Чӑваш Республикинчи Следстви управленийӗ Шупашкар муниципаллӑ округӗнче пӗр арҫын пусма ҫинчен аннӑ май 1,8 метр ҫӳллӗшӗнчен персе анса аманнӑ тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Ку ӗҫе Раҫҫей Федерацийӗн Пуҫиле Кодексӗн 143 статьян 1-мӗш пайне тӗпе хурса пуҫарнӑ.
Пӑтӑрмах Шупашкар районӗнчи Курак Чурачӑк ялӗнче пулса иртнӗ. Ун чухне «Чурачикски» акционерлӑ обществӑра электрик сӗт ферми ҫурчӗ ҫинче резервлӑ кабель йӗркеленӗ пулнӑ. Пусма ҫинчен аннӑ чухне унӑн ури шуса кайнӑ та вӑл 1,8 метртан хытӑ ҫӗр ҫине персе аннӑ, шӑмми-шаккине хуҫса пӗтернӗ.
Следстви органӗсен шухӑшӗпе ку тӗлӗшпе предприятире хӑрушсӑрлӑх техникишӗн яваплӑ ҫынсем айӑплӑ, вӗсем арҫынна ӗҫе пурнӑҫлама тивӗҫлӗ условисем туса паман: ҫӳллӗшре ӗҫленӗ май страхлакан система пулман, арҫын усӑ курнӑ пусмана хытарман пулнӑ. Ҫакӑ пӗтӗмпех арҫын йывӑр суранланни патне илсе ҫитернӗ.
Хальхи вӑхӑтра следстви ӗҫӗсем йӗркелеҫҫӗ, суд экспертизисене ирттереҫҫӗ, свидетельсенчен ыйтса пӗлеҫҫӗ.
Сӗнтӗрвӑрри хулинче автошкул директорӗ хӗрарӑма машинӑпа ҫапса хӑварнӑ. Вӑл тӑванӗн ачипе «зебра» урлӑ каҫма тӑнӑ.
«Рено Дастерпа» пыракан хӗрарӑм тавралла лайӑх курӑнсан та «зебра» патне ҫывхарнӑ чухне хӑвӑртлӑха чакарман, хӗрарӑм ҫине пырса кӗнӗ. Вӑл вӑйлах суранланнӑ. Юрать, хӑть ача шар курман.
Автошкул директорӗ тӗлӗшпе пуҫарнӑ пуҫиле ӗҫе суда ярса панӑ.
Хӗрлӗ Чутайра хӗрӗнкӗ хӗрарӑм полицейскисенчен тарма хӑтланнӑ.
Вӑл руль умӗнче ларнӑ чухне машинӑна итлеттереймен – йывӑҫа пырса ҫапӑннӑ. Ку каҫхине пулнӑ. Салонра унӑн 9 уйӑхри ачи те ларнӑ.
Хайхи хӗрарӑм машинине, ачине пӑрахса хӑварса тарма хӑтланнӑ. Анчах ӑна йӗрке хуралҫисем хӑваласа ҫитнӗ, ун тӗлӗшпе административлӑ протокол ҫырнӑ. Хӗрарӑм пирки опека органне те пӗлтернӗ.
Паян Комсомольски округӗнче типӗ курӑк ҫуннӑ. Ку кӑҫал – пӗрремӗш тӗслӗх.
Округра Тури Тимӗрчкасси ялӗнче 150 тӑваткал метр лаптӑк ҫинчи типӗ курӑк ҫуннӑ. Пушара Инкеклӗ лару-тӑру министерствин 6 ӗҫченӗ 2 машинӑпа сӳнтернӗ. Юрать-ха, ҫынсен кил-ҫурчӗ шар курман.
Инкеклӗ лару-тӑру министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫутҫанталӑк пушарӗсен 90 проценчӗ ҫын айӗпӗпе пулать.
Шупашкарта пурӑнакан пӗр водитель ҫул-йӗр хӑрушсӑрлӑхӗн инспекторӗсене улталас тенӗ те анчах май килмен.
«Хендай Н-1» микроавтобус водительне пакунлисем пуш уйӑхӗн 15-мӗшӗнче ирхине асӑрханӑ. Йӗрке хуралҫисене курсан арҫын машинӑри хыҫалти ларкӑч ҫине куҫса ларнӑ, хӑй пассажир иккенне ӗнентерме пӑхнӑ.
Медицина тӗрӗслевӗ витӗр тухма вӑл килӗшмен. Тепӗр виҫӗ кунтан ун тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ, ӑна руль умне ӳсӗрле тепӗр хутчен ларнӑшӑн явап тыттарӗҫ. Сӑмах май каласан, 2022 ҫулта унӑн правине туртса илнӗ пулнӑ иккен.
Ӗнер, пуш уйӑхӗн 19-мӗшӗнче, Шупашкарти Трактор тӑвакансен проспектӗнчи 46-мӗш ҫурт патӗнче пӗр водитель машинӑпа ҫын ҫине пырса кӗнӗ.
«Ауди Q5» водителӗ машинӑна чакарса пынӑ чухне ҫуран утакан ватӑ ҫын ҫине пырса кӗнӗ. 78 ҫулти кинемее темех пулман, пульницӑра тӗрӗсленӗ хыҫҫӑн ӑна килне янӑ.
Ют ҫӗршыври машина рулӗ умӗнчи 43 ҫулти арҫын урах пулнӑ. Ҫул-йӗр правилине пӑҫнӑшӑн ӑна администартивла майпа ҫулталӑкра 75 хутчен явап тыттарнӑ.
Шупашкарта пуранакан 28 ҫулти хӗр Алтайра канас тенӗ. Халӑх тетелӗнчи пӗлтерӳпе вӑл хӑна ҫуртне йышӑнса, уншӑн 8 пин тенкӗ тӳлесе хунӑ. Анчах кайран Алтайри ҫурт хуҫи ҫыхӑнӑва тухма пӑрахнӑ. Ҫавӑн хыҫҫӑн Шупашкар хӗрӗ йӗрке хуралҫисенчен пулӑшу ыйтнӑ.
Улталаканни Пестово хулинчи 34 ҫулти хӗрарӑм пулнине палӑртнӑ. Вӑл хӑй те тахҫан ҫавӑн пек улталаннине пӗлтернӗ¸ ҫавӑнпа ҫынсене те шӑнман пӑрпа лартса яма шут тытнӑ-мӗн.
Хӗрарӑм тӑкака саплаштарнӑ, анчах ун тӗлӗшпе пуҫарнӑ пуҫиле ӗҫе малалла тӗпчеҫҫӗ.
Шупашкарта пурӑнакан 40 ҫулти арҫын тӗнче тетелӗнче пӗр хӗрпе паллашнӑ. Унпа вӑл ҫыру ҫӳретнӗ, унтан иккӗшӗ тӗл пулма калаҫса татӑлнӑ.
Хӗр хайхи арҫынна кинора курнӑҫма сӗннӗ, унти вип-залта вырӑн йышӑнма ыйтнӑ, ҫавӑн валли ятарлӑ каҫӑ ярса панӑ.
Арҫын ҫав каҫҫа пусса пӑхнӑ та унӑн банк картти ҫинчен 5 пин тенкӗ ҫухалнӑ.
Сайтӑн техслужбипе ҫыхӑнсан арҫынтан лешсем смспа килекен кода тата ыттине ыйтма тытӑнса кайнӑ.
Улталаннине ӑнланса илсен арҫын йӗрке хуралҫисенчен пулӑшу ыйтнӑ, хӑйӗн счечӗсемпе ют ҫынсем усӑ курмалла мар туса хунӑ.
Паян Шупашкарти Пристанционнӑй урамра пушар пулнӑ. Унта вырнаҫнӑ пластик пӑрӑхсем туса кӑларакан завод ҫунма тытӑннӑ.
Пушар пирки хыпар ҫӑлавҫӑсене 12 сехет те 50 минутра пӗлтернӗ. Вырӑна 25 специалист тата 8 техника пырса ҫитнӗ. Вут-ҫулӑм 250-а яхӑн тӑваткал метр ҫинче алхаснӑ.
Малтанласа палӑртнӑ тӑрӑх, никам та шар курман. Заводпа юнашар пысӑк электричество станцийӗ, бензин тата газ заправкисем, тӗрлӗ производство вырнаҫнӑ, ҫывӑхрах тата вӑрман та пур.
Хӗрлӗ Чутай районӗнчи Шулю ялӗнче 61 султи арҫын кӳршине вӗлернӗ.
Кӑҫалхи пуш уйӑхӗн 8-мӗшӗнче ҫав арҫын ӳсӗр пулнӑ, кӳрши патӗнче хӑналаннӑ. Ҫавӑн чухне иккӗшӗ тавлашса кайнӑ та пускилне пуҫӗнчен тата ытти вырӑнтан темиҫе хутчен ҫапнӑ, тапнӑ. Суранланнӑ арҫын килӗнчех вилсе кайнӑ.
61 ҫулти кӳрше тӗлӗшпе халӗ РФ Пуҫиле кодексӗн 111-мӗш статйин 4-мӗш пайӗпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (17.04.2025 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 761 - 763 мм, 5 - 7 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Семенов Леонид Федорович, Чӑваш АССР тава тивӗҫлӗ артисчӗ ҫуралнӑ. | ||
| Терентьев Николай Терентьевич, чӑваш драматургӗ, тӑлмачӗ, актёрӗ ҫуралнӑ. | ||
| Жуков Юрий Нестерович, чӑваш баянисчӗ, кӗвӗ ҫыраканӗ ҫуралнӑ. | ||
| Смирнова Галина Ивановна, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ артистки ҫуралнӑ. | ||
| Валери Туркай, чӑваш халӑх сӑвӑҫи ҫуралнӑ. | ||
| Журналистсен Ҫемен Элкер ячӗллӗ премине йӗркеленӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |