Ял хуҫалӑхӗ
agro.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Пирӗн республикӑра чӑваш продукцине сутакан пӗрремӗш агромаркет уҫма палӑртнине эпир унччен пӗлтернӗччӗ-ха. Нумаях пулмасть ҫак ыйтупа Чӑваш Енӗн Ял хуҫалӑх министерствинче канашлу иртнӗ. Проекта «Каскад» суту-илӳ центрӗн нуль хутӗнче уҫма палӑртнӑ. Ӑна кӑҫалхи ҫулӑн иккӗмӗш кварталӗнче чӑн-чӑн агромаркета ҫавӑрасшӑн. «Пехет» агромаркетра обществӑлла апатлану точкисем тӑваттӑ пулӗҫ, 8 павильон, 76 фермер вырӑнӗ ӗҫлӗҫ. Унсӑр пуҫне тӗрлӗ тапхӑрта туса илекен продукцие сутма вырӑн пӑхса хӑварӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ял хуҫалӑхӗ
cap.ru сайтри сӑн Кӑҫал «Ҫӗрулми» курав нарӑсӑн 29-мӗшӗнче, пуш уйӑхӗн 1-мӗшӗнче иртессине пӗлтернӗччӗ. Аса илтерер: вӑл Шупашкарти суту-илӳпе курав центрӗнче пулӗ, унта вӑрлӑх ҫӗрулми сутӗҫ. Кӑҫал курава ҫӗрулмин 18 сортне илсе килӗҫ: «Аван», «Бельмондо», «Бернина», «Верди», «Гала», «Гулливер», «Жуковский ранний», «Ирбитский», «Кармен», «Коломбо», «Королева Анна», «Легенда», «Метеор», «Ред Леди», «Ривьера», «Родриго», «Самбо», «Фламинго». Ытти ҫулти пекех, ватӑсене, сусӑрсене тавара киле илсе ҫитерме нимеҫӗсем пулӑшӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ял хуҫалӑхӗ
cap.ru cӑнӳкерчӗкӗ Иртнӗ ҫул пирӗн республикӑра аш-пӑш тата сӗт туса илесси ӳснӗ. Чӑваш Енри хуҫалӑхсенче 2023 ҫулта чӗрӗ виҫепе 118,7 пин тонна выльӑх-чӗрлӗх тата кайӑк-кӗшӗк ашӗ туса илнӗ. Ку вӑл 2022 ҫулхинчен 1,3 процент нумайрах. Сӗте иртнӗ ҫул 478,1 пин тонна туса илнӗ. Ку енӗпе ӳсӗм — 2,7 процент. Кашни ӗнерен вӑтамран сӗт су илесси те хушӑннӑ. Ку цифра унчченхи ҫулхинчен 6,3 процент нумайрах, ҫулталӑкра вара кашни ӗне вӑтамран 7430 килограмм сӗт панӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ял хуҫалӑхӗ
cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Елчӗк муниципаллӑ округӗнчи фермер Александр Бикулов патшалӑхран 10 млн грант илсе унпа ферма хуҫалӑхне ҫӗнетнӗ. 2020 ҫулта вӑл проект тӑратнӑ та грант ҫӗнсе илнӗ. Ку укҫапа вӑл ӗне вити валли стройматериал, тырӑ тасатмалли комплекс, тыр-пул пухса кӗртмелли тӗрлӗ оборудовани туяннӑ. Фермер грантсӑр пуҫне хӑйӗн 7 миллион тенкипе усӑ курнӑ. 2023 ҫул вӗҫне унӑн ферминче 296 пуҫ ӗне тата вӑкӑр пулнӑ. Вӗсенчен 133-шӗ - сумалли ӗне. Пӗлтӗр фермер 663 тонна сӗт туса илнӗ. Ун патӗнче халӗ 12 ҫын ӗҫлет. Вӑтам шалу - 22 пин тенкӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ял хуҫалӑхӗ
forum.na-svyazi.ru сайтри сӑн ӳкерчӗк Пӗлтӗр республикӑри Ҫырла фестивалӗ пӗрремӗш хут иртнӗ. Ӑна кӑҫал та йӗркелеме палӑртнӑ. Кунӗ те паллӑ: утӑ уйӑхӗн 20-мӗшӗ. Вырӑнӗ ҫавах: Шупашкар муниципаллӑ округӗнчи «Ивушка» питомник. Аса илтерер: пӗлтӗр Ҫырла фестивалӗ Питравра, утӑ уйӑхӗн 12-мӗшӗнче иртнӗ. Кӑҫал ӑна канмалли кун йӗркелеме палӑртнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ял хуҫалӑхӗ
cap.ru сайтри сӑн Куславкка муниципаллӑ округӗнчи Тӗрлемес шкулӗнче вӗреннӗ Анастасия Немова тыр-пул культурин ҫӗнӗ сортне кӑларма пулӑшнӑ. Вӑл республикӑра кире пуканӗн спортменки пек те паллӑ. Анастасия – ку сорт тӗсӗпе тӗнче класлӑ спорт мастерӗ. Халӗ вӑл Чӑваш патшалӑх аграри университетӗнче ӗҫлет, унтах вӑл аслӑ пӗлӳ илнӗ. Анастасия Немова – биотехнологи тата агрономи факультечӗн аспиранчӗ. Пӗлтӗр университетри ӑсчах-агрономсем ҫурхи тритикален ҫӗнӗ сортне туса кӑларнӑ. Ӑна вӗсем «Нарспи» ят панӑ. Ҫак сортпа 10 ҫул каяллах ӗҫлеме пуҫланӑ. Ҫак ӗҫе университетӑн тӑватӑ преоподавателӗ, ҫав шутра Анастасия Немова та, хутшӑннӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ял хуҫалӑхӗ
agro.cap.ru cӑнӳкерчӗкӗ Елчӗ тӑрӑхӗнчи фермер пилӗк ҫуллӑх плана икӗ ҫулта пурнӑҫланӑ. 2022 ҫулта Виталий Васильев ҫемье фермине аталантарма патшалӑхран грант илнӗ. Патшалӑх уйӑрса панӑ 7 миллион тата хӑй уйӑрнӑ 5,6 миллион тенкӗпе ял ҫынни «Кировец» трактор, дизельпе насус хатӗрӗ, ӗҫре кирлӗ тепӗр агрегат туяннӑ. Бизнес-планра палӑртса хӑварнине усламҫа иккӗмӗш ҫлах пурнӑҫа кӗртме пултарнӑ. Пӗлтӗр фермер 30 гектар ҫинче ҫӗрулми ӳҫтернӗ, тухӑҫ 780 тонна ткхнӑ. Фермер ҫавӑн пекех пӗрчӗллӗ тата пӑрҫа йышши культура 750 гектар лаптӑк ҫинче туса илет. Хуҫалӑхра 5 ҫын тӑрӑшать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ял хуҫалӑхӗ
mykaleidoscope.ru сайтри сӑн Чӑваш патшалӑх аграри университечӗ ҫумӗнче, «Чӑваш Ен - хӑмла туса илекен центр» центрта, хӑмлана анализ тумалли лаборатори ӗҫлеме тытаннӑ. Унта специалистсем лартмалли хӑмлан ДНКне палӑртса ӑна тӗпчеме пултараҫҫӗ. Ку кайран пахалӑхлӑ хӑмла ӳстерме кирлӗ. Палӑртмалла: хальлӗхе пирӗн ҫӗршывра кунашкал технологисем пулман. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ял хуҫалӑхӗ
cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Ҫитес ҫул нарӑс уйӑхӗн 29-мӗшӗнчен пуҫласа пуш уйӑхӗн 1-мӗшӗччен Шупашкарта «Ҫӗрулми» курав иртӗ. Вӑл хальхинче Суту-илӳпе курав центрӗнче пулӗ. Пиллӗкмӗш хутра куравӑн ӗҫлӗ пайӗ иртӗ. Унта ӑслӑлӑхпа практика конференцийӗсем, ҫавра сӗтелсем иртӗҫ, вӗсенче ҫӗрулми ӳстерессипе ҫыхӑннӑ ыйтусене сӳтсе явӗҫ. Чи аялти хутра ҫӗрулми ярмӑркки пулӗ, унта вӑрлӑх ҫӗрулми туянма май килӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ял хуҫалӑхӗ
Етӗрне муниципаллӑ районӗнче пӑру вити уҫӑлнӑ. Ӑна «Родина» хуҫалӑхра ӗҫлеттерсе янӑ. Мӑйракаллӑ ҫамрӑк выльӑх ӳстермелли тата самӑртмалли витере 250 пуҫ выльӑх вырнаҫать. Проектӑн пӗр пайне саплаштарма патшалӑх укҫипе усӑ курнӑ. Федераци хыснинчен 8,9 миллион тенкӗ уйӑрнӑ. Унсӑр пуҫне республика хыснинчен тепӗр 5,5 миллиона яхӑн тенкӗ куҫарса панӑ. «Родина» хуҫалӑх 2 пин гектар ҫинче ӳсентӑран ӳстерет, унсӑр пуҫне выльӑх-чӗрлӗх ӗрчетессипе тӑрӑшать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (22.12.2024 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, -1 - 1 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Кӑрмӑш гербне йышӑннӑ. | ||
| Вӑта Тимӗрҫен шкулне уҫнӑ. | ||
| Аслут Александр Николаевич, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |