Хапăлласа кĕтсе илетпĕр

 

Ку сайтра эсир чăвашла çырнă хайлавсене тупма пултаратăр. Пур хайлава та авторĕ, çырнă çул тăрăх çăмăллăн тупма пулать. Ку архива ятарласа хатĕрленĕ — сире килĕшекен хайлавсене эсир ку сайтра та, уйрăммăн уçласа илсе те вулама пултаратăр.

Пӗлме: хайлавсем вырнаҫтармалли йӗрке.

 

Кĕнекесем

Хуркайăк çулĕУй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑЫтла та вăрттăн юратуҪул юлташӗСана ҫырма сӑмах ҫитетСуя телейЮманлăхра çапла пулнă

Юр çăвать


И, юр çăвать, юр çăвать,

Хура çĕре шуратать.

Ай-хай, ачасем,

Тухăр урама,

Тухăр урама

Юр купалама.

 

Юр купалар юрласа,

Хĕл мучине ырласа.

Ай-хай, ачасем,

Пĕрлешсе тусан

Пысăк шур упа

Пулĕ шур юртан.

 

Вĕлтĕр-вĕлтĕр шурă юр...

Хĕлĕн тĕрлĕ илем пур!

Ай-хай, ачасем,

Васкăр урама,

Илĕр йĕлтĕрсем,

Айтăр ярăнма.

Автан


Çатан çинче шур автан

Çунат çапса авăтать,

— Кик-ки-ри-кик,

Кăркка Мики!

 

Кăркка уншăн савăнать,

Хăпартланса кăшкăрать,

— Кăлтăр-кăлтăр,

Ырлăх пултăр!

 

Сар чăх васкать сарайне

Тăвас тет вăл матьтине:

— Кăт-кăт-кăт-ак!

Тăхта пăртак!

 

Сар чăх ларчĕ йăвана,

Автан уншăн савăнать:

— Кик-ки-ри-кик,

Хитре пики!

Çӳпçе


Чаплăран та чаплине,

Хаклăран та хаклине

Хунă хăйĕн çӳпçине

Пирĕн ватă асанне.

Акă вăл тухья, хушпу —

Тăхăнмашкăн хатĕр пул!

Çутă кĕмĕллĕ тевет,

Шӳлкеме куçа çиет.

Çамкаран çыхма масмак,

Вĕттĕн ташлама пушмак.

Икĕ аркăллă кĕпе

Пурçăнпа тĕрленипе

Питĕ хӳхĕм курăнать.

— Тăхăнса кăтарт ăна! —

Асанне туй тумĕпе

Çамрăкланчĕ пĕтĕмпех,

Хăйĕн ăшă куллипе

Чăннипех те Туйпике.

Пул эс сывлăхлă куллен,

Ан чирле, çӳре хуллен

Эп ӳссе çитĕниччен,

Ман туйра савăниччен!

Кăмпара


Тавраран паян утатпăр,

Васкамастпăр хулана.

Çула май кăмпа тататпăр —

Кĕтĕмĕр те вăрмана.

Мĕн тери пуян уçланкă!

Тулнăçем тулать витре.

Хĕрлĕ кăмпана куçларăм,

Шĕлепки мĕнле хитре!

Ман атте хытах тиркерĕ:

— Наркăмăш!.. Ăна ан тат!

Вăл шăна кăмпийĕ, — терĕ,

Пăшие — аван апат.

Çурхи çумăр


I

Василий Викторович çапса çăвакан çумăр витĕр тавралăха кичеммĕн пăхса пычĕ. Дворник машина чӳречине тумламсенчен тасатса каллĕ-маллĕ чупать, йĕпе асфальт çинче урапасем шăхăрни вĕçĕсĕр-пуçламăшĕсĕр кичем кĕвĕ пек илтĕнет.

Кабинăн çивиттийĕ исленсе кайнă, пуç çине пусса тăнăн туйăнать, тахăш тĕлтен шăтнă та пулас вăл: алăк урлашки çине пат та пат! çумăр тумласа плащ çине сирпĕнет. Василий Викторович хыçалти ларчăк çине те куçса ларма шутлать, анчах шофера чăрмантарасси. Çăрăлса пĕтнĕ çулсем çинче тертленнĕ хыççăн асфальт çинче ытла та канăçлă.

Иккĕмĕш эрне ĕнтĕ çумăр лăпланмасть. Вăхăтăн-вăхăтăн çанталăк уяртса та яма пăхать, çăра пĕлĕт татăла-татăла уçăлать, хĕвел пăхса илет. Каллех çумăр пĕлĕчĕ капланса килет. Çурхи шывсемпе ахаль кӳпчесе кайнă çĕре шӳтерет. Кĕр калчисем сип-симĕс ешерсе кайрĕç, анчах çуракине пĕр колхоз та тухаймарĕ-ха. Çул хĕрринчи лапамра та курăк çĕртен хăпнă, çеремсем те симĕсленчĕç. Вăхăт, вăхăт çуракине тухма.

— Юхтарать, вăпăр, — мăкăртатса илет шофер. Уншăн усалли те, ырри те — «вăпăр», кашни сăмах хыççăнах ăна асăнать. Хăй вăл вăтăра та çитмен, анчах вăрман хуралĕнче пурăнса ватăлнă çынран та чĕмсĕртерех, талăк пĕрле çӳресе те унран вунă сăмахран ытла илтейместĕн.

Малалла

Кайăк мар-çке


Читлĕхре те юрлать сарă кайăк

Манмасассăн сапма кĕрпине.

Тыткăнра та ăна питĕ лайăх:

Кирлĕ мар шырама пĕрчине!

 

Анчах манăн чĕре кайăк мар-çке!

Юрламасть вăл пачах читлĕхре!

Ик çунат хушнине ас тăвать-çке:

Манайман вĕçнине ирĕкре!

 

Чӳлмекре те ӳсет кĕлчечекĕ

Шăвармашкăн пĕлсен вăхăтра.

Яланах вăл хитре те черченкĕ:

Ун тĕнчийĕ кунтах, савăтра...

 

Анчах манăн чĕре чечек мар-çке!

Манаймасть ирĕкре тапнине!

Шанăçпа, ĕмĕтпе вăл тулать-çке

Упраса пулнине-иртнине!

Çунашка


Манăн çĕнĕ çунашка

Çил çунатлă,

Ту çинчен пит аякка

Ыткăнать вăл.

 

Тĕлсĕр-мелсĕр ярăнсан

Инкек мар-и!

Çунашкам ман ăнсăртран

Ванчĕ кайрĕ.

 

Аптрататăп аттене:

— Юсасамччĕ!

— Вăхăт çук, — тет, — çитменне,

Ху та каччă.

 

Яврăм çирĕп кантăра,

Кăшт шутларăм —

Çунашкана самантра

Çыхрăм лартрăм.

 

Халĕ манăн çунашка

Ыткăнать çеç!

Пур ĕçе те çавнашкал

Хам тăвасчĕ.

Пулмасла ӳкерчĕксем


Пĕчĕкçĕ кăна çăрттан

Ярса тытнă Петĕре.

Шывалла мĕн пур вăйран

Сĕтĕрет те сĕтĕрет.

Ак кур мĕнле тамаша —

Урампа пырать лаша!

Кур-ха, мĕн хăтланнă:

Кавĕрле çине утланнă!

Ик чĕлхе вăл — ик тĕнче


Килтисемшĕн эп Эльвира,

Верка теççĕ хăшĕсем.

Стройкăри пек «Майна! Вира!» —

Тăрăхлаççĕ теприсем.

Асатте ялне килсессĕн,

Хурланмашкăн кăмăл çук,

Урăхла мана чĕнеççĕ,

Эп пуриншĕн те ВЕРУК.

Эп чăваш пулса ӳсесшĕн

Вырăсла пĕлсессĕн те.

Чăвашла та вĕренесшĕн,

Ик чĕлхе вăл — ик тĕнче!

Махорка туртсан йытă çыртмасть


Астăватăп: Вихтăр мучи махоркăпа сутă тăватчĕ. Вăрçăчченех аппаланнă-и вăл ку ĕçпе, ăна пĕлместĕп. Анчах вăрçă вăхăтĕнче пĕтĕм анкартине махорка лартса тултаратчĕ. Анаткас урамĕн хыçне пырса тухан пулсан, тӳрех сăмсуна пăчăрта: катаран сап-сарă курăнакан саксони табакĕ тата Улатăр енче лартса тăвакан махорка шăрши кӳ-кӳ пырса çапать. Кăшт-кашт хăйне çимелĕх пахча-çимĕçпе çĕрулми лартатчĕ Вихтăр мучи, ытти пĕтĕм çĕрĕ йытă çимен махоркипе тулса ларнăччĕ.

Ăнсах пыманччĕ унăн пурнăçĕ. Чирлĕ арăмне пăрахса вăрçа тухса кайнăччĕ те, хăйĕн хăрах аллине шап-шурă бинтпа мăйран çакса таврăннă çĕре ял-йышсемпе тăванĕсем пӳртĕн чӳречисене чуспа çапса лартнăччĕ, алăкне ут тимĕр çăраççипе питĕрсе илнĕччĕ. Кашлатчĕ мăян килхушшинче. Улăм витнĕ сарайĕ тăрне, чи вĕçлеккине, таçтан килсе лекнĕ хурăн калчи вăй илнĕччĕ, вăл, тĕлĕнмелле акăш-мăкăшскер, çур метр еннех çитнĕччĕ. Ял çыннисем вара халиччен курман япала çине тĕлĕнсе пăхатчĕç.

— Кур-ха, тĕтĕм сӳнессе пуль ку: улăм çинче хурăн ӳсет.

Тĕлĕнмелли темех пулман-ха унта. Пĕр-пĕр çил-тăвăл вăхăтĕнче те вăл çĕрĕ-мĕнĕпех килсе лекме пултарнă. Мĕн тăвăн-ха, ял çыннисене тĕлĕк те тĕлĕнтерет иккен. Ан палка тесе çын çăварне карта тытма çук.

Малалла

■ Страницăсем: 1... 33 34 35 36 37 38 39 40 41 ... 796