗ, Чӑваш Республикин искусствӑсен тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ Николай Казаков ертсе пырать. Кама малашне ертӳҫӗ пултарассине съезд татса парӗ.
ХУШНИ: Анатолий Никитин композитор каласа панӑ тӑрӑх ҫак союзӑн ертӳҫи пулма Николай Казаковах хӑварнӑ иккен.
Раштавӑн 16-мӗшӗнче, 18.00 сехетре, Чӑваш патшалӑх филармонийӗнче «Ахах-мерчен аваллӑхӗ» ятпа чӑваш тумӗн пысӑк уявӗ иртмелле — кун пирки Чӑваш наци конгресӗн сайчӗ пӗлтерет.
Тӗрлӗ енче пурӑнакан чӑвашсен авалхи тата авалхине тӗслӗхшӗн усӑ курса хальхи вӑхӑтра туса хатӗрленӗ ҫи-пуҫне кӑтартса кӑна мар, хӑш пайӗ мӗнрен тӑнине, мӗне пӗлтернине ӑнлантарса парассине тӗпе хурӗҫ ҫак уявра.
Хутшӑнакансем: Етӗрне, Сӗнтӗрвӑрри, Шупашкар, Элӗк районӗсенчи тата Шупашкар хулинчи фольклор ансамблӗсем, Зинаида Воронова, Татьяна Петрова, Мария Симакова халӑх ӑстисем, «Паха тӗрӗ» фирма, халӑх тум-юмӗн дизайн-студийӗ (ертӳҫи — Людмила Меркулова), СССР халӑх артисчӗ Вера Кузьмина, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ артисчӗ Лариса Васильева тата ыттисем.
Кунта сӑмах савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура уҫӑласси пирки пырать. Тӗрӗссипе, ҫӗнӗ, 77-мӗш сезона, Чӑваш патшалӑх филармонийӗ ҫурла уйӑхӗнчех пуҫӑннӑ. Вырӑна тухса артистсем темиҫе концерт та кӑтартма ӗлкӗрнӗ.
Красноармейски тата Шупашкар районӗсенче нефтьпе газ отраслӗнче ӗҫлекенсене професси уявӗпе саламланӑ. Ҫӗнӗ вӗренӳ ҫулне халалланӑ концертпа вара Пӑрачкав районӗнчи педагогсем патне ҫитнӗ. Ҫӗмӗрлере хула кунӗ ячӗпе иртнӗ уява хутшӑннӑ.
Ҫӗнӗ сезона савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура паян, каҫхи ҫичӗ сехетре, уҫма палӑртнӑ. Ун вӑхӑтӗнче «Мюзиклсен ылтӑн хичӗсем» проекта куракан патне ҫитермелле. Сӑмахран, «Нотр дам де Пари», «Ромео и Джульетта», «Призрак оперы», «Млоцарт» тата ытти хайлавпа.
Ҫӗртмен 25-мӗшӗнче, ыран, Чӑваш патшалӑх филармонийӗнче Анатолий Никитин композитор хӑйӗн ҫуралнӑ кунне паллӑ тӑвӗ — 65 ҫул тултарнӑ май юбилей каҫӗ пулӗ.
Программа икӗ пайран тӑрӗ: пӗрремӗш пайра академиллӗ хайлавсем пулӗҫ (вӗсенчен пӗри — «Сказания о суварах» симфониллӗ поэма), иккӗмӗш пайра халӑхра анлӑ сарӑлнӑ тата ҫӗнӗ юрӑсем янӑрӗҫ.
Никитин Анатолий Никитич 1948 ҫулхи ҫӗртмен 13-мӗшӗнче Вӑрнар районне кӗрекен Хирпуҫ ялӗнче ҫуралнӑ. Пултарулӑхӗнче ҫак паллӑ самантсене асӑнма пулать: 1971–1980 ҫҫ. вӑл Чӑваш патшалӑх юрӑпа ташӑ ансамблӗнче баянҫӑ-концертмейстер вырӑнӗнче ӗҫленӗ, каярах «Ҫавал» фольклор ансамблӗн пултарулӑх ертӳҫи пулнӑ. 1992 ҫултанпа Никитин — «Салют» культура керменӗ ҫумӗнчи «Янташ» чӑваш юррисен ушкӑнӗн хорместерӗ. Пӗлтӗр ҫак ансамбле йӗркеленӗренпе 20 ҫул ҫитнине анлӑ палӑртрӗҫ. Ансамбль артисчӗсене час-часах республикӑри сценӑсем ҫинче те, кӳршӗллӗ тӑрӑхрисенче те курма пулать.
Ҫывӑх вӑхӑтра Чӑваш патшалӑх оперӑпа театрӗн сцени ҫинче вилӗмсӗр «Нарспи» поэма тӑрӑх лартнӑ оперӑна ҫӗнӗрен курса киленме май килӗ. Театр ҫак проекта пурнӑҫа кӗртме республика хыснинчен укҫа ҫӗнсе илнӗ.
Хӑй вӑхӑтӗнче ӑна Георгий Хирпӳ композитор кӗввипе Борис Марков режиссёр сцена ҫине 1967 ҫулта опера евӗр кӑларнӑ-ха. Халӗ ӑна театрӑн ӳнер ертӳҫи Ольга Нестерова тепӗр хут лартасшӑн. Ҫитес ҫул Раҫҫей тата чӑваш халӑх артисчӗ Борис Марков ҫуралнӑранпа 90 ҫитет. Шӑпах ӑна халалласшӑн та оперӑна. Чӑваш музыка театрӗн пӗрремӗш режиссёрӗ пулнӑ ҫав ҫын республикӑн опера сцени ҫине 20 ытла спектакль, ҫав шутра оперӑсемпе опереттӑсем, музыка камичӗсем, кӑларнӑ.
Аса илтеретпӗр, 2008 ҫулта Чӑваш патшалӑх филармонийӗ «Нарспие» мюзикл евӗр сцена ҫине кӑларнӑччӗ. «Нарспи» спектакль аслисене ҫывӑххине, анчах вӑл ҫамрӑксен чунне витерейменнине асӑрханӑ маттур чӑвашсем — Николай Казаков композиторпа Борис Чиндыков драматург — мюзикл ҫырас шухӑша 1989 ҫултах тытнӑ-мӗн.
Раштавӑн 22-мӗшӗнче Чӑваш патшалӑх филармонинче Чӑваш Ен наци радиовӗн «Иксӗлми ҫӑлкуҫсем» конкурсне хутшӑннӑ Республикӑри чи пултаруллӑ фольклор ушкӑнӗсен фестиваль концерчӗ пулчӗ.
Пурӗ 26 коллектив хутшӑнчӗ. Вӗсен хушшинче — Пысӑк Енккасси Культура ҫурчӗ ҫумӗнчи «Ҫӑлкуҫ» ушкӑн, вӑл диплом илме тивӗҫ пулчӗ. Культура министрӗ ушкӑн ертӳҫине А.А.Яковлевана тав ҫырӑвӗпе чысларӗ.
Чылай хушӑ чирленӗ хыҫҫӑн ӗнер ҫут тӗнчерен паллӑ чӑваш композитор Александр Васильев уйрӑлса кайнӑ.
Сывпуллашу ыран, раштавӑн 9-мӗшӗнче Чӑваш патшалӑх филармонийӗнче пулӗ. Сывпулашма килес текенсем 9 сехете ҫитмелле.
Васильев Александр Георгиевич 1948 ҫулхи кӑрлачӑн 9-мӗшӗнче Тӑвай районӗнчи Тӑрмӑш ялӗнче ҫуралнӑ. 1967 ҫулта Павлов ячӗллӗ Шупашкарти музыка училищине вӗренсе пӗтернӗ. Малалла хайӗн пӗлӗвне Гнесинсен ячӗллӗ музыкӑпа педагогика патшалӑх институтӗнче ӳстернӗ.
Александр Васильевӑн паллӑ ӗҫӗсен шутне «Чакка» тата «Иван Яковлев» оперӑсем кӗреҫҫӗ. Кӗвӗ-ҫемӗ тӗпчевҫисем ҫавӑн пекех «Праздничная увертюра», «Токката», «Приношение Федору Павлову», «Бабье лето» симфонилле сочиненисене, «Уяв», «Алран кайми аки-сухи» кантатӑсене пысӑк хак панӑ. Паллӑ композитор юрӑсем те сахал мар кӗвӗленӗ — Петӗр Хусанкай, Петӗр Эйзин, Геннадий Юмарт, Иосиф Дмитриев-Трер сӑввисенчен юрӑсем хывнӑ.
Раштавӑн 19-мӗшӗнче Чӑваш патшалӑх филармони залӗнче «Ай юрлар-и» курмаюрӑсен хӑтлавӗ иртет. Кунашкал хӑтлав пӗрремӗш хут Шупашкарта чӳкӗн 15-мӗшӗнче иртнӗччӗ. «САЛАМ» студи «Тӑвансемӗр пӗрле чухне, ай, юрлар-и юррине» ятпа 100 чӑваш халӑх юррине ӳкерме палӑртнӑ. Ҫитес хӑтлавра паллӑ чӑваш юрӑҫисем хӑйсен 25 курмаюррипе паллаштарӗҫ. Ҫавӑнпа пӗрлех концертра иккӗмӗш диска кӗрекен юрӑсем те янӑрӗҫ.
Чӳкӗн 15-мӗшӗнче «Салам» студи «Тӑвансемӗр, пӗрле чухне, ай юрлар-и юррине» ҫӗнӗ курмаюрӑсен дискӗ тухнӑ ятпа хӑтлава чӗнет, вӑл Чӑваш патшалӑх филармонийӗнче иртӗ. Пуҫламӑшӗ 18 сехет ҫурӑра.
Ку диск — пысӑк проектӑн пӗр пайӗ ҫеҫ. «Салам» студи 4 ҫул хушшинче 100 юрӑн клипне ӳкересшӗн, вӗсене халӑх патне ҫитересшӗн. «Тӑвансемӗр, пӗрле чухне, ай юрлар-и юррине» дискра пурӗ 25 юрӑ вырнаҫнӑ — кашни ҫул ҫапла май студи 25-шер курмаюрӑ кӑларасшӑн. Ку ӗҫе вӗсем пӗччен мар, йышпа тӑваҫҫӗ — проекта чылай режиссер хутшӑнма тӗв тунӑ.
Филармонири хӑтлавра эсир ҫак дискри юрӑсемпе паллашма пултаратӑр. Куракансем умӗнче концертпа «Шуҫӑм» ансамбль, Куславкка районӗнчи (Хурамал) «Эткер» ушкӑн, «Кӑмӑл» фольклор ансамблӗ хӑйсен пултарулӑхӗпе паллаштарӗҫ. Ҫавӑн пекех ҫак концерта ытти юрӑҫсем те хутшӑнӗҫ: Василий Раймов, Валентина Михайловӑпа Вячеслав Александров, Владимир Чекушкин, Тамара Гурьева, Иван Христофоров, Сергей Кувшинов, Типшӗм Сашук, Августа Уляндина, Нинӑпа Анатолий Еграшкинсем (Чӗмпӗр облаҫӗ), Надежда Заводскова, Малинасем, Иосиф Дмитриев, Тая Смирнова, Альбина Пӑрчӑкан, Андрей Шадриковпа Пётр Ермолаев, Светлана Савельева, Ольга Осипова, Аня Егорова, Людмила Семёнова, Лариса Васильева.
Ҫӗнӗ юрӑсемпе ҫӗнелнӗ «ASAMAT» эстрада ушкӑнӗ раштавӑн 1-мӗшӗнче Филармони залӗнче савӑнӑҫлӑ концерта йыхравлать.
Билетсем туянмалли номер: 8(919)650-42-93, 8(967)470-44-46 Леонид.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (08.11.2024 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 757 - 759 мм, 1 - 3 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Будников Александр Михайлович, сӑвӑҫ тата ҫыравҫӑ ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |