Хапăлласа кĕтсе илетпĕр
Ку сайтра эсир чăвашла çырнă хайлавсене тупма пултаратăр. Пур
хайлава та авторĕ, çырнă çул тăрăх çăмăллăн тупма пулать. Ку архива
ятарласа хатĕрленĕ — сире килĕшекен хайлавсене эсир ку сайтра та,
уйрăммăн уçласа илсе те вулама пултаратăр.
Пӗлме: хайлавсем вырнаҫтармалли йӗрке.
Паянхи сукмакна çĕнетесшĕн пулсан —
Ун çинчен тухайма пĕлмелле.
Çĕннине йĕрлеме кăмăлу пухăнсан
Çичĕ хут шутласа илмелле!
Чарăнса, лăпланса çаврăнса пăхмалла,
Кам юлать, мĕн юлать аякра.
Тен, кирли, тен, санпа вăл паян пулмалла.
Чĕнсе ил, пуçтарсам вăхăтра!
Нумай чух киввине çитеймест пуль çĕнни!
Çĕн кĕпе те малтан хĕстерет.
Тĕрĕс мар пуль — «кĕçех улăштарăп» тени.
Вĕр çĕнни, вăл, паллах илĕртет.
Çĕн сукмак йĕрлеме кăмăлу пухăнсан
Çичĕ хут шутлама эс пĕлсем!
Паянхи çул çинчен тухас терĕн пулсан
Кирлине киввинчен илейсем!
Эс кампа-ши паян,
Халь ăçта пурăнан?
Кам валли çепĕç юрă юрлан?
Халь кама юратан,
Кам çӳçне ачашлан?
Камăнне-ши чунне ăшăтан?
Çутă кӳл хĕрринче,
Хурăнсем айĕнче
Кам сана юратса чуптăвать?
Çуллахи ирсенче,
Шурăмпуç çутинче
Кам санпа сывлăм тăрăх утать?
Сан мерчен куçусем —
Асăмрах-çке вĕсем!
Кам чунне илĕртсе йăлкăшаç?
Мăкăнь пек тутусем —
Пит пылакчĕ вĕсем!
Кам валли-ши паян йăл! кулаç?
Эс кампа-ши паян,
Халь ăçта пурăнан?
Кам валли çепĕç юрă юрлан?
Халь кама юратан,
Кам çуçне ачашлан?
Камăнне-ши чунне ăшăтан?
Ытарма çук чаплă юрă
Ман юрлассăм килчĕ.
Хăваран эп касрăм турăм
Пит чипер шăхличĕ.
Унпала эп тĕлĕнтертĕм
Садри сарă кайăка.
«Ăмăртса юрла-ха», — терĕм
Çепĕç саслă шăпчăка.
Шăпчăк кĕттерсе тăмарĕ,
Шăрантарчĕ юррине.
Эп ăнлантăм, вăл мухтарĕ
Ман шăхличĕн сассине.
Сантăр мĕншĕн макăрать?
Кам хĕненĕ Сантăра?
Çук, никам та хĕнемен.
Ачаша вĕреннĕрен
Вăл йĕрет юри кăна.
Амăшĕ илтсен ăна:
— Ан йĕр, чĕппĕмçĕм! — тесе
Икĕ вăйлă алăпа
Кĕçех илет çĕклесе.
Çичĕ çулхи услапа
Çитмĕл çич хут чуптăвать,
Ывçипех канфет парать.
Ман анне калать вара:
— Кунашкал туса, паллах,
Вĕрентет вăл Сантăра
Кутăна та усала.
I
Ăна эпĕ ача чух Хурамалта пурăннăранпа астăватăп. Пирĕн аттене çав яла шкул директорĕ туса янăччĕ те, манăн та унта пĕрремĕшпе иккĕмĕш классенче вĕренме тӳр килнĕччĕ. Вăрçă пуçлансан, аттене те, Тимĕрçĕ Прухура та, ыттисене те фронта илсе кайрĕç. Уйрăмах эпĕ Тимĕрçĕ Прухур ялтан епле тухса кайнине лайăх астăватăп.
