Авӑн уйӑхӗн мӗнле килесси пирки пӗлес килет-и? Синоптиксем лайӑх хыпар калаҫҫӗ: вӑл ӑшӑ ҫанталӑкран пуҫланӗ.
Ку «карчӑк ӑшши» кӑна пулмӗ – авӑн уйӑхӗн пуҫламӑшӗнче чӑн-чӑн ҫуллахи ҫанталӑк хуҫаланӗ. Хӑш-пӗр кун 30 градус шӑрӑх та тӑрӗ.
Иккӗмӗш декадӑра кӑштах сивӗтӗ, ҫапах типӗ те сезонпа килӗшӳллӗн ӑшӑ ҫанталӑк хуҫаланӗ. Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, виҫҫӗмӗш декадӑра ҫанталӑк климатпа килӗшӳллӗн пулӗ. Авӑн уйӑхӗнче тӑрук сивӗтме, пӗрремӗш юр ӳкме пултарать.
Синоптиксем авӑн уйӑхӗ тӑршшӗпех лайӑх ҫанталӑк пулма пултарассине те калаҫҫӗ.
Ҫурла уйӑхӗнчи сивӗ те ҫумӑрлӑ ҫанталӑк тӑнӑ хыҫҫӑн хӗвел пӑхма тытӑнчӗ, ӑшӑтса ячӗ. Ку эрнере юнкун чи ӑшӑ кун пулӗ. Ун чухне 30 градус таран ӑшӑтӗ. Каҫхине кӑна ҫурҫӗр енчи округсенче сивӗ фрончӗ иртӗ. Ҫапах сивӗтсех пӑрахмӗ.
Кӗҫнерникун 25 градуса яхӑн ӑшӑ пулӗ. Кӑнтӑр енче шӑрӑх хуҫаланӗ-ха. Кӑштах пӗлӗтсем тухкалӗҫ, анчах ҫумӑр ҫумӗ ахӑртнех.
Эрнекунран каллех уяртӗ, кӑнтӑрласерен 21-26 градус ӑшӑ пулӗ, каҫсерен – 10-15 градус.
Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, кӗркунне пуҫламӑшӗнче ҫуллахи пек ӑшӑ ҫанталӑк пулӗ.
Чӑваш Енре тискер кайӑк-кӑвакала тытма ирӗк панӑ. Ирӗк илнисем — пӗтӗмпе 2,5 пин ытла. Заявлени панисенчен ытларахӑшӗ шывра ишсе ҫӳрекен кайӑка тытас кӑмӑллине пӗлтернӗ. Вӗсенчен самайӑшӗ кӑвакала юратать иккен.
Сунарҫӑсене сунар правилине пӑхӑнма ыйтаҫҫӗ. Талӑкра тытма юракан виҫерен ирттерсен явап тыттарӗҫ. Кун пирки республикӑн ҫут ҫанталӑк ресурсӗсен тата экологи министрӗ Эмир Бедертдинов асӑрхаттарнӑ.
Ҫурлан иккӗмӗш декади юлашки 4 ҫулти чи сивви пулнӑ. Гидрометцентр пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫурла климатпа килӗшӳллӗн вӗҫленӗ. Ыран та паянхи пекех ҫанталӑк пулӗ. Шӑматкун вара 23-28 градус ӑшӑ пулӗ. Каҫ енне кӑна вырӑнӑн-вырӑнӑн ҫумӑр ҫукалӗ, аслати авӑтма пултарать. Вырсарникун та ҫумӑр ҫӑвас хӑрушлӑх пур.
Тунтикунран ҫанталӑк уяр тӑрӗ. Юнкун шӑрӑх пулӗ. Ҫулла 20-25 градус ӑшӑпа вӗҫленӗ.
Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, кӗркунне пуҫламӑшӗнче те ӑшӑ ҫанталӑк пулӗ.
Республикӑра юлашки 10 кунра 1 тӑваткал метр лаптӑк ҫине 10 литр ытла шыв ӳкнӗ. Кун пек ҫумӑрлӑ ҫурла уйӑхӗн юлашки хутчен 4 ҫул каялла пулнӑ.
Синоптиксем пӗлтернӗ тӑрӑх, халӗ ҫанталӑк лайӑхланма пуҫлать. Уйӑх вӗҫӗччен антициклон хуҫаланӗ. Ыран ҫумӑр ҫуса илӗ те юнкунран уяр ҫанталӑк хуҫаланма тытӑнӗ. Ку эрнере 21-26 градус ӑшӑ пулӗ, ҫӗрлесерен – 10-15 градус.
Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫурла уйӑхӗн нормӑран 2-3 градус ӑшӑрах пулӗ.
Ку канмалли кунсенче Шупашкар юбилейне паллӑ тӑвать. Мӗнле ҫанталӑк пулӗ ун чухне?
