Хапăлласа кĕтсе илетпĕр

 

Ку сайтра эсир чăвашла çырнă хайлавсене тупма пултаратăр. Пур хайлава та авторĕ, çырнă çул тăрăх çăмăллăн тупма пулать. Ку архива ятарласа хатĕрленĕ — сире килĕшекен хайлавсене эсир ку сайтра та, уйрăммăн уçласа илсе те вулама пултаратăр.

Пӗлме: хайлавсем вырнаҫтармалли йӗрке.

 

Кĕнекесем

Тĕрлĕ тĕрĕллĕ тĕнчемАндрей ПеттокиĔмĕр сакки сарлака. 2-мĕш томПулать-çке пурнăçраЙытă тĕлĕкĕЙышăнман сăмахсемÇамрăк ĕмĕт

Шартламаччĕ, сивĕччĕ...


Шартламаччĕ, сивĕччĕ.

Кайма тухаттăм.

Каялла килме ĕмĕтленсе,

Паллă хăвараттăм.

Шартламаччĕ, сивĕччĕ.

Çула çавах тупаттăм.

 

Шартламаччĕ, сивĕччĕ.

Пыма тухаттăм.

Анне патне çитес тесе

Чуна параттăм.

Шартламаччĕ, сивĕччĕ,

Çавах пырса кураттăм.

 

Вăхăт иртрĕ, вăхăт иртрĕ,

Çав паллăсем ăçта-ши?

Пырас пулсан, тухас пулсан,

Çула тупса пулĕ-ши?

 

Вăхăт иртрĕ, вăхăт иртрĕ,

Анне кĕтни ăçта-ши?

Çитес пулсан, кĕрес пулсан,

«Хĕрĕм» текен пулĕ-ши?

Çеçпĕле пулăшрăм


Çурхи кун ăшшипе юр та ирĕлсе пĕтрĕ, симĕс курăк шăтма пуçларĕ. Эпĕ пахчана тухрăм. Çамрăк улмуççи айĕнче çеçпĕл чечекне курсан савăнсах кайрăм. Пирĕн пахчара хальччен çеçпĕлсем çитĕнмен-çке, ăçтан тупăннă-ши вĕсем? Унччен те пулмарĕ — питĕ çепĕç сасă илтĕнчĕ. Çеçпĕл мана чĕнет иккен.

— Пулăш-ха мана, тархасшăн. Эпĕ питĕ вăйсăр, кунсерен типсе пыратăп. Вăй илсе çĕнĕрен чĕрĕлме мана сиплев шывĕ кирлĕ, — куççульне тăкать пĕчĕкскер.

Эпĕ нумай шухăшласа тăмарăм — тӳрех çывăхри вăрмана çул тытрăм. Унта çĕр çулхи ăслă карчăк пурăнать тенине илтнĕччĕ, тен, вăл мана сиплев шывĕ тупма пулăшĕ?

Пӳртне шыраса тупрăм, кĕтĕм. Анчах кинемей килте çук иккен. Тем, хамăн та ăш типрĕ. Кăмака çумĕнче çакăнса тăракан витрери шыва кăшт сыпрăм çеç — шăши пулса тăтăм. Ай, тур-тур, мĕн тăвас-ха? Кун пек мана анне те паллаймĕ. Мĕнле çĕнĕрен хĕрача пулса тăрас?

Кинемей килне таврăнсан мана вăрçа пуçларĕ. Эпĕ ăна хамăн нуша çинчен каласа патăм, пулăшу ыйтрăм.

— Акă сана йĕп, вăл сана кирлĕ пулĕ. Эсĕ уçланкă варринчи пысăк юман патне кай. Ун çинче ăслă ула курак пурăнать. Вăл сана пулăшасса шанатăп, — терĕ кинемей. Эпĕ ăна тав турăм та тӳрех вăл кăтартнă çулпа чупрăм.

Малалла

Тиха


Ĕшеннĕ лашасем кичеммĕн тĕлĕреççĕ.

Таçта улать, ав, кашкăр антăхса.

Ват йывăçсем шав ахлатса илеççĕ,

Юлашки çул илемлĕхе туйса.

 

Тиха чупать. Çăп-çăмăллăн, хавассăн.

Темрен аван çав амăш хӳттинче.

Сикет, сикет... Курăк ăшне чăмассăн

Кĕлеткипе. Сенкер инçет — ун умĕнче.

 

Ниме вăл ăнланмасть. Вăл çамрăк, вăйлă,

Тĕнче те уншăн çеç пек туйăнать.

Туртман тихан туртийĕ çуккă — паллă.

Вăл хăйпе хăй хавасланса чупать.

 

Ĕшеннĕ лашасем кичеммĕн тĕлĕреççĕ,

Шарт сикнĕ пек илеççĕ чĕтренсе.

Сĕнксе тăраççĕ те — пуçне ухаççĕ,

Асаплă шăпипе пуль килĕшсе.

 

...Чарас тесе вара аса илмеççĕ

Шуй тихана çаксем вăхăтлăха.

Кайран хăех ăнланĕ-ха, тен, теççĕ,

Туртса курсан тем йывăрăш лава.

Çиллĕ çумăр


Çиллĕ çумăр,

Çиллĕ çумăр чалăшшăн çапать.

Тем калас пек,

Тем калас пек вĕçĕмсĕр çăвать.

 

Алтăр илсе,

Алтăр илсе тухас пуль.

Çумăр шывне,

Çумăр шывне пухас пуль.

 

Çав алтăра,

Çад алтăра çут çĕрĕ ярас.

Витĕр пăхса,

Витĕр пăхса, сан сăнна курас.

 

Çиллĕ çумăр,

Çиллĕ çумăр чалăшшăн çăвать.

Тем калас пек,

Тем калас пек алтăра çапать.

Асаилӳ тĕнчине эпĕ килтĕм...


Асаилӳ тĕнчине эпĕ килтĕм,

Ыйтмасăр, вăрттăн, шăплăх пек.

Шурă юр пек шурă

Кăпăш юрă шурĕ...

Тĕнчене хупларĕ санăн яту пек.

 

Асаилӳ тĕнчине эпĕ килтĕм,

Ыйтмасăр, вăрттăн, сывлăш пек.

Кăлтăр-кăлтăр кулă,

Тен, пытаннă пулĕ...

Ку енче сана эп курас çук-ши тек?

 

Асилӳ тĕнчине эпĕ килтĕм.

Ыйтмасăр, вăрттăн, тунсăх пек.

Сарă çулçă çурĕ,

Çутă уйăх шурĕ...

Шурă тунсăх витĕр сан çулна йĕрлеп.

Эп ун чух вунçиччĕреччĕ


Эп ун чух вунçиччĕреччĕ,

Эс те шăп вунçиччĕре.

Хурăн çулçине ӳкерчĕ —

Хускалмарĕ те чĕре.

 

Çĕр çырли те ир пиçетчĕ,

Тутлăрахчĕ панулми.

Куçсенче шевле çиçетчĕ,

Кăмăл-туйăм туп-тулли.

 

Те пиçет халь çĕр çырлийĕ,

Мĕн тути улма тути?!

Тăкăнать те сар çулçийĕ —

Илтĕнет савни утти.

 

Иртнине иртни теместĕп —

Вырнаçать пĕр пурнăçа.

Тĕл пулсан — сăмах чĕнместĕп —

Кăтартмастăп курнăçа.

Вупăр карчăка чăрмантартăм


Çĕнĕ çул та çитрĕ ĕнтĕ. Эпĕ вара хамăн туссемпе асаннене Çĕнĕ çул ячĕпе мĕнле парне парассине халĕ те пĕлместĕп. Шутларăм-шутларăм та — çитес çул Лаша çулĕ пулассине аса илтĕм. Юратнă лаша патне пытăм та: «Манăн мĕн тăвас-ши?» — тесе ыйтрăм. Вăл мана: «Эсĕ мана итле, пурне те ас туса юл!» — терĕ.

— Эпир санпа тинĕс тĕпне çитĕпĕр, унта пĕр читлĕхре ылтăн пулă пурăнать. Ăна ирĕке кăлар. Вăл сана ылтăн чул парнелĕ. Кайран тĕнче хĕрне кайăпăр. Унта юман ӳсет. Çак юман çумне пĕр ачана сăнчăрпа çыхса хунă. Эсĕ ăна ирĕке кăлар, вăл сана уншăн пĕр значок парнелĕ, ун çине лаша ӳкернĕ. Эсĕ значока ил те ман çине лар. Каллех малалла вĕçтерĕпĕр, пĕлĕт çине çитĕпĕр. Çĕнĕ çул умĕн Вупăр карчăк çăлтăр пĕçерсе çиет, çав вăхăтра вăл шăпăрне айккине хурать. Эсĕ хăвăртрах унăн шăпăрне ил те ун çине ларса уйăх çине вĕçсе çит. Унта Вупăр карчăк çинчен каласа пар. Уйăх ăна пĕлĕт çинчен çĕр çине хăваласа ярĕ, çăлтăра çиме памĕ, сана парне вырăнне çăлтăр парнелĕ, çав çăлтăра лайăх сăнаса пăх: вăл ман евĕрлĕ. Эсĕ уйăха тав тунă хыççăн каллех ман çине лар, эпĕ сана киле илсе кайăп. Пурне те ăнлантăн-и? — сăмахне вĕçлерĕ юланутăм.

Малалла

Эс пĕрех асра


Ан чĕтре, йăмра,

Ан чĕтре.

Эс пĕрех асра,

Чĕрере.

 

Айăп çук санра,

Ан шарла.

Кăшт тăрам, ара,

Шăплăхра.

 

Çулçă тăкăнать

Çул çине.

Ĕмĕт йăванать

Чул çине.

 

Тухаймарĕ вăл —

Çук ялта.

Манса кайнă вăл —

Ман ята.

 

Ан ятла, Йăмра,

Ан ятла.

Эс юлан асра

Ялана.

Эй, юрлаттăн юррине!..


Эй, юрлаттăн юррине!

Эй, калаттăн кĕввине:

«Ташла, ухмах,

Илсе парап пушмак;

Çӳллĕ кĕлеллине,

Вуник тӳмеллине».

 

Эй, ташларăм,

Эй, ташларăм!

Ура кĕли ывăнчĕ,

Урай хăми авăнчĕ.

 

Кĕвĕ-çемĕ пĕтсессĕн,

Пуçа шухăш сырăнчĕ.

Ухмах ятне илтсессĕн,

Вĕри кăмăл сивĕнчĕ.

 

Атя пĕрле тухар-и,

Атя пĕрле ташлар-и?

Эпĕ илтнĕ сăмаха

Иккĕн пĕрле пайлар-и?

Шурă юр юрри


Паллаймастăн-и мана, паллаймастăн-и,

Çавраçил юрри эп, шурă юр юрри.

Тарăн кăпăш кĕртĕн,

Шăннă хытнă çĕрĕн

Шанчăк пек хĕрӳллĕ чи вĕри юрри.

 

Паллаймастăн-и мана, паллаймастăн-и,

Сивĕ хĕл юрри эп, çил-тăман юрри.

Кăчăр-кăчăр сасăн,

Тунсăх пуснă каçăн

Çут мерчен çутиллĕ йăлтăркка юрри.

 

Паллаймастăн-и мана, паллаймастăн-и,

Утас çул юрри эп, çитес кун юрри.

Кайнă кайăк хурăн,

Калла килес çулăн

Çурхи кун кĕввиллĕ шурă юр юрри.

■ Страницăсем: 1... 562 563 564 565 566 567 568 569 570 ... 796