…Ял халăхĕ униче хапхи патне пухăннă. Вăрçа каяканĕ, яш каччă, катаччи чупнă евĕрлех, тур лаша кӳлнĕ, пĕккине тутăрсемпе илемлетсе пĕтернĕ. Ямшăк вырăнне тимĕрçĕн ывăлĕ — вунтăватă çулхи Васлав вырнаçнă, ун çумĕнче Трахвин купăсçă лаша хӳри енне сулахай аякĕпе çаврăнса ларнă. Хăрах ури ун тăрантас кашти çинче, тепри — йывăççи — кăнтарăнса тăрать. Кашни салтака тенĕ пекех вăл ăсатса яратчĕ, час-часах сыпнипе хĕрелнĕ куç хупаххисене мăчлаттарса, салтак кĕвви шăрантаратчĕ. Прухур — тимĕрçĕ, пĕртен-пĕр хуçа пек, трантас çине саркаланса тăнă. Хăй кĕлеткине вăл парнеленĕ алшăллисемпе пулемет лентисем пек хĕресленĕ, икĕ аллинче — икĕ тутăр çыххи, вĕсемпе шăна хăваланă евĕр урлă та пирлĕ сулкалать, ял-йыш енне пуçне тая-тая юрлать. Юрри те унăн çынсеннинчен урăхларах, салхуллă мар. Хăлхам ытлашши сисĕмлех теме çук пулин те, юрă сăмахĕсем халь те асăмрах.
Малалла
Йăваларăм, йăваларăм —
Юр кĕлетке купаларăм. Т
Тыттартăм шăпăр аллине,
Кишĕр — сăмса вырăнне.
Пуç çине вара — витре.
Манăн тусăм пит хитре!
Хура куçлă,
Пĕчĕк пуçлă,
Эреветлĕ те
Теветлĕ,
Шыва кĕтĕм те
Чӳхентĕм,
Пĕрре чăмрăм,
Пăчăнтăр-р!..
Çӳçсем пухрăм,
Йăва турăм
Пит илемлĕн те
Йĕркеллĕн.
Эреветлĕн те
Теветлĕн
Юр юрларăм,
Пăчăнтăр-р-р!..
— Куккук килнĕ, куртăр-и?
— Куртăмăр.
— Ку-ку, ку-ку! тенине
Илтрĕр-и?
— Илтрĕмĕр.
Эпир ун чух вăрманта
Пулнăччĕ,
Хитре-хитре чечексем
Пухнăччĕ.
Сивĕ!
Урамра мар... Ман чунăмра пит сивĕ!
Çанталăк сиввине пулать çĕнме
Ӳркенмесен кăвайт чĕртме!
Кайрăн!
Пĕлес килет... Епле кайма шут турăн
«Саватăп» тенине манса кайса,
«Сыв пул!» тесе куçран пăхса?
Юлтăм!
Мĕнех тăвас! Каях! тесе ал султăм...
Çунатлă кайăка епле чаран?
Халь каймасан — ыран каян...
Сивĕ!
Чĕре çунать... Çавах чуна пит сивĕ!
«Пĕр санăн» тенине епле манас?
Сансăр пуçне кама савас?..
Вăрман — халăх пуянлăхĕ, çынсен юратнă вырăнĕ, çут çанталăкăн таса сывлăш ӳпки. Вăл халăха мĕн чухлĕ усă панине çырса та пĕтерес çук. Вăрман вăл — çурт-йĕр хатĕрĕ, вутă, утă, кăмрăк, сăмала, мунчала, хуп, милĕк, эмел курăкĕ, çырла, кăмпа, мăйăр… Çаксене пурне те вăрман парать.
Сывлăха юсакан санаторисем те пурте вăрманта вырнаçнă. Вăрнар вăрманĕнче, калăпăр, ӳпке чирĕпе чирленĕ ачасен санаторийĕ пур. Унта сывалнă миçе çĕр çамрăк пурнăç çулĕпе çирĕппĕн утать халĕ. Курсан чун хĕпĕртет. Вăрнар химзавочĕн ырă мар сывлăшне Вăрнар вăрманĕ кунĕн-çĕрĕн, пĕр пус укçасăр, никама систермесĕр, чăтăмлăн та лăпкăн тасатать.
Мĕн тери пурлăх кӳрет иккен пире вăрман! Çавăнпа та вăрмана пушартан, ăна усăсăр касса пĕтересрен сыхлас йăла кашни çыннăн сăваплă тивĕçĕ пулмалла.
Çулçăллă 2-3 сийлĕ вăрман мĕн тери илемлĕ. Аялта — вĕтлĕх тĕмисем, варринче — çӳллĕрех йывăçсем, чи çӳлте вăрман патши — чăваш юманĕ. Вăл мăнаçлăн хумханса, вăрман сывлăшне тавралăха сапалать. Çуркунне, çак вăрманти йывăçсем шап-шурă чечеке ларсан, унтан тухас та килмест. Мĕн тери савăнăç! Çав самантрах, шăпчăксемпе саркайăксем ăмăртмалла юрра шăрантарнă чух, тата вĕсен хушшине куккук сасси хутшăнсан, сана юмахри тĕнчене илсе çитернĕн туйăнать. Çакăн пек вăхăтра темле йывăр чирлĕ çын та пĕтĕм чун-чĕринчен савăнать.
Малалла
■ Страницăсем: 1... 32 33 34 35 36 37 38 39 40 ... 796
|
Шухăшсем
Did you know that your website ch...
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...