Ырантан пуҫласа ӑшӑтма тытӑнать. Шӑматкун 20-25 градус ӑшӑ пулӗ. Вырсарникун вара вырӑнӑн-вырӑнӑн ҫумӑр ҫӑвать, хушӑран аслатиллӗ те авӑтӗ. Уява кайятӑр пулсан сунчӑк илме ан манӑр.
Тунтикунран тинех ҫуллахи шӑрӑх пирӗн пата ҫитӗ. Кӑнтӑрласерен 23-28 градус ӑшӑ пулӗ, каҫсерен – 11-16 градус. Ҫил лӑпланӗ.
Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, типӗ те ӑшӑ ҫанталӑк ҫулла вӗҫӗччен пулӗ. Хӑш-пӗр кун 30 градус таранах шӑрӑх тӑрӗ.
Синоптиксем пӗлтернӗ тӑрӑх, ку эрнере те ҫумӑр ҫӑвӗ. Паян та ҫӑвать. Эрне варринче каҫсерен ҫӑвӗ, кӑнтӑрла – вырӑнӑн-вырӑнӑн. Хушӑран аслатиллӗ пулӗ.
Сывлӑш температури 18-20 градус ӑшӑ пулӗ, ҫӗрлесерен – 10-12 градус. Чи сивви эрнекун пулӗ. Ун чухне ҫумӑр та ҫукалӗ.
Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫитес эрнере республикӑна ҫулла таврӑнӗ: хӗвеллӗ те 30 градус ӑшӑ ҫанталӑк тӑрӗ.
Паян республикӑра ҫумӑрлӑ ҫанталӑк хуҫаланать. Синоптиксем пӗлтернӗ тӑрӑх, ыран та ҫумӑр ҫӑвӗ, анчах паянхинчен сивӗрех пулӗ: аслатиллӗ ҫумӑр та ҫӑвӗ.
Вырсарникун уяртӗ, сывлӑш 19-24 градус таран ӑшӑнӗ. Анчах тунтикун каллех циклон килӗ, каллех ҫумӑр ҫума тытӑнӗ. Шупашкарта 5 кунра пӗр тӑваткал метр лаптӑк ҫине 35 литр шыв ӳкме пултарать.
Эрне варринче хушӑран кӑна ҫумӑр ҫӑвӗ, хӗвел пӑхӗ. Ҫил ҫурҫӗр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрнӗрен кӑнтӑрласерен 18-23 градус кӑна ӑшӑ пулӗ, ҫӗрлесерен 10 градус.
Паян уяр та ӑшӑ ҫанталӑк. Синоптиксем ыран та ҫапла пуласса пӗлтереҫҫӗ. Ҫапах ҫумӑрсӑр иртмест. Паян кӑнтӑрла хыҫҫӑн вырӑнӑн-вырӑнӑн аслатиллӗ ҫумӑр ҫума пултарать. Ыран ҫурҫӗр округӗсенче ҫумӑр ҫӑвас хӑрушлӑх пур.
Эрне пуҫламӑшӗнче 23-28 градус ӑшӑ пулӗ. Каҫсерен те самаях ӑшӑ тӑрӗ. Ҫил тӳлек вӗрӗ.
Эрнекун сивӗтӗ. Кӑнтӑрла 18-23 градус, каҫхине 12-14 градус ӑшӑ пулӗ. Ҫил ҫурҫӗр енчен вӗрӗ.
Вырсарникун тата тунтикун самай ҫумӑр ҫӑвӗ.
Кӗр ҫывхарать пулин те 30 градус шӑрӑх таврӑнас шанчӑк пур. Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, уйӑх варринче темиҫе кун шӑрӑх пулма пултарать.
Паян ҫанталӑк сивӗрех-ха, ҫурҫӗр округӗсенче ҫумӑр ҫукалать. Ыран вара, синоптиксем пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫанталӑк лайӑхланма тытӑнать.
Ҫумӑр малашне те ҫукалама пултарать-ха, анчах ыран 20-25 градус таран ӑшӑтӗ, вырсарникун вара 27 градус пулӗ.
Тунтикун каллех сунчӑк кирлӗ пулӗ. Эрне варринче ҫумӑр ҫума пӑрахӗ, ҫил ҫурҫӗр енчен вӗрӗ. Кӑнтӑрласерен 22-27 градус, ҫӗрлесерен 15-17 градус ӑшӑ пулӗ.
Гидрометцентр пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫитес 10 кунра сывлӑш температури нормӑпа килӗшӳллӗн пулӗ. Ҫурла пуҫламӑшӗнче вара вӑл 18 градус ӑшӑпа танлашать.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (21.11.2024 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 748 - 750 мм, 2 - 4 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 7-9 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Карпеев Михаил Поликарпович, Совет Союзӗн Паттӑрӗ ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |